ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан вырӑнта пухусем ырӑ хыпара пӗрле сараҫҫӗ
Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара ҫынсем хӑйсен тӑван чӗлхипе лайӑхрах итлеҫҫӗ. Шӑп ҫавӑнпа пулас пирӗн эрӑри 33 ҫулта Аллӑмӗш кун уявӗ вӑхӑтӗнче Иегова «тӗнчери тӗрлӗ халӑх хушшинче пурӑнакан иудейсене, Турра ӗненекенскерсене» ырӑ хыпара хӑйсен тӑван чӗлхипе — вӗсем еврей е грек чӗлхине лайӑх пӗлнӗ пулсан та — илтме май туса панӑ (Ап ӗҫ 2:5, 8). Хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсем пӗр вырӑнта пурӑнма пултараҫҫӗ. Ҫав вырӑнсенче вара тӗрлӗ чӗлхепе иртекен пухусем час-часах пӗр участокрах ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Мӗнле майпа ҫав пухусенчи хыпарҫӑсем хӑйсем пурӑнакан вырӑнти пур ҫынна та, пӗр-пӗрне чӑрмантармасӑр, ырӑ хыпар калама пултараҫҫӗ?
Канашлӑр (Ыт 15:22). Сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗсен пӗрле пухӑнса тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсем пурӑнакан вырӑнсенче ырӑ хыпара ӑнӑҫлӑн сармашкӑн мӗн тумаллине палӑртса хумалла. Сӑмахран, урӑх чӗлхепе калаҫакансен пухӑвӗн территорийӗ пысӑках мар пулсан, сире ҫав чӗлхепе калаҫакан ҫынсем пурӑнакан ҫуртсене е хваттерсене ан кӗрӗр теме пултарӗҫ. Ҫав пухусем хӑйсен пысӑк территоринче ырӑ хыпара тӑтӑшах каласа тухма пултараймаҫҫӗ пулсан, вӗсем, тен, сирӗн пухӑва пур ҫуртра тата пур хваттерте ырӑ хыпар сарма сӗнӗҫ, интересленекен ҫынсем ҫинчен пӗлтерме ыйтӗҫ (od-U 93 с, 37 абз). Е вӗсем сирӗн пухӑва хӑйсен чӗлхипе калаҫакансене тупса вӗсен адресӗсене пама ыйтӗҫ (km 7/12 5 с, рамка). Ҫакна та асра тытмалла: хӑш-пӗр чухне урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫынсем пӗр ҫуртрах е хваттертех пурӑнма пултараҫҫӗ. Ырӑ хыпара мӗнле сармаллине палӑртнӑ чухне граждансен даннӑйӗсене хӳтӗлекен закона шута илмелле.
Пӗрле ӗҫлӗр (Эф 4:16). Сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ мӗн тума хушнине туса тӑрӑр. Эсир урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫынпа Библи вӗренетӗр пулсан, ҫак вӗренӗве унӑн чӗлхипе иртекен пухӑва е ушкӑна парсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Ҫакӑн пек тусан вӑл чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем хӑвӑртрах тӑвӗ.
Хатӗрленӗр (Ыт 15:28; 16:1). Килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫынна тӗл пултӑр пулсан, ӑна та Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара пӗлтерме тӑрӑшӑр. Ҫавна тӑвас тесе хатӗрленнӗ чухне сирӗн территоринче ҫынсем мӗнле чӗлхесемпе калаҫни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр, унтан ҫав чӗлхесемпе кӑларнӑ Библие тата видеороликсене уҫласа илӗр. Ҫавӑн пекех эсир JW Language приложенипе усӑ курса ҫав чӗлхесемпе мӗнле сывлӑх сунмаллине вӗренме пултаратӑр.