Шырав сӑваплӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ тума пулӑшать
1. Темиҫе чӗлхепе калаҫакан вырӑнсенче пухусен территорине мӗншӗн чӗлхесем тӑрӑх уйӑрнӑ?
1 Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче Иисусӑн вӗренекенӗсем, святой сывлӑш илсен, тӗрлӗ ҫӗршывран килнӗ ҫынсемпе «тӗрлӗ чӗлхепе калаҫа пуҫланӑ» (Ап. ӗҫ. 2:4). Ҫавна пула 3 000 яхӑн ҫын шыва кӗнӗ. Иерусалима килнисенчен ытларахӑшӗ ҫав вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ чӗлхесенчен пӗринпе калаҫма пултарнӑ, сӑмахран, еврей е грек чӗлхипе. Анчах Иегова ҫынсене Хӑйӗн Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара тӑван чӗлхепе илттересшӗн пулнӑ. Паллах, ҫакӑн пӗр сӑлтавӗ вӑл — ҫынсем ырӑ хыпара тӑван чӗлхепе илтнӗ чухне ӑна ытларах чухне лайӑхрах йышӑнни. Ҫавӑнпа та темиҫе чӗлхепе калаҫакан вырӑнсенче паян пухусен территорине чӗлхесем тӑрӑх уйӑрнӑ. («Организованы» кӗнекене пӑх, 107 с., 1, 2 абз.) Урӑх чӗлхепе иртекен ушкӑнсен ырӑ хыпар сармашкӑн хӑйсен территорийӗ ҫук. Вӗсем хӑйсен ушкӑнӗшӗн яваплӑ пулнӑ пухӑвӑн территорийӗнче тата ҫывӑхри пухусен территорийӗнче хӑйсен чӗлхипе калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпар сараҫҫӗ.
2. а) Шырав мӗн вӑл тата ӑна хӑҫан йӗркелемелле? ӑ) Нумай чӗлхеллӗ территорире ӗҫленӗ май пухусем пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? б) Чӑнлӑхпа интересленекен, анчах та урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫынна тӗл пултӑмӑр пулсан, мӗн тумалла?
2 Эсир пурӑнакан вырӑнта пурте пӗр чӗлхепе калаҫаҫҫӗ пулсан, эсир участокра кирек кама та ырӑ хыпар калама пултаратӑр. Анчах та эсир пысӑк хулара пурӑнатӑр пулсан, унта ҫынсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаҫҫӗ пулсан, ырӑ хыпар сарассине урӑхла йӗркелеҫҫӗ. Хулан пӗр районӗнче темиҫе пуху тӗрлӗ чӗлхепе ырӑ хыпар пӗлтерме пултарать. Урӑх чӗлхепе иртекен пухусенчи е ушкӑнсенчи хыпарҫӑсем кама ырӑ хыпар калама пултарнӑ пулӗччӗҫ, ҫавсене шырас тӗлӗшпе тӗп яваплӑх ҫав пухусем ҫинче пулать, анчах ытти пухусем те ҫавӑн пек ҫынсем ҫинчен информаци пама пултараҫҫӗ. («Пӗр-пӗрне пулӑшатпӑр» рамкӑна пӑхӑр.) Пӗр-пӗр чӗлхепе калаҫакан ҫынсене ӑҫта тупма пулни пирки информаци пухас тесен, шырава хутшӑнни кирлӗ пулма пултарӗ. Ӑна мӗнле ирттерме пулать?
3. Шырава ӑҫта ирттерсен лайӑхрах пулнине тата ун валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрмаллине мӗнле пӗлмелле?
3 Шырава мӗнле йӗркелемелле. Нумай чӗлхепе калаҫакан вырӑнта шырав валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрмаллине пӗлес тесен ҫаксене шута илмелле: ҫав чӗлхепе ҫак территорире миҫе ҫын калаҫать, ҫав чӗлхепе миҫе хыпарҫӑ ырӑ хыпар сарать тата пухӑвӑн е ушкӑнӑн паянхи кун тӗлне миҫе адрес пур. Пухӑва уйӑрса панӑ территорин пур пайӗнче те шырав валли пӗр пек вӑхӑт уйӑрма кирлех мар — ҫынсем йышлӑ пурӑнакан е ҫывӑхри районсене пухусем тимлӗх ытларах уйӑрма пултараҫҫӗ. Иеговӑн ятне асӑнса чӗнме ытларах ҫыннӑн май пултӑр тесе, шырава лайӑх йӗркелемелле (Рим 10:13, 14).
4. а) Шырава мӗнле йӗркелемелле? ӑ) Шырава мӗнле ирттерме пулать?
4 Шырава хутшӑнакан хыпарҫӑсем пӗр ҫын патне икӗ хут килни ан пултӑр тесен, старейшинӑсен совечӗн, уйрӑмах сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗн, ҫак ӗҫе йӗркелемелле те ӑна асӑрхаса тӑмалла (1 Кор. 9:26). Урӑх чӗлхепе иртекен ушкӑнра ҫакӑншӑн арҫын тӑван яваплӑ пулма пултарать — ҫав тӑван ҫак ушкӑна пӑхса тӑракан пухури старейшинӑсен совечӗ палӑртнӑ старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулсан лайӑхрах. Нумай пухупа ушкӑн малтанлӑха информаци пухаҫҫӗ: вӗсем, сӑмахран, адрес тата телефон справочникӗсемпе е Интернетпа усӑ курса ҫав чӗлхен уйрӑмлӑхӗсем уйӑрса илме паракан ятсемпе хушаматсем тӑрӑх ҫынсене тупаҫҫӗ. Унтан шырав пуҫлама юрать — ҫав информацие урӑх чӗлхепе иртекен пухӑвӑн ырӑ хыпар сармалли территорин списокне кӗртме кирлӗ-и е ҫук, ҫавна пӗлес тесе, тупнӑ телефонсем тӑрӑх шӑнкӑравламалла е адрессем тӑрӑх каймалла. Кирлӗ пулсан, урӑх чӗлхепе иртекен ушкӑншӑн тӑрӑшакан пухури старейшинӑсен совечӗ ҫав ушкӑнӑн чӗлхипе калаҫакан ҫынсене шырама вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе пухура пурте хутшӑнӗҫ тесе йышӑнма пултарӗ. («Урӑх чӗлхепе калаҫакансене мӗнле шырамалла» рамкӑна пӑхӑр.)
5. а) Шырава хутшӑнакан хыпарҫӑсене мӗнле сӗнӳсем панӑ? ӑ) Шырав вӑхӑтӗнче мӗн калама пулать?
5 Шырава хутшӑннӑ чухне, кашнинчех, пирӗн хамӑрӑн тӗллеве асра тытмалла. Шырав пирӗн сӑваплӑ ӗҫӗн пайӗ пулнӑран, пирӗн ырӑ хыпар сарма кайнӑ чухнехи пек тӑхӑнма тӑрӑшмалла. Нумай хыпарҫӑ шырав вӑхӑтӗнче пӗр-пӗринпе ҫав чӗлхепе калаҫни тата калаҫӑва мӗнле пуҫламаллине темиҫе хут аса илни хӑйсене хавхалантарнине тата чӗлхене лайӑхрах пӗлсе пыма пулӑшнине асӑрханӑ. Шырава хутшӑннӑ вӑхӑта отчета кӗртме юрать, анчах территори хатӗрлеме — карттӑсемпе списоксем тума — уйӑрнӑ вӑхӑта ҫырмалла мар. Ҫынна тупсан, ӑна ырӑ хыпар каламалла, унтан вара май килнӗ таран хӑвӑртрах унӑн адресне сӑваплӑ ӗҫӗн надзирательне е вӑл палӑртнӑ тӑвана памалла, вӑл пухӑвӑн территорийӗн списокӗнче улшӑнусем тума пултартӑр. Ҫын интересленет-и е ҫук, ҫакна ҫавах тумалла. Шырав, сӑваплӑ ӗҫе тумалли мел пек, питӗ кирлӗ пулин те, пирӗн сӑваплӑ ӗҫе тумалли ытти мелсемпе те ҫителӗклӗ таран усӑ курмалла. («Шырав вӑхӑтӗнче мӗн каламалла» рамкӑна пӑхӑр.)
6. Илтмен ҫынсене шырани мӗнле уйрӑм йывӑрлӑхсемпе ҫыхӑннӑ?
6 Илтмен ҫынсене шырани. Илтмен ҫынсене шырани хӑш-пӗр уйрӑм йывӑрлӑхсемпе ҫыхӑннӑ, ӑна тума нумай вӑй хумалла тата ҫине тӑни кирлӗ. Вӗт илтмен ҫынна тулаш енӗ, тумтирӗ е ячӗ тӑрӑх палласа илме ҫук. Унсӑр пуҫне, хурӑнташӗсем е тусӗсем, ӑна хӳтӗлес тесе, хыпарҫӑсене ун ҫинчен информаци пама хӑш-пӗр чухне килӗшмеҫҫӗ. Илтмен ҫынсене мӗнле шырамалли пирки аяларах хӑш-пӗр канашӗсене илсе панӑ. Ҫак канашсем урӑх чӗлхепе иртекен ытти пухусемшӗн те усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ.
7. а) Илтмен ҫынсене кварталсенче мӗнле шырамалла? ӑ) Хваттер хуҫи шикленнине мӗнле сирсе яма пулать?
7 Акӑ илтмен ҫынсен чӗлхипе калаҫакан нумай пухупа ушкӑн усӑ куракан ӑнӑҫлӑ пӗр меслечӗ — кварталсенче ҫынсенчен ыйтмалла: вӗсем илтмен ҫынсенчен кама та пулин пӗлеҫҫӗ-и. Тен, ҫавӑнта пурӑнакан ҫынсенчен пӗрин кӳрши, ӗҫтешӗ е пӗрле вӗренекенӗ илтмен ҫынсен чӗлхипе калаҫать. Е ҫын ҫывӑхра илтмен ачасем пурри пирки асӑрхаттаракан урамри паллӑна ӑҫта та пулин курнӑ. Тен, унӑн хурӑнташӗсенчен пӗри илтмен ҫын. Эсир мӗнле тӗллевпе килни ҫынна шиклентерме пултарнине шута илӗр. Анчах та эсир ырӑ кӑмӑллӑ пулсан тата мӗншӗн килнине кӗскен, уҫҫӑн, хисеплӗн ӑнлантарса парсан, ӑна лӑплантарма пултаратӑр. Ҫынсенчен эсир илтмен ҫынсене, кама та пулин, пӗлетӗр-и тесе ыйтнӑ чухне хӑшӗ-пӗри илтмен ҫынсен чӗлхипе кӑларнӑ Библири сыпӑка е урӑх публикацие DVDпе кӑтартать, унтан илтмен ҫынсене Библи паракан шанчӑка пӗлтересшӗн пулнине асӑнать. Кил хуҫи хӑйӗн илтмен хурӑнташӗн е тусӗн адресӗпе телефон номерне пама килӗшмест пулсан, тен, вӑл сирӗн адреса, телефон номерне е пухӑва чӗнмелли хута илме тата вӗсене ӑна пама килӗшӗ.
8. Илтмен чӗлхепе иртекен пухусене ҫывӑхри пухусем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
8 Илтмен ҫынсен чӗлхипе иртекен пухӑвӑн территорийӗ пысӑк пулсан, хулан хӑш-пӗр районӗсенче илтмен ҫынсене тупма пулӑшма вӑл ҫывӑхри пухусенчен пӗрне (илтмен чӗлхеллине мар) ҫулталӑкра пӗр е икӗ кун уйӑрма ыйтма пултарать. Илтмен чӗлхепе иртекен пуху ырӑ хыпар сарма тӗлпулу йӗркелет, унта ҫак ӗҫе епле тумаллине ӑнлантарса парӗҫ, демонстраци те кӑтартӗҫ. Машинӑпа каякан кашни ушкӑнра илтмен чӗлхепе иртекен пухуран пӗр хыпарҫӑ та пулин пулмалла. Пур ушкӑнӑн та шырама палӑртнӑ территорие кӑтартнӑ карттӑ пулмалла.
9. Обществӑлла вырӑнсенче, илтмен ҫынсем пӗрле пухӑннӑ ҫӗрте, шырава мӗнле ирттермелле?
9 Илтмен ҫынсене вӗсем канма тата хутшӑнма пӗрле пуҫтарӑнакан вырӑнсенче, е вӗсене ятарлӑ пулӑшу паракан ҫӗрте те шырама пулать. Хыпарҫӑсен ҫав вырӑна шута илсе тӑхӑнмалла. Ушкӑна хӑвӑрӑн ҫине тимлеттерме кирлӗ мар, пӗр е икӗ ҫынна ырӑ хыпар калани лайӑхрах; ҫакӑ ӑслӑ-тӑнлӑ пулӗ. Лайӑх калаҫу пулчӗ пулсан, адрессемпе е телефон номерӗсемпе ылмашӑнма пулать.
10. Пулӑшу паракан тӗрлӗ учрежденисенче илтмен ҫынсене мӗнле шырамалла?
10 Тепӗр меслечӗ вӑл — пулӑшу паракан тӗрлӗ предприятисене палӑртнӑ карттӑсем хатӗрлесси тата вырӑнлӑ вӑхӑтра ҫав учрежденисене каясси. Сӑмахран, пӗр карттӑ ҫине темиҫе автозаправка станцине палӑртма пулать, ыттисем ҫине — химчисткӑсене, прачечнӑйсене, ресторансене, хӑна ҫурчӗсене тата ҫавӑн евӗрлӗ ытти учрежденисене. Карттӑ ҫине пӗр пек учрежденисене палӑртнӑ пулсан, ҫакӑ пӗр меслетпе усӑ курма тата ҫав майпа ырӑ хыпар сарас тӗлӗшрен опыт пухма май парать. Хӑш-пӗр учрежденисенче эпир интересленме пултаратпӑр: вӗсен пулӑшӑвӗпе пӗрмаях усӑ куракан ҫынсенчен е ӗҫлекенсенчен хӑшӗ те пулин илтмен ҫынсен чӗлхипе калаҫать-и. Сирӗн пухӑвӑн территорийӗнче илтменнисем валли шкул пур пулсан, библиотека валли хамӑрӑн хӑш-пӗр DVD-публикацисене сӗнме пулать.
11. Шырав мӗншӗн сӑваплӑ ӗҫӗн кирлӗ пайӗ пулать?
11 Питӗ кирлӗ ӗҫ. Урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫынсене шырама нумай вӑхӑт кайма пултарать. Ҫавӑн пекех ҫав ҫынсем пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре час-часах куҫнӑ пирки территори списокне улшӑнусем кӗртме тивет. Анчах та, ҫакна пӑхмасӑр, нумай хулара шырав сӑваплӑ ӗҫӗн кирлӗ пайӗ пулса пырать. Ырӑ хыпара сарма пире Иегова хушнӑ, уншӑн вара пур ҫын та пӗрех (Ап. ӗҫ. 10:34). «Вӑл пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн» (1 Тим. 2:3, 4). Ҫавӑнпа та тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан, «ырӑ та таса» чӗреллӗ ҫынсене тупас тесе айтӑр Иеговӑпа тата пӗр-пӗринпе пӗрле ӗҫлер (Лука 8:15).
[5-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Пӗр-пӗрне пулӑшатпӑр
Пуху е ушкӑн хӑйсен чӗлхипе кама ырӑ хыпар калама пултарнӑ пулӗччӗ, ҫавсене тупас тӗлӗшпе хӑйсене пулӑшу паччӑр тет пулсан, сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ ҫывӑхри (урӑх чӗлхеллӗ) пухусенчи старейшинӑсемпе ҫыхӑнма пултарать. Ҫывӑхри пухусемпе е хӑш пухусен территорийӗнче ҫав чӗлхепе калаҫакан ҫынсем нумай, ҫавсемпе ҫыхӑнни лайӑхрах. Ун хыҫҫӑн пухусенче ҫав чӗлхепе калаҫакана тӗл пулсан мӗн тумаллине калӗҫ: ҫав ҫыннӑн адресне ҫырса хумалла та ӑна сӑваплӑ ӗҫӗн надзирательне памалла, вӑл вара ӑна пулӑшу ыйтнӑ пухӑва е ушкӑна парӗ. Нумай чӗлхеллӗ территорире ырӑ хыпар саракан пухусенчи сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗсен территорие тухассине тата интересленекен ҫынсене вӗсен чӗлхипе иртекен пухӑва е ушкӑна ярассине пӗрле йӗркене кӗртмелле.
Хыпарҫӑсем урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫынна тӗл пулчӗҫ пулсан, вӑл чӑнлӑхпа интересленни уҫҫӑн курӑнать (е вӑл илтмен ҫын) пулсан, май килнӗ таран хӑвӑртрах «Пожалуйста, посети этого человека» (S-43) бланка ҫырса тултармалла та ӑна пухӑвӑн секретарьне памалла. Ҫакӑ интересленекен ҫынна Турӑ ҫинчен чӑнлӑха пӗлес тӗлӗшпе хӑвӑртрах пулӑшу илме май парӗ. (km 5/11, 3 с. пӑх.)
[6-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Шырава мӗнле ирттермелле
• Ыттисенчен ыйтмалла: Библие вӗренекенсенчен, вӗсен ҫемйинчисенчен, пӗрле ӗҫлекенсенчен тата ыттисенчен те.
• Ҫав чӗлхене уйӑрса илме паракан уйрӑмлӑхсем тӑрӑх ятсемпе хушаматсене тупас тесе телефон справочникӗсемпе усӑ курмалла. Малтан адрес, унтан ҫавӑнта пурӑнакан ҫыннӑн ятне кӑтартнӑ адрес справочникӗсем Интернетра е телефон компанийӗсенче пулма пултараҫҫӗ.
• Тӗрлӗрен обществӑлла вырӑнсенче, калӑпӑр, библиотекӑсенче, патшалӑх учрежденийӗсенче е вӗренӳ заведенийӗсенче, асӑрхануллӑ пулса ыйтмалла.
• Урӑх чӗлхеллӗ ушкӑнсем йӗркелекен мероприятисем ҫинчен панӑ пӗлтерӳсене вырӑнти хаҫатсенче асӑрхамалла.
• Урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫынсем ҫӳрекен лавккасене тата организацисене, хӑвӑрӑн вырӑнтисене, ҫӳремелле.
• Учрежденисенчи яваплӑ ҫынсем ирӗк парсан, урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫынсене час-часах хӑш суту-илӳ комплексӗсенче, студентсенчен центрӗсенче е транспорт центрӗсенче тӗл пулма пулать, ҫавсенче сӗтел лартса ун ҫине литература хума юрать.
• Телефон е адрес справочникӗсене, ҫавӑн пекех сирӗн ҫӗршыври закон хирӗҫлемест пулсан, Интернетра пурне те усӑ курма ирӗк панӑ сайтсенче шырама май паракан компьютер программисене туянма пулать.
[7-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Шырав вӑхӑтӗнче мӗн каламалла
Эпир хамӑра кӑмӑллӑн, ӑшшӑн тата уҫҫӑн тытатпӑр пулсан, ҫакӑ шикленнине сирсе яма пулӑшӗ. Нумай чухне малтан ҫав чӗлхепе литература кӑтартни лайӑхрах.
Сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн калама пулать: «Эпир ․․․․․ чӗлхипе калаҫакансене шыратпӑр, вӗсене Библи паракан шанчӑка пӗлтересшӗн. Кампа калаҫма пулать-ши, эсир кама та пулин пӗлетӗр-и?»
Илтмен ҫынсене шыранӑ чухне калама пулать: «Сывлӑх сунатӑп. Сире пӗр япала кӑтартма юрать-и? [DVD курма май паракан, пӗрле илсе ҫӳреме пулнӑ кирек епле хатӗрпе усӑ курса, илтмен ҫынсен чӗлхипе тухнӑ «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнчи» пӗр сӑвӑ йӗркине кӑтарт.] Ку илтмен ҫынсен вырӑс чӗлхипе тухнӑ Библири сыпӑк. Библисӗр пуҫне пирӗн видеоформатлӑ ытти тӳлевсӗр публикацисем те пур, вӗсем илтмен ҫынсене Турӑ ҫинчен ытларах пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Эсир илтмен ҫынсенчен е япӑх илтекен ҫынсенчен кама та пулин, илтмен ҫынсен чӗлхипе калаҫаканнисене, ӑнсӑртран пӗлместӗр-и?» Хваттер хуҫи никама та аса илме пултараймасть пулсан, ӑна вариантсем калама пулать: илтмен ҫынсене вӑл, сӑмахран, ӗҫре, шкулта е юнашар пурӑнакансем хушшинче курма пултарнӑ.