«Эсир манӑн свидетельсем»
«Эсир манӑн свидетельсем,— калать Иегова» (ИС. 43:10, ҪТ).
1, 2. а) Кам вӑл «свидетель» тата тӗнчери массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫынсене мӗн ҫинчен каласа памаҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн Иеговӑна ҫак тӗнчери массӑллӑ информаци хатӗрӗсем кирлӗ мар?
КАМ вӑл «свидетель»? Пӗр словарь ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, свидетель вӑл «мӗн пулса иртнине хӑй куҫӗпе курнӑ тата курни-илтнине каласа паракан ҫын». Сӑмахран, Кӑнтӑр Африка Республикинчи Питермарицбург хулара 160 ҫул ытла ӗнтӗ «Уитнесс» («Свидетель») ятлӑ хаҫат тухса тӑрать. Ҫак ят питӗ вырӑнлӑ, мӗншӗн тесен кирек мӗнле хаҫатӑн та тӗнчере пулса иртекен ӗҫсене тӗп-тӗрӗс пӗлтерсе тӑмалла. Ҫак хаҫата никӗслекен редактор унта «тӗрӗсси, тӗрӗсси кӑна пулӗ, тӗрӗссисӗр пуҫне урӑх нимӗн те пулмӗ» тесе сӑмах панӑ.
2 Шел пулин те, ҫак тӗнчери массӑллӑ информаци хатӗрӗсем, тӗпрен илсен, этемлӗх историйӗнчи чи кирлӗ фактсене шута илмеҫҫӗ е тӗрӗс уҫса памаҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем Иеговӑпа унӑн ӗҫӗсем ҫинчен тӗрӗссине каламаҫҫӗ. Анчах та Иеговӑна — пурне те тума пултаракан Турра, Ҫут тӗнче Патшине — ҫак тӗнчери массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пачах кирлӗ мар. Вӑл хӑйӗн Иезекииль пророкӗ урлӑ ҫапла каланӑ: «Халӑхсем Эпӗ Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ]... пулнине пӗлӗҫ» (Иез. 39:7). Иеговӑн хӑйӗн ҫинчен пӗтӗм тӗнчипе пур халӑха та каласа паракан сакӑр миллиона яхӑн Свидетель пур. Ҫак Свидетельсен пысӑк йышӗ ыттисене Турӑ этемлӗх валли унччен тата халӗ мӗн туни ҫинчен, ҫавӑн пекех вӑл пуласлӑхра мӗнле тӗлӗнмелле япаласем туса парасси ҫинчен каласа парать. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хамӑр пурнӑҫра мала хуратпӑр пулсан, эпир Турӑ пире панӑ ятпа килӗшӳллӗ пурӑннине кӑтартатпӑр, шӑп ҫавӑн ҫинчен Исаия 43:10-мӗшӗнче (ҪТ) ҫапла каланӑ: «Эсир манӑн свидетельсем,— калать Иегова,— манӑн ӗҫлекенӗм, эпӗ суйласа илнӗскер».
3, 4. а) Библи Тӗпчекенсем хӑҫан Иегова Свидетелӗсем ята илнӗ тата вӗсем ҫав ҫӗнӗ ята мӗнле йышӑннӑ? ӑ) Мӗнле ыйтусене эпир сӳтсе явӑпӑр?
