Эсир Иеговӑн организацийӗпе харӑссӑн пыратӑр-и?
«Ҫӳлхуҫа куҫӗ — тӳрӗ ҫынсем ҫинче» (1 ПЕТР 3:12).
1. Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ Израиль вырӑнне мӗнле организаци Иеговӑн ячӗпе ҫӳрекен халӑх пулса тӑнӑ?
ПӖРРЕМӖШ ӗмӗрте христиансен пухӑвне йӗркелесе янӑшӑн тата хальхи вӑхӑтра тӗрӗс пуҫҫапассине ҫӗнӗрен майлаштарса янӑшӑн Иегова пӗтӗм мухтава тивӗҫлӗ. Унчченхи статьяра чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ Израиль халӑхне Христосӑн малтанхи вӗренекенӗсенчен тӑракан организаципе, Иегова ячӗпе ҫӳрекен халӑхпа, улӑштарнӑ тесе палӑртнӑччӗ. Турӑ ырлакан ҫак ҫӗнӗ организаци пирӗн эрӑри 70-мӗш ҫулта Иерусалима тӗп тунине пурӑнса ирттернӗ (Лука 21:20, 21). Иеговӑн хальхи ӗҫлекенӗсемпе те ҫавӑн пекех пулӗ: Сатанан тӗнчи кӗҫех тӗп пулӗ, анчах та Туррӑн организацийӗ ҫак юлашки кунсене пурӑнса ирттерӗ (2 Тим. 3:1). Мӗншӗн эпир ҫакна шанма пултаратпӑр?
2. Иисус «хӑрушла асап вӑхӑчӗ» пирки мӗн каланӑ тата вӑл мӗнле пуҫланӗ?
2 Юлашки кунсенче мӗн пуласси пирки Иисус малтанах ҫапла каласа хунӑ: «Ун чухне хӑрушла асап вӑхӑт пулӗ, ун евӗрли халиччен тӗнче пулнӑранпа та пулман, пулас та ҫук» (Матф. 24:3, 21). Ҫак нихӑҫан пулман хӑрушла асап вӑхӑчӗ Иегова ҫынсен правительствисемпе усӑ курса «Аслӑ Вавилона», суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империне, тӗп тунипе пуҫланӗ (Ӳлӗм. 17:3—5, 16). Ун хыҫҫӑн вара мӗн пулӗ?
САТАНА ТАПӐННИ АРМАГЕДДОН ПАТНЕ ИЛСЕ ҪИТЕРӖ
3. Суя тӗне тӗп тунӑ хыҫҫӑн мӗн пулса иртӗ?
3 Суя тӗн тӗп пулнӑ хыҫҫӑн Сатанапа унӑн тӗнчи Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫине тапӑнӗ. «Магог ҫӗрӗнчи Гог» пирки Сӑваплӑ Ҫырура малтанах ҫапла каласа хунӑ: «Эсӗ тӑвӑл пек ҫӗкленӗн, ҫӗре хуплама хура пӗлӗт пек кайӑн; эсӗ, санӑн пӗтӗм эшкерӳ тата санпа пӗрле нумай тӗрлӗ халӑх кайӑр». Иегова Свидетелӗсен хӗҫ-пӑшаллӑ ҫарсем ҫук тата вӗсем ҫӗр ҫинчи чи мирлӗ халӑх, ҫавӑнпа та вӗсем ҫӑмӑл тупӑш пек курӑнӗҫ. Анчах та вӗсем ҫине тапӑнма хӑю ҫитерекенсем питӗ пысӑк йӑнӑш тӑвӗҫ! (Иез. 38:1, 2, 9—12.)
4, 5. Сатана Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнма хӑтланса пӑхсан, Иегова хӑйне мӗнле тытӗ?
4 Сатана Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнма хӑтланса пӑхсан, Иегова хӑйне мӗнле тытӗ? Чи Аслӑ Патша пулнӑ май Иегова хӑй халӑхӗ майлӑ тӑрӗ. Хӑйӗн ӗҫлекенӗсем ҫине тапӑнни уншӑн хӑйӗн ҫине тапӑннипе пӗрех пулӗ. (Захария 2:8 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та пирӗн ҫӳлти Аттемӗр тӳрех пире пулӑшӗ те ҫӑлӗ. Иегова вара Сатанан тӗнчине Армагеддонра, «Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн аслӑ кунӗнчи вӑрҫӑра», тӗп тӑвӗ (Ӳлӗм. 16:14, 16).
5 Армагеддон пирки Библире ҫакӑн пек пророкла калани пур: «Ҫӳлхуҫа халӑхсемпе тупӑшать: Вӑл кашни чӗрӗ чунпах сутлашӗ, усал ҫынсене хӗҫпе пӗтерӗ, тет Ҫӳлхуҫа. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ халӑхран халӑх патне инкек пырать, тӗнче хӗрринчен ҫавраҫил ҫӗкленет. Ҫав кун Ҫӳлхуҫа пӗтерсе тухнисем ҫӗрӗн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитиех пулӗҫ, вӗсемшӗн хӳхлемӗҫ, вӗсене тирпейлесе пытармӗҫ, вӗсем ҫӗр ҫийӗнче тислӗк вырӑнне пулӗҫ» (Иер. 25:31—33). Армагеддонра Сатанан тӗнчи тӗп пулӗ, Иегова организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗ ҫӑлӑнса юлӗ.
МӖНШӖН ИЕГОВӐН ОРГАНИЗАЦИЙӖ ПАЯН ЙЫШЛӐЛАНСА ПЫРАТЬ?
6, 7. а) «Имсӗр-сумсӑр ҫын» шутне камсем кӗреҫҫӗ? ӑ) Юлашки ҫулсенче мӗнле ӳсӗм асӑрхама пулать?
6 Туррӑн организацийӗ паян ҫӗр ҫинче йышлӑланса пырать, мӗншӗн тесен ҫав организацири ҫынсене Турӑ ырлать. Библи пире ҫапла шантарса калать: «Ҫӳлхуҫа куҫӗ — тӳрӗ ҫынсем ҫинче, Унӑн хӑлхи — вӗсем кӗлтунӑ енче» (1 Петр 3:12). Ҫав тӳрӗ ҫынсем шутне «пысӑк асап витӗр» тухакан «имсӗр-сумсӑр ҫын» кӗрет (Ӳлӗм. 7:9, 14). Ҫав асапа пурӑнса ирттерекенсем нумай кӑна мар, «имсӗр-сумсӑр» — питӗ йышлӑ. Эсир «имсӗр-сумсӑр ҫын» шутӗнче пулнӑ май пысӑк асапа пурӑнса ирттертӗр тейӗпӗр. Ҫавӑн чухне эсир хӑвӑра мӗнле туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха!
7 Ҫак «имсӗр-сумсӑр ҫын» тӗрлӗ халӑхран тухнӑ ҫынсенчен тӑрать. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе пула вӗсене пӗрле пуҫтарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен Иисус малтанах ҫапла каласа хунӑ: «Мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ. Пӗтес вӑхӑт ҫавӑн чухне ҫитӗ» (Матф. 24:14, ҪХ). Ҫак юлашки кунсенче ҫакӑ — Турӑ организацийӗн тӗп ӗҫӗ. Иегова Свидетелӗсен ырӑ хыпар сарас тата вӗрентес ӗҫне пула миллион-миллион ҫын Турра «сывлӑшпа чӑнлӑхпа» пуҫҫапма вӗренсе ҫитнӗ (Иоанн 4:23, 24). Сӑмахран, юлашки вунӑ ҫул хушшинче — 2003-мӗш ҫултан пуҫласа 2012-мӗш ҫулччен — 2 707 000 ытла ҫын хӑйне Иеговӑна халалланӑ та шыва кӗнӗ. Свидетельсем паян пӗтӗм тӗнчипе 7 900 000 ытла, ҫитменнине тата миллион-миллион ҫын вӗсем майлӑ тӑрать, уйрӑмах ҫакӑ Каҫхи апат уявӗнче курӑнать. Эпир цифрӑсемпе мухтанмастпӑр, мӗншӗн тесен «ӳстерекенӗ — Турӑ» (1 Кор. 3:5—7, ҪХ). Ҫавӑнпа та имсӗр-сумсӑр ҫын шучӗ ҫулсерен ӳссех, йышлӑлансах пырать!
8. Мӗне пула хальхи вӑхӑтра Иеговӑн ӗҫлекенӗсен шучӗ тӗлӗнмелле ӳссе пырать?
