Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb19 февраль 3 с.
  • Туррӑн курӑнми паха енӗсене эсӗ куратӑн-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Туррӑн курӑнми паха енӗсене эсӗ куратӑн-и?
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2019
  • Ҫавнашкал материал
  • Тӗлӗнмелле пултарнисем Турра мухтавлаҫҫӗ
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
  • Иегова тунӑ япаласем ҫине пӑхса ун ҫинчен ытларах пӗлӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Ачасене Иегова ҫинчен вӑл тунӑ япаласем ҫине тимлеттерсе вӗрентӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Иеговӑн юратӑвӗ вӑл тунӑ япаласенче мӗнле курӑнса тӑрать?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2021
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2019
mwb19 февраль 3 с.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Туррӑн курӑнми паха енӗсене эсӗ куратӑн-и?

Илемлӗ чечек, ҫӑлтӑрлӑ тӳпе е кӗрлекен шывсикки ҫине пӑхнӑ чухне эсӗ ҫаксене пурне те тунӑ Турӑ ҫинчен шухӑшлатӑн-и? Иегова тунӑ япаласенчен унӑн курӑнми паха енӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ (Рм 1:20). Ҫутҫанталӑка сӑнаса мӗн курни ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрсан эпир Туррӑн вӑйне, юратӑвне, ӑслӑлӑхне, тӗрӗслӗхне тата вӑл уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине курма пултарӑпӑр (Пс 103:24).

Иегова тунӑ япаласенчен хӑшӗсене эсӗ кашни кун куратӑн? Хулара та кайӑксене сӑнама тата йывӑҫсемпе киленме пулать. Иегова тунӑ япаласене сӑнасан эпир хамӑр йывӑрлӑхсем пирки сахалрах шутлӑпӑр тата вӗсем ҫине урӑхларах пӑхӑпӑр. Унсӑр пуҫне, ҫакӑ пире Иегова пирӗншӗн ӗмӗр-ӗмӗр тӑрӑшасса ҫирӗп ӗненме пулӑшӗ (Мф 6:25—32). Санӑн ача пур пулсан, ӑна Туррӑн чаплӑ енӗсене курма пулӑш. Иегова тунӑ япаласемшӗн пархатарлӑ пулни унпа ҫывӑхланса пыма пулӑшать (Пс 8:4, 5).

«ТУРӐ ТУНӐ ТӖЛӖНМЕЛЛЕ ЯПАЛАСЕМ ӐНА МУХТАВА КӐЛАРАҪҪӖ. ҪУТӐ ТАТА ТӖССЕМ» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • Мӗне пула эпир тӗссене уйӑрса илме пултаратпӑр?

  • Мӗне пула тӗс йӑлкӑшма пултарать?

  • Мӗншӗн тӳпе тӗрлӗ тӗссемпе сӑрланать?

  • Хӑв пурӑнакан тавралӑхра мӗнле тӗссен килӗшӗвӗ сан кӑмӑла каять?

  • Тавралӑх илемӗпе киленме мӗншӗн вӑхӑт уйӑрмалла?

Шупка хӗрлӗ роза, ҫутӑ кӑвак лӗпӗш, тӗрлӗ тӗслӗ улма-ҫырла, хӗвеланӑҫ

Иегова ҫутӑпа тӗссене тунинче унӑн мӗнле паха енӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр