Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне эсӗ хатӗрленетӗн-и?
Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи нисан уйӑхӗн 13-мӗшӗ. Иисус хӑй виличчен пӗр каҫ кӑна юлнине пӗлнӗ, вӑл ӑна хӑйӗн ҫывӑх тусӗсемпе ирттерме шутланӑ. Вӑл юлашки Пасхӑна вӗсемпе пӗрле уявласшӑн тата ҫӗнӗ уява — Каҫхи апат уявне — пуҫарса ярасшӑн пулнӑ. Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ событие лайӑх хатӗрленмелле пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл Петрпа Иоана мӗн-мӗн кирлине хатӗрлеме хушнӑ (Лука 22:7—13). Ҫав вӑхӑтран пуҫласа христиансем, Каҫхи апат уявне уявлас текенсем, кашни ҫулах ҫак событие хатӗрленеҫҫӗ (Лука 22:19). Апрелӗн 3-мӗшӗнче пулакан ҫитес Каҫхи апат уявне хатӗрленес тесен мӗн-мӗн тумалла?
Хыпарҫӑсем мӗнле хатӗрленеҫҫӗ:
Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампание туллин хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.
Библи вӗренекенсен, тӑван-хурӑнташсен, пӗрле вӗренекенсен, пӗрле ӗҫлекенсен тата ытти паллакансен списокне тӑваҫҫӗ те вӗсене уява чӗнеҫҫӗ.
Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче вуламалли Библири вырӑнсене вулаҫҫӗ те вӗсем ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ.
Хӑнасене хапӑл туса кӗтсе илес тесе Каҫхи апат уявне вӑхӑтра килеҫҫӗ.