Лайӑх хатӗрленӗ кӗлӗрен эпир мӗне вӗренетпӗр?
«Санӑн мухтава тивӗҫлӗ ятна... мухтавлаччӑр» (НЕЕМ. 9:5).
1. Турӑ халӑхӗн мӗнле тӗлпулӑвне эпир пӑхса тухӑпӑр? Мӗнле ыйтусем ҫинчен пирӗн шухӑшламалла?
«ТӐРӐР, Ҫӳлхуҫа Туррӑра [«ӗмӗр-ӗмӗрӗпе», ҪТ] аслӑлӑр!» Ҫак хавхалануллӑ сӑмахсемпе левитсем Туррӑн авалхи халӑхне кӗлӗ тума пӗрле пуҫтарнӑ. Ҫак кӗлӗ Библири чи вӑрӑм кӗлӗсенчен пӗри (Неем. 9:4, 5). Ҫак тӗлпулу пирӗн эрӑчченхи 455-мӗш ҫулта еврей календарӗ тӑрӑх ҫиччӗмӗш уйӑхӑн, тишри ятлӑ уйӑхӑн, 24-мӗш кунӗнче Иерусалимра иртнӗ. Ҫак ятарлӑ кун умӗнхи ӗҫсене пӑхса тухнӑ чухне хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Мӗнле лайӑх йӑла ҫак тӗлпулӑва ӑнӑҫлӑ пулма панӑ? Ҫак лайӑх хатӗрленӗ кӗлӗрен эпӗ тата мӗне вӗренме пултаратӑп?» (Пс. 140:2.)
ЯТАРЛӐ УЙӐХ
2. Иерусалим стенисене юсаса пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗрле пуҫтарӑннӑ израильсем пире мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?
2 Ҫӳлерех асӑннӑ тӗлпулуччен пӗр уйӑх маларах иудейсем Иерусалим стенисене юсаса лартнӑ (Неем. 6:15). Турӑ халӑхӗ ҫак ӗҫе 52 кунрах туса пӗтернӗ. Унтан ҫӗнӗ уйӑхӑн, тишрин, пӗрремӗш кунӗнче иудейсем Ездрӑпа ытти левитсем Туррӑн Саккунне сасӑпа вуласа тата ӑнлантарса панине итлеме площаде пуҫтарӑннӑ. Ҫемйи-ҫемйипех, «тӑна илме пултаракан пӗтӗм ҫын», «шуҫӑмран пуҫласа кӑнтӑрлаччен» тӑрса итленӗ. Ҫак Израиль ҫыннисем пирӗншӗн питӗ лайӑх тӗслӗх. Пирӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем хӑтлӑ Патшалӑх залӗсенче иртеҫҫӗ пулин те, хӑш-пӗр чухне тӗлпулу вӑхӑтӗнче ытти япаласем ҫинчен шухӑшласа ларасси пулкаламасть-и пирӗнпе? Ку ҫапла пулсан, ҫав авалхи израильсен тӗслӗхне тепӗр хут пӑхса тухӑр, вӗт вӗсем тимлӗ итленӗ кӑна мар, мӗн илтнине чӗре витӗр те кӑларнӑ, ҫавӑнпа та Туррӑн Саккунне итлесе пурӑнманнине ӑнланса илсен вӗсем ӳкӗнсе йӗнӗ (Неем. 8:1—9).
3. Израильсем мӗн тума хушнине пӑхӑннӑ?
3 Анчах та пӗтӗм халӑх умӗнче ҫылӑхсене каласа памалли вӑхӑт ҫитмен пулнӑ-ха. Ҫакӑ уяв кунӗ пулнӑ май халӑхӑн Иеговӑна пуҫҫапса савӑнмалла пулнӑ (Йыша шутл. 29:1). Ҫавӑнпа та Неемия халӑха каланӑ: «Кайӑр та тутлӑ ҫийӗр, пылак ӗҫӗр, нимӗн те хатӗрлейменнисем патне пай ярса парӑр, ҫакӑ куна эпир Ҫӳлхуҫамӑра халалланӑ! Ан кулянӑр, Ҫӳлхуҫа умӗнче савӑнни [«Иеговӑн савӑнӑҫӗ», ҪТ] — сирӗн тӗрекӗр». Халӑх пӑхӑннӑ та ҫав кун «тем тӗрлӗ савӑнса» уявланӑ (Неем. 8:10—12).