3 Иеговӑн ячӗ ӗмӗрлӗхе, мӗншӗн тесен вӑл «Ӗмӗрсенӗн... Патши». Вӑл хӑй ҫапла каланӑ: «Ҫакӑ Манӑн ӗмӗрлӗх ятӑм, Мана асра тытасси те сыпӑкран сыпӑка пытӑр» (1 Тим. 1:17; Тух. 3:15; Екклесиаст 2:16 танлаштарса пӑхӑр). Ҫавӑнпа та пире Иеговӑн ятне пани эпир илме пултаракан чи пысӑк чыс. Библи Тӗпчекенсем 1931-мӗш ҫулта Иегова Свидетелӗсем ята илнӗ. Каярахпа нумайӑшӗ пархатарлӑ пулнине кӑтартса ҫырусем ҫырса янӑ, вӗсенчен чылайӑшне ҫак журналта пичетлесе кӑларнӑ. Канадӑри пӗр пуху ҫакӑн пек ҫырнӑ: «Эпир халӗ Иегова Свидетелӗсем. Ҫак савӑнӑҫлӑ хыпар пирӗн кӑмӑла ҫӗклерӗ те ҫав ҫӗнӗ ята тивӗҫлӗ пулма хавхалантарчӗ».
4 Иеговӑн Свидетелӗсем текен ята парса чыс тунӑшӑн пархатарлӑ пулнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр? Ҫавӑн пекех Исаия кӗнекине вуланӑ май мӗншӗн Иегова пире хӑйӗн Свидетелӗсем тесе ят панине эсир ӑнлантарса пама пултаратӑр-и?
ТУРРӐН ӖЛӖКХИ СВИДЕТЕЛӖСЕМ
5, 6. а) Израильти ашшӗ-амӑшӗсен мӗнле майпа Иеговӑн свидетелӗсем пулмалла пулнӑ? ӑ) Израильти ашшӗ-амӑшӗсен тата мӗн тумалла пулнӑ? Мӗншӗн хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗсен ҫавнах тумалла?
5 Исаия вӑхӑтӗнче кашни израильтянин Иеговӑн «свидетелӗ» пулнӑ, халӑх вара, пӗтӗмӗшле илсен, Туррӑн «ӗҫлекенӗ» пулнӑ (Ис. 43:10, ҪТ). Сӑмахран, ашшӗ-амӑшӗсем, свидетельсем пек, хӑйсен ачисене Турӑ унччен мӗн туни ҫинчен каласа панӑ. Иегова ашшӗ-амӑшне хӑйсен ачисене Пасха ҫинчен вӗрентме хушса ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр ачӑрсем сире: ку мӗнле йӗрке? тесессӗн, [вӗсене] ҫапла калӑр: ку — Ҫӳлхуҫашӑн кӳрекен пасха парни, Египет ҫыннисене пӗтернӗ чухне Вӑл Израиль ывӑлӗсен ҫурчӗсем ҫумӗнчен иртсе кайрӗ, пирӗн килӗмӗрсене хӑтарчӗ, тейӗр» (Тух. 12:26, 27). Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене Моисей Египет пуҫлӑхӗ патне пӗрремӗш хут пырсан, унран израильтянсене пушхире Иеговӑна пуҫҫапма ярсам тесе ыйтсан, фараон: «Эпӗ Унӑн сӑмахне итлесе Израиль [ывӑлӗсене] кӑларса ямашкӑн Турӑ [«Иегова», ҪТ] вӑл камах вара?» — тенӗ тесе ӑнлантарса пама пултарнӑ (Тух. 5:2). Ашшӗ-амӑшӗ ачисене Иегова фараон ыйтӑвӗ ҫине мӗнле хурав пани ҫинчен — вӑл Египет ҫӗрӗ ҫине вунӑ асап мӗнле яни тата израильтянсене Хӗрлӗ тинӗс патӗнче Египет ҫарӗнчен мӗнле ҫӑлса хӑварни ҫинчен — паллах каласа панӑ ӗнтӗ. Ҫапла вара Иегова Пурне те Тума Пултаракан Турӑ пулни ун чухне уҫӑмлӑ палӑрнӑ, халӗ те уҫӑмлӑ палӑрса тӑрать. Унсӑр пуҫне израильтянсем Иегова чӑн Турӑ пулнине тата Вӑл хӑйӗн сӑмахне яланах пурнӑҫланине курнӑ.
