12-МӖШ СЫПӐК
Иисус пире кӗлтума вӗрентет
КАЛА-ХА, эсӗ Иегова Турӑпа калаҫатӑн-и? ~ Вӑл сана хӑйпе питӗ калаҫтарасшӑн. Турӑпа калаҫни вӑл кӗлтуни пулать. Иисус хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗпе час-часах калаҫнӑ. Хӑш-пӗр чухне Турӑпа калаҫма унӑн пӗччен пулас килнӗ. Библире пӗррехинче «вӑл пӗччен кӗлтума ту ҫине улӑхнӑ; ҫӗрле те унта пӗчченех пулнӑ» тенӗ (Матфей 14:23).
Эсӗ Иеговӑпа хӑҫан пӗччен калаҫма пултаратӑн? ~ Ҫакна каҫхине ҫывӑрас умӗн тума пулать. Иисус каланӑ: «Эсӗ вара кӗлтунӑ чухне хӑвӑн пӳлӗмне кӗр те, алӑкна хупса, курӑнми Аҫуна кӗлту» (Матфей 6:6). Каҫхине ҫывӑрас умӗн эсӗ кӗлтӑватӑн-и? ~ Ҫакна туни кирлӗ.
Иисус ытти ҫынсем хӑйпе юнашар пулнӑ чухне те кӗлтунӑ. Иисус хӑйӗн Лазарь тусӗ вилнӗ хыҫҫӑн ӑна пытарнӑ вырӑнтан инҫех мар ыттисемпе пӗрле кӗлтунӑ (Иоанн 11:41, 42). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе тӗл пулнӑ чухне те кӗлтунӑ. Эсӗ вара ҫынсем кӗлӗ калакан пухусене ҫӳретӗн-и? ~ Ытларах чухне унта аслисенчен хӑшӗ те пулин кӗлтӑвать. Вӑл мӗн каланине тимлӗ итле, мӗншӗн тесен вӑл сан ятупа та кӗлтӑвать. Ун чухне эсӗ «аминь» теме пултарӑн. Кӗлӗ вӗҫӗнче «аминь» тени вара мӗне пӗлтерет? ~ Ҫакӑ ҫав кӗлӗ санӑн кӑмӑлна кайнине, эсӗ унти сӑмахсемпе килӗшнине тата хӑв та ҫавнах каласшӑн пулнине пӗлтерет.
Иисус ҫиес умӗн те кӗлтунӑ. Вӑл Иеговӑна апатшӑн тав тунӑ. Эсӗ вара ҫиес умӗн яланах кӗлтӑватӑн-и? ~ Ҫиес умӗн Иеговӑна апатшӑн тав туни лайӑх. Эсир сӗтел хушшине пурте пӗрле пуҫтарӑннӑ чухне, паллах ӗнтӗ, аслисенчен пӗри кӗлтӑвать. Эсӗ пӗчченех ҫиетӗн пулсан вара? Е Иеговӑна тав туман ҫынсемпе апатланатӑн пулсан? ~ Ун чухне санӑн хӑвӑн кӗлтумалла.
Яланах сасӑпа кӗлтумалла-ши? Е Иегова хамӑр ӑшра калакан кӗлӗсене те илтет? ~ Неемия тӗслӗхне пӑхса тухсан эпир хуравне пӗлӗпӗр. Неемия Иеговӑна ӗненнӗ. Вӑл Перси патши Артаксеркс керменӗнче ӗҫленӗ. Пӗррехинче Неемия питӗ кулянса ӳкнӗ. Вӑл Иерусалимӑн, хӑй халӑхӗн тӗп хулин, хӳмине аркатса тӑкни ҫинчен илтнӗ.
Патша Неемийӑран ӑна мӗн хурлантарни ҫинчен ыйтсан вӑл хуравлас умӗн малтан кӗлтунӑ. Унтан хӑйне мӗн кулянтарни ҫинчен каланӑ та аркатнӑ хӳмесене ҫӗнӗрен туса лартмашкӑн Иерусалима кайма ирӗк ыйтнӑ. Малалла мӗн пулнӑ-ха? ~
Ҫапла, Турӑ Неемия кӗллине илтнӗ те хуравланӑ. Патша ӑна хӳмесене ҫӗнӗрен туса лартмашкӑн кайма ирӗк панӑ! Вӑл Неемийӑна ҫӗнӗ хӳмесем тума йывӑҫ та нумай панӑ. Ҫакӑ эпир ӑшра каланӑ кӗлӗсене те Турӑ хуравлама пултарнине кӑтартса парать (Неемия 1:2, 3; 2:4—8).
Эсӗ вара мӗнле шутлатӑн, кӗлтунӑ чухне пуҫа пӗкмелле-и е чӗркуҫленсе лармалла? ~ Хушӑран Иисус чӗркуҫленсе ларса Турӑпа калаҫнӑ. Ура ҫинче кӗлтуни те пулнӑ. Тепӗр чухне вӑл пӗлӗтелле пӑхса та кӗлтунӑ, сӑмахран, Лазарь ҫинчен кӗлтунӑ чухне.
