Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • wp16 1№ 6—8 с.
  • Кӗлӗ. Вӑл сире мӗн пама пултарать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Кӗлӗ. Вӑл сире мӗн пама пултарать
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2016
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Чун канӑҫлӑхне тупатпӑр
  • Йывӑр вӑхӑтра лӑплантарать тата вӑй парать
  • Турӑран ӑслӑлӑх илетпӗр
  • Мӗнле кӗлтумалла? «Эй ҫӳлти Аттемӗр» кӗлле ҫине-ҫинех каламалла-и?
    Библи: ыйтусем тата хуравсем
  • Иисус пире кӗлтума вӗрентет
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Турӑ патне мӗнле ҫывхармалла
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Кӗлтуса Турӑпа ҫывӑхланӑр
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2016
wp16 1№ 6—8 с.
Хӗрарӑм хӑйӗн чирлӗ амӑшӗ пирки кӗлтӑвать

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | КӖЛТУНИ МӖНЛЕ ТЕ ПУЛИН УСӐ ПАРАТЬ-И?

Кӗлӗ. Вӑл сире мӗн пама пултарать

Пӗр-пӗр ӗҫе тума пуҫлас умӗн эпир, ялан тенӗ пекех, хамӑра ҫакӑн пек ыйту паратпӑр: «Ҫакӑ мана мӗн парӗ?» Кӗлӗ пирки ҫавнашкал ыйту пама юрать-и вара? Ҫакӑ эпир хамӑр ҫинчен ҫеҫ шухӑшланине кӑтартса памасть-и? Пур чухне те мар. Пӗр-пӗр ӗҫ пире мӗнле усӑ пама пултарни ҫинчен пӗлме тӑрӑшнинче ним япӑххи те ҫук. Иов ятлӑ тӳрӗ ҫын та пӗррехинче ҫапла ыйтнӑ: «Эпӗ ӑна [Турра] чӗннӗ пулсан, вӑл мана хурав панӑ пулӗччӗ-ши?» (Иов 9:16, ҪТ.)

Унчченхи статьясенче эпир кӗлӗ вӑл — тӗнре тытса тӑмалли йӑла тата сипленмелли меслет пулманнине кӑтартакан фактсене пӑхса тухрӑмӑр. Чӑн Турӑ кӗлӗсене чӑннипех итлет. Эпир юрӑхлӑ япаласем ҫинчен тата тӗрӗс кӗлтӑватпӑр пулсан, вӑл пире тимлет. Унсӑр пуҫне, вӑл пире хӑйӗнпе ҫывӑхланма чӗнет (Иаков 4:8). Эппин, эпир куллен-кун кӗлтӑватпӑр пулсан, ҫакӑ пире мӗн парӗ? Айтӑр хӑш-пӗр пиллӗхсене пӑхса тухар.

Чун канӑҫлӑхне тупатпӑр

Хӑш-пӗр чухне сире кулленхи йывӑрлӑхсем пуссах илнӗ пек туйӑнмасть-и? Ҫавӑн пек самантсенче Библи пире «тӑтӑшах кӗлтума» тата «кӑмӑл туртнине яланах Турра... каласа» пама хавхалантарать (1 Фессалоника 5:17, ҪХ; Филиппӑ 4:6). Библи пире ҫапла шантарать: эпир Турра кӗлтӑватпӑр пулсан, Вӑл пире «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса» пирӗн чун-чӗрепе ӑстӑна «сыхласа усрӗ» (Филиппӑ 4:7). Эпир хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗре каласа пани пире канӑҫлӑх парӗ. Вӑл хӑй пире ҫапла тума хавхалантарать: «Инкек-синкек ҫитсессӗн Ҫӳлхуҫана шан, Вӑл сана пулӑшӗ» (Псалом 54:23).

«Инкек-синкек ҫитсессӗн Ҫӳлхуҫана шан, Вӑл сана пулӑшӗ» (Псалом 54:23)

Пӗтӗм тӗнчипе нумай ҫын ҫавнашкал чун канӑҫлӑхне тупнӑ. Кӑнтӑр Корейӑра пурӑнакан Хи Ран калать: «Эпӗ хамӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен кӗлтунӑ чухне хамӑн ҫинчен йывӑр ҫӗклем илсе пӑрахнӑ пек тата пурне те чӑтса ирттерме вӑй илнӗ пек туятӑп». Филиппинӑра пурӑнакан Сесилия каласа парать: «Эпӗ хамӑн хӗрсемшӗн тата хама паллайми пулнӑ чирлӗ аннешӗн питӗ пӑшӑрханатӑп. Анчах та кӗлтунине пула эпӗ ытлашши хытӑ пӑшӑрханмасӑр пурӑнма пултаратӑп. Иегова мана вӗсене пӑхса усрама пулӑшассине эпӗ пӗлетӗп».

