«Пожалуйста, посети этого человека» (S-43) бланкпа мӗнле усӑ курмалла?
Эпир интересленекен ҫынна тӗл пултӑмӑр пулсан, вӑл урӑх территорире пурӑнать е урӑх чӗлхепе калаҫать пулсан, ҫак бланка ҫырса тултармалла. Малтан эпир урӑх чӗлхепе калаҫакансене тӗл пулсан, вӗсем интересленнӗ-и е ҫук, ҫак бланкпа усӑ курнӑ, халӗ вара интерес пур чухне кӑна усӑ курмалла. Анчах та илтмен ҫынна тӗл пулсан, унӑн интерес пур-и е ҫук, пирӗн S-43 бланка ҫырса тултармалла.
Ҫырса тултарнӑ бланкпа мӗн тумалла? Пухӑвӑн секретарьне памалла. Вӑл хӑш пухӑва ӑна памаллине пӗлет пулсан, ҫав пухӑвӑн старейшинине, интересленекен ҫынна пулӑшу паччӑр тесе, парӗ, пӗлмест пулсан, бланка филиала ярса парӗ.
Урӑх чӗлхепе калаҫакан интересленет пулсан тата сирӗн территорире пурӑнать пулсан, ҫав чӗлхепе иртекен пухуран пӗр-пӗр хыпарҫӑ ун патне киличчен, эсӗ унӑн интересне аталантарма пултаратӑн. (2009 ҫулхи ноябрьти «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗ ҫине пӑх, 4-мӗш страница.)