Ноябрьте «Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар» (38 №) буклета сӗнетпӗр
1. Вилнисем пирки ҫынсем мӗнле ыйтусем параҫҫӗ тата ноябрьте ҫак ыйтусем ҫине эпир мӗнле хуравлӑпӑр?
1 Вилӗм — пур ҫыннӑн тӑшманӗ, вӗсем кирек мӗнле тӗне тытса тӑраҫҫӗ пулсан та (1 Кор. 15:26). Вилнисем халӗ ӑҫта тата вӗсене тепӗр хут курма май пуррипе ҫуккине нумайӑшӗ пӗлесшӗн. Ҫавӑнпа пухусем пӗтӗм тӗнчипе уйӑхӗпех «Вилнисем каллех пурӑнма пултараҫҫӗ-и?» ятлӑ «Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар» (38 №) буклета салатаҫҫӗ. Ҫак кампани ноябрӗн 1-мӗшӗнче пуҫланать. Кампани вӗҫленсен «Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар» (38 №) буклетпа ытти буклетсемпе усӑ курнӑ пекех усӑ куратпӑр.
2. «Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар» (38 №) буклетӑн хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсем мӗнле?
2 Буклетӑн уйрӑмлӑхӗсем. «Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар» (38 №) буклета, унӑн ячӗ тата «Эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр? Пултараҫҫӗ. Пултараймаҫҫӗ. Нимӗн те калама пултараймастӑп» тесе ҫырни курӑнтӑр тесе, ҫурмалла хуҫлатмалла. Буклета уҫсан вулакан пӗрремӗш страницӑри ыйту ҫине Библи мӗнле хуравланине курӗ тата Библири шанчӑк хӑйне мӗнле пырса тивнине ӑнланса илӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Библие мӗншӗн шанма пулнине кӑтартакан сӑлтавсене пӗлӗ. Буклетӑн юлашки страницинче ыйту пур, вӑл ҫав ыйту пирки шухӑшласа пӑхма пултарать тата унта ытларах информаци илме сӗнеҫҫӗ.
3. «Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар» (38 №) буклета эпир мӗнле сӗнӗпӗр?
3 Мӗнле сӗнмелле. Ҫак кампани Каҫхи апат уявӗ е область конгресӗ умӗн иртекен кампанисем пекех иртӗ. Старейшинӑсем 2013 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчи ҫырупа усӑ курса пухӑвӑн территоринче мӗнле йӗркепе ырӑ хыпар сарассине калӗҫ. Пысӑках мар территориллӗ пухусем ытти пухусене, вӗсен территорийӗ пысӑк пулсан, пулӑшу сӗнме пултараҫҫӗ. «Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар» (38 №) буклета пӗр эрне хушшинче мӗн чухлӗ салатма пултаратӑр, шӑп ҫавӑн чухлӗ илӗр. Кампани вӑхӑтӗнче пуху пур участокра та буклетпа ырӑ хыпар сарса тухрӗ пулсан буклета ҫын ҫӳрекен вырӑнсенче сӗнме пулать. Буклетсем кампани вӗҫленичченех пӗтрӗҫ пулсан, ҫав уйӑхра салатмалли литературӑна сӗнме пулать. Пӗрремӗш шӑматкун Библи вӗренӗвӗ пуҫлас вырӑнне эпир кампанире хутшӑнатпӑр. Ҫавӑн пекех, канмалли кунсенче, вырӑнлӑ чухне, ҫав уйӑхри брошюрӑсене сӗнме пулать. Пулас кампанинче туллин хутшӑнма эсӗ хатӗрленетӗн-и?