«Пуринпе те килӗштерсе пурӑнӑр»
1. Кӑмӑлсӑр ҫынсене тӗл пулнӑ чухне пирӗн хамӑра Библири хӑш канаш тӑрӑх тытмалла?
1 Иеговӑн халӑхӗ — мирлӗ халӑх, эпир пӗлтерекен хыпар вара тӑнӑҫлӑх, е мир, ҫинчен калать (Ис. 52:7). Ҫапах та хӑйсем патне килнишӗн кӑмӑлсӑр пулнӑ ҫынсене эпир хӑш-пӗр чухне тӗл пулатпӑр. Ҫакӑн пек чухне мире упрама пире мӗн пулӑшӗ? (Рим 12:18.)
2. Ӑнланнине кӑтартни мӗншӗн кирлӗ?
2 Ӑнланнине кӑтартӑр. Хӑш-пӗр ҫынсем чӑнлӑха хирӗҫ пулнӑран хӑйсене хаяррӑн тытаҫҫӗ пулин те, теприсем кӑмӑлсӑр пулни эпир калакан хыпарпа ҫыхӑнман. Тен, эпир вырӑнлӑ мар вӑхӑтра килнӗ. Тен, ҫыннӑн мӗн те пулин пулса иртнӗ. Анчах та сӑлтавӗ ырӑ хыпарпа ҫыхӑннӑ пулсан та, вӑл тӗрӗс мар информацие пула хӑйне ҫапла тытма пултарнине пирӗн асра тытмалла (2 Кор. 4:4). Ӑнланни пире лӑпкӑлӑха упрама пулӑшӗ тата вӑл кӑмӑлсӑр пулни манпа ҫыхӑннӑ тесе шутлама памӗ (Ытар. 19:11).
3. Пӗрле калаҫакана хисепленине мӗнле кӑтартма пулать?
3 Хисепленине кӑтартӑр. Нумай ҫыннӑн хӑйӗн ҫирӗп шухӑшӗсем пур (2 Кор. 10:4). Вӗсен пире итлессипе итлес маррине суйласа илме ирӗкӗ пур. Пирӗн пӗрле калаҫаканӑн шухӑшӗсене яланах хисеплемелле, вӗҫкӗнленсе хамӑра асла хумалла мар. Вӑл пире кайма ыйтрӗ пулсан, пирӗн ӑна итлемелле.
4. Ӑшшӑн калаҫни мӗне пӗлтерет?
4 Ӑшшӑн калаҫӑр. Пире вӑрҫаҫҫӗ пулсан та, пирӗн йӑвашшӑн, ӑшшӑн хуравламалла (1 Петр 2:23; Кол. 4:6). Тавлашас вырӑнне сирӗн хӑш шухӑшӗсем пӗр пек пулнине шырамалла. Майне пӗлсе ҫынна мӗн килӗшменнине пӗлме тӑрӑшса пӑхма юрать. Анчах та тепӗр чухне, ӑна хирӗҫме хӗтӗртес мар тесен, калаҫӑва вӗҫлени лайӑхрах (Ытар. 9:7; 17:14).
5. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне мӗншӗн килӗштерме тӑрӑшмалла?
5 Эпир килӗштерме тӑрӑшатпӑр пулсан ҫын ҫакна астуса юлӗ те вара пире, тен, тепрехинче итлӗ (Рим 12:20, 21). Ҫине тӑрсах хирӗҫлет пулсан та, вӑл пӗр-пӗр кун пирӗн тӑван пулса тӑма пултарать (Гал. 1:13, 14). Вӑл чӑнлӑха йышӑнсан та, е йышӑнмасан та, чаруллӑ пулнипе тата килӗштерме тӑрӑшнипе эпир Иеговӑна мухтавлатпӑр тата хамӑрӑн вӗрентӗве илемлететпӗр (2 Кор. 6:3).