6 Израильтянсем, Иеговӑн свидетелӗсем пуласси хӑйсемшӗн пысӑк чыс пулнине хаклаканскерсем, Иегова тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен хӑйсен ачисене кӑна мар, хӑйсен килӗнчи чурисене те каласа парса тӑнӑ паллах. Вӗсем хӑйсен сӑваплӑ пулма кирлине те пӗлнӗ. Иегова каланӑ: «Сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, сӑваплӑ». Ҫавӑнпа Израильте ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене сӑваплӑ пулма, урӑхла каласан, Иеговӑн нормисемпе килӗшӳллӗ пурӑнма вӗрентмелле пулнӑ (Лев. 19:2; Сак. аст. 6:6, 7). Хальхи вӑхӑтра та ашшӗ-амӑшӗсен ҫавнах тумалла. Вӗсен хӑйсен ачисене Туррӑн мухтавлӑ ятне чыс кӳрекен пурнӑҫпа пурӑнма вӗрентмелле! (Ытарӑшсем 1:8; Эфес 6:4 вуласа пар.)
7. а) Израильтянсем Иеговӑна итлесе пурӑннӑ чухне ҫакӑ таврари халӑхсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? ӑ) Кама Туррӑн ятне панӑ, ҫавсен мӗнле яваплӑх пур?
7 Израильтянсем Турра итленӗ чухне вӑл вӗсене пилленӗ. Ҫавна пула таврари халӑхсем Иегова хӑйӗн халӑхне хӳтӗлесе тӑнине курса тӑма пултарнӑ (Сак. аст. 28:10). Шел пулин те, Израиль историне пӑхса тухсан, чылай чухне вӗсем Иеговӑна итлесех кайман. Вӗсем ҫине-ҫинех ҫынсем тунӑ йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем хӑйсен ачисене парнене кӳнипе тата чухӑннисене хӗсӗрленипе хӑйсем пуҫҫапакан Ханаан туррисем пекех хаярланса пынӑ. Вӗсен япӑх тӗслӗхӗнчен эпир ӑса вӗренме пултаратпӑр. Сӑваплӑ пулас тӗлӗшрен пирӗн яланах Чи Сӑвапли пек пулма тӑрӑшмалла, мӗншӗн тесен пире унӑн ятне панӑ.
«АКӐ ЭПӖ ҪӖНӖ ӖҪЕ ТЫТӐНАТӐП»
8. Иегова Исаийӑна мӗн тума хушнӑ тата Исаия ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхнӑ?
8 Иегова Исаия урлӑ израильтянсене Иерусалима, вӗсен тӗп хулине, ҫапса аркатӑп тата хӑйӗн халӑхне тыткӑна илсе кайма парӑп тесе пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл «ҫӗнӗ ӗҫе» тытӑнӑп, ҫапла вара хамӑн халӑха тыткӑнран тӗлӗнмелле майпа ҫӑлӑп тесе малтанах каласа хунӑ (Ис. 43:19). Израильтянсем ӳкӗнес ҫуккине Иегова пӗлнӗ, анчах та вӑл пурпӗр Исаия урлӑ вӗсене асӑрхаттарса тӑнӑ. Исаия кӗнекинчи малтанхи ултӑ сыпӑкӗнче, тӗпрен илсен, Иерусалима тӗп тӑвасси ҫинчен каланӑ. Израиль халӑхӗ хӑҫанччен Иеговӑна итлемесӗр пурӑнӗ-ши тесе ыйтнӑ Исаия. Турӑ ӑна мӗн каланӑ? «Хуласем пушанса, пурӑнакансемсӗр тӑрса юличчен, кил-ҫурт ҫынсӑр тӑрса юличчен, ҫакӑ ҫӗр пӗтӗмпех юхӑнса ҫитиччен». (Исаия 6:8—11 вуласа пар.)
9. а) Исаия Иерусалим пирки пророкла калани хӑҫан пурнӑҫланнӑ? ӑ) Мӗншӗн пирӗн паян сыхӑ тӑмалла?
