«Ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр». Каҫхи апат уявӗ апрелӗн 5-мӗшӗнче пулать
1. Каҫхи апат уявне мӗншӗн паллӑ тумалла?
1 «Ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» (Лука 22:19). Ҫак сӑмахсемпе Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑй вилнӗ куна паллӑ тума хушнӑ. Тӳлесе илни мӗнле майсем панине шута илес тӗк, христиансемшӗн ҫулсеренхи Каҫхи апат уявӗнчен пӗлтерӗшлӗрех событи ҫук. Ҫак уяв ҫывхарса пынӑ май, эпир Иеговӑна пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр-ха? (Кол. 3:15.)
2. Эпир, вӗренсе тата шухӑшласа, Каҫхи апат уявне хакланине мӗнле кӑтартатпӑр?
2 Хатӗрленӗр. Мӗн пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ, ҫавӑн тӗлне эпир ялан тенӗ пекех маларах хатӗрленетпӗр. Апла пулсан эпир, Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чух унпа мӗн-мӗн пулса иртнине ҫемьепе пӗрле пӑхса тухса тата ҫавӑн ҫинчен шухӑшласа, чӗресене хатӗрлеме пултаратпӑр (Езд. 7:10). Библири сӑвӑ йӗркисен тулли мар списокне календарьте тата «Исследовать Писания каждый день» брошюрӑра, туллирех списокне вара «Как сохранить счастье в браке?» брошюрӑра (23—24 с.) тупма пулать, ку списокра ҫав сӑвӑ йӗркисене «Самый великий человек» кӗнекен хӑш сыпӑкӗсенче сӳтсе явнине те кӑтартнӑ.
3. Ырӑ хыпар сарма хутшӑнса эпир Каҫхи апат уявне хакланине мӗнле кӑтартатпӑр?
3 Ырӑ хыпар сарӑр. Ырӑ хыпар сарма хастарлӑрах хутшӑнса та эпир пархатарлӑ пулнине кӑтартма пултаратпӑр (Лука 6:45). Мартӑн 17-мӗшӗнче, шӑмат кун, пӗтӗм тӗнчипе кампани пуҫланать, ун вӑхӑтӗнче эпир ҫынсене Каҫхи апат уявне чӗнӗпӗр. Ытларах ырӑ хыпар сарасчӗ, сӑмахран пулӑшакан пионер пулса ӗҫлесчӗ тесе хӑвӑр ӗҫӳсене йӗркелеме пултаратӑр-и эсир? Ҫакна ҫемьепе пӗрле пуҫҫапмалли ҫитес каҫра сӳтсе явӑр.
4. Каҫхи апат уявӗнче мӗншӗн пулмалла?
4 Ҫулсерен Каҫхи апат уявне туни пысӑк усӑ парать. Турӑ хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне хӗрхенмесӗр тӳлесе илме пани ҫинчен шухӑшланӑ чухне пирӗн савӑнӑҫ тата Турӑ патне юрату вӑйланса пыраҫҫӗ (Иоанн 3:16; 1 Иоанн 4:9, 10). Ҫакӑ пире ӗнтӗ хамӑршӑн мар пурӑнма хавхалантарать (2 Кор. 5:14, 15). Унсӑр пуҫне пирӗн Иеговӑна уҫҫӑн мухтавлас кӑмӑл ӳсет (Пс. 101:20—23). Пархатарлӑх хавхалантарса тӑнӑран Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Ҫӳлхуҫа вилни ҫинчен пӗлтерсе тӑма хатӗр, ҫакна тума май апрелӗн 5-мӗшӗнче Каҫхи апат уявӗнче пулӗ.