Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w14 4/15 9—13 с.
  • Эсир «Курӑнманскере» курса тӑратӑр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир «Курӑнманскере» курса тӑратӑр-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ВӐЛ «ПАТША ҪИЛЛИНЧЕН» ХӐРАМАН
  • ВӐЛ ТУРӐ СӐМАХ ПАНИСЕНЕ ӖНЕННӖ
  • «ВӖСЕМ ХӖРЛӖ ТИНӖС УРЛӐ КАҪНӐ»
  • Моисей ӗненнӗ пек ӗненӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Мӗншӗн Моисей тарнӑ
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Моисей Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытнӑ
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
w14 4/15 9—13 с.

Эсир «Курӑнманскере» курса тӑратӑр-и?

«Курӑнманскере курса тӑнӑ пек, вӑл тӗреклӗ тӑнӑ» (ЕВР. 11:27).

ЭСИР КУРӐНМАНСКЕРЕ КУРСА ТӐНИ МӖНЛЕ МАЙПА...

  • ...сире ҫынсенчен хӑрассинчен хӳтӗлӗ?

  • ...сире ырӑ хыпар сарас ӗҫре вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума хавхалантарӗ?

  • ...сире хӑрушла асап вӑхӑтне чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерме пулӑшӗ?

1, 2. а) Мӗншӗн Моисей хӑрушлӑха лекнӗ пек курӑннӑ? ӑ) Мӗншӗн Моисей патша ҫиллинчен хӑраса тӑман?

ФАРАОН Египет ҫыннисемшӗн хаяр пуҫлӑх пулнӑ, вӗсем ӑна турӑ вырӑнне хунӑ. Египет историйӗ ҫинчен калакан пӗр кӗнекере ҫырнӑ тӑрӑх, вӗсен куҫӗ умӗнче вӑл «ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен пуринчен те ӑслӑрах, вӑйлӑрах пулнӑ» (When Egypt Ruled the East). Египет ҫыннисене хӑратса пурӑнас тесе фараон тӑхӑнса ҫӳрекен пуҫ кӑшӑлӗ ҫинче тапӑнма хатӗр тӑракан кобра сӑнӗ пулнӑ. Ҫак сӑн вара патшан тӑшманӗсем хӑвӑрт тӗп пулӗҫ тесе астутарса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та Иегова: «Эпӗ сана фараон [Египет патши] патне яратӑп; Манӑн халӑхӑма, Израиль ывӑлӗсене, Египетран илсе тух»,— тесе каланӑ хыҫҫӑн Моисей мӗн туйма пултарни пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха (Тух. 3:10).

2 Моисей Египета кайнӑ та Туррӑн хыпарне пӗлтернӗ. Ҫакӑ фараона питӗ ҫиллентернӗ. Египет тӑхӑр асаппа хӗн курнӑ хыҫҫӑн фараон Моисее хӑратса каланӑ: «Сыхлан, манӑн куҫӑм умне урӑх ан курӑн; манӑн сӑнӑма курнӑ кун эсӗ вилмелле пулӑн» (Тух. 10:28). Фараон патӗнчен тухса каяс умӗн Моисей ҫав пуҫлӑхӑн малтан ҫуралнӑ ывӑлӗ вилет тесе пророкла каласа хунӑ (Тух. 11:4—8). Ҫавӑн хыҫҫӑн Моисей израильтянсен кашни ҫемйине ҫамрӑк качака е сурӑх такине — Ра ятлӑ Египет туррин сӑваплӑ выльӑхне — пусма, юнне вара алӑк янаххисем ҫине сирпӗтме хушнӑ (Тух. 12:5—7). Фараон хӑйне мӗнле тытӗ-ши? Моисей ҫакӑнтан хӑраман. Мӗншӗн? Иеговӑна ӗненнӗрен тата итленӗрен вӑл «патша ҫиллинчен» хӑраса тӑман, мӗншӗн тесен «Курӑнманскере курса тӑнӑ пек, вӑл тӗреклӗ тӑнӑ». (Еврейсем 11:27, 28 вуласа пар.)

