Ырӑ хыпара сарма вӗренмелли тӗлпулусенче кулленхи текста урӑх сӳтсе явмаҫҫӗ
Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусенче малтан эпир кулленхи текста, вӑл сӑваплӑ ӗҫе тӑвассипе ҫыхӑннӑ пулсан, хӑш-пӗр чухне сӳтсе яваттӑмӑрччӗ. Анчах та малашне эпир «Исследовать Писания каждый день» брошюрӑна ҫак тӗлпулусенче сӳтсе явмастпӑр. Ертсе пыракансем, ытти чухнехи пекех, Библипе, «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗпе, «Школа служения» тата «Рассуждение» кӗнекесемпе е ырӑ хыпар сарассипе ҫыхӑннӑ урӑх материалсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Кама ҫак тӗлпулусене ирттерме палӑртнӑ, ҫавсен усӑллӑ канашсем хатӗрлемелле, вӗсем хыпарҫӑсене ҫав кун ырӑ хыпар сарма пулӑшӗҫ. Унчченхи пекех, ҫак тӗлпулусен 10—15 минутран ытла пулмалла мар, вӗсем пуху хыҫҫӑн пулсан вара тата кӗскерех пулмалла.