Каҫхи апат уявне савӑнӑҫлӑ чӗрепе хатӗрленетпӗр
1. Каҫхи апат уяв тапхӑрӗнче мӗн туни вырӑнлӑ?
1 Мартӑн 26-мӗшӗнче ытларикун иртекен Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗ пире Турӑ пире ҫӑлмашкӑн мӗн тунишӗн савӑнма чаплӑ май парать (Ис. 61:10). Уявчченех савӑнӑҫлӑ шухӑш-кӑмӑл пулни пире уява лайӑхрах хатӗрленме пулӑшать. Мӗнле майпа?
2. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне хатӗрленме пире мӗн хавхалантарать?
2 Уява хатӗрленни. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ, анчах та вӑл ансат иртет. Апла пулин те, мӗн те пулин кирлине тумасӑр хӑварас мар тесе уява маларах хатӗрленмелле (Ытар. 21:5). Вӑхӑт тата юрӑхлӑ вырӑн суйласа илмелле. Юрӑхлӑ ҫӑкӑрпа хӗрлӗ эрех хатӗрлесе хумалла. Тӗлпулу иртекен вырӑна тирпейлесе хатӗрлемелле. Доклад калакан тӑванӑн тӗплӗн хатӗрленмелле, символсене паракан тата йӗрке тытакан тӑвансен хӑйсен тивӗҫлӗхӗ шутне мӗн-мӗн кӗнине пӗлмелле. Паллах ӗнтӗ, ҫаксенчен нумайӑшне тунӑ. Тӳлесе илнин ҫӑлакан вӑй-хӑвачӗшӗн пархатарлӑ пулни пире ҫак сӑваплӑ уява лайӑх хатӗрленме хавхалантарать (1 Петр 1:8, 9).
3. Пӗр-пӗр витӗмлӗ сӑлтава пула пухурисем Каҫхи апат уявне пӗрле пуҫтарӑнма пултараймаҫҫӗ пулсан мӗн тумалла?
3 Ҫутҫанталӑк инкекне пула е урӑх витӗмлӗ сӑлтава пула пухурисем Каҫхи апат уявне пӗрле ирттерме пултараймаҫҫӗ пулсан мӗн тумалла? Ҫакӑн пек чухне юнашар пурӑнакан хӑш-пӗр тӑвансемпе пӗрле пуҫтарӑнма пулать е, ҫакна тума пулмасан, уява ҫемьепе пӗрле ирттерме пулать. Ҫав вӑхӑтра Каҫхи апат уявӗнче усӑ куракан символсем — ҫӑкӑрпа хӗрлӗ эрех — ҫинчен шухӑшлама пулать. Ҫакӑн пек лару-тӑрура шыва кӗнӗ тӑван (арҫын тӑван пулмасан хӗрарӑм тӑван) кӗскен Матфей 26:17—30, Лука 22:7—23, 28—30 тата 1 Коринфсем 11:20—31 сӳтсе явма пултарать. Пухӑвӑн уява пӗчӗк ушкӑнсемпе ирттерме тивет пулсан, отчетра уявра пулнисен пӗтӗмӗшле хисепне кӑтартмалла. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисен ҫакӑн пек лару-тӑрура та ҫӑкӑрпа хӗрлӗ эрехе астивсе пӑхма май пултӑр тесе пӗтӗм вӑя хумалла. (1976 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнчи «Хурал башнине» (выр.), 20-мӗш страницӑна тата 1993 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнчи «Хурал башнине» (выр.), 31-мӗш страницӑна пӑхӑр.)
4. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне уявлама чӗрене мӗнле хатӗрлемелле?
4 Чӗрене хатӗрлетпӗр. Ҫавӑн пекех Каҫхи апатӑн пӗлтерӗшне туллин ӑнланса илмешкӗн хамӑр чӗрене хатӗрлемелле (Езд. 7:10). Ҫакна тумашкӑн пирӗн Каҫхи апат уяв тапхӑрӗнче вуламалли Библири сыпӑксене вулама, унтан вара Иисусӑн ҫӗр ҫинчи юлашки кунӗсем ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрмалла. Иисус хӑйне шеллеменни ҫинчен шухӑшлани пире унран тӗслӗх илме хавхалантарӗ (Гал. 2:20).
5. Тӳлесе илнипе ҫыхӑннӑ хӑш пиллӗх сире чи пысӑк савӑнӑҫ парать?
5 Христос вилӗмӗ Иеговӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларать. Вӑл ҫылӑхран тата вилӗмрен хӑтарать (1 Иоанн 2:2). Вӑл Турӑпа мирлешме тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма ҫул уҫать (Кол. 1:21, 22). Ун ҫинчен шухӑшлани пире хамӑра Иеговӑна халалланипе килӗшӳллӗ пурӑнма тата пӗрмаях Христос хыҫҫӑн пыма вӑй парать (Матф. 16:24). Каҫхи апат уявне хатӗрленни тата уявра пулни сире нумай савӑнӑҫ патӑр!