Журналсене сӗнмелли меслетсем
Сторожевая башня Июнӗн 1-мӗшӗ
«Нумайӑшсем тӗнчери тӗнсем пурте пӗр Турӑ патне илсе пыраҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки эсир мӗн шутлатӑр? [Хуравлама вӑхӑт пар]. Библире мӗн каланине пӑхӑр-ха. [Иисус Навин 24:15 вуласа пар.] Ҫак статьяра ҫын хӑй мӗне ӗненни чӑнах та чӑн Турӑ патне илсе пырать-ши тесе тӗрӗслени мӗншӗн кирлине кӑтартакан сӑлтавсене илсе панӑ». Вуниккӗмӗш страницӑра пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Пробудитесь! Июнь
«Пирӗнтен кашнийӗнех ҫывӑх ҫынсенчен кам та пулин вилнӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр, вилнӗ ҫынсем пире ҫилленесрен е сиен тӑвасран хӑрамалла-и? [Хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн Екклесиаст 9:5, 6 вуласа пар.] Эсир ҫак статьяра лӑплантаракан шухӑшсем тупма пултаратӑр». Ҫирӗм иккӗмӗш страницӑра пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Сторожевая башня Июлӗн 1-мӗшӗ
«Ҫынсен нумайӑшӗн Библи пур, анчах та ӑна ӑнланма йывӑр теҫҫӗ. Эсир те ҫапла шутлатӑр-и? [Хуравлама вӑхӑт пар.] Ҫак сӑмахсем тӑрӑх Библи авторӗ эпир ҫак кӗнекене ӑнланасса тата Унӑн Сӑмахӗ пире усӑллӑ пуласса кӗтет. [Псалом 118:130 вуласа пар.] Ҫак журналта Библие ӑнланма пулӑшакан виҫӗ сӗнӳ пур».
Пробудитесь! Июль
«Паян депрессипе чирлекен ҫынсем сахал мар. Эсир мӗнле шутлатӑр кӑмӑл-туйӑм пусӑрӑнчӑк пулнипе асапланакан ҫынсемшӗн Турӑ тӑрӑшать-ши? [Хуравлама вӑхӑт пар. Ун хыҫҫӑн Псалом 33:19 вуласа пар.] Кӑмӑл-туйӑмӗсем пусӑрӑннӑ ҫынсем, вӗсене тухтӑрсем сиплени кирлӗ пулсан та, Турӑран мӗнле майпа пулӑшу илме пултарни ҫинчен ҫак журналта ӑнлантарса панӑ. Унсӑр пуҫне эпир вӗсене мӗнле майпа лӑплантарма пултарни ҫинчен канашсем панӑ».