Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 12/15 24—30 с.
  • «Ҫакна мана асӑнса тӑвӑр»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Ҫакна мана асӑнса тӑвӑр»
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • СИМВОЛСЕМ
  • СИМВОЛСЕН ПӖЛТЕРӖШӖ
  • ХРИСТОС ВИЛӖМНЕ АСА ИЛНИ
  • Мӗншӗн эпир Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне паллӑ тӑватпӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ — Турра чыс кӳрекен уяв
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне ытти тӗнсем паллӑ тунӑ пек паллӑ тумаҫҫӗ?
    Иегова Свидетелӗсем пирки час-часах паракан ыйтусем
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 12/15 24—30 с.
[24-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

«Ҫакна мана асӑнса тӑвӑр»

«Тав тунӑ та [ҫӑкӑра] хуҫа-хуҫа каланӑ: „ҫакӑ — манӑн ӳтӗм, илсе ҫийӗр ӑна, вӑл сирӗншӗн вакланать; ҫакна мана асӑнса тӑвӑр“» (1 КОР. 11:24).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗн датине мӗнле пӗлме пулать?

  • Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗнчи ҫӑкӑрпа эрех мӗне пӗлтереҫҫӗ?

  • Хамӑрӑн мӗнле шанчӑк пулнине пӑхмасӑрах, мӗншӗн Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗнче пулни питӗ кирлӗ?

1, 2. Иисус Иерусалима юлашки хут каяс умӗн хӑш-пӗр апостолсем мӗн ҫинчен шутланӑ пулас?

«ПӖЛӖТСЕМ сирӗлчӗҫ те ҫӗнӗ уйӑхӑн ҫурли курӑнса кайрӗ. Иртнӗ каҫ Иерусалимри хуралҫӑсем ҫӗнӗ уйӑх пӗрремӗш хут тухнине курчӗҫ пулӗ. Синедрион ҫакӑн ҫинчен хыпар илсен ҫӗнӗ уйӑх, нисан уйӑхӗ, пуҫланнине пӗлтернӗ. Сигнал ҫутисемпе хыпарҫӑсене пула ҫак хыпар хӑвӑрт сарӑлчӗ, пирӗн пата та ҫитрӗ. Паллах ӗнтӗ, Иисус Пасха пуҫланиччен Иерусалима ҫитсе ӳкес тейӗ».

2 Иисус юлашки хут Иерусалима каяс умӗн унпа пӗрле пулнӑ апостолсенчен хӑш-пӗрисен ҫавӑн пек шухӑшсем пулма пултарнӑ. Вӑл вӑхӑтра вӗсем Переяра, Иордан леш енче, пулнӑ (Матф. 19:1; 20:17, 29; Марк 10:1, 32, 46). Нисан уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗ хӑҫан пуҫланнине палӑртсан, тепӗр 13 кунран (нисанӑн 14-мӗшӗнче хӗвел анса ларсан) Пасха уявламаллине еврейсем пӗлнӗ.

3. Мӗншӗн христиансене Пасха дати интереслентерет?

3 Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ, Пасхаa кунӗпе пӗр килекен уяв, 2014-мӗш ҫулта апрелӗн 14-мӗшӗнче хӗвел анса ларсан пулать. Ҫакӑ чӑн христиансемпе интересленекен ҫынсемшӗн ятарлӑ кун пулӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир 1 Коринф 11:23—25-мӗш сӑвӑ йӗркисенче вулатпӑр: «Иисус Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйне тытса парас каҫхине ҫӑкӑр илсе тав тунӑ та ӑна хуҫа-хуҫа каланӑ: „ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, илсе ҫийӗр ӑна, вӑл сирӗншӗн вакланать; ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр“ тенӗ... ҫавӑн пекех тата курка илнӗ те каланӑ: „ҫак курка — Манӑн Юнӑмпа хывнӑ ҫӗнӗ халал“».

4. а) Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ тӗлӗшӗнчен мӗнле ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ? ӑ) Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ кашни ҫул хӑш кунра пулассине мӗнле пӗлеҫҫӗ? («2014-мӗш ҫулхи Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ» рамкӑна пӑхӑр.)