3. Моисей Курӑнманскере ӗненни пирки эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

3 Эсир Турра хӑвӑр куҫусемпе курнӑ пекех хытӑ ӗненетӗр⁠-и? (Матф. 5:8.) Хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетес, ҫапла вара Курӑнманскере курма пултарас тесе айтӑр Моисей тӗслӗхне пӑхса тухар. Иеговӑна ӗненни ӑна ҫынсенчен хӑрассинчен мӗнле хӳтӗленӗ? Турӑ сӑмах панисене ӗненнине вӑл мӗнле кӑтартнӑ? Моисее, хӑй тата хӑйӗн халӑхӗ инкеке лексен, Курӑнманскере курма пултарни мӗнле тӗреклетнӗ?

ВӐЛ «ПАТША ҪИЛЛИНЧЕН» ХӐРАМАН

4. Ҫынсем пӑхнӑ пек пӑхсан, фараон умӗнче Моисей мӗнле вырӑн йышӑннӑ?

4 Ҫынсем пӑхнӑ пек пӑхсан, фараоншӑн Моисей ниме тӑман ҫын пулнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ, ырлӑхӗ тата пуласлӑхӗ фараон аллинче пулнӑ тейӗн. Моисей хӑй те Иеговӑран ҫапла ыйтнӑ: «Фараон [Египет патши] патне кайса Израиль ывӑлӗсене Египетран илсе тухмашкӑн кам вара эпӗ?» (Тух. 3:11.) Ҫакӑнччен 40 ҫул маларах Моисей Египетран тарнӑ. Тен, вӑл ҫапла шухӑшланӑ: «Египета таврӑнса патшана ҫиллентерме кирлех-ши мана?»

5, 6. Моисее фараонран мар, Иеговӑран хӑрама мӗн пулӑшнӑ?

5 Моисей Египета таврӑничченех Турӑ ӑна кирлӗ принципа ӑнлантарса панӑ, каярахпа Моисей ҫав принципах Иов кӗнекинче ҫырса хунӑ: «Ҫӳлхуҫаран хӑрани — акӑ вӑл чӑн ӑслӑлӑх» (Иов 28:28). Моисее ҫавӑн пек хӑрама тата ӑслӑлӑха тытса пурӑнма вӗрентес тесе Иегова ҫынсемпе Пурне те Тума Пултаракан Турӑ хушшинчи уйрӑмлӑх мӗн тери пысӑк пулнине кӑтартнӑ. Вӑл ыйтнӑ: «Этеме чӗлхе-ҫӑвар кам панӑ? чӗлхесӗр е хӑлхасӑр, е куракан, е суккӑр тӑваканӗ кам? Эпӗ, Ҫӳлхуҫа [Турӑ], мар⁠-и вара?» (Тух. 4:11.)

6 Ҫакӑ мӗне вӗрентнӗ? Моисее Иегова янӑ, ҫавӑнпа та унӑн хӑрама кирлӗ пулман. Туррӑн хыпарне фараона пӗлтермешкӗн Турӑ Моисее мӗн кирлине пурне те пама хатӗр пулнӑ. Ҫитменнине тата Иеговӑшӑн фараон ним тӗшне те тӑман. Унсӑр пуҫне Египет пуҫлӑхӗсем Туррӑн ӗҫлекенӗсене пӗрре анчах мар хӑрушлӑх кӳнӗ. Моисей, тен, Иегова унчченхи фараонсем патшара ларнӑ чухне Авраама, Иосифа тата Моисее хӑйне те мӗнле хӳтӗлени ҫинчен шухӑшланӑ пулӗ (Пулт. 12:17—19; 41:14, 39—41; Тух. 1:22—2:10). Иеговӑна, Курӑнманскере, ӗненнӗрен Моисей фараон патне хӑюллӑн пынӑ та Иегова калама хушнӑ пур сӑмаха та ӑна пӗлтернӗ.

7. Пӗр хӗрарӑм тӑвана Иеговӑна ӗненни мӗнле хӳтӗленӗ?

