«Кто сегодня исполняет волю Иеговы?» брошюрӑпа мӗнле усӑ курмалла
Ҫӗнӗ брошюра Библи вӗренекенсене организаци енне ҫул кӑтартать
1. «Кто сегодня исполняет волю Иеговы?» брошюрӑна мӗнле виҫӗ тӗллевпе кӑларнӑ?
1 «Кто сегодня исполняет волю Иеговы?» ҫӗнӗ брошюрӑпа усӑ курма пуҫланӑ-и эсир? Унӑн тӗллевӗ: 1) вӗренекенсене Иегова Свидетелӗсемпе паллаштарасси, 2) эпир мӗнле ӗҫе тунине пӗлтересси, 3) пирӗн организаци мӗнле ӗҫленине кӑтартасси. Ҫӗнӗ брошюрӑри кашни урокӗ пӗр страница йышӑнать тата ӑна вӗренӳ вӗҫӗнче 5—10 минутра пӑхса тухма пулать.
2. Ҫӗнӗ брошюрӑн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен каласа парӑр.
2 Уйрӑмлӑхӗсем. Брошюра виҫӗ пайран тӑрать, кашни пайӗнче Иеговӑн организацийӗпе ҫыхӑннӑ, ҫӳлерех илсе панӑ пӗр темине сӳтсе явнӑ. Кашни урок ячӗ ыйтуран тӑрать, хулӑн шрифтпа палӑртнӑ подзаголовоксем вӗсем ҫине хуравлаҫҫӗ. 50 ытла ҫӗршывра тунӑ сӑнӳкерчӗксем пирӗн ӗҫ-хӗл пӗтӗм тӗнчипе мӗнле пынине курма пулӑшаҫҫӗ. Хӑш-пӗр уроксенче «Хушса пани» рамка пур, вӗсенче вӗренекен умне лартма пулнӑ тӗллевсене е канашсене илсе панӑ.
3. «Кто сегодня исполняет волю Иеговы?» брошюрӑпа мӗнле усӑ курмалла?
3 Мӗнле усӑ курмалла. Малтан урок ятӗнчи ыйту ҫине тимлеттерӗр. Урока пӗрле вуланӑ вӑхӑтра хулӑн шрифтпа ҫырнӑ подзаголовоксем ҫине тимлеттерӗр. Вӗҫӗнче страницӑн аялти пайӗнче илсе панӑ вӗреннине аса илмелли ыйтусене пӑхса тухӑр. Урока вӗҫне ҫитиех вуласа тухса сӳтсе явма пулать е ҫакна абзацсем тӑрӑх тума юрать. Библири хӑш сӑвӑсене вуламаллине хӑвӑр йышӑнма пултаратӑр. Ӳкерчӗксемпе «Хушса пани» рамка ҫинчен манса ан кайӑр. Уроксене йӗркипе пӑхса тухни ытларах чухне лайӑхрах, анчах та кирлӗ пулсан тепӗр тема ҫине куҫма юрать. Тӗслӗхрен, конгресс ҫывхарса килет пулсан 11-мӗш урока сӳтсе явӑр.
4. Сирӗн шутпа, ҫӗнӗ брошюра хӑш тӗлӗшрен усӑллӑ?
4 Ҫынпа Библи вӗреннӗ май эпир ӑна Ҫӳлти Аттемӗре лайӑхрах пӗлме пулӑшатпӑр. Анчах пирӗн ӑна Иеговӑн организацийӗ ҫинчен те каласа памалла (Ытар. 6:20). Ҫӗнӗ брошюра ҫакна ҫӑмӑллӑн тума пулӑшнӑшӑн эпир мӗн тери савӑнатпӑр!