Журналсене сӗнмелли меслетсем
Сторожевая башня Ноябрӗн 1-мӗшӗ
«Ҫемьесенче йывӑрлӑхсем нумайлансах пыраҫҫӗ пулмалла. Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫемьере кашнийӗнех шухӑш-кӑмӑлӗ Иисусӑнни пек пулсан ҫакӑ ҫемье ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать? [Матфей 20:28 вуласа пар. Хурава итле.] Ҫемьесем Иисус тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултарни ҫинчен ҫак журналта пилӗк урока сӳтсе явнӑ». Вунулттӑмӗш страницӑран пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Пробудитесь! Ноябрь
«Эсир мӗнле шутлатӑр, Турра ӗненни ҫынсене пӗр-пӗрне юратма, мирлӗ пурӑнма хавхалантарать е курайманлӑхпа пусмӑрлӑха вӑратать? [Хурава итле.] Нумайӑшӗсем Иисус Христос каланӑ ҫак сӑмахсене тытса пымаҫҫӗ пулас. [Матфей 5:44, 45 вуласа пар.] Анчах та хамӑр тӑшмансене юратма пулать-ши? Хуравне ҫак статьяра тупма пулать». Вуннӑмӗш страницӑран пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Сторожевая башня Декабрӗн 1-мӗшӗ
«Пӗр-пӗр кун Турӑ ҫӗр ҫинчи пӗтӗм хуйхӑ-суйхӑна пӗтерессине эсир ӗненетӗр-и? [Хурава итле.] Асӑрхаса пӑхӑр-ха, Библи пире мӗн пирки шантарса калать. [Ҫиччӗмӗш страницӑри рамкӑра илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчен пӗрне вуласа пар.] Библи тӑрӑх ҫырнӑ ҫак журналтан эсир Турӑ пур хуйхӑ-суйхӑна хӑҫан тата мӗнле пӗтересси пирки пӗлме пултаратӑр».
Пробудитесь! Декабрь
«Хӑш-пӗр ҫынсем ҫут тӗнчене Турӑ тунӑ тесе ӗненеҫҫӗ, теприсем вара вӑл хӑйне хӑех пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Эсир вара ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑр? [Хурава итле.] Асӑрхаса пӑхӑр-ха, ҫакӑн пирки Библире мӗн каланӑ. [Еврейсем 3:4 вуласа пар.] Ҫут тӗнчене мӗнле тӗллевпе тата мӗнле тунине ҫак журналта питӗ лайӑх ӑнлантарса панӑ».