Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Пирӗнпе калаҫакан ҫын тарӑхма пуҫларӗ пулсан хамӑра мӗнле тытмалла
Мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ. Сӑваплӑ ӗҫре тӗл пулакан ҫынсем нумайӑшӗ ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем. Анчах та хӑшӗ-пӗрисем пире кураймӗҫ тесе Иисус малтанах каланӑ (Иоанн 17:14). Ҫавӑнпа та кам та пулин пирӗн ҫине ҫилленнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Ҫакӑн пек чухне эпир хамӑра тӗрӗс тытса Иеговӑна савӑнтарасшӑн, мӗншӗн тесен эпир унӑн представителӗсем (Рим 12:17—21; 1 Петр 3:15). Тен, ҫапла туса эпир ҫакӑн пек лару-тӑрӑва ҫемҫетме пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, хамӑра мӗнле тытни ҫак ҫыншӑн та, ыттисемшӗн те лайӑх тӗслӗх пулӗ. Вара, тен, вӗсем Иегова Свидетелӗсене тепӗр чухне хаваспах итлӗҫ (2 Кор. 6:3).
Уйӑх тӑршшӗпе усӑ курмалли канаш:
Ҫавнашкал лару-тӑрӑва ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне туса пӑхӑр.
Хаярланса кайнӑ ҫынпа калаҫнӑ хыҫҫӑн пӗрле ырӑ хыпар сарма кайнӑ хыпарҫӑпа ҫавнашкал ҫынна мӗнле майпа лайӑхрах хуравлама пулнине сӳтсе яв.