Пирӗн официаллӑ сайт сӑваплӑ ӗҫе тума пулӑшать
Ҫынсене сайт ҫинчен калӑр. Хӑш-пӗр чухне ҫынсем пирӗнпе калаҫса тӑрасшӑн мар е пирӗн литературӑна илесшӗн мар, анчах та вӗсем, тен, килӗнче jw.org сайта кӗрсе Иегова Свидетелӗсем ҫинчен пӗлме хирӗҫ мар. Ҫавӑнпа та сайт ҫинчен кашни меллӗ самантра калӑр.
Ыйтусем ҫине хуравлӑр. Кил хуҫи, чӑнлӑхпа интересленекен ҫын е паллакан ҫын Иегова Свидетелӗсем е пирӗн вӗрентӳсем ҫинчен ыйту парать пулсан, мобильлӗ хатӗрпе е компьютерпа усӑ курса унӑн ыйтӑвӗ ҫине хуравлӑр. Илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене Библирен вуласа пани ытларах чухне лайӑхрах. Тӳрех Интернета кӗме май ҫук пулсан, хуравне пӗрле калаҫакан хӑех jw.org сайта кӗрсе мӗнле тупма пултарнине ӑнлантарса парӑр. («Библейские учения», ун хыҫҫӑн «Ответы на библейские вопросы», е «О нас», ун хыҫҫӑн «Часто задаваемые вопросы» суйласа илӗр.)
Паллакан ҫынсене статьясем е публикацисем ярса парӑр. Ҫынна электронлӑ почтӑпа PDF е EPUB форматпа файл ярса парӑр. Публикацие аудиоформатпа уҫласа илсе компакт-диск ҫине ҫырма та пулать. Шыва кӗмен ҫынна эсир ҫакӑн пек майпа кӗнекен, брошюрӑн е урӑх публикацин пӗтӗм пайне паратӑр пулсан, ҫак публикацие отчетра палӑртма юрать. Хамӑрӑн публикацисене хамӑр кам пулнине пӗлтермесӗр е тӳрех нумай кӑларӑм ярса памалла мар. Ҫавӑн пекех вӗсене ытти сайтсене вырнаҫтарма юрамасть. («Публикации» суйласа илӗр.)
Иегова Свидетелӗсем ҫинчен ҫырнӑ ҫӗнӗ хыпарсем ҫине тимлеттерӗр. Ҫакӑ Библие вӗренекенсене тата интересленекен ытти ҫынсене пирӗн ӗҫ-хӗл пӗтӗм тӗнчипе мӗнле пынине курма тата пирӗн, христиансен, хушшинчи пӗрлӗхе хаклама пулӑшӗ (Пс. 132:1). («Новости» суйласа илӗр.)
[5-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
(Текста мӗнле йӗркеленине пӗтӗмпех курас тесен публикацире пӑхӑр)
Кӗрсе пӑхӑр
1 «Публикации» тенине уҫӑр та хӑвӑр уҫласа илес тенӗ материала тупӑр, хӑвӑра кирлӗ формат ҫине пусӑр.
2 Уйрӑм статьясен списокне курмашкӑн «МРЗ» кнопка ҫине пусӑр. Ӑна уҫласа илес тесен статьян ячӗ ҫине, онлайн итлес тесен ▸ значок ҫине пусӑр.
3 Публикацие урӑх чӗлхепе уҫласа илес тетӗр пулсан ҫак списокра кирлӗ чӗлхене суйласа илӗр.