4 Эсир Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кашни ҫул паллӑ тума хушнӑ пӗртен-пӗр уява, паллах, килетӗр ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та хӑвӑртан ыйтӑр: «Ҫак уява мӗнле хатӗрленмелле? Унта мӗнле символсемпе усӑ курӗҫ? Ҫак тӗлпулура мӗн-мӗн тӑвӗҫ? Мӗншӗн Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ тата унта усӑ куракан символсем маншӑн пӗлтерӗшлӗ пулмалла?»

СИМВОЛСЕМ

5. Юлашки Пасхӑна хатӗрленмешкӗн Иисус апостолсене мӗн тума каланӑ?

5 Иисус апостолсене Пасха апачӗ валли пӳлӗм хатӗрлеме хушса янӑ чухне ӑна хӑйне евӗрлӗ илемлетмелле темен. Ун вырӑнне вӑл ҫак уява паллӑ тума ҫав пӳлӗм вырӑнлӑ та таса пултӑр тата килекенсем валли унта ҫителӗклӗ вырӑн пултӑр тӗнӗ пулас. (Марк 14:12—16 вуласа пар.) Апостолсем уявлама мӗн кирлине пурне те, ҫав шутра тутлӑлла ҫӑкӑрпа хӗрлӗ эрех те, хатӗрлесе хунӑ. Пасха апачӗ хыҫҫӑн Иисус ҫак икӗ символ ҫине тимлеттернӗ.

6. а) Пасха апачӗ хыҫҫӑн Иисус ҫӑкӑр пирки мӗн каланӑ? ӑ) Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче мӗнле ҫӑкӑрпа усӑ кураҫҫӗ?

6 Матфей апостол, ҫав уявра пулнӑскер, каярахпа ҫырнӑ: «Иисус ҫӑкӑр илсе пилленӗ те ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса каланӑ: илӗр, ҫийӗр» (Матф. 26:26). Ҫав ҫӑкӑр тутлӑлла пӗҫернӗскер пулнӑ, шӑп ҫавӑн пек ҫӑкӑр Пасхӑра ҫинӗ те (Тух. 12:8; Сак. аст. 16:3). Ҫав ҫӑкӑра тулӑ ҫӑнӑхне шывпа ҫӑрса, кӑвас чусти тата тутӑ кӗртекен япаласем, калӑпӑр, тӑвар ямасӑр, пӗҫернӗ. Унта кӑвас чусти пулманран, вӑл ҫӳхе, типӗ тата вакланаканскер пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна хуҫма ҫӑмӑл пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ умӗн пухури старейшинӑсем кама та пулин шывпа тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тунӑ ҫӑкӑра кӑшт ҫупа сӗрнӗ ҫатма ҫинче пӗҫерме ыйтма пултараҫҫӗ. (Пӗр-пӗр вырӑнта тулӑ ҫӑнӑхӗ ҫук пулсан, ӑна рис, урпа, кукуруза е ытти тырӑ ҫӑнӑхӗпе улӑштарма пулать.) Ҫавӑн пекех солод, ҫӑмарта е сухан ямасӑр пӗҫернӗ еврейсен маципе те усӑ курма пулать.

7. Иисус мӗнле эрех пирки каланӑ тата хальхи вӑхӑтра Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче мӗнле эрехпе усӑ курма пулать?

7 Матфей малалла каланӑ: «[Иисус] унтан куркине илсе Турра тав тунӑ та вӗсене парса каланӑ: пурсӑр та ӗҫӗр ҫакӑнтан» (Матф. 26:27, 28). Иисус илнӗ куркара хӗрлӗ эрех пулнӑ. (Ҫакӑ иҫӗм ҫырлин сӗткенӗ пулма пултарайман, мӗншӗн тесен иҫӗм ҫырлине тахҫанах пухса кӗртнӗ ӗнтӗ.) Египетра паллӑ тунӑ пӗрремӗш Пасхӑра эрех ӗҫмен, анчах та Пасха апачӗ вӑхӑтӗнче эрех ӗҫни пирки Иисус хирӗҫ нимӗн те каламан. Ҫитменнине вӑл Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче эрехпе те усӑ курнӑ. Ҫавӑнпа та хальхи вӑхӑтра Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявланӑ чухне христиансен те эрех пур. Иисусӑн юнне, ӑна тата хаклӑрах тӑвас тесе, мӗн те пулин хушма кирлӗ мар пулнӑ пекех, Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче усӑ куракан эрехе те хаярлатмалла мар е тутӑ паракан япаласемпе хутӑштармалла мар. Ҫакна валли килте тунӑ е лавккаран илнӗ хӗрлӗ эрех, калӑпӑр, божоле, бургунди е каберне, каять.

