Журналсене сӗнмелли меслетсем
Сторожевая башня Мартӑн 1-мӗшӗ
«Библире ҫапла каланӑ...». Тухни 20:15 вуласа пар та ыйт. «Ҫынсенчен нумайӑшӗсем ҫак заповеде тытса пыма тӑрӑшаҫҫӗ пулин те уйрӑм лару-тӑрусенче вӑрланине тата ытти ултавлӑ ӗҫсене хӑшӗ-пӗрисем тӳрре кӑларма та пулать теҫҫӗ. Эсир ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑр? [Хурава итле.] Улталаманни мӗнле усӑ панине ҫак статьяра ҫырса панӑ». 12-мӗш страницӑри статьяна кӑтарт.
Пробудитесь! Март
«Нумайӑшӗсем Библие хисеплеҫҫӗ пулин те унта панӑ канашсем хальхи пурнӑҫра усӑллӑ мар теҫҫӗ. Эсир ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑр? [Хурава итле те Рим 15:4 вуласа пар.] Библире ҫырса панӑ канашсем, вӗсене ӗлӗк-авалах ҫырнӑ пулин те, мӗншӗн паян та усӑллӑ пулнине ҫак статьяра ӑнлантарса панӑ». 28-мӗш страницӑри статьяна кӑтарт.
Сторожевая башня Апрелӗн 1-мӗшӗ
«Этемлӗх ҫине кам ытларах витӗм кӳнӗ тесе ыйтсан, нумайӑшӗсем Иисус тесе калаҫҫӗ. Эсир те ҫапла шутлатӑр-и? [Хурава итле.] Иисус пирки тӗрлӗрен шутлаҫҫӗ. Асӑрхӑр-ха, мӗншӗн ун ҫинчен чӑннине пӗлмелле. [Иоанн 17:3 вуласа пар.] Ҫак ятарласа хатӗрленӗ «Хурал башни» кӑларӑмӗнчен эсир Иисус тата унӑн вӗрентӗвӗсем пирки Библире мӗн каланине пӗлме пултаратӑр».
Пробудитесь! Апрель
«Ҫынсене хӑйсем мӗн тӑвас тенисене пурнӑҫа кӗртме час-часах вӑхӑт ҫитеймест. Эсир ҫакӑнпа килӗшетӗр-и? [Хурава итле.] Нумайӑшӗсем ҫак канаш усӑллӑ тесе шутлаҫҫӗ. [Филиппы 1:10 вуласа пар.] Ҫак журналта хамӑр вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курма пулӑшакан канашсем панӑ».