4. Израильти ӑру пуҫлӑхӗсем мӗн тунӑ тата левитсем Хӳшӗ уявӗ вӑхӑтӗнче кашни кун мӗн тунӑ?
4 Тепӗр кунне ӑру пуҫлӑхӗсем халӑх Туррӑн Саккунне мӗнле майпа тата лайӑхрах тытса тӑма пултарнине сӳтсе явас тесе пӗрле пуҫтарӑннӑ. Ҫырӑва тӗпченӗ май вӗсем ҫиччӗмӗш уйӑхӑн, тишрин, 15-мӗш кунӗнчен пуҫласа 22-мӗшчен Хӳшӗ уявне паллӑ тума кирлине, ҫав уява чаплӑ пухупа вӗҫлемеллине ӑнланса илнӗ те ҫав уява хатӗрленме пуҫланӑ. Иисус Навин пурӑннӑ вӑхӑтранпа та Хӳшӗ уявне ҫавӑн пек лайӑх уявламан, ҫавӑнпа та пурте «тем тӗрлӗ савӑнӑҫпа» савӑннӑ. Ҫак уяв вӑхӑтӗнче левитсем «Турӑ саккунӗн кӗнекине кашни кунах — малтанхи кунран пуҫласа юлашки кунчченех» — халӑх умӗнче вуланӑ (Неем. 8:13—18).
ҪЫЛӐХСЕНЕ КАЛАСА ПАМАЛЛИ КУН
5. Левитсем кӗлтума пуҫличчен кӑшт маларах Турӑ халӑхӗ мӗн тунӑ?
5 Тепӗр икӗ кунтан израильсемшӗн пӗтӗм халӑх умӗнче Туррӑн Саккунне хӑйсем пӑхӑнса тӑманнине каласа памалли вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫакӑ ӗҫсе-ҫисе савӑнмалли кун пулман. Ун вырӑнне Турӑ халӑхӗ хуйхӑрнине кӑтартас тесе типӗ тытнӑ, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ. Ирхине каллех пӗр виҫӗ сехет хушши Туррӑн Саккунне халӑха вуласа панӑ. Кӑнтӑрла вӗсем «ҫылӑх каҫарттар[нӑ]», урӑхла каласан, хӑйсен ҫылӑхӗсене каласа панӑ тата «хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине» пуҫҫапнӑ. Унтан левитсем пӗтӗм халӑхшӑн кӗлтума пуҫланӑ (Неем. 9:1—4).
6. Левитсене ҫавӑн пек тарӑн шухӑшлӑ кӗлӗ калама мӗн пулӑшнӑ тата вӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
6 Паллах ӗнтӗ, Туррӑн Саккунне тӑтӑшах вулани левитсене хӑйсен кӗллине тарӑн шухӑшлӑ тума пулӑшнӑ. Ҫав кӗлӗн малтанхи пайӗнче Иеговӑн ӗҫӗсемпе лайӑх енӗсем ҫинчен кӑна каланӑ. Ытти пайӗнче левитсем халӑх тунӑ нумай ҫылӑх ҫинчен каласа панӑ та мӗншӗн израильсем Туррӑн «питӗ пысӑк хӗрхенӗвне» тивӗҫлӗ пулманнине ӑнлантарса панӑ (Неем. 9:19, 27, 28, 31, ҪТ). Левитсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Турӑ Сӑмахне пирӗн кашни кун вуламалла та мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла. Ҫапла эпир Иеговӑна хамӑрпа калаҫма паратпӑр. Вара кӗлтунӑ чухне эпир Иеговӑна нумай япала ҫинчен каласа парӑпӑр, ҫавна пула пирӗн кӗлӗсем те тарӑн шухӑшлӑ пулӗҫ (Пс. 1:1, 2).