7 Иеговӑна ӗненни Элла ятлӑ пӗр хӗрарӑм тӑвана та ҫынсенчен хӑрассинчен хӳтӗленӗ. 1949-мӗш ҫулта Эстонире КГБ Эллӑна арестленӗ. Допрос тунӑ чухне ӑна ҫамрӑк хуралҫӑ-салтаксем умӗнче ҫаппа-ҫарамас юличчен хывӑнтарнӑ. «Мана питӗ намӑс пулса кайрӗ — калать вӑл.— Анчах та Иеговӑна кӗлтунӑ хыҫҫӑн ман чӗрене лӑпкӑлӑхпа канлӗх таврӑнчӗ». Унтан Эллӑна виҫӗ кунлӑха пӗччен лармалли камерӑна лартнӑ. Вӑл аса илет: «„Эстонире Иегова ячӗ ӗмӗрлӗхе манӑҫа тухтӑр тесе эпир пурне те тӑвӑпӑр! Эсӗ лагере кайӑн, ыттисем — Ҫӗпӗре!“ — тесе кӑшкӑрчӗҫ кагебистсем. Ун хыҫҫӑн вӗсем йӗкӗлтесе ыйтрӗҫ: „Ӑҫта-ха халӗ санӑн Иегову?“» Элла ҫынсенчен хӑраса ӳкӗ-ши е Иеговӑна шанса тӑрӗ-ши? Допросра вӑл хӑюллӑ каланӑ: «Эпӗ ҫакӑн пирки чылай шухӑшларӑм, ҫавӑнпа та ирӗке тухса Турӑ ырланисӗр тӑрса юличчен мӗн виличченех тӗрмере тӑрса юлса Турӑпа хамӑн хушӑри туслӑха упраса хӑварӑп». Иегова Эллӑшӑн хӑй умӗнче тӑракан арҫынсем пекех чӗрӗ пулнӑ. Ӗненнине пула вӑл Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ.

8, 9. а) Ҫынсенчен хӑрама пӑрахмалли чи лайӑх мел мӗнле мел вӑл? ӑ) Ҫынсенчен хӑрама тытӑннине туя пуҫларӑр пулсан, сирӗн кама ялан асра тытмалла?

8 Иеговӑна ӗненни сире хӑвӑра мӗн хӑратса тӑнине ҫӗнтерме пулӑшӗ. Пысӑк пуҫлӑхсем сире Турра пуҫҫапма чарасшӑн пулсан, сирӗн пурнӑҫ, ырлӑх тата пуласлӑх ҫынсен аллинче пулнӑ пек туйӑнма пултарӗ. Сирӗн, тен, Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрас тесе влаҫсене ҫиллентерме кирлех-ши теесси те пулӗ. Анчах та ҫакна асра тытӑр: ҫынсенчен хӑрама пӑрахмалли чи лайӑх мел вӑл — Турра ӗненни. (Ытарӑшсем 29:25 вуласа пар.) Иегова ыйтать: «Мӗн эсӗ вилес ҫынран, этемӗн курӑк евӗр ывӑлӗнчен, хӑратӑн?» (Ис. 51:12, 13.)

9 Хӑвӑрӑн пурне те тума пултаракан Аҫуна яланах асра тытӑр. Тӗрӗслӗхе тытса тӑман пуҫлӑхсенчен хӗн куракансене вӑл курать, вӗсен хуйхине ӑнланать тата вӗсене пулӑшать (Тух. 3:7—10). Пысӑк пуҫлӑхсем умӗнче сирӗн хӑвӑр мӗне ӗненнине хӳтӗлеме тивсен те, «мӗнле каласси, мӗн каласси пирки ан пӑшӑрханӑр — мӗн каламалли ҫав сехетре хӑех тупӑнӗ» (Матф. 10:18—20). Ҫынсен пуҫлӑхӗсемпе хуҫисем Иеговӑшӑн ним тӗшне те тӑмаҫҫӗ. Халӗ хӑвӑр ӗненӗве ҫирӗплетсе пынипе эсир Иеговӑра хӑвӑра пулӑшма хатӗр тӑракан чӗрӗ Турра курма пуҫлатӑр.

