Журналсене сӗнмелли меслетсем
Майӑн 1-мӗшӗ
«Эсир мӗнле шутлатӑр, Иисус каланӑ ҫак сӑмахсене кашни ҫын тытса пынӑ пулсан, ҫӗр ҫинче пурнӑҫ мӗнле пулнӑ пулӗччӗ? [Матфей 7:12 вуласа пар, ун хыҫҫӑн хурава итле.] Ҫак статьяра Иисусӑн хӑш-пӗр вӗрентӗвӗсене — чӑн христианин пулни мӗне пӗлтерни ҫинчен ӑнлантарнисене — сӳтсе явнӑ». 16-мӗш страницӑран пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Июнӗн 1-мӗшӗ
«Нумай чиркӳсем паян ҫылӑх пирки сахал калаҫҫӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр, пирӗн вӑхӑтра ҫылӑх пирки калаҫма та кирлӗ мар-ши е калаҫни лайӑхрах? [Хурава итле. Ун хыҫҫӑн Рим 5:12 вуласа пар.] Ҫак статьяран эсир ҫылӑх пирки Библире мӗн каланӑ, ҫавӑн ҫинчен пӗлме пултаратӑр».
Май
«Эсир мӗнле шутлатӑр, экономика ҫывӑх вӑхӑтра лайӑхланӗ-ши? [Хурава итле.] Ҫак йывӑр вӑхӑтра пире Библи пулӑшма пултарнине нумайӑшӗсем пӗлмеҫҫӗ. [Статьяра илсе панӑ Библи сӑвӑ йӗркисенчен пӗрне вуласа пар.] Экономика пӑтранса тӑнӑ вӑхӑтра пире Библи мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен ҫак статьяран пӗлме пултаратӑр». 18-мӗш страницӑра пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Июнь
«Нумайӑшӗсем пурнӑҫ йывӑрлансах пырать теҫҫӗ, эсир ҫакӑнпа килӗшетӗр-и? [Хурава итле.] Ҫакӑн пӗр сӑлтавне ҫак сӑмахсем кӑтартса параҫҫӗ. [2 Тимофей 3:1 вуласа пар.] Стресс пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет тата ӑна мӗнле ҫӗнтермелле, ҫавӑн ҫинчен ҫак журналта каланӑ».