Ют чӗлхепе калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерни
1. Хамӑра панӑ территоринче эпир тата кама ырӑ хыпар пӗлтерме пултаратпӑр?
1 Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарӗ «пур халӑхсене те пӗлтерме» пӗтӗм тӗнчене сарӑлмалла тесе Иисус малтанах каласа хунӑ. Ырӑ хыпар сарас тата вӗрентес ӗҫре хутшӑнакансем ҫак сӑмахсене питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ (Матф. 24:14; 28:19, 20). Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир ют чӗлхепе калаҫакан тӗрлӗ халӑхри ҫынсене тӗл пулма пултаратпӑр. Вӗсен те, ыттисем пекех, Иеговӑн аслӑ кунӗ ҫитиччен чӑнлӑх енне тӑма Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне илтмелле (Мал. 3:18). Хамӑр территоринче ют чӗлхепе калаҫакан ҫынсене мӗнле майпа ырӑ хыпар каласа пӗлтерме пултаратпӑр?
2. Ют чӗлхепе калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне эпир Иеговӑран мӗнле тӗслӗх илетпӗр?
2 Ют чӗлхепе калаҫакан ҫынсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑх. Иеговӑшӑн пур ҫын та пӗрех, вӑл пур ҫынна та юратать. Хамӑр территоринче пур ҫынна та Иегова юратнӑ пекех юратас тесен, пирӗн ҫынсене — вӗсем хӑть мӗнле чӗлхепе калаҫсан та — Иегова Турӑ ҫинчен чӑнлӑха чун-чӗререн каласа пӗлтерес кӑмӑл пулмалла (Пс. 82:19; Апост. ӗҫ. 10:34, 35). Чи малтанах пирӗн хамӑр пухӑва мӗнле чӗлхепе ирттереҫҫӗ, ҫав чӗлхепе калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерес тӗллев пулин те ют чӗлхепе калаҫакан ҫынсемпе те интересленмелле. Вӗсене те Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне каласа парас тесе майсем шырамалла. Ют чӗлхепе калаҫакансене ырӑ хыпара пӗлтерни Иегова мӗн тума шухӑшласа хунипе — ырӑ хыпара пур халӑхсене те пӗлтерессипе — килӗшсе тӑрать. Ют чӗлхепе калаҫакан ҫынсене чӑнлӑха пӗлме эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
3. Пирӗн мӗнле усӑллӑ брошюра пур тата унпа ӑста усӑ курас тесен мӗн тумалла?
3 «Благая весть для людей из всех народов». Ҫак брошюрӑна ют чӗлхепе калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерес тӗллевпе пичетлесе кӑларнӑ. Ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне усӑ курас тесе ӑна яланах хӑвӑнпа пӗрле илсе ҫӳре тата унӑн уйрӑмлӑхӗсемпе лайӑх паллаш. Усӑ курма ҫӑмӑл пултӑр тесе хӑвӑн территоринче мӗнле чӗлхесемпе калаҫаҫҫӗ, ҫавсене паллӑ туса хур. Пухура ҫак чӗхесемпе кӑларнӑ литература пур пулсан, хӑш-пӗрисене хӑвӑнпа пӗрле илсе ҫӳресен лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, вара вӗсене ҫын брошюрӑра ҫырнӑ ырӑ хыпара вуласа тухнӑ хыҫҫӑн сӗнме пулать.
4. «Благая весть для всех людей из всех народов» ятлӑ брошюрӑпа сӑваплӑ ӗҫре мӗнле усӑ курмалла?
4 Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне ют чӗлхепе калаҫакан ҫынна тӗл пултӑн пулсан, вӑл мӗнле чӗлхепе калаҫнине пӗлеймесен, малтан ӑна брошюрӑн хуплашкине кӑтартма пултаратӑн. Кайран хуплашкан шал енче ӳкерсе панӑ тӗнче картти ҫине тимлеттер те хӑвӑн ҫине кӑтарт тата хӑв пурӑнакан ҫӗршыва кӑтарт. Ун хыҫҫӑн вӑл хӑш ҫӗршывран килнине тата мӗнле чӗлхепе калаҫнине эсӗ пӗлесшӗн пулнине ӑнлантарма тӑрӑш. Ҫын мӗнле чӗлхепе калаҫнине пӗлнӗ хыҫҫӑн брошюра пуҫламӑшӗнчи содержани тӑрӑх кирлӗ страницӑна туп, вара ҫынна хулӑн шрифтпа ҫырнӑ ҫӳлти предложени ҫине тимлеттер. Кайран ӑна текста вуласа тухма сӗн. Вуласа тухнӑ хыҫҫӑн ӑна вӑл калаҫакан чӗлхепе ҫырнӑ трактата сӗн е кӑвак тӗспе палӑртнӑ предложени ҫине тимлеттер, унта эсӗ унӑн чӗлхипе тухакан публикацие каярахпа илсе килсе пама пултарни ҫинчен ҫырнӑ. Ун хыҫҫӑн хулӑн шрифтпа ҫырнӑ «хамӑн ята» тенӗ сӑмахсене кӑтарт та хӑвӑн ятна уҫҫӑн васкамасӑр кала. Кайран хулӑн шрифтпа ҫырнӑ «сирӗн ята» тенӗ сӑмахсене кӑтарт та ҫын хурав парасса кӗт. Ун патне тепӗр хут хӑҫан килесси пирки калаҫса татӑл.