ВӐЛ ТУРӐ СӐМАХ ПАНИСЕНЕ ӖНЕННӖ

10. а) Пирӗн эрӑчченхи 1513-мӗш ҫулта, нисан уйӑхӗнче, Иегова израильтянсене мӗнле хушу панӑ? ӑ) Мӗншӗн Моисей Туррӑн хушӑвӗсене пӑхӑнса тӑнӑ?

10 Пирӗн эрӑчченхи 1513-мӗш ҫулта, нисан уйӑхӗнче, Иегова Моисейпа Аарона израильтянсене хӑйне еверлӗ хушӑва пӗлтерме хушнӑ: вӗсен пӗр кӑлтӑксӑр ҫамрӑк сурӑх е качака такине илсе пусмалла та юнне вара алӑк янаххисем ҫине сирпӗтмелле пулнӑ (Тух. 12:3—7). Моисей хӑйне мӗнле тытнӑ? Каярахпа апостол Павел ун пирки ҫапла ҫырнӑ: «Пӗтерсе ҫӳрекен ангел Израилӗн малтан ҫуралнисене ан тивтӗр тесе, ӗненнипе, Моисей Пасха ирттернӗ, юн сирпӗтсе тухнӑ» (Евр. 11:28). Иегова шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине Моисей пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл Иегова Египетри малтан ҫуралнӑ ывӑлсене пӗтерсе тухӑп тесе сӑмах панине ӗненнӗ.

11. Мӗншӗн Моисей ыттисене хӑрушлӑх пирки асӑрхаттарнӑ?

11 Моисейӑн ывӑлӗсем Мадианра, «пӗтерсе ҫӳрекен ангелран» аякра пулнӑ пулмалла (Тух. 18:1—6). Апла пулин те вӑл итленӗ те израильтянсен ҫемйисене, малтан ҫуралнӑ ывӑлӗсем хӑрушлӑхра пулнӑ ҫемьесене, асӑрхаттарнӑ. Сӑмах пурнӑҫ пирки пынӑ, Моисей вара хӑйӗн халӑхне юратнӑ. Библире каланӑ тӑрӑх, Моисей тӳрех «Израиль [ывӑлӗсен] пур аслӑ ҫыннине чӗнсе пуҫтарнӑ та вӗсене каланӑ:.. путек суйласа илӗр те пасха пусӑр» (Тух. 12:21).

12. Иегова пире мӗнле кирлӗ хыпара пӗлтерме хушнӑ?

12 Ангелсем ертсе пынипе Иеговӑн халӑхӗ питӗ кирлӗ хыпар пӗлтерсе тӑрать: «Турӑран хӑрӑр, Ӑна мухтавлӑр: Унӑн сут тӑвас вӑхӑчӗ ҫитрӗ; тӳпепе ҫӗре, тинӗспе ҫӑлкуҫсене Пултаракана пуҫҫапӑр» (Ӳлӗм. 14:7). Халӗ ҫак хыпара пӗлтерсе тӑмалли вӑхӑт. Пирӗн хамӑрӑн ҫывӑх ҫынсене Аслӑ Вавилонран тухӑр тесе, сирӗн «унӑн асапне курмалла ан пултӑр» тесе асӑрхаттармалла (Ӳлӗм. 18:4). «Урӑх сурӑхсем» святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемпе пӗрле Турӑран ютшӑннӑ ҫынсене ҫапла тархаслаҫҫӗ: «Турӑпа килӗшӗр» (Иоанн 10:16; 2 Кор. 5:20).

13. Мӗне пула пирӗн ырӑ хыпара тата ытларах калас килсе тӑрӗ?

13 «Сут тӑвас вӑхӑт» ҫитнине эпир пӗлетпӗр. Иегова каланӑ пекех, эпир ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе вӑраха ямасӑр тумалли ӗҫ тесе шутлатпӑр. Иоанн апостол курӑнура «ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ҫиле чарса» тӑракан тӑватӑ ангела курнӑ (Ӳлӗм. 7:1, ҪХ). Ӗненнине пула эсир ҫав ангелсене, ҫак тӗнче ҫине хӑрушла асап вӑхӑчӗн аркату ҫилӗсене яма хатӗр тӑраканскерсене, куратӑр⁠-и? Ӗненӳ куҫӗпе эсир ҫав ангелсене курса тӑратӑр пулсан, ырӑ хыпара ӗнентерӳллӗ каласа тӑма пултаратӑр.

