Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампани мартӑн 22-мӗшӗнче пуҫланать
Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампани кӑҫал мартӑн 22-мӗшӗнче шӑматкун пуҫланать. Пурне те ҫак кампание хастарлӑ хутшӑнма хавхалантараҫҫӗ. Канмалли кунсенче, вырӑнлӑ пулсан, эпир яланхи пекех брошюрӑсем сӗнетпӗр. Апрелӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче эпир Библи вӗренӗвӗ пуҫлас вырӑнне чӗнӳ хучӗсене салатма тӑрӑшӑпӑр. Анчах та кам та пулин чӑнлӑхпа уйрӑмах интересленчӗ пулсан унпа Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшса пӑхӑпӑр. Пуху территорийӗнче чӗнӳ хучӗсене ытларах ҫынна парас тесе халӑх йышлӑ пулакан вырӑнсенче салатмалла-и е ҫук, ҫавӑн пирки сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ йышӑну тӑвать. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне пирӗн хурӑнташсем, пӗрле ӗҫлекенсем, пӗрле вӗренекенсем, чӑнлӑхпа интересленекенсем тата ытти ҫынсем килччӗр тесен, пирӗн халех хамӑр чӗнес текен ҫынсен списокне тумалла, кампани пуҫлансан вара вӗсене чӗнӳ хучӗсене памалла. Икӗ чи пысӑк юрату ҫинчен аса илме пирӗнпе пӗрле нумай ҫын пуласса эпир шанса тӑратпӑр (Иоанн 3:16; 15:13).