Иегова чунтан парӑннине тата каҫарма хатӗр пулнине хаклӑр
«Эй Иегова, эсӗ ырӑ та каҫарма хатӗр, хӑвна чӗнекенсемшӗн пуриншӗн те санӑн юратакан ырӑлӑху пысӑк» (ПС. 86:5, ҪТ).
1, 2. а) Мӗншӗн эпир чунтан парӑннӑ тата каҫарма хатӗр туссене хаклатпӑр? ӑ) Мӗнле ыйтусем ҫине эпир хурав парӑпӑр?
КАМ пирки эсир чӑн-чӑн тус тенӗ пулӑттӑр? «Кам яланах пулӑшма, ҫавӑн пекех йӑнӑшсене каҫарма хатӗр, ҫавӑ маншӑн чӑн-чӑн тус»,— тесе калать Эшли ятлӑ христианка. Эпир пурте чунтан парӑннӑ, каҫарма хатӗр туссене хаклатпӑр. Вӗсем пире хамӑра хӑюллӑрах туйма пулӑшаҫҫӗ, вӗсен юратӑвӗ вара чуна ӑшӑтать (Ытар. 17:17).
2 Иегова — пирӗн чунтан парӑннӑ тата каҫарма хатӗр чи лайӑх Тус. Псалом юрлакан ун пирки каланӑ: «Эй Иегова, эсӗ ырӑ та каҫарма хатӗр, хӑвна чӗнекенсемшӗн пуриншӗн те санӑн юратакан ырӑлӑху [е «чунтан парӑнса юратни»] пысӑк» (Пс. 86:5, ҪТ). Чунтан парӑнни тата каҫарма хатӗр тенине мӗнле ӑнланмалла? Иегова ҫав чаплӑ лайӑх енсене мӗнле кӑтартать? Унран тӗслӗх эпир мӗнле илме пултаратпӑр? Ҫак ыйтусен хуравӗсем пире хамӑрӑн чи лайӑх Туса тата хытӑрах юратма пулӑшӗҫ. Вӗсем пухури тӑвансемпе пирӗн хушӑмӑрти туслӑха та ҫирӗплетме пулӑшӗҫ (1 Иоанн 4:7, 8).
ИЕГОВА ЧУНТАН ПАРӐННӐ ТУРӐ
3. Чунтан парӑнмалла тенине мӗнле ӑнланмалла?
3 Чунтан парӑннӑ ҫын хӑй кама юратать, ҫавна шанчӑклӑ тӑрса юлать. Вӑл хӑйӗн юратӑвне ыттисене пулӑшса тата тӗреклӗлетсе тӑнипе кӑтартать. Ҫавна вӑл ҫӑмӑл пулнӑ чухне ҫеҫ мар, йывӑр лару-тӑрура та тӑвать. Библире Иегова пирки чунтан парӑннӑ тесе каланӑ. Чунтан парӑнас тӗлӗшрен унпа урӑх никам та танлашма пултараймасть (Ӳлӗм. 16:5, ҪТ).
4, 5. а) Иегова чунтан парӑннине мӗнле кӑтартса тӑрать? ӑ) Иегова чунтан парӑнни ҫинчен шухӑшлани пире мӗнле майпа вӑй парса тӑрать?
4 Иегова чунтан парӑннине мӗнле кӑтартса тӑрать? Вӑл хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене нихӑҫан та пӑрахмасть. Ҫав ӗҫлекенсенчен пӗри, Давид патша, ҫакна ҫапла ҫирӗплетсе парать: «Кам чунтан парӑннӑ, ҫавӑнпа эсӗ хӑвна чунтан парӑнса тытӑн, кӑлтӑксӑр ҫынпа кӑлтӑксӑр тытӑн» (2 Сам. 22:26, ҪТ). Давида йывӑр килнӗ чухне Иегова чунтан парӑнса ӑна ертсе пынӑ, хӳтӗленӗ тата хӑтарнӑ (2 Патш. 22:1). Иегова чунтан парӑннине сӑмахпа кӑна мар, хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пулӑшса тӑнипе те кӑтартнине Давид хӑйӗн пурнӑҫӗнче курнӑ. Мӗншӗн Иегова Давида чунтан парӑннӑ пулнӑ? Мӗншӗн тесен Давид хӑй ӑна чунтан парӑнса пурӑннӑ. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чунтан парӑнса пурӑннӑшӑн хаклать, ҫавӑнпа хӑй те вӗсене чунтан парӑннине кӑтартать (Ытар. 2:6—8).
5 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле чунтан парӑнни ҫинчен шухӑшлани пире вӑй пама пултарать. «Давида йывӑр килнӗ чухне Иегова хӑйне унпа мӗнле тытни ҫинчен вулани мана чӑннипех пулӑшать,— калать Рид ятлӑ шанчӑклӑ арҫын тӑван.— Давидӑн ту хӑвӑлӗсенче пытанса пурӑнма тивнӗ чухне те Иегова ӑна яланах пулӑшса тӑнӑ. Мана ҫакӑ питӗ хавхалантарать! Ҫакӑ мана лару-тӑру кирек мӗнле пулсан та, ӗҫсем тем пек япӑх пулсан та, эпӗ Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнсан, вӑл пулӑшассине аса илтерсе тӑрать». Паллах ӗнтӗ, сирӗн туйӑмсем те ҫавнашкалах (Рим 8:38, 39).
6. Иегова чунтан парӑннине тата мӗнле майсемпе кӑтартса тӑрать тата мӗншӗн ҫакӑ унӑн ӗҫлекенӗсене пиллӗх кӳрет?
6 Иегова чунтан парӑннине тата мӗнле майсемпе кӑтартать? Вӑл хӑйӗн нормисене яланах тытса тӑрать. «Ватлӑхӑр ҫитиччен те Эпӗ ҫавӑн пекех пулӑп»,— тесе шантарать вӑл пире (Ис. 46:4). Вӑл пур йышӑнӑва та хӑйӗн нихӑҫан улшӑнми нормисем тӑрӑх тӑвать (Мал. 3:6). Унсӑр пуҫне Иегова хӑй сӑмах панине яланах пурнӑҫласа тӑнипе чунтан парӑннине кӑтартать (Ис. 55:11). Иегова чунтан парӑнни унӑн пур шанчӑклӑ ӗҫлекенне те пиллӗх кӳрет. Мӗнле майпа? Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнас тесе эпир вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑватпӑр пулсан, вӑл пире пиллеме сӑмах панине пурнӑҫласса шанма пултаратпӑр (Ис. 48:17, 18).
ИЕГОВА ПЕК ЧУНТАН ПАРӐНСА ПУРӐНМА ТӐРӐШӐР
7. Иегова пек чунтан парӑнса пурӑннине кӑтартмалли мӗнле май пур пирӗн?
7 Иегова пек чунтан парӑнса пурӑнас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Пӗр май вӑл — йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшасси (Ытар. 3:27). Сӑмахран, эсир сывлӑх начар пулнӑран, ҫемйинче хирӗҫ тӑнӑран тата хӑйӗн йӑнӑшӗсене пула хуйха ӳкнӗ пухури пӗр-пӗр тӑвана пӗлетӗр-и? Мӗншӗн-ха ун патне пырса ӑна «ырӑ сӑмахсем, лӑплантаракан сӑмахсем» калас мар? (Зах. 1:13.)a Ҫавна тунипе эсир чӑн-чӑн, чунтан парӑннӑ, «тӑванран та ҫывӑхрах» тус пулнине кӑтартатӑр (Ытар. 18:24).
8. Иегова пек чунтан парӑнса пурӑнас тесе эпир, сӑмахран, мӑшӑрлӑ пурнӑҫра мӗн тума пултаратпӑр?
8 Иегова пек чунтан парӑнса пурӑннине эпир хамӑр юратакан ҫынсемпе шанчӑклӑ пулнипе те кӑтартма пултаратпӑр. Сӑмахран, эпир авланнӑ е качча кайнӑ пулсан, хамӑр мӑшӑра шанчӑклӑ пулма кирлине пӗлетпӗр (Ытар. 5:15—19). Ҫавӑнпа та эпир аскӑн ӗҫ тумастпӑр кӑна мар, ҫав ӗҫ патне илсе пыма пултаракан утӑмсенчен те пӑрӑнатпӑр (Матф. 5:28). Унсӑр пуҫне эпир пухури тӑвансене чунтан парӑннине вӗсем ҫинчен сӑмах е элек сарманнипе тата ҫавнашкал калаҫусене итлеменнипе те кӑтартатпӑр (Ытар. 12:18).
9, 10. а) Пуринчен ытла эпир кама чунтан парӑнса пурӑнасшӑн? ӑ) Мӗншӗн Иеговӑн ӳкӗчӗсене пӑхӑнса тӑма яланах ҫӑмӑл мар?