9 Исаийӑна ҫак ӗҫе тума Осия юлашки ҫул патшара ларнӑ чухне, пирӗн эрӑчченхи 778-мӗш ҫулта, хушнӑ. Вӑл хӑйӗн пророк ӗҫне 46 ҫул ытла туса пурӑннӑ, ӑна вара Езекия патшара ларнӑ чухне пирӗн эрӑчченхи 732-мӗш ҫул хыҫҫӑн вӗҫленӗ. Иерусалима пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫулта тӗп тӑвиччен 125 ҫул тӑрса юлнӑ пулнӑ. Апла пулсан, Турӑ халӑхне унпа малашне мӗн пуласси ҫинчен нумай ҫул хушши асӑрхаттарса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра та Иеговӑн малашне мӗн пуласси ҫинчен пӗлтерсе тӑракан халӑх пур. «Хурал башни» журнал 135 ҫул хушши ӗнтӗ, хӑйӗн пӗрремӗш кӑларӑмӗнчен пуҫласа вулакансене сыхӑ тӑма ӳкӗтлет тата Сатанан йӗркесӗр влаҫӗ вырӑнне Христосӑн Пин ҫулхи Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫлӗ тесе пӗлтерсе тӑрать (Ӳлӗм. 20:1—3, 6).
10, 11. Вавилонра пурӑннӑ израильтянсем Исаия пророкла каланисенчен хӑшне пурнӑҫланнине курнӑ?
10 Иерусалима тӗп тунине итлесе-пӑхӑнса тӑракан еврейсем пурӑнса ирттернӗ. Вӗсем Вавилон ҫыннисене парӑннӑ, вара вӗсене тыткӑна илсе кайнӑ (Иер. 27:11, 12). Ҫавӑн хыҫҫӑн 70 ҫул иртсен Турӑ халӑхӗ Исаия каланӑ тепӗр пророкла сӑмахсем: «Ҫӳлхуҫа — сире Хӑтараканӗ, Израиль Святойӗ — ҫапла калать: Эпӗ Вавилона сирӗншӗнех вӑй ятӑм, пур сӑлӑпа та... ҫапса аркатрӑм»,— текеннисем мӗнле пурнӑҫланнине курнӑ (Ис. 43:14).
11 Ҫак пророкла сӑмахсене Иегова тӗлӗнмелле майпа пурнӑҫланӑ. Пирӗн эрӑчченхи 539-мӗш ҫулхи октябрь уйӑхӗнчи пӗр каҫхине Вавилон патши хӑйӗн улпучӗсемпе ӗҫкӗ-ҫикӗре ҫынсем тунӑ турӑсене мухтанӑ чухне тата Иерусалимри храмран илсе тухнӑ сӑваплӑ савӑтсенчен эрех ӗҫсе ларнӑ чухне Мидипе Перси ҫарӗ Вавилона ярса илнӗ. Пирӗн эрӑчченхи 538-мӗш е 537-мӗш ҫулта, Кир, Вавилона ҫӗнсе илекен, иудейсене хӑйсен тӑван ҫӗршывне таврӑнма, Иерусалимра Туррӑн храмне туса лартма хушнӑ. Ҫакӑн пек пулассине малтанах Исаия пророк урлӑ каласа хунӑ пулнӑ. Иегова ун урлӑ хӑйӗн ӳкӗннӗ халӑхӗшӗн тӑрӑшӑп тата вӗсене Иерусалима таврӑннӑ чухне хӳтӗлӗп тесе сӑмах панӑ. Турӑ ҫав таврӑннӑ иудейсем пирки ҫакӑн пек каланӑ: «Ҫакӑ халӑха Эпӗ Хама валли пултарнӑ; вӑл Манӑн мухтавӑма пӗлтерсе тӑрӗ» (Ис. 43:21; 44:26—28). Тыткӑнра пулнӑ халӑх таврӑнсан, Иерусалимра Иеговӑн храмне ҫӗнӗрен туса лартсан, вӗсем Иегова пӗртен-пӗр чӑн Турӑ пулнине, вӑл хӑйӗн сӑмахне яланах пурнӑҫласа тӑнине курса тӑракан свидетельсем пулса тӑнӑ.