Йывӑр вӑхӑтра лӑплантарать тата вӑй парать

Пурнӑҫа татма пултаракан хӑрушлӑха е инкек-синкеке пула эсир ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑмастӑр-и? «Кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турра» кӗлтуни сире ҫӑмӑллӑх пама пултарать. «Вӑл пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать» тенӗ Библире (2 Коринф 1:3, 4). Сӑмахран, Иисус хӑйне питӗ йывӑр килнӗ чухне «чӗркуҫленсе ларса... кӗлтунӑ». Ҫакӑ вара мӗн панӑ? «Ун патне ҫӳлтен ангел анса тӗреклӗлетнӗ Ӑна» (Лука 22:41, 43). Тепӗр тӳрӗ ҫын, Неемия ятлӑскер, хӑйне юрӑхсӑр ҫынсем хӑратнӑ пирки куляннӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ӑна Турӑ шанса панӑ ӗҫе тума чӑрмантарасшӑн пулнӑ. Вӑл ҫапла кӗлтунӑ: «Манӑн аллӑма тӗреклет». Ҫавӑн хыҫҫӑн пулса иртнӗ ӗҫсем Турӑ ӑна хӑрама пӑрахма тата хӑйне шанса панӑ ӗҫне туса пӗтерме пулӑшнине кӑтартса параҫҫӗ (Неемия 6:9—16, ҪТ). Ганӑра пурӑнакан Реджинальд акӑ мӗн каласа парать: «Хама уйрӑмах йывӑр килнӗ чухне эпӗ кӗлтӑватӑп, вара хама пулӑшма пултараканпа тата хумханма нимле сӑлтав та ҫук тесе шантараканпа калаҫнӑ пек туятӑп». Чӑнах та, кӗлӗ тунӑ чухне Турӑ пире лӑплантарма пултарать.

Турӑран ӑслӑлӑх илетпӗр

Эпир тӑвакан хӑш-пӗр йышӑнусем пирӗн пурнӑҫа тата пирӗн ҫывӑх ҫынсен пурнӑҫне яланлӑхах улӑштарма пултараҫҫӗ. Пире хамӑра тӗрӗс тытма мӗн пулӑшӗ? Библире каланӑ: «Сирӗн камӑн та пулин ӑсӗ ҫитеймест пулсассӑн [уйрӑмах йывӑр вӑхӑтра], вӑл пурне те уҫӑ кӑмӑлпа, пӗр ӳпкевсӗр паракан Турӑран ыйттӑр — вара илӗ» (Иаков 1:5). Эпир ӑслӑлӑх пама ыйтатпӑр пулсан, Турӑ хӑйӗн святой сывлӑшӗ урлӑ пире тӗрӗс йышӑну тума пулӑшӗ. Эпир святой сывлӑш пирки ятарласа ыйтма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен Иисус пире «Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Таса Сывлӑшне паратех ӗнтӗ» тесе шантарать (Лука 11:13).

Арҫын кӗлтӑвать

«Тӗрӗс йышӑну тумашкӑн эпӗ Иеговӑна мӗн тумаллине кӑтарт тесе пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтурӑм» (Квабена, Гана)

Питӗ пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тунӑ чухне Ашшӗнчен пулӑшу ыйтма кирлине Иисус та ӑнланнӑ. Вӑл хӑйӗн 12 апостолне суйласа илес умӗн «ҫӗрӗпе Турра кӗлтунӑ» тесе каланӑ Библире (Лука 6:12).

