Пирӗн официаллӑ сайт хамӑр тӗллӗн тата ҫемьепе пӗрле вӗренме пулӑшать
Онлайн брошюрӑсен юлашки кӑларӑмӗсене вулӑр. Брошюрӑсене пухӑва киличченех темиҫе эрне маларах сайтра вулӑр. Брошюрӑсен аудиоҫырӑвӗсене итлӗр. («Публикации», ун хыҫҫӑн «Журналы» суйласа илӗр.)
Мӗн сайтра кӑна пулать, ҫавсене вулӑр. Хӑш-пӗр статьясем е рубрикӑсем, сӑмахран, «Для юных читателей», «Библия для самых маленьких», «Семейная викторина» тата «Вопросы молодежи» халӗ пирӗн сайтра кӑна пулаҫҫӗ. Сайтри ҫак статьясенчи материалпа хӑвӑр тӗллӗн тата ҫемьепе пӗрле вӗреннӗ чухне усӑ курӑр. («Библейские учения», ун хыҫҫӑн «Дети» е «Подростки» суйласа илӗр.)
Юлашки хыпарсене пӗлӗр. Хавхалантаракан отчетсене тата тӗслӗхсене вулӑр, пирӗн ӗҫ-хӗл тӗрлӗ ҫӗршывсенче мӗнле пынине кӑтартакан видеороликсене те пӑхӑр. Ҫутҫанталӑк инкекӗсем тата хӗсӗрленисем ҫинчен вуласа эпир асап курнӑ тӑвансемшӗн тӗплӗн кӗлӗ тума пултаратпӑр (Иак. 5:16). («Новости» суйласа илӗр.)
Онлайн библиотекӑпа усӑ курса тӗпчев ирттерӗр. Онлайн библиотека сирӗн чӗлхепе пур пулсан, компьютерпа е мобильлӗ хатӗрпе усӑ курса ҫав кун валли панӑ Библири сӑвӑ йӗркине вулӑр е юлашки ҫулсенче тухнӑ публикацисемпе усӑ курса тӗпчев ирттерӗр. («Публикации», ун хыҫҫӑн «Онлайн-библиотека» суйласа илӗр, е браузерӑн адрес кӑтартмалли йӗркинче «www.wol.jw.org» тесе ҫырӑр.)
[4-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
(Текста мӗнле йӗркеленине пӗтӗмпех курас тесен публикацире пӑхӑр)
Кӗрсе пӑхӑр
1 Уҫласа илмелли ссылка е ӳкерчӗк ҫине пусӑр. PDF форматпа ӳкерчӗк уҫӑлӗ. Ӑна пичетлӗр те ачӑра парӑр, вӑл ҫав задание тутӑр.
2 Видеоролике курма ӳкерчӗк ҫине пусӑр.