7. Левитсем Турӑран мӗн ыйтнӑ тата ҫавӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
7 Ҫав кӗлӗре пӗр пӗчӗк япала пирки кӑна ыйтнӑ. Ҫавна 32-мӗш сӑвӑ йӗркин вӗҫӗнче ҫырса хунӑ. Унта каланӑ: «Эй Туррӑмӑр, аслӑ та хӑватлӑ, хӑрушӑ Туррӑмӑр! Хӑвӑн халална асӑнта тытакан Туррӑмӑр! Эпир тӳснӗ асап — Ассири патшисен вӑхӑтӗнчен пуҫласа паянхи куна ҫитиччен тӳснӗ асап, пирӗн патшасене, аслӑ ҫынсене, священниксене, пророксене, аттемӗрсене, Санӑн пӗтӗм халӑхна ҫитнӗ асап — Сан умӑнта сахал пек ан курӑнтӑрччӗ». Ҫапла тунипе левитсем пире лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Кӗлтунӑ чухне Иеговӑран мӗн те пулин ыйтас умӗн пирӗн ӑна мухтаса тав тумалла.
ТУРРӐН МУХТАВЛӐ ЯТНЕ МУХТАВЛАНИ
8, 9. а) Левитсем хӑйсен кӗллине пуҫланӑ чухне хӑйсене кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Левитсем тӳпери мӗнле икӗ ҫар пирки каланӑ?
8 Левитсем хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем пулнӑ. Вӗсем питӗ лайӑх кӗлӗ каланӑ пулин те, Иегова мӗнле мухтава тивӗҫлӗ, ҫав мухтава хӑйсем каланӑ сӑмахсем тивӗҫлипе палӑртма пултараймаҫҫӗ тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа вӗсем кӗлле Турӑ халӑхӗшӗн ҫакӑн пек сӑпайлӑн ыйтнипе пуҫланӑ: «Санӑн мухтава тивӗҫлӗ ятна, темӗнле мухтавран та, темӗнле чапран та аслӑ ятна, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе мухтавлаччӑр!» (Неем. 9:5.)
9 «Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ — пӗртен-пӗрре,— тенӗ кӗлӗре.— Эсӗ тӳпене, тӳпенӗн тӳпине, унти пӗтӗм вӑй-хӑвата [«ҫара», ҪТ] пултарнӑ, ҫӗрпе ун ҫинче мӗн пуррине, тинӗссемпе унта мӗн пуррине пултарнӑ, Эсӗ ҫакна пурне те чӗрӗлӗх парса тӑратӑн, Сана ҫӳлти ҫарсем пуҫҫапаҫҫӗ» (Неем. 9:6). Кунта левитсем Иегова пултарнӑ тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен каласа панӑ. Вӑл тӳпепе «унти пӗтӗм ҫара», урӑхла каласан, шутласа кӑларма ҫук ҫӑлтӑрсен галактикисене, тунӑ. Пирӗн илемлӗ ҫӗр ҫинче мӗн пуррине те вӑл пултарнӑ, ҫавӑн пекех ҫӗр ҫинчи темӗн чухлӗ тӗрлӗ йышши чӗрӗ чунӑн пурнӑҫне тытса тӑма, вӗсене ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе хунама-ӗрчеме май панӑ. Кӗлӗре тепӗр ҫар пирки те асӑннӑ. Унта Туррӑн ангелӗсене «тӳпери пӗтӗм ҫар» пек сӑнласа панӑ (3 Патш. 22:19; Иов 38:4, 6, 7). Ангелсем ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн, «ҫӑлӑнӑҫа еткерлӗхе илекенсемшӗн», ӗҫлесе тӑнипе Туррӑн ирӗкне хӑйсене кӗҫӗне хурса пурнӑҫласа тӑраҫҫӗ (Евр. 1:14, ҪХ). Ангелсем пире — лайӑх вӗрентнӗ ҫар пек Иеговӑшӑн пӗрле ӗҫлекенсене — питӗ чаплӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ! (1 Кор. 14:33, 40.)
10. Турӑ хӑйне Авраампа мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
10 Унтан левитсем кӗлӗре Турӑ хӑйне Аврампа мӗнле тытнине палӑртаҫҫӗ. Аврам 99 ҫулта пулнӑ тата унӑн арӑмӗ Сара ача ҫуратма пултарайман пулсан та, Иегова унӑн ятне Авраам ятпа, «халӑхсен ашшӗ» тенине пӗлтерекен ятпа, улӑштарнӑ (Пулт. 17:1—6, 15, 16). Турӑ Авраама унӑн вӑрлӑхӗ, е ӑрӑвӗ, Ханаан ҫӗрне еткерлӗхе илӗ тесе те сӑмах панӑ. Ҫынсем хӑйсем сӑмах панине час-часах манса каяҫҫӗ, анчах та Иегова пӗртте ун пек мар. Левитсем кӗлӗре калаҫҫӗ: «Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ Аврама суйласа илнӗ, ӑна халдейсен ҫӗрӗнчи Ур хулинчен илсе тухнӑ, ӑна Авраам тесе ят панӑ, вӑл пӗтӗм чун-чӗрипе Хӑвна пӑхӑннине курсассӑн, Эсӗ унпа халал хывнӑ: унӑн вӑрлӑхне ханаансен... ҫӗрне пама пулнӑ. Эсӗ Хӑвӑн сӑмахна вырӑна килтернӗ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ — тӳрӗ» (Неем. 9:7, 8). Хамӑр сӑмаха яланах тытнипе, айтӑр, эпир те хамӑрӑн тӳрӗ Турӑ пек пулма тӑрӑшар (Матф. 5:37).
ИЕГОВӐН АСЛӐ ӖҪӖСЕНЕ КАЛАСА ТУХНИ
11, 12. Иегова ячӗн пӗлтерӗшне ӑнлантарса парӑр. Турӑ хӑйне Авраамӑн ӑрӑвӗпе мӗнле тытни вӑл хӑйӗн ятне тивӗҫлӗ пулнине епле кӑтартса панӑ?
11 Иегова ят «Вӑл пулса тӑма парать» тенине пӗлтерет, ҫакӑ вара Турӑ ӗҫсене умлӑ-хыҫлӑ туса пынипе хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласа тӑнине кӑтартса парать. Ҫакӑ Турӑ хӑйне Авраам ӑрӑвӗпе, вӗсем Египетра чуралӑхра пулнӑ чухне, мӗнле тытнинче питӗ лайӑх палӑрса тӑрать. Вӑл вӑхӑтра пӗтӗм халӑх ирӗке тухасси тата Пама пулнӑ ҫӗр ҫинче пурӑнма пуҫласси пурнӑҫланма пултараймасть пек туйӑннӑ. Анчах та Турӑ ӗҫсене умлӑ-хыҫлӑ туса пынипе хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫланӑ, ҫапла вара вӑл Иегова ята — аслӑ та пӗртен-пӗр ята — тивӗҫлӗ пулнине ҫирӗплетсе панӑ.
12 Неемия ҫырса хунӑ кӗлӗре Иегова ҫинчен ҫапла каланӑ: «Эсӗ пирӗн аттемӗрсем Египетра хӗн-хур тӳснине курнӑ, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче вӗсем епле кӑшкӑрса йӗнине илтнӗ, вӗсене епле мӑшкӑлланине пӗлсе, Эсӗ фараона, унӑн пӗтӗм чурине, ун ҫӗрӗнчи пӗтӗм халӑха хӑват паллисемпе кӗтретсем кӑтартнӑ — ҫапла Хӑвӑн ятна ӗмӗрлӗхе чапа кӑларнӑ. Эсӗ пирӗн аттемӗрсем умӗнче тинӗсе икӗ енне уйӑрса тӑратнӑ, ӗнтӗ вӗсем тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ, тарӑн шыва чул ывӑтнӑ евӗр, вӗсене хӑвалакансене Эсӗ тӗпсӗр авӑра пӑрахнӑ». Малалла кӗлӗре Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн мӗн туни ҫинчен каланӑ: «Санӑн ирӗкӳпе вӗсем ҫав ҫӗр ҫинче пурӑнакансене, ханаансене, парӑнтарнӑ... Вӗсем ӗнтӗ тӗреклӗлетнӗ хуласемпе пулӑх ҫӗре вырӑнаҫнӑ, тӗрлӗ пурлӑхпа тулнӑ ҫуртсем, чул хушшинче алтнӑ пусӑсем, иҫӗм ҫырлипе ҫу йывӑҫӗн пахчисем, паха ҫимӗҫ кӳрекен сатсем вӗсен аллине куҫнӑ. Эсӗ пысӑк ырӑлӑх панипе вӗсем тӑраниччен ҫинӗ, самӑрланнӑ, киленнӗ» (Неем. 9:9—11, 24, 25).