Иисус пекех, хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшу ыйтсан, ҫавӑн ҫине Турӑ мӗнле хуравланине кура хӑйсене хӑюллӑрах туйма пуҫланӑ. Филиппинӑра пурӑнакан Регинӑн нумай проблема: упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн унӑн хӑйӗн ҫемйине пӗчченех тӑрантарса усрама тивет; унсӑр пуҫне, вӑл ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ тата хӑйӗн ачисене пӑхса ӳстерес тӗлӗшпе сахал мар йывӑрлӑхпа тӗл пулать. Тӗрӗс йышӑнусем тума ӑна мӗн пулӑшать? Вӑл калать: «Эпӗ кӗлӗре Иеговӑран пулӑшу ыйтатӑп». Ганӑра пурӑнакан Квабена Турӑран мӗншӗн пулӑшу ыйтни ҫинчен акӑ мӗн калать: «Эпӗ строитель пулса ӗҫленӗ чухне укҫа лайӑх ӗҫлесе илнӗ, анчах та ҫав ӗҫе ҫухатрӑм». Унӑн темиҫе ӗҫ суйласа илме май пулнӑ. Вӑл каласа парать: «Тӗрӗс йышӑну тумашкӑн эпӗ Иеговӑна мӗн тумаллине кӑтарт тесе пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтурӑм». Вӑл ҫакӑн ҫумне ҫапла хушса калать: «Эпӗ хама пурӑнмалӑх ӗҫлесе илме май паракан тата Иеговӑпа ҫывӑхланма чӑрмантарман ӗҫ тупрӑм. Ҫав ӗҫе тупма мана Иегова пулӑшрӗ тесе шутлатӑп». Эсир те хӑвӑр пурнӑҫра Иегова сире мӗн тумаллине кӑтартса тӑнине курма пултаратӑр. Ҫавӑнпа та унпа сирӗн хушӑри хутшӑнусем ҫине мӗн витӗм кӳме пултарать, ҫавсем ҫинчен кӗлтӑвӑр.

Эпир темиҫе пиллӗх ҫинчен ҫеҫ асӑнтӑмӑр. (Ытти пиллӗхсем ҫинчен пӗлес тесе «Кӗлӗ мӗнле усӑ парать» рамкӑна пӑхӑр.) Анчах та ҫав пиллӗхсене илес тесен Турӑпа унӑн ирӗкӗ ҫинчен пӗлмелле. Сирӗн ҫакна тума кӑмӑл пур пулсан, эпир сире Иегова Свидетелӗсемпе ҫыхӑнма сӗнетпӗр. Вӗсем сире Библие лайӑхрах пӗлме пулӑшӗҫa. Ҫакӑ кӗлӗсене итлекен Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан пӗрремӗш утӑм пулӗ сирӗншӗн (Псалом 64:3).

a Эсир нумайрах пӗлес тетӗр пулсан, Иегова Свидетелӗсемпе ҫыхӑнӑр е вӗсен официаллӑ сайтне кӗрӗр.

Кӗлӗ мӗнле усӑ парать

Чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшать. «Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр, вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса, Христоспа пӗрлештерсе сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ» (Филиппӑ 4:6, 7).

Турӑран килекен лӑпланӑва илме май парать. «Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, хӗрхенекен Атте, кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ, мухтавлӑ... Вӑл пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать» (2 Коринф 1:3, 4).

Тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшать. «Сирӗн камӑн та пулин ӑсӗ ҫитеймест пулсассӑн, вӑл пурне те уҫӑ кӑмӑлпа, пӗр ӳпкевсӗр паракан Турӑран ыйттӑр — вара илӗ» (Иаков 1:5).

Илӗртӳсенчен сыхланма пулӑшать. «Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе кӗлтӑвӑр» (Лука 22:40, ҪХ).

Ҫылӑхсене каҫарттарма май парать. «Манӑн ятӑмпа хисепленекен халӑхӑм йӑвашланса кӗлтума тытӑнсассӑн, Мана шыраса тупса хӑйсен усал ҫулӗсенчен пӑрӑнсассӑн, Эпӗ тӳперен вӗсене илтӗп те вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарӑп» (2 Ҫулсеренхи 7:14).

Ыттисене пулӑшма май парать. «Тӳрӗ ҫын тӑрӑшса кӗлтуни нумай пулӑшать» (Иаков 5:16).

Кӗлӗ ҫине хурав пани савӑнӑҫ парать. «Ҫӳлхуҫа ӑна [Соломона] каланӑ: Эпӗ санӑн кӗллӳне, эсӗ Манран мӗн тархасласа ыйтнине илтрӗм» (3 Патшасен 9:3).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр