Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 10/15 24—30 с.
  • Иисус каланӑ кӗлӗ тӑрӑх пурӑнӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисус каланӑ кӗлӗ тӑрӑх пурӑнӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИИСУСШӐН МӖН ЧИ КИРЛИ ПУЛНӐ?
  • ПӖРТЕН-ПӖР ЧӐН ТУРРА ПӖЛНИ
  • «ХӐВӐН ЯТУШӐН»
  • «ТӖНЧЕ ӖНЕНТӖР»
  • КӖЛӖН ЧӖРЕНЕ ПЫРСА ТИВЕКЕН ЮЛАШКИ СӐМАХӖСЕМ
  • Ҫӳлти пӳлӗмре Иисус каланӑ юлашки кӗлӗ
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Иеговӑн ячӗ Иисусшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Эсир ман ҫинчен каласа кӑтартакан свидетельсем пулатӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗпе килӗшӳллӗ пурӑнӑр. 1-мӗш пайӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 10/15 24—30 с.

Иисус каланӑ кӗлӗ тӑрӑх пурӑнӑр

«Эй Аттем! ...Хӑвӑн Ывӑлна мухтава кӑлар, Ывӑлу та Сана мухтава кӑлартӑр» (ИОАНН 17:1).

ЭСИР МӖНЛЕ ШУТЛАТӐР?

  • Турра чӑннипе пӗлни мӗн вӑл?

  • Иоанӑн 17-мӗш сыпӑкӗнче ҫырса хунӑ Иисусӑн кӗлли ҫине пирӗн эрӑри I ӗмӗрте мӗнле хуравланӑ?

  • Хальхи вӑхӑтра эпир Иисусӑн кӗлли тӑрӑх мӗнле пурӑнма пултаратпӑр?

1, 2. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Пасхӑна уявланӑ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсемшӗн мӗн тунине ӑнлантарса парӑр.

ПИРӖН эрӑри 33-мӗш ҫулхи нисанӑн 14-мӗшӗнче, каҫхине, Иисуспа унӑн тусӗсем Пасха уявне паллӑ тунӑ. Ҫав уяв вӗсене Турӑ израильсене Египетри чуралӑхран мӗнле хӑтарнине аса илтернӗ. Анчах та унӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсем чылай аслӑрах, «ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫпа» ҫӑлӑнӗҫ. Тепӗр кунне (нисанӑн 14-мӗшӗнчех) вӗсен ҫылӑхсӑр Ҫулпуҫне тӑшмансем вӗлерӗҫ. Анчах ҫак усал ӗҫ пиллӗхе ҫаврӑнӗ. Иисус тӑкнӑ юн этемлӗхе ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтармалли май уҫса парӗ (Евр. 9:12—14).

2 Турӑ юратса панӑ ҫак парнене пире манма парас мар тесе Иисус Пасха вырӑнне кашни ҫул паллӑ тумалли ҫӗнӗ уяв пуҫарса янӑ. Ҫакна тӑвас тесе вӑл тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑра хуҫа-хуҫа 11 шанчӑклӑ апостолне кашнине панӑ та каланӑ: «Ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, ӑна сирӗншӗн тытса параҫҫӗ; ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр». Ҫавӑн пекех вӑл хӗрлӗ эрех тултарнӑ курка илсе вӗренекенӗсене панӑ та каланӑ: «Ҫак курка Манӑн сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа хунӑ Ҫӗнӗ Халал» (Лука 22:19, 20).

3. а) Иисус вилнӗ хыҫҫӑн мӗнле пысӑк улшӑну пулса иртнӗ? ӑ) Иоанӑн 17-мӗш сыпӑкӗнче ҫырса хунӑ Иисусӑн кӗллине тӗпченӗ чухне пирӗн мӗнле ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла?

3 Турӑпа Израиль халӑхӗ хушшинчи Саккунӑн кивӗ халалӗ вӗҫленсе пынӑ. Ӑна Иеговӑпа святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ Иисусӑн вӗренекенӗсем хушшинчи ҫӗнӗ халалпа улӑштармалла пулнӑ. Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансем Израиль халӑхӗ пек ан пулччӑр тесе питӗ пӑшӑрханнӑ. Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен израильсен пӗрлӗх пулман, ҫакӑ вара Туррӑн ятне чыссӑрлатнӑ (Иоанн 7:45—49; Ап. ӗҫ. 23:6—9). Анчах Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансем пӗрле ӗҫлесе Туррӑн ятне чыс кӳме пултарччӑр тесе вӗсем хушшинче пӗрлӗх пултӑр тенӗ. Ҫавӑнпа та Иисус мӗн тӑвать? Вӑл ҫынсем вулама пултаракан чи илемлӗ кӗлӗре Ашшӗнчен пулӑшу ыйтать. Ҫак кӗлле Иоанн 17:1—26-мӗшӗнче ҫырса хунӑ. Ҫав кӗлле тӗпченӗ чухне ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхар: «Турӑ Иисусӑн кӗлли ҫине хурав панӑ-и? Эпӗ ҫав кӗлӗ тӑрӑх пурӑнатӑп-и?»

ИИСУСШӐН МӖН ЧИ КИРЛИ ПУЛНӐ?

4, 5. а) Иисусӑн кӗллинчи малтанхи сӑмахсенчен эпир мӗн пӗлтӗмӗр? ӑ) Иисус хӑйӗн пуласлӑхӗ пирки ыйтни ҫине Иегова мӗнле хуравланӑ?

4 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Турӑран илнӗ хаклӑ пӗлӳсене ҫӗрлечченех каласа парать. Унтан вӑл ҫӳлелле пӑхать те кӗлтӑвать: «Эй Аттем! вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Хӑвӑн Ывӑлна мухтава кӑлар, Ывӑлу та Сана мухтава кӑлартӑр. Эсӗ пур этеме те Ун аллине панӑ, Хӑв панисене Вӑл пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ патӑр, тенӗ. [...] Эпӗ ҫӗр ҫинче Сана мухтава кӑлартӑм, Эсӗ Мана тума хушнӑ ӗҫе туса ҫитертӗм. Эй Аттем! халӗ ӗнтӗ Мана Хӑвӑн патӑнта мухтава кӑлар, тӗнче пуличченех Хӑвӑн патӑнта пулнӑ аслӑлӑхӑмпа мухтава кӑлар» (Иоанн 17:1—5).

5 Иисус хӑйӗн кӗллине хӑйӗншӗн мӗн чи кирли пулни ҫинчен каланипе пуҫлать. Пуринчен ытла вӑл хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗ мухтава тухтӑр тесе кӗлтӑвать, ҫакӑ вара унӑн кӑтартуллӑ кӗллинчи малтан мӗн ыйтнипе килӗшсе тӑрать: «Эй ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр» (Лука 11:2). Малалла Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн кирли ҫинчен, вӗсене «Вӑл... ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ патӑр» тесе кӗлтӑвать. Ун хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн пирки ыйтса ҫапла калать: «Эй Аттем! халӗ ӗнтӗ Мана Хӑвӑн патӑнта мухтава кӑлар, тӗнче пуличченех Хӑвӑн патӑнта пулнӑ аслӑлӑхӑмпа мухтава кӑлар». Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ Ывӑлне итлет те ӑна мӗн ыйтнинчен те ытларах парать. Вӑл Иисуса «ангелсен ятӗнчен мухтавлӑрах» ят парнелет (Евр. 1:4).

ПӖРТЕН-ПӖР ЧӐН ТУРРА ПӖЛНИ

6. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен апостолсен мӗн тумалла пулнӑ тата вӗсем ҫавна тума пултарнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

6 Иисус хӑйӗн кӗллинче пирӗн, ҫылӑхлӑ ҫынсен, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнине илес тесен мӗн тума кирли ҫинчен те калать. (Иоанн 17:3 вуласа пар.) Вӑл каланӑ тӑрӑх, пирӗн Турӑпа Христос ҫинчен пӗлӳ илсех тӑмалла. Ҫакна тумалли майсенчен пӗри вӑл — Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ ҫинчен нумайрах та нумайрах пӗлес тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑвасси. Турра пӗлмелли тепӗр кирлӗ май вӑл — ун ҫинчен мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса пырасси. Ҫакӑ вара пире савӑнӑҫ парать. Апостолсем пӗр вӑхӑт хушши ҫак икӗ майпа усӑ курса пӗлӳ илсе тӑнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та Иисус кӗлӗре ҫапла каланӑ: «Эпӗ вӗсене Мана Ху панӑ сӑмахсене каласа патӑм та, вӗсем ӑна хапӑл турӗҫ» (Иоанн 17:8). Анчах та ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен вӗсен малалла та Туррӑн сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшламалла та вӗсене хӑйсен кулленхи пурнӑҫӗнче тытса тӑмалла пулнӑ. Апостолсем ҫакна хӑйсен ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ вӗҫленичченех туса тӑма пултарнӑ-и? Ҫапла, пултарнӑ. Эпир ҫакна пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен тӳпери Ҫӗнӗ Иерусалимӑн никӗсне хунӑ 12 чул ҫине апостолсен ячӗсене ӗмӗрлӗхе ҫырса хунӑ (Ӳлӗм. 21:14).

7. Турра пӗлни мӗн вӑл тата мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ?

7 Эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнасшӑн пулсан, Турра пирӗн пӗлмелле. Турра пӗлни мӗн вӑл? Пирӗн ун ҫинчен нумайрах та нумайрах пӗлме тӑрӑшмалла. Анчах та ҫакӑ вӑл унӑн лайӑх енӗсемпе тӗллевӗ ҫинчен пӗлни кӑна мар. Иеговӑна пӗлни вӑл ӑна питӗ хытӑ юратмалла, унпа туслӑ пулмалла, ҫавӑн пекех пӗрле ӗненекенсене те юратмалла тенине пӗлтерет. «Юратман ҫын Турра пӗлмест»,— тенӗ Библире (1 Иоанн 4:8). Турра пӗлни шутне ӑна итлесе пурӑнни те кӗрет. (1 Иоанн 2:3—5 вуласа пар.) Иеговӑна пӗлекен ҫын пулни мӗн тери пысӑк чыс! Анчах Иуда Искариот тӗслӗхӗ кӑтартса панӑ тӑрӑх, ҫак хаклӑ хутшӑнусене ҫухатма пулать. Вӗсене упраса хӑварас тесе айтӑр пӗтӗм вӑя хурар. Вара Иегова пире тӗлӗнмелле парне — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ — парнелӗ (Матф. 24:13).

«ХӐВӐН ЯТУШӐН»

8, 9. Хӑйӗн ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ ӗҫӗнче Иисусшӑн мӗн чи кирли пулнӑ тата вӑл мӗнле тӗн йӑлине сирсе янӑ?

8 Иоанӑн 17-мӗш сыпӑкӗнче ҫырса хунӑ Иисусӑн кӗллине вуласа тухнӑ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн апостолӗсене кӑна мар, хӑйӗн пулас вӗренекенӗсене те хытӑ юратни питӗ лайӑх курӑнать (Иоанн 17:20). Ҫав вӑхӑтрах пирӗн ҫакна ӑнланмалла: Иисусшӑн пирӗн ҫӑлӑнӑҫ — чи кирли мар. Хӑйӗн ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ ӗҫӗнче пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиччен унӑн тӗп тӗллевӗ хӑйӗн Ашшӗн ятне сӑваплӑ тӑвасси тата мухтава кӑларасси пулнӑ. Сӑмахран, Назаретри синагогӑра хӑйне хушнӑ ӗҫ ҫинчен пӗлтернӗ чухне Исаия алҫырӑвӗн чӗркемӗнчен Иисус ҫакна вуласа панӑ: «Турӑ [«Иегова», ҪТ] Сывлӑшӗ Ман ҫинче: Вӑл Мана мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ҫу сӗрчӗ». Хӑйне шанса панӑ ӗҫ ҫинчен вуланӑ чухне Турӑ ятне Иисус сасӑпа уҫҫӑн каланӑ паллах (Лука 4:16—21).