8 Иегова хӑйӗн Свидетелӗсене пулӑшса тӑнине пула Туррӑн ӗҫлекенӗсен шучӗ ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ӳссе пырать. (Исаия 43:10—12 вуласа пар.) Ҫавнашкал ӳсӗм пуласси ҫинчен малтанах пророкла ҫапла каласа хунӑ: «Сахаллинчен — пин, чи халсӑрринчен вӑйлӑ халӑх пулӗ. Хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитсессӗн, ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑртах пурӑнӑҫа килтерӗп» (Ис. 60:22). Пӗр вӑхӑт хушши «Турӑ Израилӗ» — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем, ҫӗр ҫинче халӗ пурӑнакансем — сахал йышлӑ халӑх пек пулнӑ, анчах та Иегова вӗсен ырӑ хыпар сарас ӗҫне пилленӗ. Ҫавна пула Туррӑн организацине святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ытти христиансем килме пуҫласан вӗсен шучӗ ӳсме тытӑннӑ (Гал. 6:16). Ҫулсем иртнӗҫемӗн ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан миллион-миллион ҫын та чӑнлӑха йышӑннӑ.
ИЕГОВА ПИРӖНТЕН МӖН ТУМА ЫЙТАТЬ?
9. Турӑ чаплӑ пуласлӑх пирки сӑмах панинчен усӑ илес тесен пирӗн мӗн тумалла?
9 Эпир святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем-и е имсӗр-сумсӑр ҫын шутне кӗретпӗр-и, Иегова пире пурне те чаплӑ пуласлӑх парнелеме сӑмах парать. Ҫак сӑмах панинчен усӑ илес тесен пирӗн унӑн ӳкӗчӗсене тытса тӑмалла (Ис. 48:17, 18). Сӑмахран, Иегова израильтянсене Моисей саккунне пӑхӑнса тӑма хушнӑ. Ҫав Саккун вӗсене хӳтӗлесе тӑнӑ тата ҫемьере телейлӗ пулас, лайӑх туссем тупас, ӗҫе суймасӑр-улталамасӑр тӑвас тата пӗр-пӗринпе ырӑ пулас тесен мӗн тумаллине вӗрентнӗ (Тух. 20:14; Лев. 19:18, 35—37; Сак. аст. 6:6—9). Турӑ мӗн тума ыйтнине пурнӑҫласа пыни пире те ҫавнашкал усӑ парать. Паллах ӗнтӗ, унӑн ирӗкне туса тӑма пире йывӑр мар. (1 Иоанн 5:3 вуласа пар.) Саккун израильтянсене хӳтӗлесе тӑнӑ пекех, Иегова Туррӑн саккунӗсемпе принципӗсене тытса тӑни пире хӳтӗлет кӑна мар, «тӗрӗс ӗненсе» тӑма та пулӑшать (Тит 1:13).
10. Мӗншӗн пирӗн Библи вӗренме вӑхӑт тата кашни эрнере ҫемьепе пӗрле пуҫҫапма пӗр каҫ уйӑрмалла?
10 Иегова организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗ тӗрлӗ енчен малалла пырать. Сӑмахран, эпир Библири чӑнлӑхсене лайӑхрах та лайӑхрах ӑнланса пыратпӑр. Ҫакӑн пек пулса пымалла та, мӗншӗн тесен «тӳрӗ ҫынсенӗн сукмакӗ — шуҫӑм ҫути пек, кун тулса пынӑҫемӗн вӑл ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать» (Ытар. 4:18). Анчах та пирӗн хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем памалла: «Библири чӑнлӑхсене мӗнле ӑнланас енчен нумаях пулмасть тунӑ улшӑнусене пӗлетӗп-и эпӗ? Манӑн Библие кашни кун вулас йӑла пур-и? Мана хамӑр публикацисене вулама килӗшет-и? Пирӗн ҫемьере кашни эрнере ҫемьепе пӗрле пуҫҫапма пӗр каҫ уйӑрса хунӑ-и?» Ҫак ӗҫсене тума йывӑрах маррипе пирӗнтен нумайӑшӗ килӗшет. Час-часах ҫаксем валли вӑхӑт кӑна уйӑрмалла. Турӑ Сӑмахне вӗренсе тӑни, мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса пыни тата Туррӑн организаципе харӑссӑн пыни питӗ кирлӗ. Пирӗн ҫаксене уйрӑмах халӗ туса тӑмалла, мӗншӗн тесен хӑрушла асап вӑхӑчӗ питӗ ҫывӑх!
11. Мӗншӗн Иегова халӑхӗ пухусемпе конгрессене ҫӳрет?
11 Иеговӑн организацийӗ пире ыррине кӑна сунать, ҫавӑнпа та вӑл пире Павел апостол панӑ канаша тытса тӑма ӳкӗтлет: «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар. Хӑш-пӗр ҫынсенӗн йӑлине кура пирӗн пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахас марччӗ; ҫав Кун ҫывӑхарса килнӗҫемӗн пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ ӳкӗтлесе пурӑнар» (Евр. 10:24, 25). Авалхи израильтянсем Иеговӑна пуҫҫапас тата унран вӗренес тесе яланах пӗрле пуҫтарӑннӑ. Унсӑр пуҫне Неемия вӑхӑтӗнче Хӳшӗ уявне паллӑ туни савӑнӑҫлӑ событисенчен пӗри пулнӑ (Тух. 23:15, 16; Неем. 8:9—18). Пирӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсемпе конгрессем пире те ҫавнашкал усӑ параҫҫӗ. Пирӗн вӗсенче пуринче те пулма тӑрӑшмалла, мӗншӗн тесен вӗсем пире Иеговӑпа ҫывӑхланма тата уншӑн савӑнса ӗҫлеме пулӑшаҫҫӗ (Тит 2:2).
12. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?
12 Туррӑн организацийӗнче пулнӑ май эпир «Туррӑн ырӑ хыпарӗн святой ӗҫне» хутшӑнатпӑр, ҫакӑ вара пире пысӑк савӑнӑҫ парать (Рим 15:16, ҪТ). Ҫак «святой ӗҫе» туни пире Иеговӑпа, «Святойпа», «пӗрле ӗҫлекенсем» тӑвать (1 Кор. 3:9, ҪТ; 1 Петр 1:15, ҪТ). Ырӑ хыпар сарни Иеговӑн святой ятне сӑваплӑ тума пулӑшать. Паллах ӗнтӗ, пире «телейлӗ Туррӑн мухтавлӑ ырӑ хыпарне» шанса панӑ, ҫакӑ вара — пысӑк чыс (1 Тим. 1:11, ҪТ).
13. Пирӗн пурнӑҫ тата пирӗнпе Иегова хушшинчи туслӑх мӗнрен килет?
13 Иегова пире ыррине кӑна сунать, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл пире хӑйӗнпе тата хӑйӗн организацийӗпе ҫывӑхлантарасшӑн. Моисей израильтянсене каланӑ: «Паян эпӗ сирӗн умӑрта тӳпепе ҫӗре асӑнса калатӑп: сана эпӗ пурӑнӑҫпа вилӗм, пиллӗхпе ылхан сӗнтӗм. Пурӑнӑҫа суйласа ил: санӑн хӑвӑн та, санӑн тӑхӑмусен те пурӑнмалла пултӑр, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна юратмалла, Унӑн сӑмахне итлемелле, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнса тӑмалла пултӑр; санӑн пурӑнӑҫу ҫакӑнтан килет, кунҫулу вӑрӑма пырасси ҫакӑнтан килет, ҫапла эсӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ хӑвӑн аҫусене Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса пама пулнӑ ҫӗр ҫинче пурӑнӑн» (Сак. аст. 30:19, 20). Пирӗн пурнӑҫ эпир Иеговӑн ирӗкне тунинчен, ӑна юратнинчен, унӑн сӑмахне итленинчен тата ун ҫумне ҫыпҫӑнса тӑнинчен килет.
14. Пӗр арҫын тӑван Турӑ организацийӗн куҫа курӑнакан пайӗ пирки мӗн шухӑшланӑ?
14 Прайс Хьюз, Иеговӑна тата унӑн организацине мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе чунтан парӑнса пурӑннӑ арҫын тӑван, пӗррехинче ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ 1914-мӗш ҫул умӗнхи кунсенчен пуҫласа халичченех Иеговӑн тӗллевӗпе килӗшӳллӗ пурӑннӑшӑн питӗ пархатарлӑ... Маншӑн мӗн чи кирли пулни ҫинчен калас пулсан, ҫакӑ вӑл — Иеговӑн куҫа курӑнакан организацийӗпе тачӑ ҫыхӑну тытасси. Чи малтан пухнӑ опыт мана ҫынсен шухӑшӗсем ҫине шанма кирлӗ маррине ӑнланса илме пулӑшрӗ. Ҫакна ӑнкарса илсен, эпӗ шанчӑклӑ организаципе пӗрле тӑрса юлма шут тытрӑм. Иегова ырланине тата пилленине илмелли урӑх май пур-и вара?»
ИЕГОВӐН ОРГАНИЗАЦИЙӖПЕ МАЛАЛЛА ТА ХАРӐССӐН ПЫРӐР
15. Библи вӗрентӗвӗсене мӗнле ӑнланас тӗлӗшрен улшӑнусем туни ҫине пирӗн епле пӑхмаллине кӑтартакан Сӑваплӑ Ҫырури тӗслӗхе илсе парӑр.
15 Иегова пире кашнине ырлатӑр тата пиллетӗр тетпӗр пулсан, пирӗн унӑн организаци майлӑ тӑмалла та Сӑваплӑ Ҫырӑва мӗнле ӑнланас тӗлӗшрен тунӑ улшӑнусене йышӑнмалла. Ҫакӑн пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха: Иисус вилнӗ хыҫҫӑн еврей христианӗсенчен пинӗ-пинӗшне, Саккуншӑн ҫунса тӑраканскерсене, ҫав Саккуна тытса тӑма пӑрахма йывӑр пулнӑ (Ап. ӗҫ. 21:17—20). Анчах та, Павелӑн еврейсем патне янӑ ҫырӑвне пула, вӗсем «саккун тӑрӑх... кӳрекен парнепе» мар, «Христос Хӑй ӳтне пӗр хут [«тата яланлӑха», ҪХ] парнене кӳнипе» тасалнине ӑнланса илнӗ (Евр. 10:5—10). Паллах ӗнтӗ, еврей христианӗсем нумайӑшӗ Павелӑн канашне йышӑннӑ та хӑйсен шухӑшӗсене улӑштарнӑ. Пирӗн те Библие пикенсе вӗренмелле тата Турӑ Сӑмахне мӗнле ӑнланас тӗлӗшрен е ырӑ хыпар сарас ӗҫе мӗнле тӑвас тӗлӗшрен тунӑ улшӑнусене йышӑнма хатӗр пулмалла.
16. а) Мӗнле пиллӗхсене пула ҫӗнӗ тӗнчере пурнӑҫ питӗ чаплӑ пулӗ? ӑ) Эсир ҫӗнӗ тӗнчери мӗнле пиллӗхсене кӗтсе тӑратӑр?
16 Иеговӑна тата унӑн организацине шанчӑклӑ тӑрса юлакансем пурте иксӗлми пиллӗхсем илӗҫ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем Иисус Христоспа пӗлӗтре патшара ларӗҫ (Рим 8:16, 17). Пирӗн ҫӗр ҫинче пурӑнма шанчӑк пур пулсан, Райри пурнӑҫ мӗн тери чаплӑ пуласси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Туррӑн организацийӗнче пуласси тата ыттисене Турӑ пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнче ҫинчен каласа парасси — калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ! (2 Петр 3:13.) «Йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ,— тенӗ Псалом 36:11-мӗшӗнче,— вӗсем тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ». Ҫынсем «ҫуртсем лартӗҫ, унта пурӑнӗҫ» тата «хӑйсен алли ӗҫӗпе чылайччен усӑ курӗҫ» (Ис. 65:21, 22). Урӑх нихӑҫан та пусмӑрлӑх, чухӑнлӑх тата выҫлӑх пулмӗ (Пс. 71:13—16). Аслӑ Вавилон никама та тек улталаса тӑраймӗ, мӗншӗн тесен вӑл урӑх пулмӗ (Ӳлӗм. 18:8, 21). Вилнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ те вӗсем валли вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалли май уҫӑлӗ (Ис. 25:8; Ап. ӗҫ. 24:15). Хӑйсене Иеговӑна халалланӑ миллион-миллион ҫыннӑн мӗн тери чаплӑ шанчӑк пур! Библири ҫакӑн пек сӑмах панисем пирӗн ҫинче те пурнӑҫланччӑр тесен, пирӗн Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетсе тӑмалла та малалла пыракан Туррӑн организаципе харӑссӑн утмалла.
17. Иеговӑна пуҫҫапасси ҫине тата унӑн организацийӗ ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?
17 Сатанан тӗнчи кӗҫех пӗтет. Ҫавна пурӑнса ирттерес тесен пирӗн яланах хытӑ ӗненсе тӑмалла та Туррӑн организаципе пӗрле Иеговӑна чунтан парӑнса пуҫҫапса пурӑнмалла. Давид шӑп ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑллӑ пулнӑ. Вӑл ҫапла юрланӑ: «Эпӗ Ҫӳлхуҫаран пӗр ҫакна ҫеҫ ыйтрӑм, ҫакна ҫеҫ ӗмӗтленетӗп: ӗмӗрӗм тӑршшӗпе куллен-кунах Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче пуласчӗ, Ҫӳлхуҫа илемне курса тӑрасчӗ, Унӑн [сӑваплӑ] Керменне ҫӳресчӗ» (Пс. 26:4). Пирӗнтен кашни Турра шанчӑклӑ тӑрса юлтӑр та унӑн халӑхӗнчен кая юлмасӑр Иеговӑн организацийӗпе харӑссӑн малалла пытӑр.