14. Мӗншӗн эпир «йӗркесӗр ҫынна йӗркесӗрлӗх ҫулӗнчен сыхланма» пулӑшасшӑн?

14 Чӑн христиансен хӑйсемпе Иегова хушшинчи туслӑха аталантарма пултарнӑ ӗнтӗ тата вӗсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма шанса тӑраҫҫӗ. Анчах та пирӗн «йӗркесӗр ҫынна... чӗрӗ хӑварас тесе... йӗркесӗрлӗх ҫулӗнчен сыхланма» пулӑшас яваплӑх пуррине эпир ӑнланатпӑр. (Иезекииль 3:17—19 вуласа пар.) Эпир ырӑ хыпара юн тӑкнӑшӑн айӑплӑ пулас мар тесе кӑна мар калатпӑр. Эпир Иеговӑна тата хамӑрӑн ҫывӑх ҫынсене юрататпӑр. Ырӑ самаритянин ҫинчен калакан ытарӑшра чӑн-чӑн юратупа хӗрхенӳ мӗн иккенне Иисус питӗ лайӑх кӑтартса панӑ. Ҫавӑнпа та хамӑртан ҫапла ыйтма пулать: «Эпӗ хама кам пек тытатӑп: самаритянин пек-и е священникпа левит пек-и? Ырӑ хыпара калама эпӗ яланах хатӗр-и е ҫавна туманнишӗн эпӗ хама тӳрре кӑларма тӑрӑшатӑп-и?» (Лука 10:25—37.) Турӑ сӑмах панисене ӗненни тата ҫывӑх ҫынсене юратни пире, халӗ вӑхӑт пур чухне, ырӑ хыпар сарас ӗҫре вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума хавхалантарӗ.

«ВӖСЕМ ХӖРЛӖ ТИНӖС УРЛӐ КАҪНӐ»

15. Мӗншӗн израильтянсем хӑйсене капкӑна лекнӗ пекех туйнӑ?

15 Курӑнманскере ӗненни Моисее израильтянсем Египетран тухнӑ хыҫҫӑн инкеке лексен пулӑшнӑ. Библире каланӑ: «Израиль ывӑлӗсем ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ Египет ҫыннисем вӗсем хыҫҫӑн килеҫҫӗ; вара Израиль ывӑлӗсем сехӗрленсе ӳкнӗ те Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ» (Тух. 14:10—12). Ҫакӑ вӗсемшӗн чӑнах та кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ-и? Ҫук паллах. Израильтянсен ҫакӑн пек пуласса кӗтмелле пулнӑ, мӗншӗн тесен Иегова малтанах ҫапла каласа хунӑ: «Эпӗ фараон чӗрине хаярлантарса ярӑп та, вӑл вӗсем хыҫҫӑн хӑвала пуҫлӗ, вара фараонпа унӑн мӗнпур ҫарӗ ҫинче Хамӑн мухтавлӑхӑма кӑтартӑп; ун чухне вара Египет ҫыннисем пурте Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ» (Тух. 14:4). Ҫакна пӑхмасӑрах израильтянсем хӑйсен куҫӗ умӗнчине кӑна курса тӑнӑ: умра — каҫма май ҫук Хӗрлӗ тинӗс, хыҫра — фараонӑн хӑвӑрт чупакан ҫар ураписем, ҫумра вара — хӑйсене ертсе пыракан 80 ҫулхи кӗтӳҫ! Вӗсем хӑйсене капкӑна лекнӗ пекех туйнӑ.

16. Хӗрлӗ тинӗс патӗнче ӗненӳ Моисее мӗнле тӗреклетнӗ?

16 Анчах Моисей хӑраса тӑман. Мӗншӗн? Вӑл ӗненӳ куҫӗпе тинӗспе ҫартан чылай хӑватлӑраххине курса тӑнӑ. Вӑл Иегова израильтянсене ҫӑласса, вӗсем майлӑ ҫапӑҫасса пӗлнӗ. (Тухни 14:13, 14 вуласа пар.) Моисейӑн ӗненӗвӗ Турӑ халӑхне хавхалантарнӑ. «Ӗненнипе вӗсем Хӗрлӗ тинӗс урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ пек каҫса кайнӑ,— тенӗ Библире.— Египет ҫыннисем вара каҫма тытӑнсан шыва путнӑ» (Евр. 11:29). Ҫакӑн хыҫҫӑн «халӑх Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкнӗ, Ҫӳлхуҫана тата Моисее, Унӑн чурине, ӗненме пуҫланӑ» (Тух. 14:31).

17. Пуласлӑхра пирӗн ӗненӳ мӗнле тӗрӗсленӗ?

17 Кӗҫех вӑхӑт ҫитӗ, ун чухне пире инкекрен тарса хӑтӑлма май ҫук пек туйӑнӗ. Армагеддон пуҫланас умӗн ҫак тӗнчери патшалӑхсем пирӗнтен чылай пысӑкрах, йышлӑрах тӗн организацисене тустарса тухса тӗп тӑвӗҫ (Ӳлӗм. 17:16). Иегова эпир хӳтлӗхсӗр пулнине пророкла сӑнласа панӑ чухне пире «хӳмепе хӳтӗлемен... сӑлӑп та, алӑк та ҫук» ҫӗрпе танлаштарать (Иез. 38:10—12, 14—16). Ҫынсем шухӑшӗпе пирӗн ҫӑлӑнма пӗр май та ҫук пек туйӑнӗ. Эсир хӑвӑра мӗнле тытӑр-ши?

18. Мӗншӗн эпир хӑрушла асап вӑхӑтне чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерме пултарнине ӑнлантарса парӑр.

18 Пирӗн хӑрама кирлӗ пулмӗ. Мӗншӗн? Турӑ халӑхӗ ҫине тапӑнасси пирки кӑна мар, ӑна ҫӑласси пирки те Иегова малтанах каласа хунӑ. «Гог Израиль ҫӗрне килнӗ кун Манӑн ҫиллӗм пӗтӗм хаярлӑхӑмпа хыпса илӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. Кӗвӗҫсе, тарӑху вучӗпе ҫунса каларӑм Эпӗ» (Иез. 38:18—23). Ҫавӑн чухне Иегова хӑйӗн халӑхне сиен кӳрес текенсене пурне те тӗп тӑвӗ. «Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ, хӑрушӑ кунӗ» шӑп ҫапла вӗҫленессине ӗненни пире «Ҫӳлхуҫа ҫӑлӑнӑҫне» курма тата айӑпсӑр тӑрса юлма пулӑшӗ (Иоиль 2:31, 32).

19. а) Иеговӑпа Моисей хушшинчи туслӑх мӗн таран ҫывӑх пулнӑ? ӑ) Иеговӑна хӑвӑрӑн «пур ҫулу ҫинче те» пӗлме тӑрӑшатӑр пулсан, эсир мӗнле пиллӗхсем илӗр?

19 Ҫак хумхантаракан событисене халех хатӗрленӗр те «Курӑнманскере курса тӑнӑ пек... тӗреклӗ» тӑрӑр! Вӗренсе тата кӗлтуса тӑнипе Иегова Турӑпа хӑвӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетӗр. Моисей Иеговӑпа питӗ туслӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та Иегова хӑйӗн ирӗкне тумашкӑн унпа хӑватлӑн усӑ курнӑ. Акӑ мӗншӗн Библире Иегова Моисейпа «куҫа-куҫӑн калаҫнӑ» тесе каланӑ, урӑхла каласан, ӑна питӗ лайӑх пӗлнӗ (Сак. аст. 34:10). Паллах ӗнтӗ, Моисей питӗ паллӑ пророк пулнӑ. Ҫапах та ӗненнине пула эсир те Иеговӑна, унпа «куҫа-куҫӑн» калаҫнӑ пекех, питӗ лайӑх пӗлме пултаратӑр. Эсир, Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ пек, хӑвӑрӑн «пур ҫулу ҫинче те Ӑна пӗлме» тӑрӑшатӑр пулсан, «Вӑл [сирӗн] сукмака тӳрӗ тӑвӗ» (Ытар. 3:6).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр