Сирӗн пухӑвӑн территори пысӑк пулсан
1 Иисус Христос авалхи Израилӗн пысӑк территорийӗнче хастаррӑн ырӑ хыпар сарнӑ: Иуда хулисенче те, Галилеяри ялсенче те (Марк 1:38, 39; Лука 23:5). Пирӗн те ырӑ хыпара нумайрах ҫынна каласа пама тӗллев пур (Марк 13:10). Анчах та ҫакна тума ҫӑмӑлах мар. Мӗншӗн?
2 Белоруссире тата Раҫҫейре сахал мар пухура нумай километра тӑсӑлакан территорисем пур. Урӑх чӗлхепе, ҫавӑн шутра илтмен ҫынсен чӗлхипе, иртекен пухусем нумай ҫын пурӑнакан хуласенче ырӑ хыпар сараҫҫӗ: вӗсем ҫав чӗлхепе калаҫакан ҫынсене шыраҫҫӗ. Ҫак пысӑк территорире пурӑнакан ҫынсене Иегова, Иисус тата Патшалӑх ҫинчен чӑнлӑха пӗлме мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
3 Тӗплӗн план тӑвӑр. Лайӑх ҫитӗнӳсем тӑвас тесен сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗпе участоксем парассишӗн яваплӑ арҫын тӑванӑн пуху вӑй хунине йӗркелесе тӑмалла. Тен, хӑш шӑматкунӗнче ытларах хыпарҫӑ ырӑ хыпара сарас ӗҫе кунӗпе хутшӑнма пултараять, ҫав шӑматкун ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене йӗркелемелле пулӗ. Ырӑ хыпар сарма инҫетри территорисене кайнӑ чухне, май пулсан, унта яланхинчен ытларах вӑхӑт пулма тӑрӑшӑр тата хӑвӑрпа пӗрле ҫимелли илӗр. Территорие ҫитме е ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва ҫав территорине ҫывӑхрах вырӑнта ирттерме вӑхӑт пултӑр тесе ырӑ хыпар сарма кайма иртерех тӗл пулма пултаратӑр. Ялсене ырӑ хыпар сарма каяс тесен ҫанталӑк уҫӑ тата ҫулсем йӗркеллӗ пулнӑ вӑхӑта суйласа илӗр.
4 Урӑх чӗлхепе калаҫакан участоксенче ырӑ хыпар саракансем ятсемпе адрессен чи юлашки списокне тата ҫӗнӗ карта илсен хӑйсен хаклӑ вӑхӑтне упраса хӑварма пултараҫҫӗ. Участоксене ырӑ хыпар сарма каякан ушкӑна ҫав районти пур адреспа та кӗрсе тухма пултартӑр тесе йӗркелӗр.
5 Тархасшӑн, хӑвӑрпа пӗрле ҫителӗклӗ литература илӗр. Сайра хутра ырӑ хыпар саракан участоксенче кам килте пулман, ҫавсем валли трактат е брошюрӑсен кивӗ кӑларӑмне хӑварсан вырӑнлӑ пулӗ. Сирӗн чӗлхепе «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?» трактат пур пулсан, ӑна килте пулнӑ ҫынсене пурне те пама тӑрӑшӑр тата килте пулманисем валли пӗрер экземпляр хӑварӑр.
6 Пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлемелле. Пысӑк территорире ырӑ хыпар сарас тесен пухури пур хыпарҫӑ та вӑй хуни кирлӗ. Машинӑпа нумай кайма тивет пулсан, камсем пӗрле каяҫҫӗ, ҫавсем бензин тӑкакӗсене пӗрле саплаштарма пултараҫҫӗ. Калаҫма хатӗр пулнӑ ҫынсене тӗл пулсан ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр. Участокри ҫынсемпе пуринпе те тӗл пулса калаҫмалли пирки яланах асра тытӑр.
7 Чӑнлӑхпа ҫын кӑштах та пулин интересленнӗ пулсан та, ҫав интереса аталантарас тесе мӗн тумаллине пурне те тӑвӑр. Адрессӑр пуҫне интересленекен ҫыннӑн телефонне ыйтса пӗлме тӑрӑшӑр, вара каярах унпа малалла калаҫма пултарӑр. Ялсенче урамсен ячӗсем, ҫуртсен номерӗсем ҫук пулсан интересленнӗ ҫынна тепӗр хут килсен тупма май пултӑр тесе ҫав ҫурт ӑҫта вырнаҫнине кӑтартса планне тӗплӗн ӳкерсе хурӑр е ҫырса хурӑр.
8 «Кирек епле хулана е яла ҫитсен те унта кам тивӗҫлӗ ҫын пулнине ыйтса пӗлӗр»,— тесе Иисус хушса хӑварнӑ ӗҫе туса тӑни мӗн тери пысӑк чыс! (Матф. 10:11.) Ҫак питӗ пархатарлӑ ӗҫе хатӗр пулсах хутшӑнас тесе эсир вӑй хунине Иегова, паллах, пиллӗ!