9 Пуринчен ытла эпир Турра, Иеговӑна, чунтан парӑнса пурӑнасшӑн. Ҫакна мӗнле тума пулать? Пур япала ҫине те вӑл пӑхнӑ пек пӑхма — вӑл мӗн юратнине юратма, вӑл мӗн курайманнине курайми пулма — тӑрӑшнипе. Унтан вара пирӗн Иеговӑна юрӑхлӑ пурӑнмалла. (Псалом 96:10 вуласа пар.) Хамӑр шухӑшсемпе туйӑмсене Иеговӑн шухӑшӗсемпе, туйӑмӗсемпе мӗн чухлӗ ытларах килӗшӳллӗ тӑвӑпӑр, ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах пирӗн унӑн ӳкӗчӗсене пӑхӑнса тӑрас кӑмӑл пулӗ (Пс. 118:104).
10 Паллах ӗнтӗ, Иеговӑн ӳкӗчӗсене пӑхӑнса тӑма яланах ҫӑмӑл мар. Тен, ӑна чунтан парӑнса пурӑнас тесе пирӗн питӗ нумай вӑй хумалла. Сӑмахран, хӑш-пӗр мӑшӑрланман христиансем, тен, авланасшӑн е качча каясшӑн, анчах та вӗсем хальлӗхе Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хушшинче хӑйсене юрӑхлӑ ҫынна тупайман-ха (1 Кор. 7:39). Калӑпӑр, качча кайман хӗрарӑм тӑвана пӗрле ӗҫлекенсем, унӑн ӗненӗвӗпе килӗшменскерсем, пӗр вӗҫӗмсӗр кампа та пулин паллаштарма тӑрӑшаҫҫӗ. Тен, ҫав хӗрарӑм тӑван пӗчченлӗх туйӑмӗпе кӗрешет. Ҫапах та вӑл Турӑшӑн ӗҫлемен ҫынпа ҫӳрес мар, ӑна качча тухас мар тесе ҫирӗп шут тытнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнасшӑн. Ҫавӑн пек чунтан парӑннине кӑтартакан ырӑ тӗслӗхсене эпир хакламаспӑр-и вара? Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлакансене Иегова пиллетех (Евр. 11:6).
ИЕГОВА КАҪАРМА ХАТӖР
11. Каҫармалла тенине мӗнле ӑнланмалла?
11 Иеговӑн кӑмӑла каякан чи лайӑх енӗсенчен пӗри — вӑл каҫарма хатӗр пулни. Каҫармалла тенине мӗнле ӑнланмалла? Тӗпрен илсен, ҫакӑ каҫарма витӗмлӗ сӑлтав пур чухне кӳрентерекене каҫармаллине пӗлтерет. Ҫакӑ ҫын каҫарнӑ чухне хӑйне кӳрентернине асӑрхаманҫи тӑвать е хӑйне нимӗн те пулман пек тытать тенине пӗлтермест. Ун вырӑнне вӑл тарӑхса ҫӳреме пӑрахас тет. Библи Иегова чунтан ӳкӗнекенсене «каҫарма хатӗр» тесе вӗрентет (Пс. 86:5, ҪТ).
12. а) Иегова мӗнле каҫарать? ӑ) Камӑн та пулин ҫылӑхне «каҫарнӑ» тенине мӗнле ӑнланмалла?
12 Иегова мӗнле каҫарать? Вӑл ҫавна ырӑ кӑмӑлпа тӑвать, пӗтӗмпех тата яланлӑхах каҫарать (Ис. 55:7). Иегова пӗтӗмпех каҫарнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Айтӑр Апостолсен ӗҫӗсем 3:19, 20-мӗш сӑвӑ йӗркисенче мӗн тесе шантарнине пӑхса тухар. (Вуласа пар.) Петр апостол хӑйне итлекенсене: «Ӳкӗнӗр, Ун патне таврӑнӑр»,— тесе чӗнсе каланӑ. Ҫылӑх тӑвакан чунтан ӳкӗннӗ чухне мӗншӗн ҫавӑн пек тӗрӗс мар турӑм-ши тесе кулянать. Ҫавӑн пекех вӑл каллех ҫылӑх тӑвас мар тесе ҫирӗп шут тытать (2 Кор. 7:10, 11). Унсӑр пуҫне чунтан ӳкӗнни ҫылӑх тӑвакана Турӑ «патне таврӑнма», урӑхла каласан, тӗрӗс мар ҫула хӑварса Турра юрӑхлӑ ҫул ҫине тӑма хавхалантарать. Петра итлекенсем чунтан ӳкӗннӗ пулсан, ҫакӑ вӗсене мӗн панӑ пулӗччӗ? Апостол каланӑ тӑрӑх, вӗсен ҫылӑхӗсем «каҫарӑнӗччӗҫ». Ҫак сӑмах «шӑлса тасат» текен грек сӑмахӗнчен пулса кайнӑ. Ҫавӑнпа та Иегова каҫарни губкӑпа доска ҫине ҫырнине тап-таса шӑлса тасатнипе пӗрех. Вӑл пӗтӗмпех каҫарать (Евр. 10:22; 1 Иоанн 1:7).
13. «Вӗсен ҫылӑхӗсене урӑх аса илмӗп» текен сӑмахсем пире мӗн тесе шантараҫҫӗ?
13 Иегова яланлӑхах каҫарнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемпе тунӑ ҫӗнӗ килӗшӳ — тӳлесе илнине ӗненекенсене чӑннипех каҫарма май паракан ҫӗнӗ килӗшӳ — ҫинчен Иеремия пророкла каланине пӑхса тухар. (Иеремия 31:34 вуласа пар.) Иегова калать: «Эпӗ вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫылӑхӗсене урӑх аса илмӗп». Ҫапла каланипе Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарнӑ хыҫҫӑн вӗсемшӗн малашне явап тыттармӑп тесе пире шантарать. Вӑл пире ҫав ҫылӑхсене аса илтерсе тӑмасть, вӗсемшӗн пире айӑпламасть тата ҫине-ҫинех наказани памасть. Ун вырӑнне Иегова ҫав ҫылӑхсене каҫарать те вӗсене яланлӑхах манса каять (Рим 4:7, 8).
14. Иегова каҫарма хатӗр пулни пире канӑҫлӑх мӗнле пама пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.
14 Иегова каҫарма хатӗр пулни ҫинчен шухӑшлани пире канӑҫлӑх парать. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Нумай ҫул каялла пӗр хӗрарӑм тӑвана — эпир ӑна Элейн тесе чӗнӗпӗр — пухуран кӑларса янӑ пулнӑ. Темиҫе ҫултан ӑна каялла пухӑва йышӑннӑ. «Иегова мана каҫарнине ӗненетӗп тесе хама та, ыттисене те каланӑ пулин те,— каласа парать Элейн,— мана яланах вӑл манран аякра пек, ыттисемпе ун хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗпрех пек, вӗсем ӑна ытларах ӗненнӗ пек туйӑнатчӗ». Анчах та Элейна Библире Иегова каҫарни пирки калакан сӑнарлӑ сӑмахсене вулани тата вӗсем ҫинчен шухӑшлани канӑҫлӑх панӑ. «Эпӗ Иегова мана юратнине тата манпа тимлӗ пулнине туйма пуҫларӑм, ун пекки манпа унччен нихӑҫан та пулманччӗ»,— калать Элейн. Унӑн чӗрине уйрӑмах ҫак шухӑш хускатнӑ: «Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарать пулсан, ҫав ҫылӑхсем ӗмӗр тӑршшӗпе пирӗн ҫинче ҫусан та кайман вараланчӑк пек пулӗҫ тесе шутламалла мар». Элейн калать: «Иегова мана пӗтӗмпех каҫарма пултарнине ӗненменнине эпӗ ӑнлантӑм; ҫав ҫӗклеме пурнӑҫ тӑршшӗпех йӑтса ҫӳреме тивӗ тесе шутланӑччӗ. Халӗ вара эпӗ Иеговӑпа ҫывӑхланма пултарнине ӑнланса пыратӑп, ҫакна валли вӑхӑт кирлине те пӗлетӗп, ҫавӑн пекех хулпуҫҫи ҫинчен йывӑр япалана илсе пӑрахнӑ пекех хама туйма пуҫларӑм». Иегова чӑнах та юратакан тата каҫарма хатӗр Турӑ! (Пс. 102:9.)
ИЕГОВА ПЕК КАҪАРМА ТӐРӐШӐР
15. Иегова пек каҫарма хатӗр пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
15 Каҫарма сӑлтав пур чухне кашнинче пӗр-пӗрне каҫарма шут тытнипе эпир Иегова пек пулма пултаратпӑр. (Лука 17:3, 4 вуласа пар.) Иегова каҫарнӑ чухне пирӗн ҫылӑхсене манса кайнине, урӑхла каласан, вӗсемшӗн пире урӑх явап тыттарманнине астусах тӑрӑр. Ыттисене каҫарнӑ чухне эпир те вӗсен ҫылӑхӗсене манса кайма пултаратпӑр, вӗсем ҫинчен малашне аса илтерсе тӑмӑпӑр.
16. а) Каҫармалла тени мӗне пӗлтерет тата мӗне пӗлтермест? ӑ) Турӑ пире каҫартӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?
