Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампани валли. «Эпир сирӗн ҫемье валли чӗнӳ хучӗ илсе килтӗмӗр, сире пӗтӗм тӗнчипе мартӑн 26-мӗшӗнче иртекен ҫулсеренхи пысӑк уява чӗнетпӗр. Ҫак кун Иисус вилнине аса илеҫҫӗ. Вӑл вилни пире мӗнле усӑ панине ӑнлантаракан Библи ҫинче никӗсленнӗ доклад пулать. Эпир пурӑнакан вырӑнта ҫак тӗлпулу ӑҫта тата хӑҫан пулнине чӗнӳ хутӗнче кӑтартнӑ».
«Воскресение Иисуса Христа. Что оно означает для вас» брошюра. «Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине мӗн ҫирӗплетсе парать тесе ыйтаҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем. Эсир ҫакӑн пирки шухӑшласа пӑхман-и? [Хурава итле.] Ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлни питӗ кирлӗ. [1 Коринф 15:20—22 вуласа пар.] Ку брошюрӑра Иисус чӑннипех чӗрӗлсе тӑнине мӗн-мӗн ҫирӗплетсе панине илсе панӑ».
«Как быть хорошим отцом» брошюра. «Пирӗн вӑхӑтра ачасене ӳстерме ҫӑмӑл мар пулнипе эсир килӗшетӗр-и? [Хурава итле.] Нумай ашшӗ-амӑшӗ лайӑх канашсем Библире тупнӑ. Тӗслӗхрен, ҫак сӑвӑ йӗрки ашшӗсене ачисене мухтама тата хӑйсен вӑйне ытларах шанма вӗрентме майсем шырама пулӑшнӑ. [Колоссӑ 3:21 вуласа пар.] Ҫак статьяра ашшӗсене пулӑшакан пилӗк тӗп принципа сӳтсе явнӑ».