5. Ют чӗлхепе калаҫакан ҫынсем чӑнлӑхпа интересленнине малалла аталантарас тесен пирӗн мӗн тумалла?
5 Ҫынсем патне тепӗр хут кайса калаҫни. Турӑ Патшалӑхӗн хыпарӗпе интересленекенсем патне — вӗсем хӑть мӗнле чӗлхепе калаҫаҫҫӗ пулсан та — тепӗр хут кайма тӑрӑшмалла. Ҫын Турра ӗненнине тата унӑн Сӑмахӗпе, Библипе, интересленнине куртӑмӑр пулсан «Пожалуйста, посети этого человека» (S-43) ятлӑ бланка ҫырмалла та пӗр тӑхтамасӑр пуху секретарьне памалла. Вӑл бланка филиала ярса парать, филиал вара ҫав ҫын патне унӑн чӗлхипе калаҫакан хыпарҫӑ кайма пултартӑр тесе ҫак бланка ҫав чӗлхепе иртекен ушкӑна е пухуна ярса парать. Хыпарҫӑн бланка илсессӗнех, пӗр тӑхтамасӑр, ҫав ҫын патне каймалла. Ют чӗлхепе калаҫакан, чӑнлӑхпа интересленекен ҫын пурри пирки сӑваплӑ ӗҫӗн надзирательне пӗлтерес тесе бланкӑн копине пуху секретарӗ ӑна пама пултарать. Ҫак бланка ҫын чӑнлӑхпа чун-чӗререн интересленет пулсан кӑна ҫырмалла.
6. Ют чӗлхепе калаҫакан ҫын ырӑ хыпарпа интересленчӗ пулсан пирӗн мӗн тумалла?
6 S-43 бланка чӑнлӑхпа интересленекен ҫыннӑн чӗлхипе калаҫакан хыпарҫӑна париччен пӗртак вӑхӑт иртме пултарать. Ҫавӑнпа та ҫав вӑхӑт хушшинче эсӗ малалла та ҫак ҫыннӑн интересне аталантарма пултаратӑн. Интересленекен ҫынпа хӑш-пӗр чухне Библи вӗренӗвӗ пуҫлама та пулать. Анчах та эсӗ интересленекен ҫыннӑн чӗлхипе тухакан литературӑна ҫак вӑхӑт хушшинче ӑҫтан илсе тӑма пултаратӑн?
7. Ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне ют чӗлхепе калаҫакан ҫынсене тӗл пулсан вӗсене валли литература тата мӗнле майпа тупма пулать?
7 Ытти чӗлхесемпе тухакан литература. Пухусенче ытти чӗлхесемпе тухакан литература ытлашши нумай пулмалла мар. Анчах та пуху территоринче ют чӗлхепе калаҫакан, чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсем пурӑнаҫҫӗ пулсан, пухура ҫав чӗлхепе тухакан хӑш-пӗр литература пултӑр тесе сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ тӑрӑшма пултарать. Пухура ҫав чӗлхепе литература ҫук пулсан ӑна заказ тума пулать. Тен, заказ киличчен пӗртак вӑхӑт иртме пултарӗ. Ҫавӑнпа та публикацисене веб-сайтран распечатка туса илме май пур, ҫак веб-сайтра хыпарҫӑсем тата чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсем ҫӗршер чӗлхе ҫине куҫарнӑ нумай публикацие тупма пултараҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫак веб-сайтри публикацисемпе усӑ курса ют чӗлхепе калаҫакансен интересӗсене малалла аталантарма пулать.
8. Ют чӗлхепе калаҫакан ҫынсем чӑнлӑхпа интересленнине малалла аталантарас тесе пуху мӗн тума пултарать?
8 Пуху мӗн тума пултарать. Хӑш-пӗр вырӑнсенче ют чӗлхепе калаҫакан ҫынсем нумай, анчах та ҫав чӗлхепе иртекен пухусем вӗсен ҫывӑхӗнче ҫук. Эсӗ вӗсене хӑв ҫӳрекен пухӑва чӗнме пултаратӑн. Пухури хыпарҫӑсем ырӑ кӑмӑлпа тата ӑшшӑн кӗтсе илни вӗсене пухусене яланах ҫӳреме хавхалантарма пултарӗ. Малтанлӑха культура тата чӗлхе уйрӑмлӑхӗсем пӗр-пӗринпе хутшӑнма чӑрмантарма пултарӗҫ, анчах та Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчери организацийӗнче христиансем пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратни ҫак чӑрмавсене ҫӗнтерме пултарать (Соф. 3:9; Иоан. 13:35). Эсӗ мӗнле те пулин чӗлхепе лайӑх калаҫатӑн тата ҫав чӗлхепе ырӑ хыпар сарас тетӗн пулсан, ҫакӑн пирки пуху секретарьне пӗлтер, вара вӑл ҫакӑн пирки филиала пӗлтерӗ. Ҫапла вара, ҫак чӗлхепе калаҫакан, чӑнлӑхпа интересленекен ҫын патне кайма пултаракан хыпарҫӑсене тупма филиала ҫӑмӑлтарах пулать.
9. Хыпарҫӑсене валли ют чӗлхе вӗренмелли курссене хӑҫан тата мӗнле йӗркелеҫҫӗ?
9 Ют чӗлхе вӗренни. Ют чӗлхепе калаҫакан, чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсем патне тепӗр хут кайса ҫӳренӗ чухне вӗсене хӑйсен чӗлхипе иртекен пухӑва ҫӳреме пирӗн хавхалантарма тӑрӑшмалла. Анчах та мӗнле те пулин сӑлтава пула вӑл унта ҫӳреме пултараймасть пулсан, хӑш-пӗр хыпарҫӑсем ҫак чӗлхене вӗренме шут тытма пултараҫҫӗ, вара вӗсем ҫавӑн пек ҫынсене лайӑхрах пулӑшма пултарӗҫ. Ют ҫӗршывран килнӗ нумай ҫын пурӑнакан е ют чӗлхепе калаҫакан тӗп халӑх пурӑнакан вырӑнта вӗсен чӗлхипе иртекен пуху ҫывӑхра ҫук пулсан, филиал ҫак чӗлхене вӗрентме курссем йӗркелеме пултарать. Ун пек чухне филиал ҫав чӗлхепе калаҫакан хыпарҫӑсем кирли пирки ҫывӑхри пухусене пӗлтерет тата ҫав чӗлхепе курссем йӗркелесси пирки пухура пӗлтерӳ туччӑр тесе тӑрӑшӗ. Ҫак курссенче вӗренес текенсен малашне ҫак чӗлхепе калаҫакансен ушкӑнӗпе е пухӑвӗпе пӗрле ӗҫлес тӗллев пулмалла.
10. Ют чӗлхепе калаҫакансен ушкӑнне хӑҫан йӗркелеме пулать тата мӗнле тӑватӑ япалана шута илмелле?
10 Хӑҫан ют чӗлхепе калаҫакансен ушкӑнне йӗркелеме пулать? Ют чӗлхепе калаҫакансен ушкӑнне йӗркелес тесен тӑватӑ япалана шута илмелле: 1) Ҫак чӗлхепе калаҫакан ҫынсем чӑнлӑхпа чун-чӗререн интересленеҫҫӗ тата ӳсӗмсем тӑваҫҫӗ. 2) Ҫак чӗлхене пӗлекен е вӗренекен темиҫе хыпарҫӑ пур. 3) Кашни эрнере иртекен тӗлпулусенчен пӗрне те пулин ҫак чӗлхепе ирттерме пултаракан пӗр старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пур. 4) Старейшинӑсен совечӗ ҫак ушкӑна пулӑшма хатӗр. Ҫаксене пурне те шута илнӗ хыҫҫӑн ҫав ушкӑна ҫак пуху ҫумӗнчи ют чӗлхепе калаҫакансен ушкӑнӗ тесе филиалта регистраци тума пултарччӑр тесе старейшинӑсен ҫав ушкӑн пирки филиала пӗлтермелле. («Организованы» (выр.) кӗнекене пӑх, с. 106—107.) Ҫак ушкӑна пулӑшса тӑма хушнӑ старейшина е пулӑшакан ӗҫчен «ушкӑн надзирателӗ» е «ушкӑншӑн тӑрӑшакан» пулӗ, вара вӑл ертсе пырас ӗҫе хӑй ҫине илӗ.
11. Ют чӗлхепе калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерни мӗншӗн питӗ кирлӗ?
11 Хамӑр территоринче пурӑнакан, ют чӗлхепе калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтересси вӑл — пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар пӗлтерес ӗҫӗн питӗ кирлӗ пайӗ, ҫак ӗҫе Иисус Христос пуҫарнӑ. Иегова пур халӑха та чӗтретнине пула кӑмӑла каякан мулсем ун патне пынине курса малалла та ҫак ӗҫре хастаррӑн хутшӑнар (Агг. 2:7, ҪТ). Эпир ҫак ӗҫе хутшӑнма пултарнишӗн питӗ савӑнатпӑр! Хамӑр территоринче пурӑнакан, ют чӗлхепе калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерес тесе эпир пурте пӗрле тӑрӑшнине Иегова пиллетӗрччӗ. Тӗрлӗ чӗлхепе калаҫни ҫынсене уйӑрса тӑрать пулин те, Турӑ ӳстерессе эпир шанатпӑр! (1 Кор. 3:6—9).