СИМВОЛСЕН ПӖЛТЕРӖШӖ

8. Мӗншӗн христиансен ҫӑкӑрпа эрех мӗне пӗлтернине пӗлмелле?

8 Павел апостол сӑмахӗсенчен Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне апостолсен кӑна мар, ытти христиансен те уявлама кирли уҫҫӑн курӑнать. Вӑл Коринфри тӑвансем патне ҫырнӑ: «Эпӗ Ҫӳлхуҫаран Хӑйӗнчен акӑ ҫакна пӗлтӗм, кайран ӑна сире те каласа патӑм: Иисус Ҫӳлхуҫамӑр... ҫӑкӑр илсе тав тунӑ та ӑна хуҫа-хуҫа каланӑ: „ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, илсе ҫийӗр ӑна, вӑл сирӗншӗн вакланать; ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр“» (1 Кор. 11:23, 24). Ҫавӑнпа та христиансем халӗ те ҫак ятарлӑ уява паллӑ тӑваҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӗсен ҫӑкӑрпа эрех мӗне пӗлтернине те пӗлмелле.

9. Иисус апостолсене панӑ ҫӑкӑр пирки хӑшӗ-пӗрисем мӗншӗн тӗрӗс мар шутлаҫҫӗ?

9 Чиркӳсене ҫӳрекенсенчен хӑшӗ-пӗрисем Иисус: «Ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм» тесе каланине тӳррӗн ӑнланмалла теҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫӑкӑр тӗлӗнмелле майпа унӑн ӳчӗ пулса тӑнӑ тесе ӗненеҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ фактсемпе килӗшсе тӑмастьb. Иисусӑн кӗлетки, тутлӑлла ҫӑкӑр пекех, шанчӑклӑ апостолсен умӗнче пулнӑ. Чӑнах та, Иисус кунта ҫӑкӑр пирки хӑйӗн кӗлеткин символӗ тесе каланӑ. Иисус вӗрентнӗ чухне час-часах ҫавӑн пек сӑнарлӑ чӗлхепе усӑ курнӑ (Иоанн 2:19—21; 4:13, 14; 10:7; 15:1).

10. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче усӑ куракан ҫӑкӑр мӗне пӗлтерет?

10 Апостолсем курнӑ тата каярахпа вӗсен ҫимелле пулнӑ ҫӑкӑр Иисусӑн кӗлеткине пӗлтернӗ. Пӗр вӑхӑт хушши Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫапла шухӑшланӑ: Иисус ҫӑкӑра хуҫнӑ, анчах та унӑн пӗр шӑмми те ванман, ҫавӑнпа та ҫӑкӑр святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен пухӑвне — «Христос Тӑл-пӗвне» — пӗлтерет (Эф. 4:12; Рим 12:4, 5; 1 Кор. 10:16, 17; 12:27). Анчах та малалла тӗпченӗ май вӗсем ҫӑкӑр Иисусӑн ҫын пулнӑ чухнехи кӗлеткине пӗлтернине ӑнланса илнӗ. Сӑваплӑ Ҫырура Иисус «ӳчӗпе асапланнӑ» тата ӑна асап юпи ҫине пӑталанӑ тесе нумай каланӑ. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче усӑ куракан ҫӑкӑр Иисусӑн ҫын пулнӑ чухнехи кӗлеткине пӗлтерет, ӑна вӑл пирӗн ҫылӑхсемшӗн парнене панӑ (1 Петр 2:21—24; 4:1; Иоанн 19:33—36; Евр. 10:5—7).

11, 12. а) Иисус эрех пирки мӗн каланӑ? ӑ) Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче усӑ куракан эрех мӗне пӗлтерет?

