Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Пӗр-пӗр публикаципе Библи вӗренӗвне мӗнле ирттернине кӑтартатпӑр
Мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ. Библи вӗренӗвӗсем сӗннӗ чухне эпир чӑннипе мӗн сӗннине ҫынсем нумайӑшӗ ӑнланмаҫҫӗ. Тен, вӗсем вӗренмелли ушкӑна ҫӳремелле е заочно вӗренессине ҫырӑнмалла тесе шутлаҫҫӗ. Библи вӗренӗвӗ сӗнесси вырӑнне вӑл мӗнле иртнине кӑтартни лайӑхрах. Темиҫе минут хушшинче, алӑк умӗнчех, Библи вӗренесси ҫӑмӑл иртнине тата ҫакӑ усӑллӑ пулнине ҫынна кӑтартма пулать.
Уйӑх тӑршшӗпе усӑ курмалли канаш:
Библи вӗренӗвӗ пуҫлама пулӑштӑр тесе Иеговӑна кӗлту (Флп. 2:13).
Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ху суйласа илнӗ публикаципе усӑ курса Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртнине пӗрре кӑна пулсан та кӑтартма тӑрӑш е «Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртет?» ятлӑ видеоролика кӑтарт.