Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне чӗнмелли хутсене апрелӗн 2-мӗшӗнче салатма пуҫлатпӑр
1. Кӑҫалхи ҫул Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне чӗнмелли чӗнӳ хучӗсене хӑҫан салататпӑр тата ҫак ҫулсерен пулакан кампани мӗнле ҫимӗҫсем парать?
1 Апрелӗн 2—17-мӗшӗсенче эпир ҫулталӑкри чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ событие — Христос вилӗме аса илмелли каҫа — килме чӗнӳ хучӗсем салататпӑр. Иртнӗ ҫулсенче ҫулсерен пулакан ҫак кампани питӗ лайӑх иртнӗ. Сӑмахран, Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уяв кунӗ пӗр хӗрарӑм филиала шӑнкӑравланӑ та каланӑ: «Эпӗ тин ҫеҫ киле ҫитрӗм те алӑк айӗнче чӗнӳ хучӗ тупрӑм. Эпӗ пырас тетӗп, анчах та миҫере пуҫланнине ниепле те ӑнланаймарӑм». Арҫын тӑван ҫакӑн ҫинчен чӗнӳ хучӗ ҫинче хӑш тӗлте ҫырнине ӑнлантарнӑ. Калаҫу вӗҫӗнче хӗрарӑм: «Пыратӑпах!» — тесе шантарса каланӑ.
2. Чӗнӳ хутне мӗнле сӗнме пулать?
2 Ҫакна эпир мӗнле тӑвӑпӑр. Пухӑвӑн территорине кӗске вӑхӑт хушшинче тухма тивнӗ пирки кӗскен каламалла. Ҫапла калама пулать: «Сывлӑх сунатӑп. Эпир сирӗн ҫемьене ҫулсерен иртекен пысӑк пӗлтерӗшлӗ уява пымашкӑн чӗнӳ хучӗ парасшӑн, уяв пӗтӗм тӗнчипе апрелӗн 17-мӗшӗнче, вырсарникун, пулать. [Ҫынна чӗнӳ хучӗ пар.] Ҫак кун Христос вилӗмне аса илеҫҫӗ. Христос тӳлесе илни пире мӗнле усӑ пани ҫинчен Библи тӑрӑх тунӑ доклад пулать. Укҫа тӳлемелле мар. Тӗлпулу ӑҫта тата миҫе сехетре пулнине ҫак чӗнӳ хутӗнче кӑтартнӑ».
3. Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне ытларах ҫынна чӗнес тесе мӗн-мӗн тума пулать?
3 Пухӑвӑн территорийӗ пысӑк пулсан, хӑш хваттерсенче пӗр ҫын та пулмасть, ҫавсенче старейшинӑсем чӗнӳ хучӗсене хӑварма сӗнме пултараҫҫӗ, вӗсене иртсе ҫӳрекенсен куҫӗ умне тӳрех курӑнман вырӑнта ҫеҫ хӑвармалла. Кам патне тепӗр хут каятӑр, ҫавсене, ҫавӑн пекех хурӑнташсене, пӗрле ӗҫлекенсене, пӗрле вӗренекенсене тата хӑвӑр паллакан ытти ҫынсене чӗнме ан манӑр. Канмалли кунсенче чӗнӳ хучӗсене салатнӑ чухне май килсен брошюрӑсем те сӗнӗр. Ҫак чаплӑ кампание ытларах хутшӑнас тесе эсӗ апрель уйӑхӗнче пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме пултараймӑн-ши?
4. Чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсене Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне пирӗн мӗншӗн килтерес килет?
4 Чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсем, Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне килнисем, питӗ пысӑк свидетельство илӗҫ! Вӗсем Иеговӑн, тӳлесе илме параканӑн, пысӑк юратӑвӗ ҫинчен илтӗҫ (Иоанн 3:16). Вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ илсе килекен пиллӗхсем ҫинчен пӗлӗҫ (Ис. 65:21—23). Вӗсене ҫавӑн пекех Библи вӗренме кӑмӑл пурри ҫинчен йӗрке пӑхса тӑракансем патне пырса калама сӗнӗҫ. Ырӑ чӗреллӗ нумай-нумай ҫын Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне чӗннине йышӑнса пирӗнпе пӗрле ӑна уявлаччӑр тесе эпир кӗлӗ тӑватпӑр!