Иегова тунӑ япаласенче ҫав тери нумай юрату курӑнать пулсан, вӑл пире хӑйӗншӗн пур вӑя хурса ӗҫленӗшӗн пиллетех
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Иеговӑн юратӑвӗ вӑл тунӑ япаласенче мӗнле курӑнса тӑрать?
Эпир кулленхи ӗҫсене пуҫӗпех кӗрсе ӳксен, Иегова юратнӑран тата уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑран тунӑ япаласене асӑрхама пӑрахма пултаратпӑр. Иисус пире Иегова тунӑ япаласене сӑнама тата вӗсем Турӑ ҫинчен пире мӗне вӗрентни пирки шухӑшлама хавхалантарнӑ (Мф 6:25, 26).
«ИЕГОВӐН ЮРАТӐВӖ ВӐЛ ТУНӐ ЯПАЛАСЕНЧЕ КУРӐНСА ТӐРАТЬ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Иегова тунӑ ҫак япаласенчен эсӗ унӑн юратӑвӗ ҫинчен мӗн пӗлтӗн:
хими элеменчӗсем?
ҫӗр атмосфери?
ӳсентӑран?
чӗрчунсем?
сисӗм-туйӑм органӗсем?
пирӗн пуҫ мими?