«Главная тема Библии» брошюрӑпа мӗнле усӑ курма пулать?
Пирӗн территорире нумай ҫын, ытларах христиан тӗнне тытса тӑманнисем, Библие пӗлмеҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫынсемпе Библи вӗреннӗ чухне хӑш-пӗр хыпарҫӑ «Главная тема Библии» брошюрӑпа, вӗсене Библи ҫинчен пӗтӗмӗшле пӗлӳ илме пулӑшас тесе, усӑ курать. Сӑмахран, пӗр арҫын тӑван Турӑ ҫӗр валли мӗн шухӑшласа хунине пӑхса тухнӑ чухне брошюрӑри пӗрремӗш пая сӳтсе явать. Малалла вӑл кашни вӗренӳ хыҫҫӑн брошюрӑри пайсене пӗрерӗн сӳтсе явать. Эсир Библие сахал е пачах та пӗлмен ҫынпа вӗренетӗр пулсан, ӑна ҫӑлӑнмашкӑн ӑслӑлантарса ҫитерме пултаракан Сӑваплӑ Ҫырусене пӗлме пулӑшас тесе, вӗренӳ ирттернӗ чухне «Главная тема Библии» брошюрӑри материала сӳтсе явма юрать (2 Тим. 3:15).