11 Ҫӑкӑр мӗне пӗлтернине пӗлни пире Иисус эрех ҫинчен мӗн каланине ӑнланма пулӑшать. Эпир вулатпӑр: «Каҫхи апат хыҫҫӑн ҫавӑн пекех тата курка илнӗ те каланӑ: „ҫак курка — Манӑн Юнӑмпа хывнӑ ҫӗнӗ халал“» (1 Кор. 11:25). Иисус тытнӑ курка ҫӗнӗ халал пулнӑ-и? Ҫук. Иисус куркара пулнӑ эрех пирки каланӑ. Апла пулсан, Иисус эрех тенипе мӗн пирки каласшӑн пулнӑ? Хӑй юхтарнӑ юн пирки.

12 Марк ҫырнӑ Евангелире эпир Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене вулатпӑр: «Ку — Манӑн Юнӑм, ҫӗнӗ халала ҫирӗплетекен, нумай ҫыншӑн юхакан Юнӑм» (Марк 14:24). Ҫапла, Иисус юнӗн «нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫармашкӑн» юхмалла пулнӑ (Матф. 26:28, ҪХ). Апла пулсан, хӗрлӗ эрех Иисусӑн юнне пӗлтерет. Унӑн юнӗпе пире тӳлесе илнӗ, ҫапла вара пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнма пултараҫҫӗ. (Эфес 1:7 вуласа пар.)

ХРИСТОС ВИЛӖМНЕ АСА ИЛНИ

13. Кашни ҫул Христос вилӗмне аса илмелли уява мӗнле ирттереҫҫӗ?

13 Эсир Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне пӗрремӗш хут каяс тетӗр пулсан, сире, тен, ҫав тӗлпулу мӗнле иртнине пӗлме интереслӗ пулӗ. Тӗлпулу тирпейлӗ те таса, пуриншӗн те майлӑ вырӑнта иртӗ. Тен, ҫав вырӑна чечексенчен йӗркеленӗ ахаль композицисемпе илемлетӗҫ, анчах та ӑна йӑлтӑркка е вӑйӑ-кулӑ каҫӗсенче усӑ куракан япаласемпе капӑрлатмӗҫ. Старейшина ҫак уяв ҫинчен Библире мӗн калани пирки доклад тунӑ чухне ҫавна хисеплӗн те ӑнланмалла каласа парӗ. Доклад тӑваканӗ Христос пирӗншӗн мӗн тунине — пурӑнма май парас тесе вӑл пире хӑйӗн вилӗмӗпе тӳлесе илнине — ӑнланма пулӑшӗ. (Рим 5:8—10 вуласа пар.)

14. Христос вилӗмне аса илмелли уявра доклад тӑвакан мӗнле икӗ шанчӑк ҫинчен каласа парӗ?

14 Библире каланӑ тӑрӑх христиансен икӗ шанчӑк пур тесе ӑнлантарса парӗ доклад тӑвакан. Ҫав шанчӑксенчен пӗри вӑл — Христоспа пӗрле пӗлӗтре ертсе пырасси. Ҫавӑн пек шанчӑк христиансенчен сахалӑшӗн ҫеҫ пур, ҫав сахалӑшӗ шутне шанчӑклӑ апостолсем те кӗреҫҫӗ (Лука 12:32; 22:19, 20; Ӳлӗм. 14:1). Иккӗмӗш шанчӑк — хальхи вӑхӑтра Турра чунтан парӑнса ӗҫлесе тӑракан чылай христианина пама палӑртса хунӑ шанчӑк. Вӗсен ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пур. Ун чухне Туррӑн ирӗкӗ ҫӗр ҫинче те пӗлӗтри пекех пурнӑҫланса пырӗ. Ҫакӑн ҫинчен вара христиансем тахҫантанпах кӗлтӑваҫҫӗ (Матф. 6:10). Сӑваплӑ Ҫырура вӗсем лайӑх пурнӑҫпа ӗмӗр-ӗмӗрӗпех савӑнса пурӑнӗҫ тесе пӗрре анчах мар каланӑ (Ис. 11:6—9; 35:5, 6; 65:21—23).

15, 16. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче ҫӑкӑрпа мӗн тӑваҫҫӗ?

15 Доклад тӑваканӗ ҫак икӗ шанчӑк ҫинчен ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн Иисус апостолсене мӗн хушнине тума вӑхӑт ҫитрӗ тесе калӗ. Икӗ символпа — тутлӑлла ҫӑкӑрпа тата хӗрлӗ эрехпе — усӑ курӗҫ тесе маларах асӑннӑччӗ ӗнтӗ. Вӗсем доклад тӑвакан ҫумне тӑратнӑ сӗтел ҫинче пулӗҫ. Вӑл Иисус ҫак уява пуҫарса янӑ чухне мӗн каланипе мӗн туни ҫинчен Библирен вуласа парӗ. Сӑмахран, Матфей ҫырнӑ тӑрӑх, «Иисус ҫӑкӑр илсе пилленӗ те ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса каланӑ: илӗр, ҫийӗр: ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм» (Матф. 26:26). Иисус тутлӑлла ҫӑкӑра хӑйӗн апостолӗсене хуҫа-хуҫа панӑ. Эсир апрелӗн 14-мӗшӗнчи тӗлпулура турилккесем ҫинче хуҫса хунӑ тутлӑлла ҫӑкӑра курӑр.

16 Пуҫтарӑннисем пурте ҫӑкӑра алран алла паччӑр тата ҫакӑ нумай вӑхӑт ан йышӑнтӑр тесе турилккесем ҫителӗклӗ пулӗҫ. Ҫавӑн чухне нимӗнле ятарлӑ йӑласем те пулмӗҫ. Кӗске кӗлӗ хыҫҫӑн ҫӑкӑр выртакан турилккесене, вырӑнти лару-тӑрӑва шута илсе, алран алла парӗҫ. 2013-мӗш ҫулти пекех, пухусенче нумайӑшӗнче ҫӑкӑра сахалӑшӗ е, тен, никам та ҫимӗ.

17. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявланӑ чухне Иисус эрех тӗлӗшӗнчен мӗн хушнине епле туса тӑрӗҫ?

17 Унтан доклад тӑваканӗ Иисус эрехпе мӗн туни ҫинчен вуласа парӗ: «[Иисус] куркине илсе Турра тав тунӑ та вӗсене парса каланӑ: пурсӑр та ӗҫӗр ҫакӑнтан: ку — Манӑн Юнӑм, Ҫӗнӗ Халал Юнӗ, нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫарасшӑн юхакан Юнӑм» (Матф. 26:27, 28). Ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн тепӗр хут кӗлтӑвӗҫ те пухӑннисене хӗрлӗ эрех тултарнӑ «куркасене» пурне те алран алла парӗҫ.

18. Сахалӑшӗ кӑна ҫӑкӑра ҫиет, эрехе ӗҫет пулсан та е вӗсене никам та тутанса пӑхмасан та, мӗншӗн Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗнче пурпӗр пулмалла?

18 Кам Христоспа пӗрле пӗлӗтре патша пулӗ, ҫавсем кӑна ҫӑкӑра ҫийӗҫ, эрехе ӗҫӗҫ. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне пухӑннисенчен нумайӑшӗ ҫав символсене тутанмасӑрах теприне парӗ. (Лука 22:28—30 вуласа пар; 2 Тим. 4:18.) Ҫапах та вӗсен Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗнче пулмалла, мӗншӗн тесен ҫакна тунипе вӗсем Иисусӑн парнине питӗ хакланине кӑтартаҫҫӗ. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗ вӑхӑтӗнче вӗсем Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парнине пула мӗнле пиллӗхсем илме пултарни ҫинчен шухӑшлама пултараҫҫӗ. Вӗсем ҫывхарса килекен «пысӑк асапа» пурӑнса ирттерекен, «тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса» шуратнӑ «имсӗр-сумсӑр ҫын» хушшинче пулма пултараҫҫӗ (Ӳлӗм. 7:9, 14—17).

19. Эпир Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне мӗнле хатӗрленме тата ҫав уявра усӑ илес тесе мӗн тума пултаратпӑр?

