Турӑшӑн ӗҫлени — ӑна юратнине кӑтартни
1. Иеговӑна юратни Иисуса мӗн тума хистенӗ?
1 Иеговӑна юратни Иисуса сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма хистенӗ тата унӑн пур ӗҫӗнче те ҫак юрату уҫҫӑн курӑнса тӑнӑ. Иисус каланӑ: «Эпӗ Аттеме юрататӑп, ҫавна тӗнчене пӗлтересшӗн, Аттем тума хушнӑ пек тӑватӑп» (Иоан. 14:30). Иисусӑн вӗренекенӗсем пулнӑ май пирӗн те сӑваплӑ ӗҫре Иеговӑна чун-чӗререн юратнине кӑтартма май пур (Матф. 22:37; Еф. 5:1, 2).
2. Иеговӑна юратни сӑваплӑ ӗҫ ҫине мӗнле витӗм кӳрсе тӑрать?
2 «Санӑн яту хисеплентӗр [«сӑваплӑ пултӑр», ҪТ]». Ыттисене Иегова ҫинчен тата унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен май килнӗ таран хастаррӑн каласа паратпӑр пулсан, эпир Турра юратнине кӑтартатпӑр, ҫапла вара Туррӑн ячӗ хисеплентӗр, е сӑваплӑ пултӑр, тесе тӑрӑшатпӑр (Пс. 82:19; Иез. 36:23; Матф. 6:9). Иисус пекех, Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнипе эпир Иеговӑн ячӗ хисеплентӗр, е сӑваплӑ пултӑр, тесе тата унӑн ирӗкӗ пурнӑҫлантӑр тесе чун-чӗререн тӑрӑшнине кӑтартатпӑр (Матф. 26:39).
3. Иеговӑна юратни йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме мӗнле пулӑшать?
3 Юратнине пула йывӑрлӑхсене ҫӗнтеретпӗр. Иеговӑна юратни кирек мӗнле йывӑрлӑхсене те тӳссе ирттерме вӑй парать (1 Кор. 13:4, 7). Иисус хӑйӗн пурнӑҫӗнче сӑваплӑ ӗҫе тума чӑрмантарма пултаракан йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ. Ҫапах та ӑна Иеговӑна чун-чӗререн юратни тата Унӑн ирӗкне пурнӑҫлас килни вӗсене ҫӗнтерме пулӑшнӑ (Марк 3:21; 1 Пет. 2:18—23). Турра юратни пире те пурнӑҫра тӗл пулакан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшӗ. Иисус тӗслӗхӗ тӑрӑх пырсан сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма пирӗн те вӑй пулать. Эпир ҫемьере хирӗҫ тӑнипе, ҫынсем ырӑ хыпара итлеменнипе тӗл пулатпӑр пулин те, е сывлӑх япӑхланнишӗн тата ватлӑх ҫитнишӗн пӑшӑрханатпӑр пулин те, ҫаксенчен пӗри те Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑйран ӗҫлесе тӑма хистекен юратӑва пусараймасть.
4. Иеговӑна юратни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
4 Юратӑвӑн пысӑк вӑй пур. Сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне Иеговӑна чунтан-вартан юратнине кӑтартма пултарнишӗн эпир мӗн тери савӑнатпӑр (1 Кор. 13:13). Иеговӑн ячӗ яланлӑхах сӑваплӑ пулса тӑрас вӑхӑт питӗ ҫывӑх, ҫавӑнпа та пирӗн «юрату ӳснӗҫемӗн ӳссе пытӑрччӗ» тесе тӑрӑшар (Флп. 1:9; Матф. 22:36—38).