9 Иисус ҫӗр ҫине киличчен чылай маларах тӗн пуҫлӑхӗсем, иудейсен йӑли тӑрӑх, халӑха Турӑ ятне саспа каламалла мар тесе вӗрентнӗ. Паллах ӗнтӗ, Иисус Ҫырупа килӗшсе тӑман ҫак йӑлана татӑклӑн сирсе янӑ. Вӑл ҫав тӗн пуҫлӑхӗсене каланӑ: «Эпӗ Аттем ячӗпе килтӗм, эсир Мана йышӑнмастӑр; тепӗри кам та пулин хӑй ячӗпе килет те — эсир ӑна йышӑнатӑр» (Иоанн 5:43). Вилес умӗн темиҫе кун маларах хӑйӗн пурнӑҫӗнчи тӗп тӗллевне палӑртса вӑл ҫапла кӗлтунӑ: «Эй Аттем! Хӑвӑн ятна мухтава кӑлар!» (Иоанн 12:28.) Ҫавӑнпа эпир халӗ пӑхса тухас кӗлӗре те Иисусӑн пурнӑҫӗнче хӑйӗн Ашшӗн ятне мухтава кӑларасси чи кирли пулни лайӑх курӑнать.

10, 11. а) Мӗнле майпа Иисус хӑйӗн Ашшӗн ятне пӗлтернӗ? ӑ) Мӗншӗн Иисусӑн вӗренекенӗсем Иеговӑн ятне пӗлтерсе тӑраҫҫӗ?

10 Иисус кӗлтунӑ: «Эсӗ Мана тӗнчерен панӑ ҫынсене Эпӗ Санӑн ятна пӗлтертӗм; вӗсем Санӑнччӗ, Эсӗ вӗсене Мана патӑн, вӗсем Санӑн сӑмахна упраса хӑварчӗҫ; Эпӗ ӗнтӗ тӗнчере мар, вӗсем вара тӗнчере, Эпӗ Сан патна пыратӑп. Эй Святой Аттем! Эсӗ Мана панисене Хӑвӑн ятупа [«ятушӑн», ҪТ] упрасам, вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр» (Иоанн 17:6, 11).

11 Вӗренекенӗсене хӑйӗн Ашшӗн ятне пӗлтерес тесен Иисусӑн ҫав ята саспа каламалла кӑна пулман. Иисус вӗсене Иегова мӗнле Турӑ пулнине те ӑнланма пулӑшнӑ. Вӑл вӗсене Туррӑн чаплӑ енӗсем тата вӑл хӑйне пирӗнпе мӗнле тытни ҫинчен вӗрентнӗ (Тух. 34:5—7). Унсӑр пуҫне Иисус, халӗ пӗлӗтре патшара ларнӑ май, хӑйӗн вӗренекенӗсене Иеговӑн ятне пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗлтерсе тӑма пулӑшать. Ҫак ӗҫе мӗншӗн туса тӑраҫҫӗ? Ҫак йӗркесӗр тӗнче пӗтиччен нумайрах та нумайрах вӗренекенсем пухас тӗллевпе. Унтан ҫав вӑхӑт ҫитсен, Иегова хӑйне чунтан парӑннӑ свидетелӗсене ҫӑлса хӑварӗ, вара пурте Иеговӑн аслӑ ятне пӗлӗҫ! (Иез. 36:23.)

«ТӖНЧЕ ӖНЕНТӖР»

12. Ҫынсене ҫӑлас ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулас тесен пирӗн мӗнле виҫӗ япалана тумалла?

12 Ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйсен ҫитменлӗхӗсемпе кӗрешме пулӑшас тесе нумай вӑй хунӑ. Ҫакӑ вӗсене Иисус пуҫланӑ ӗҫе вӗҫлеме кирлӗ пулнӑ. «Эсӗ Мана тӗнчене янӑ пек, Эпӗ те вӗсене тӗнчене ятӑм»,— кӗлтӑвать Иисус. Ҫынсене ҫӑлас ӗҫре вӗсене ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшакан виҫӗ кирлӗ япалана палӑртать Иисус. Пӗрремӗшӗнчен, вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсем Сатанан йӗркесӗр тӗнчин пайӗ ан пулччӑр тесе ыйтать. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл вӗсем Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхпа килӗшӳллӗ пурӑннипе тасалччӑр, е сӑваплӑ пулччӑр, тесе кӗлтӑвать. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иисус, хӑйӗнпе Ашшӗне юрату пӗрлештерсе тӑнӑ пекех, вӗренекенӗсене те пӗр-пӗрне юрату пӗрлештерсе тӑтӑр тесе темиҫе хут ыйтать. Пирӗнтен кашнин хамӑра ҫакӑн пек ыйту памалла: «Иисус хӑйӗн кӗллинче асӑннӑ виҫӗ япалана эпӗ туса тӑратӑп-и?» Хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫаксене туса тӑрсан, хӑйне Турӑ янине тӗнче ӗненессе шаннине палӑртнӑ Иисус. (Иоанн 17:15—21 вуласа пар.)

13. Иисусӑн кӗлли ҫине Иегова пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрте мӗнле хуравланӑ?

13 Иисусӑн кӗлли ҫине хурав панине Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекине, тӑватӑ Евангели хыҫҫӑнхи кӗнекене, вӗреннӗ май курма пулать. Пӗрремӗш христиансен пухӑвӗ иудейсемпе ытти халӑх ҫыннисенчен, пуяннисемпе чухӑннисенчен, чурасемпе вӗсен хуҫисенчен тӑнӑ. Ҫакӑ вӗсене мӗнле пайласа яма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Анчах та вӗсем хушшинчи пӗрлӗх ҫав тери ҫирӗп пулнӑ, ҫавӑнпа та Павел апостол вӗсене ҫын кӗлеткин тӗрлӗ пайӗсемпе танлаштарнӑ. Ҫак кӗлеткен пуҫӗ вара — Иисус (Эф. 4:15, 16). Сатанан пайланса пӗтнӗ тӗнчинче ҫавӑн пек пӗрлӗх Иеговӑн святой сывлӑшӗн вӑйне пула кӑна пулма пултарнӑ (1 Кор. 3:5—7).

14. Иисусӑн кӗлли ҫине хальхи вӑхӑтра мӗнле хурав панӑ?

14 Шел пулин те, ҫак тӗлӗнмелле пӗрлӗх апостолсем вилсен арканнӑ. Ун вырӑнне, малтанах каласа хунӑ пекех, чӑнлӑхран питӗ вӑйлӑ пӑрӑнса кайма пуҫланӑ, ҫавна пула христиан тӗнчи сектӑсем ҫине пайланса пӗтнӗ (Ап. ӗҫ. 20:29, 30). Анчах та 1919-мӗш ҫулта Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑскерсене, суя тӗн тыткӑнӗнчен хӑтарнӑ та «пӗтӗмпех ҫыхӑнтарса» тӑракан пӗрлӗхпе пӗрлештернӗ (Кол. 3:14, ҪХ). Вӗсен ырӑ хыпар сарас ӗҫӗ тӗнче ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? «Пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсенчен» тухнӑ «урӑх сурӑхсене», шучӗпе ҫичӗ миллионран иртнӗскерсене, Туррӑн святой сывлӑшӗпе суйласа лартнисемпе пӗр кӗтӗве пуҫтарнӑ ӗнтӗ (Иоанн 10:16; Ӳлӗм. 7:9). Ҫакӑ Иисус кӗлӗре Турӑран: «Мана Эсӗ янине, Эсӗ вӗсене Мана юратнӑ пекех юратнине тӗнче пӗлтӗр»,— тесе ыйтни ҫине тӗлӗнмелле хурав пани (Иоанн 17:23).

КӖЛӖН ЧӖРЕНЕ ПЫРСА ТИВЕКЕН ЮЛАШКИ СӐМАХӖСЕМ

15. Иисус святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсем пирки Турӑран ятарласа мӗн ыйтнӑ?

15 Нисанӑн 14-мӗшӗнче кун каҫалла сулӑннӑ чухне Иисус апостолӗсемпе, вӗсем хӑйӗнпе пӗрле хӑйӗн Патшалӑхӗнче патшара ларччӑр тесе, килӗшӳ тунипе вӗсене «мухтав» панӑ, е чыс тунӑ (Лука 22:28—30, ҪТ; Иоанн 17:22). Ҫавӑнпа та Иисус халӗ хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансем пирки, камӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнисем пулмалла пулнӑ, ҫавсем пирки кӗлтӑвать: «Эй Аттем! Эсӗ Мана панисем те Эпӗ ӑҫта, ҫавӑнта Манпа пӗрле пулччӑр, Эсӗ Мана тӗнчене пултаричченех юратса панӑ мухтава курччӑр» (Иоанн 17:24). Ҫакӑ вара Иисусӑн урӑх сурӑхӗсене кӗвӗҫтерет мар, савӑнтарать тата хальхи чӑн христиансем хушшинче пӗрлӗх пулнине питӗ лайӑх ҫирӗплетсе парать.

16, 17. а) Иисус хӑйӗн кӗллин вӗҫӗнче малашне те мӗн туса тӑрӑп тенӗ? ӑ) Пирӗн мӗн туса тӑмалла?

16 Тӗн пуҫлӑхӗсем витӗм кӳнине пула ҫак тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ Иеговӑн хӑйне чӑннипех пӗлекен, пӗрлешнӗ халӑх пуррине йышӑнмаҫҫӗ. Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра та ҫапла пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн кӗллине чӗрене пырса тивекен сӑмахсемпе вӗҫлет: «Эй тӳрӗ Аттемӗм! тӗнче Сана пӗлмерӗ; Эпӗ пӗлтӗм Сана, вӗсем те Мана Эсӗ янине пӗлчӗҫ; Эсӗ Мана юратни вӗсенче те пултӑр тесе, Эпӗ вӗсен ӑшӗнче пулам тесе, Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм, тата та пӗлтерсе тӑрӑп» (Иоанн 17:25, 26).

17 Иисус хӑйӗн кӗллипе килӗшӳллӗ пурӑнман тесе кам калама пултарӗ? Пухӑвӑн Пуҫӗ пулнӑ май вӑл пире хӑйӗн Ашшӗн ячӗпе тӗллевӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑма пулӑшать. Айтӑр малашне те Иисус мӗн тума хушнине пӑхӑнса тӑрар та ырӑ хыпар сарас, вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хастарлӑ хутшӑнар (Матф. 28:19, 20; Ап. ӗҫ. 10:42). Хамӑрӑн хаклӑ пӗрлӗхе упраса хӑварас тесе те вӑй хурар. Ҫапла эпир Иисусӑн кӗллипе килӗшӳллӗ пурӑнӑпӑр, ҫакӑ вара Иеговӑн ятне мухтава кӑларӗ тата пире ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ парӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр