Журналсене сӗнмелли меслетсем
Сторожевая башня Октябрӗн 1-мӗшӗ
«Нумайӑшӗсем паян Турра ӗненме пӑрахаҫҫӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр, мӗншӗн-ши? [Хурава итле.] Ҫакӑнта ҫырни ҫакӑн пӗр сӑлтавӗ пулма пултарать. [Аввакум 1:2, 3 вуласа пар.] Мӗншӗн хӑш-пӗр ҫынсене Турра ӗненме йывӑр пулни пирки ҫак статьяран пӗлме пултаратӑр». Вунпӗрмӗш страницӑра пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Пробудитесь! Октябрь
«Паян ҫемьесем нумай йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ, эсир ҫакӑнпа килӗшетӗр-и? [Хурава итле.] Нумайӑшӗ Библире ҫырнӑ усӑллӑ канашсене илтмен, тӗслӗхрен, ҫакна». [Журналти Библи сӑвӑ йӗркине вуласа пар.] Ҫак «Пробудитесь!» журналӑн ятарлӑ кӑларӑмӗнче ҫемьери йывӑрлӑхсене ӑнӑҫлӑн татса пама пулӑшакан Библи принципӗсене кӑтартса панӑ».
Сторожевая башня Ноябрӗн 1-мӗшӗ
«Эсир мӗнле шутлатӑр, чиркӳсенчи вӗрентӳсене пурне те Библирен илнӗ-ши? [Хурава итле.] Библи пире суя вӗрентӳсемпе улталанасран асӑрхаттарать. [Колоссы 2:8 вуласа пар.] Ҫак журналта Турӑ Сӑмахӗпе килӗшсе тӑман, анлӑ сарӑлнӑ ултӑ вӗрентӳ ҫинчен каласа панӑ».
Пробудитесь! Ноябрь
Кӗсье телефонӗсем, компьютрсем тата ҫавнашкал техникӑсем пирӗн пурнӑҫра пысӑк вырӑн йышӑнма пуҫларӗҫ. Эсир мӗнле шутлатӑр, вӗсем пирӗн вӑхӑта упрама пулӑшаҫҫӗ, е ӑна вӑрлаҫҫӗ? [Хурава итле.] Вӑхӑтпа ӑслӑ усӑ курма хавхалантаракан ҫак канашпа нумайӑшӗ килӗшет пулӗ. [Ефес 5:15, 16 вуласа пар.] Ҫак журналта эпир хальхи техникӑпа тӗрӗс тата ӑспа усӑ курас тесен мӗн тумалли пирки сӳтсе явнӑ».