12, 13. а) Иеговӑна пуҫҫапассине ҫӗнӗрен йӗркелесе ярас ӗҫе израильтянсемпе пӗрле тата кам хутшӑннӑ? ӑ) «Турӑ Израильне» пулӑшса тӑракан «урӑх сурӑхсен» мӗн тумалла тата вӗсен мӗнле шанчӑк пур?
12 Израильтянсем храма ҫӗнӗрен туса лартма таврӑнсан ют халӑх ҫыннисем пинӗ-пинӗпе вӗсемпе Иеговӑна пуҫҫапма пӗрлешнӗ. Каярахпа ют халӑх ҫыннисем нумайӑшӗ иудей прозеличӗсем пулса тӑнӑ (Езд. 2:58, 64, 65; Эсф. 8:17). Хальхи вӑхӑтра «имсӗр-сумсӑр ҫын», урӑхла каласан, Иисусӑн «урӑх сурӑхӗсем», святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене, «Турӑ Израильне», шанчӑклӑн пулӑшса тӑраҫҫӗ (Ӳлӗм. 7:9, 10; Иоанн 10:16; Гал. 6:16). Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем те, имсӗр-сумсӑр ҫын та Турӑ панӑ ята, Иегова Свидетелӗсем ята, илнӗ.
13 Ҫӗнӗ тӗнчере имсӗр-сумсӑр ҫыннӑн тӗлӗнмелле май пулӗ: вӗсем Сатана тӗнчин юлашки кунӗсенче, Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май, хӑйсен мӗн чӑтса ирттерме тивни ҫинчен вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисене хаваспах каласа парӗҫ. Ҫакӑ вара эпир хамӑр ятпа килӗшӳллӗ пурӑнсан ҫеҫ тата сӑваплӑ тӑрса юлас тесе пӗтӗм вӑя хурсан кӑна пирӗн ҫинче пурнӑҫланӗ. Анчах та эпир Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнас тесе тем пек тӑрӑшсан та, пурпӗр йӑнӑшсем тӑватпӑр. Ҫавӑнпа та пирӗн кунсерен Иеговӑран каҫару ыйтмалла. Эпир сӑваплӑ пулас тесе яланах тӑрӑшатпӑр пулсан, Иегова пире хӑйӗн ячӗпе ҫӳрекен ҫынсем пулма ирӗк панишӗн ӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр. (1 Иоанн 1:8, 9 вуласа пар.)
ТУРӐ ЯЧӖН ПӖЛТЕРӖШӖ
14. Иеговӑн ячӗ мӗне пӗлтерет?
14 Пире Иеговӑн ятне пани мӗн тери пысӑк чыс пулнине лайӑхрах ӑнланас тесен, пирӗн ҫав ятӑн пӗлтерӗшне пӗлмелле. Ҫак ят, ытларах чухне «Иегова» тесе куҫарнӑскер, ӗҫ туса тӑнине пӗлтерекен еврей глаголӗнчен пулса кайнӑ, ҫав глагола вара «пулса тӑрать» тесе куҫарма пулать. Ҫавӑнпа та Иегова ят «Вӑл пулса тӑма парать» тенине пӗлтерет теҫҫӗ. Иегова хӑйне валли ҫак ята суйласа илнипе пире хӑй кам иккенне ӑнланма пулӑшать. Вӑл — пурне те Тӑвакан. Ҫавӑн пекех Иегова мӗн те пулин тума сӑмах пачӗ пулсан, ҫавна тума Ӑна никам та, ҫав шутрах Сатана та, чарса лартма пултараймасть.