13. Израильсем Египетран тухсанах Иегова вӗсем валли мӗн тунӑ тата халӑх каярахпа хӑйне мӗнле тытнӑ?
13 Турӑ хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртес тесе ытти ӗҫсене те умлӑ-хыҫлӑ туса тӑнӑ. Сӑмахран, израильсем Египетран тухсанах Иегова вӗсене саккунсем панӑ тата пуҫҫапма вӗрентнӗ. Левитсем хӑйсен кӗллинче Турӑ «Синай тӑвӗ ҫине аннӑ, вӗсемпе тӳперен калаҫнӑ, вӗсене тӳрӗ саккунсем, тӗрӗс хушусем, ырӑ йӗркесемпе ӳкӗтсем панӑ» тесе аса илеҫҫӗ (Неем. 9:13). Иегова израильсене хӑйӗн халӑхӗ пулма суйласа илнӗ те вӗсене Пама пулнӑ ҫӗре пама шутланӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем хӑйӗн ятне тивӗҫлӗ пулччӑр тесе вӑл вӗсене вӗрентсе тӑнӑ. Анчах та вӗсем Иеговӑн ӳкӗчӗсене пӑхӑнасшӑн пулман. (Неемия 9:16—18 вуласа пар.)
ӐСА ВӖРЕНТНИ КИРЛӖ
14, 15. а) Иегова хӗрхеннине кӑтартса хӑйӗн ҫылӑхлӑ халӑхӗшӗн мӗнле тӑрӑшнӑ? ӑ) Турӑ хӑйӗн суйласа илнӗ халӑхӗпе хӑйне мӗнле тытнинчен эпир ун ҫинчен мӗн пӗлтӗмӗр?
14 Левитсен кӗллинче Израиль Синай тӑвӗ ҫумӗнче Туррӑн Саккунне тытса тӑрӑпӑр тесе сӑмах панӑ хыҫҫӑнах тунӑ икӗ ҫылӑх ҫинчен каланӑ. Ҫав ҫылӑхсемшӗн вӗсене пушхирте вилме пӑрахса хӑварнӑ пулсан, вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ пулнӑ пулӗччӗҫ. Анчах та Иегова вӗсене хӗрхеннӗ те мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑнӑ. Кӗлӗре Иеговӑна мухтаса каланӑ ҫакӑн пек сӑмахсем пур: «Эсӗ тем тӗрлӗ хӗрхенекен кӑмӑлупа вӗсене пушхирте пӑрахса хӑварман; [...] Эсӗ вӗсене... хӗрӗх ҫул тӑрантарнӑ; вӗсем ҫитменлӗх мӗнне пӗлмен; вӗсен тумтирӗ те ҫӗтӗлмен, ури те шӑйрӑлман» (Неем. 9:19, 21). Иегова паян та пире хӑйӗншӗн шанчӑклӑ ӗҫлеме мӗн кирлине пурне те парса тӑрать. Итлемен тата ӗненмен пирки пушхирте вилсе пӗтнӗ пин-пин Израиль ҫынни пек нихӑҫан та пулар мар. Ҫаксене пурне те «пире, юлашки саманара пурӑнакансене, ӑса кӗртме ҫырса хунӑ» (1 Кор. 10:1—11).
15 Шел пулин те, израильсем Пама пулнӑ ҫӗре еткерлӗхе илсен ханаансен туррисене пуҫҫапма пуҫланӑ, ҫавӑн пек пуҫҫапнинче вара аскӑн ӗҫ тӑвасси тата юн юхтарасси пулнӑ. Ҫавӑнпа та Иегова кӳршӗ халӑхсене хӑйӗн суйласа илнӗ халӑхне пусмӑрлама ирӗк панӑ. Вӗсем ӳкӗнсен Иегова вӗсене хӗрхенсе каҫарнӑ та тӑшманӗсенчен хӑтарнӑ. Ҫакӑн пекки «нумай хутчен» пулнӑ. (Неемия 9:26—28, 31 вуласа пар.) Левитсем мӗн пулни пирки ҫапла каласа панӑ: «Вӗсем улӑшӑнасса Эсӗ нумай ҫул кӗтнӗ, Хӑвӑн пророкусем урлӑ Хӑвӑн Сывлӑшупа астутарсах тӑнӑ, анчах вӗсем итлемен. Вара Эсӗ вӗсене ют халӑхсен аллине ӳкернӗ» (Неем. 9:30).
16, 17. а) Израильсем каллех Иеговӑна итлеме пӑрахсан мӗн пулса тухнӑ? ӑ) Израильсем мӗн йышӑннӑ тата мӗн тума сӑмах панӑ?
16 Тыткӑнран таврӑнсан та израильсем каллех Иеговӑна итлеме пӑрахнӑ. Вара мӗн пулса тухнӑ? Левитсем ҫакна хӑйсен кӗллинче ӑнлантарса параҫҫӗ: «Акӑ халӗ чурасем эпир; Эсӗ пирӗн аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче унӑн паха ҫимӗҫӗпе, унӑн ырӑлӑхӗпе тӑранса пурӑнас вырӑнне эпир чураланса пурӑнатпӑр. Хамӑр ҫылӑхсемшӗн Эсӗ пире ют патшасене пӑхӑнтартӑн, халӗ ӗнтӗ пирӗн ҫӗр хӑйӗн тулӑх ҫимӗҫне ҫавсене парса тӑрать... эпир хӑрушла хӗн-хур айӗнче пурӑнатпӑр» (Неем. 9:36, 37).
17 Ҫак хӗн-хура пулма панипе Турӑ хӑйне тӗрӗс мар тытнӑ тесе каласшӑн пулнӑ-и левитсем? Ҫук паллах! «Пире ҫитнӗ хӗн-асапра Эсӗ тӳрӗ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ тӳрӗлӗхпе тунӑ, эпир вара — айӑплӑ»,— тесе йышӑннӑ вӗсем (Неем. 9:33). Ҫак чун-чӗререн каланӑ кӗлӗ халӑх малашне Туррӑн Саккунне туса пурӑнӗ тесе ҫирӗппӗн сӑмах панипе вӗҫленет. (Неемия 9:38 вуласа пар; Неемия 10:29.) Ҫавна ҫирӗплетсе иудейсен 84 пуҫлӑхӗ ҫырса хунӑ документ ҫине хӑйсен пичечӗсене пуснӑ (Неем. 10:1—27).
18, 19. а) Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче пурӑнас тетпӗр пулсан, пире мӗн кирлӗ? ӑ) Мӗн ҫинчен пирӗн яланах кӗлтумалла тата мӗншӗн?
18 Эпир Иеговӑн тӳрӗлӗхлӗ ҫӗнӗ тӗнчинче пурӑнма тивӗҫлӗ пуласшӑн пулсан, пире вӑл ӑса вӗрентни кирлӗ. «Ашшӗ хӗнемен [«ӑса кӗртмен», ҪТ] ача, пӗр ача та пулин, пур-и?» — ыйтнӑ Павел апостол (Евр. 12:7). Эпир Иегова ӑса кӗртнине йышӑнатпӑр тата уншӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑратпӑр пулсан, эпир ӑна хамӑра вӗрентме панине кӑтартатпӑр. Йывӑр ҫылӑх тусан та эпир чун-чӗререн ӳкӗнетпӗр тата вӑл ӑса вӗрентнине йышӑнатпӑр пулсан, Иегова пире каҫарассине шанма пултаратпӑр.
19 Кӗҫех Иегова хӑйӗн ятне израильсене Египетран илсе тухнӑ чухнехинчен те ытларах асла кӑларӗ (Иез. 38:23). Унӑн авалхи халӑхӗ Пама пулнӑ ҫӗре еткерлӗхе илнӗ пекех, Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлакан христиансем пурте Туррӑн тӳрӗлӗхлӗ ҫӗнӗ тӗнчинчи пурнӑҫа еткерлӗхе илӗҫ (2 Петр 3:13). Пирӗн ҫавӑн пек чаплӑ пуласлӑх пур пулсан, Туррӑн мухтавлӑ ячӗ сӑваплӑ пултӑр тесе кӗлтума чарӑнар мар. Тепӗр статьяра тата тепӗр кӗлле сӳтсе явнӑ, ҫав кӗлӗ вара пире Туррӑн пиллӗхӗсене халӗ тата ӗмӗр-ӗмӗрӗпех илсе тӑрас тесен мӗн кирлине тума пулӑшӗ.