Пирӗн официаллӑ сайт урӑх чӗлхепе калаҫакансене ырӑ хыпар пӗлтерме пулӑшать
Пӗрле калаҫакана хамӑрӑн сайта кӑтартӑр. «Язык сайта» списокпа усӑ курса ҫын сайта хӑйӗн чӗлхипе мӗнле пӑхма пултарнине кӑтартӑр. (Хӑш-пӗр чӗлхепе сайтӑн темиҫе пайӗ кӑна пур.)
Ӑна веб-страницӑна хӑйӗн чӗлхипе кӑтартӑр. Мӗнле те пулин публикацин, сӑмахран, «Чӑнлӑха пӗлес килет-и?» трактатӑн пӗр страницине кӑтартӑр. «Читать» списокра пӗрле калаҫаканӑн чӗлхине суйласа илӗр.
Вӑл статьяна итлесе пӑхтӑр. Пӗрле калаҫаканӑн чӗлхипе статья тупӑр та итлеме ярса парӑр. Эсир урӑх чӗлхе вӗренетӗр пулсан, аудиоҫыру вуласа тата текст тӑрӑх йӗрлесе пырса хӑвӑрӑн пӗлӗве тарӑнлатӑр. («Публикации», ун хыҫҫӑн «Книги и брошюры» е «Журналы» суйласа илӗр.)
Илтмен ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерни. Эсир илтмен ҫынна тӗл пултӑр пулсан, ӑна илтмен ҫынсен чӗлхипе видео кӑтартӑр: Библири, кӗнекери, брошюрӑри е трактатри сыпӑка. («Публикации», ун хыҫҫӑн «Жестовый язык» суйласа илӗр.)
[6-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
(Текста мӗнле йӗркеленине пӗтӗмпех курас тесен публикацире пӑхӑр)
Кӗрсе пӑхӑр
1 Суйласа илнӗ аудиоҫырӑва (сирӗн чӗлхепе пур пулсан) итлес тесен ▸ значок ҫине, публикацие уҫласа илес тесен «Скачать в формате» заголовокри пӗр кнопки ҫине пусӑр.
2 «Читать» списокра кирлӗ чӗлхене суйласа илӗр те страницӑна ҫав чӗлхепе кӑтартӑр.
3 Тепӗр статьяна е сыпӑка вулас тесен «Далее» кнопка е «Содержание» ссылка ҫине пусӑр.