15. Иегова Моисее каланӑ сӑмахсенчен эпир Туррӑн ячӗ пирки мӗн пӗлме пултаратпӑр? («Иегова — тарӑн пӗлтерӗшлӗ ят» рамкӑна пӑхӑр.)
15 Иегова хӑйӗн ячӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен Моисее ытларах ӑнлантарса панӑ. Вӑл Моисее Хӑйӗн халӑхне Египетран илсе тухма хушнӑ чухне ӑна ҫапла каланӑ: «„ЭПӖ КАМ ПУЛАС ТЕТӖП, ҪАВӐ ПУЛСА ТӐРӐП“.— Тата каланӑ: „ЭПӖ ПУЛСА ТӐРӐП мана сирӗн пата ячӗ“» (Тух. 3:14, ҪТ). Апла пулсан, Иегова кирек мӗнле лару-тӑрура та хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртес тесе кам пулас тет, ҫавӑ пулса тӑрӗ. Чуралӑхра пулнӑ израильтянсемшӗн вӑл Ҫӑлакан, Хӳтӗлевҫӗ, Ертӳҫӗ тата вӗсене мӗн кирлине Парса Тӑракан пулса тӑнӑ.
ТУРРА ПАРХАТАРЛӐ ПУЛНИНЕ КӐТАРТӐР
16, 17. а) Пире Турӑ ятне парса чыс тунӑшӑн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пухса тухӑпӑр?
16 Иегова улшӑнмасть. Унӑн ячӗ пире вӑл хӑйӗн халӑхне мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе кам пулса тӑрас тет, ҫавӑ пулса тӑрӗ тенине аса илтерсе тӑрать. Сӑмахран, вӑл пире куллен пурӑнма тата хамӑр ӗненӗве ҫирӗп тума мӗн кирлине пурне те парса тӑрать. Анчах та Туррӑн ячӗ вӑл кам пулас тет, ҫавӑ пулса тӑрӗ тенине кӑна пӗлтермест. Иегова хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлас тесе хӑй пултарнийӗсене кам пулма кирлӗ, ҫавсем пулса тӑма пулӑшать. Сӑмахран, вӑл хӑйӗн ӗҫне тума хӑйӗн Свидетелӗсемпе усӑ курать. Ҫакна пӗлни пире малашне те унӑн ячӗпе килӗшӳллӗ пурӑнма хавхалантармалла. 84 ҫулхи Коре, Норвегире 70 ҫул хушши сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑ туса тӑракан Иегова Свидетелӗ, каланӑ: «Иеговӑшӑн, ӗмӗрлӗх Патшишӗн, ӗҫлесси тата унӑн ятне панӑ халӑхӗ шутӗнче пуласси — маншӑн ҫав тери пысӑк чыс. Эпӗ Библири чӑнлӑха ҫынсене ӑнлантарса парассине те хаклатӑп тата вӗсен куҫӗсем савӑннӑран йӑлтӑртатса тӑнине курма та мана питӗ хавас. Мана ҫынсене Христосӑн ҫылӑхсене каҫарттаракан парни ҫинчен тата ҫавна пула вӗсем мирлӗ те тӳрӗ ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарни ҫинчен каласа пама питӗ килӗшет».
17 Чӑнах та, хӑш-пӗр ҫӗрте Иегова ҫинчен пӗлес текен ҫынсене тупма питӗ йывӑр. Ҫавна пӑхмасӑрах итлес текен ҫынна тупсан, ӑна Иеговӑн ячӗ ҫинчен каласа пама май килсен, эсир, Коре пекех, савӑнмастӑр-и-ха? Анчах та мӗнле майпа эпир пӗр вӑхӑтрах Иегова Свидетелӗсем те, Иисусӑн свидетелӗсем те пулма пултаратпӑр? Ҫак ыйтӑва тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.