19 Ҫӗр ҫинчи Иегова Свидетелӗсем пурте ҫак ятарлӑ уява хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак тӗлпулӑва эпир темиҫе эрне хушши май пур таран ытларах ҫынна чӗнме тӑрӑшӑпӑр. Унсӑр пуҫне пирӗнтен нумайӑшӗ Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗччен кӑшт маларах Иисус мӗн туни тата пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи нисанӑн 14-мӗшӗччен мӗн пулса иртни ҫинчен Библире вулӗ. Эпир хамӑр ӗҫсене, вӗсем пире ҫак уява кайма ан чӑрмантарччӑр тесе, майлаштарма тӑрӑшӑпӑр. Тӗлпулӑва иртерех, малтанхи юрӑпа кӗлӗ пуҫланиччен, килни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, ҫапла эпир хӑнасене те кӗтсе илме пултарӑпӑр, программӑна та пӗтӗмпех итлӗпӗр. Пире пурне те — пухури тӑвансене те, хӑнасене те — доклад вӑхӑтӗнче сӑвӑ йӗркисене вуланӑ чухне хамӑрӑн Библи тӑрӑх йӗрлесе пыни усӑллӑ пулӗ. Пуринчен ытла эпир Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗнче пулнипе Иисус парнине мӗн таран хакланине тата вӑл «ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» тесе хушнине мӗн таран итленине кӑтартӑпӑр (1 Кор. 11:24).

a Унчченхи вӗренмелли статьяри 8-мӗш абзацри сноскӑна пӑхӑр.

b Нимӗҫ ученӑйӗ Генрих Майер ҫапла палӑртать: «Христосӑн кӗлетки тӗрӗс-тӗкелех (чӗрех) пулнӑран тата Унӑн юнӗ тӑкӑнманнине кура хӑнасенчен [апостолсенчен] нихӑшӗ те... хӑйсем Ҫӳлхуҫан ҫав кӗлеткине чӑннипех ҫиетпӗр тата унӑн ҫав юнне чӑннипех ӗҫетпӗр тесе шутлама та пултарайман, [ҫавӑнпа] Иисус хӑйӗн ансат сӑмахӗсене вӗсем ӑнланма пултарайман шухӑш кӗртме пултарайман».

2014-МӖШ ҪУЛХИ ҪӲЛХУҪАН КАҪХИ АПАЧӖ

Тӳпери уйӑх ҫӗр тавра уйӑхра пӗр хут ҫаврӑнать. Ҫавӑн пек ҫаврӑннӑ чухне кашнинче ҫакнашкал тапхӑр пур — ун чухне уйӑх ҫӗрпе тата хӗвелпе пӗр рете тӑрать. Астрономире ҫак пулӑма «ҫӗнӗ уйӑх» теҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра уйӑх ҫӗр ҫинчен курӑнмасть, ӑна тепӗр 18—30 сехетрен кӑна курма пулать.

2014-мӗш ҫулта ҫуркунне, кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑт тӗлнелле, Иерусалим вӑхӑчӗпе мартӑн 30-мӗшӗнче 20:45 ҫӗнӗ уйӑх ҫуралать. Иерусалимра тепӗр кунне (мартӑн 31-мӗшӗнче) хӗвел 21 сехете яхӑн вӑхӑт иртсен анса ларать. Анчах та нисанӑн 1-мӗшӗ ҫав кунах пуҫланмасть. Мӗншӗн? Ҫав вӑхӑтра ҫӗнӗ уйӑх ҫурли курӑнмасть. Ӑна Иерусалимра апрелӗн 1-мӗшӗнче хӗвел анса ларнӑ хыҫҫӑн курма май пулӗ. Ҫавӑнпа та авалхи еврейсен меслечӗпе усӑ курса эпир ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пултаратпӑр: нисанӑн 1-мӗшӗ апрелӗн 1-мӗшӗнче хӗвел анса ларсан пуҫланать.

Ҫавӑнпа та пӗтӗм тӗнчери Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗсене 2014-мӗш ҫулта нисанӑн 14-мӗшӗ тунтикун, апрелӗн 14-мӗшӗнче, хӗвӗл анса ларсан пуҫланать тесе пӗлтернӗ. Ҫакӑ вара тӳпери уйӑх тулнӑ вӑхӑт тӗлнелле пулӗ. (Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн датине мӗнле шутласа тупмалли пирки сирӗн нумайрах пӗлес килет пулсан, 1978-мӗш ҫулта майӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая Башня» журналти 14-мӗш страницӑна пӑхӑр.)

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр