Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампани валли
«Эпир питӗ пысӑк уява пыма чӗнӳ хучӗсем салататпӑр. Апрелӗн 14-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион ҫын Иисусӑн вилӗмне аса илме пуҫтарӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех унта Иисусӑн вилӗмӗ пире мӗнле усӑ пани пирки Библи тӑрӑх доклад туса парӗҫ. Эпир пурӑнакан вырӑнта ҫак тӗлпулу ӑҫта тата хӑҫан пулассине чӗнӳ хутӗнче кӑтартнӑ. Кӗнӗшӗн укҫа тӳлемелле мар».
«Стоит ли молиться» брошюра
«Ҫынсем кирек мӗнле тӗне тытса тӑраҫҫӗ пулсан та пурте тенӗ пекех хӑҫан та пулин Турра кӗлтунӑ. Эсир мӗнле шутлатӑр, Турӑ пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлать-и, е кӗлтуни вӑл хамӑра лӑплантарни кӑна? [Хурава итле.] Библире кӗлӗ ҫинчен мӗн каланине асӑрхаса пӑхӑр-ха. [1 Иоанн 5:14 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра кӗлтуни пире мӗнле пулӑшни ҫинчен ӑнлантарса панӑ».
«Почему жить стоит. Три причины не сдаваться» брошюра
«Эпир сире пӗр проблема ҫинчен информаци парса хӑварасшӑнччӗ. Ҫак проблема кунсерен тенӗ пекех ӳссе пырать. Хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсен лару-тӑрӑвӗ питӗ хытӑ хӗссе тӑнӑран хӑйсем ҫине алӑ хума шутлаҫҫӗ. Сирӗн шутпа, ҫав ҫынсем чӑнах та вилесшӗн-и е вӗсем текех асапланасшӑн мар? [Хурава илте.] Нумайӑшне Библире шантарса каланӑ ҫак сӑмахсем пурнӑҫ ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшнӑ. [Ӳлӗмхине 21:3, 4 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах мӗншӗн малалла пурӑнмаллине кӑтартакан виҫӗ сӑлтава сӳтсе явнӑ».