Ҫакӑ мӗн кӑтартса парать? ~ Ҫапла, ҫакӑ эпир кӗлтунӑ чухне ларни-тӑни темех пӗлтерменнине кӑтартать. Хӑш-пӗр чухне пуҫа пӗксе тата куҫа хупса кӗлтуни лайӑх. Тепӗр чухне эсӗ, тен, Иисус пекех чӗркуҫленсе ларса кӗлтӑвас тейӗн. Асра тыт: эпир Турра кирек хӑш вӑхӑтра та кӗлтума пултаратпӑр тата вӑл пире яланах итлӗ. Анчах та Иегова пирӗн кӗлӗсене итленине ҫирӗп ӗненмелле. Эсӗ хӑв кӗлтунине Иегова итленине ӗненетӗн-и? ~
Пирӗн вара Иеговӑна мӗн ҫинчен кӗлтумалла? ~ Кала-ха, эсӗ унпа мӗн ҫинчен калаҫатӑн? ~ Иегова пирӗншӗн лайӑххине питӗ нумай тӑвать, ҫавӑнпа пирӗн ӑна кӗлӗре тав тумалла, ҫапла вӗт? ~ Эпир ӑна апатшӑн тав сӑмахӗсем калама пултаратпӑр. Эсӗ ӑна кӑвак пӗлӗтшӗн, симӗс йывӑҫсемшӗн тата хитре чечексемшӗн хӑҫан та пулин тав тунӑ-и? ~ Ҫаксене пурне те Турӑ тунӑ-ҫке.
Пӗррехинче Иисусӑн вӗренекенӗсем хӑйсене кӗлтума вӗрентме ыйтнӑ. Вара Аслӑ Вӗрентекен чи малтан мӗн ҫинчен кӗлтумаллине каланӑ. Эсӗ пӗлетӗн-и, мӗн ҫинчен? ~ Библи ил-ха, Матфей ҫырнӑ Евангелие, 6-мӗш сыпӑка уҫ-ха. 9-мӗш сӑвӑ йӗркинчен пуҫласа 13-мӗшӗ таран кӗлӗ ҫырса панӑ, нумайӑшӗ ӑна «Ҫӳлти Аттемӗр» ятпа пӗлеҫҫӗ. Атя ӑна пӗрле вулар.
Иисус ҫак кӗлӗре Турӑ ячӗ ҫинчен кӗлтума вӗрентнӗ. Вӑл Турӑ ячӗ хисеплентӗр, е сӑваплӑ пултӑр, тесе кӗлтумалла тенӗ. Турӑ мӗн ятлӑ? ~ Ҫапла, унӑн ячӗ — Иегова, пирӗн ҫак ята юратмалла.
Иисус ҫавӑн пекех Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тесе кӗлтума вӗрентнӗ. Ҫак Патшалӑх питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫӗр ҫине мир илсе килет тата унта рай туса парать.
Унтан вара, Аслӑ Вӗрентекен пирӗн Туррӑн ирӗкӗ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр тесе кӗлтумалла тенӗ. Ҫакӑн ҫинчен кӗлтӑватпӑр пулсан, пирӗн Турӑ мӗн ыйтнине тумалла.
Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар тесе Турра кӗлтума та пире Иисус вӗрентнӗ. Тата эпир тӗрӗс мар тусан пирӗн Турӑран каҫару ыйтмалла тенӗ. Ҫапла, пирӗн каҫару ыйтмаллах. Анчах та Турӑ пире каҫартӑр тесен, пирӗн хамӑрӑн та хамӑра кӳрентерекенсене каҫармалла. Кала-ха, сана ҫакна тума ҫӑмӑл-и? ~
Юлашкинчен вара, пире Усалтан, е Сатана Шуйттанран, хӳтӗле тесе ыйтмалла тенӗ Иисус. Ҫапла, ҫаксем ҫинчен Турра кӗлтумалла.
Иегова пирӗн кӗлӗсене итленине ӗненни питӗ кирлӗ. Атя унран пулӑшу кӑна ыйтар мар, ӑна тав сӑмахӗсем те калар. Эпир пӗтӗм чӗререн кӗлтуни тата тӗрӗсси ҫинчен ыйтни Иеговӑна савӑнтарать. Вӑл вара эпир мӗн ыйтнине пурнӑҫлӗ. Эсӗ ҫакна ӗненетӗн-и? ~
Кӗлӗ пирки лайӑх канашсем ҫак сӑвӑ йӗркисенче те тупма пулать: Рим 12:12; 1 Петр 3:12 тата 1 Иоанн 5:14.
[67-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Иисус пӗччен чухне те, юнашар ҫынсем пулнӑ чухне те кӗлтунӑ
[68-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Пухура калакан кӗлӗсене мӗншӗн тимлӗ итлемелле?
[69-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Неемия пекех, эсӗ хӑҫан хӑвӑн ӑшунта кӗлтума пултаратӑн?
[70-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Эсӗ Турра мӗн ҫинчен кӗлтума пултаратӑн?