Эсир ырӑ хыпара каҫхи вӑхӑтра пӗлтерме пултаратӑр-и?
1. Пӗр кӗнекере каланӑ тӑрӑх, Павел апостол ырӑ хыпара килрен киле хӑш вӑхӑтра пӗлтернӗ?
1 «Библире каланӑ вӑхӑтсенчи кулленхи пурнӑҫ» ятлӑ кӗнекере ҫырнӑ тӑрӑх, Павел апостол ырӑ хыпара килрен киле ытларах «кӑнтӑрла иртни 4 сехетрен пуҫласа мӗн каҫченех» пӗлтернӗ (Daily Life in Bible Times). Вӑл шӑп ҫакӑн пек графике тытса тӑнӑ-и е тӑман, эпир ҫавна пӗлместпӗр, анчах та Павел «Евангелишӗн» пурне те тунине пӗлетпӗр (1 Кор. 9:19—23). Эппин, Павел ытларах ҫын килте пулнӑ вӑхӑтра килтен киле ырӑ хыпар сарас тесе хӑйӗн ӗҫӗсене йӗркеленӗ.
2. Мӗншӗн каҫхи вӑхӑт — ырӑ хыпар сармалли лайӑх вӑхӑт?
2 Нумай вырӑнта хыпарҫӑсем ырӑ хыпара килрен киле ӗҫ кунӗсенче ирхине пӗлтерме хӑнӑхнӑ. Эсир пурӑнакан вырӑнта ырӑ хыпара ирхине пӗлтерни халӗ те ӑнӑҫлӑ-и? Пӗр пионер хӑй ырӑ хыпар пӗлтерекен территори пирки калать: «Кӑнтӑрла килте кама та пулин тытма йывӑр. Анчах та каҫхине чылай ҫын килте». Тен, чӑннипе те каҫхине эпир ырӑ хыпара ытларах ҫынна, уйрӑмах арҫынсене, пӗлтерме пултарӑпӑр. Ҫак вӑхӑтра ҫынсем ытларах чухне пит ӗҫлӗ мар тата вӗсен калаҫма та кӑмӑл пур. Ҫакӑ вырӑнлӑ пулсан, старейшинӑсен каҫхи вӑхӑтра ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем йӗркелемелле.
3. Каҫхи вӑхӑтра ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?
3 Ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр. Каҫхи вӑхӑтра ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла. Эсир вырӑнлӑ мар вӑхӑтра, сӑмахран каҫхи апат вӑхӑтӗнче, килтӗр пулсан, каярах килсен лайӑхрах. Тӗттӗм пулнӑ вӑхӑтра алӑк умне кил хуҫи сире лайӑх курмалла тӑрӑр, хӑвӑр кам пулнине тата мӗнле тӗллевпе килнине хӑвӑртрах калама тӑрӑшӑр. Унсӑр пуҫне, ҫутӑ тата нумай ҫынлӑ урамсенче иккӗн е ушкӑнпа ырӑ хыпар пӗлтерни те тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Ҫынсем ҫывӑрма хатӗрленнӗ вӑхӑтра ан килӗр (2 Кор. 6:3). Тӗттӗмленнӗ хыҫҫӑн пӗр-пӗр вырӑнта ҫӳреме хӑрушӑ пулсан, ырӑ хыпара унта каҫ пуличчен маларах пӗлтерӗр (Ытар. 22:3).
4. Каҫхи вӑхӑтра ырӑ хыпар пӗлтерни мӗнле пиллӗхсем кӳрет?
4 Пиллӗхсем. Ырӑ хыпар пӗлтерме май пулчӗ пулсан сӑваплӑ ӗҫе туса тӑни савӑнӑҫ ытларах парать. Унсӑр пуҫне, мӗн чул ытларах ҫынпа калаҫатпӑр, ҫавӑн чул ытларах камӑн та пулин ҫӑлӑнма тата чӑнлӑха пӗлсе ҫитме май пур (1 Тим. 2:3, 4). Каҫхи вӑхӑтра ырӑ хыпар пӗлтерес тесе эсӗ хӑвӑн кун йӗркине улӑштарма пултаратӑн-и?