Ҫӗнӗ брошюра сӗнӗр!
1. Ноябрь уйӑхӗнче эпир мӗнле публикаци сӗнетпӗр тата унӑн тӗллевӗ мӗнле?
1 2009 ҫулхи «Сыхӑ тӑрӑр!» область конгресӗсенче «Библия и ее главная тема» ятлӑ ҫӗнӗ брошюра тухни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ноябрь уйӑхӗнче пӗтӗм тӗнчипе пухусем ӑна пӗрремӗш хут сӗнӗҫ. Эпир пурӑнакан вырӑнти ҫынсене ҫак брошюра мӗнле пулӑшма пултарать? Ҫынсенчен нумайӑшӗ, уйрӑмах христиан тӗнне тытса тӑманнисем, Библи ҫинчен нимӗн те пӗлмеҫҫӗ тенӗ пекех. Брошюрӑри виҫҫӗмӗш страницӑра каланӑ тӑрӑх, унӑн тӗллевӗ — «Библипе кӗскен паллаштарасси».
2. Эпир брошюрӑна мӗнле сӗнме пултаратпӑр?
2 Брошюрӑна мӗнле сӗнмелле? Ҫапла калама пулать: «Ҫак сӑмахсем ҫинчен эсир мӗн шухӑшлатӑр-ши? [2 Тимофей 3:16 вуласа пар.] Нумайӑшӗ ҫак сӑмахсемпе килӗшет, хӑшӗ-пӗрисем вара Библи пирки лайӑх кӗнеке кӑна вӑл теҫҫӗ. Библи ҫинчен эсир мӗн шухӑшлатӑр? [Хурава итле.] Эпир хуть мӗнле тӗн вӗрентӗвӗсене тытса тӑрсан та, Библи ҫинчен пӗлмешкӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур. [3-мӗш страницӑри малтанхи абзаца вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра Библи мӗн ҫинчен каланине кӗскен ҫырса кӑтартнӑ, ӑна вуласа эсир Библин тӗп темине те пӗлме пултаратӑр».
3. Христиан тӗнне тытса тӑман ҫынсемпе калаҫӑва мӗнле пуҫлама пулать?
3 Христиан тӗнне тытса тӑман ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне ҫапла калама пулать: «Ҫак пророкла каланӑ сӑмахсем пирки эсир мӗн шутлатӑр-ши? [Псалом 36:11 вуласа пар.] Ҫак сӑмахсем пурнӑҫлансан, сирӗн шутпа, ҫӗр ҫинче пурнӑҫ мӗнлерех пулӗ-ши? [Хурава итле.] Ҫак тӗслӗх — тӗрлӗ халӑхри ҫынсене Библи мӗнле шанчӑк пама тата лӑплантарма пултарнине кӑтартакан тӗслӗхсенчен пӗри кӑна-ха». 3-мӗш страницӑри малтанхи абзаца вуласа пар.
4. Брошюрӑпа усӑ курса Библи вӗренӗвӗ мӗнле пуҫлама пулать?
4 Библи вӗренӗвӗ пуҫлӑр. Ҫын патне тепӗр хут килсен малтан мӗн ҫинчен калаҫнине аса илтерме пулать, ҫав темӑпа пӗр-икӗ абзаца, вӗсем патне лартнӑ ыйтусемпе усӑ курса, сӳтсе явма пулать. Эпир тӳрех Библи вӗренӗвӗ пуҫлас тетпӗр пулсан, Библи вӗренмелли пособири кирлӗ сыпӑка интересленекен ҫынпа пӗрле пӑхса тухма пултаратпӑр. Ноябрь уйӑхӗнче ҫак брошюрӑна ҫынсене айтӑр хастарлӑ сӗнер!