16 Каҫармалла тени вӑл хамӑра кӳрентернине курмӑш пулмалла е ыттисем хамӑрпа тӗрӗс мар тытни пире килӗшет тенине пӗлтермест. Тӗрӗссипе каласан, ҫакӑ тарӑхса ҫӳреме пӑрахмаллине пӗлтерет. Анчах та Турӑ пире каҫартӑр тесен пирӗн ун пек пулма тӑрӑшмалла та ыттисене каҫармалла (Матф. 6:14, 15). Иегова «эпир тӑпра иккенне астуса тӑрать», урӑхла каласан, вӑл эпир ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пулнине ӑнланать (Пс. 102:14). Ҫавӑнпа та ыттисем пире хирӗҫ мӗн те пулин тунӑ е каланӑ чухне вӗсем пирӗн пекех ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пулнине пирӗн асра тытмалла та вӗсене чӗререн каҫармалла (Эф. 4:32; Кол. 3:13).
17. Пухури тӑван пире кӳрентерчӗ пулсан, пире мӗн пулӑшма пултарать?
17 Каҫарма яланах ҫӑмӑл мар паллах. Пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ хӑш-пӗр христиансене те хӑйсем хушшинчи хирӗҫӳ-харкашусене татса пама йывӑр пулнӑ (Флп. 4:2). Пире пухури тӑван кӳрентерчӗ пулсан, пире ӑна каҫарма мӗн пулӑшӗ? Иовпа мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Елифаз, Вилдад тата Софар хӑйсене Иов тусӗсем пек кӑтартнӑ. Анчах та вӗсем ӑна сӑлтавсӑрах темтепӗр каласа айӑпласа пӗтернӗ. Ҫакӑ Иова шутсӑр хурлантарнӑ (Иов 10:1; 19:2). Юлашкинчен Иегова ҫав суя айӑплавҫӑсене сивленӗ. Турӑ вӗсене Иов патне кайса хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн парне кӳме хушнӑ (Иов 42:7—9). Анчах та Иегова Иова та темскер тума хушнӑ. Унӑн мӗн тумалла пулнӑ? Иегова Иова хӑйне айӑплакансемшӗн кӗлтума хушнӑ. Иов ҫавна тунӑ, вара Иегова ӑна каҫарма хатӗр пулнӑшӑн пилленӗ. (Иов 42:10, 12, 16, 17 вуласа пар.) Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Хамӑра кӳрентерекен пирки чунтан кӗлтуни пире тарӑхса ҫӳреме пӑрахма пулӑшать.
ИЕГОВӐН ЛАЙӐХ ЕНӖСЕНЕ ПӖЛСЕ ПЫРӐР ТАТА ПУРНӐҪРА КӐТАРТСА ТӐРӐР
18, 19. Малалла та эпир мӗн тӑвасшӑн?
18 Иеговӑн лайӑх енӗсене тӗпчеме сире, паллах ӗнтӗ, килӗшрӗ. Иегова кӑмӑллӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ, ырӑ ӑслӑ, каҫарма хатӗр пулнине, никама та камне кура уйӑрманнине тата чунтан парӑннине эпир пӗлтӗмӗр. Ҫакӑ эпир Иегова ҫинчен пӗлме пултарнисенчен сахалӑшӗ кӑна-ха. Эпир ӗмӗр-ӗмӗрӗпех ун ҫинчен ытларах та ытларах пӗлсе пыма пултаратпӑр (Еккл. 3:11). Эпир Павел апостолӑн сӑмахӗсемпе: «Туррӑн ырӑлӑхне, ӑслӑлӑхне, Вӑл пӗлнине пӗлсе ҫитме ҫук!» — тесе каланипе килӗшетпӗр (Рим 11:33). Туррӑн юратӑвӗ тата ҫак статьясенче сӳтсе явнӑ ултӑ лайӑх енӗ пирки те эпир ҫавнах калама пултаратпӑр.
19 Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫинчен тата ытларах пӗлме, шухӑшлама тата вӗсене хамӑр пурнӑҫра кӑтартма тӑрӑшар (Эф. 5:1). Эпир ҫаксене тӑватпӑр пулсан, псалом юрлакан сӑмахӗсем пире ытларах килӗшме пуҫлӗҫ. Вӑл юрланӑ: «Маншӑн вара Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей» (Пс. 72:28).
[Сноска]
a Ҫак тӗлӗшрен усӑллӑ канашсем тупас тесе 1995 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналти «Ободрял ли ты кого-нибудь в последнее время?» статьяна тата 1995 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналти «Поощрять к любви и добрым делам — как?» статьяна пӑхӑр.