7-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
«Ӑслӑ ҫынсенӗн сӑмахне» итлӗр
«Ӑслӑ ҫынсенӗн сӑмахне хӑлхуна тайса итле» (ЫТАР. 22:17).
123-МӖШ ЮРӐ Турӑ хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑратпӑр
ҪАК СТАТЬЯРАa
1. Хӑҫан пире канаш пама пултараҫҫӗ тата мӗншӗн ӑна итлемелле?
ВӐХӐТРАН вӑхӑта пире пурне те канаш кирлӗ. Хӑш-пӗр чухне эпир кама хисеплетпӗр, ҫавсенчен хамӑр канаш ыйтатпӑр. Тепӗр чухне пӗр-пӗр тӑван эпир кӗҫ-вӗҫ йӑнӑш тума пултарасса курсан шарламасӑр тӑраймасть, мӗншӗн тесен вӑл пире юратать (Гал. 6:1). Унсӑр пуҫне, пысӑк йӑнӑш тусан пире хыттӑн асӑрхаттарни те кирлӗ. Кирек мӗнле пулсан та, хамӑра панӑ канаша итлемелле. Канашсем пире лайӑхланса пыма пулӑшаҫҫӗ. Унтан та ытларах, пирӗн пурнӑҫа та ҫӑлма пултараҫҫӗ (Ытар. 6:23).
2. Ытарӑшсем 12:15-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн канаша итлемелле?
2 Ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗркинче «ӑслӑ ҫынсенӗн сӑмахне хӑлхуна тайса итле» тенӗ (Ытар. 22:17). Никам та веҫех пӗлме пултараймасть. Пирӗнтен опытлӑрах тата ытларах пӗлекен ҫынсем яланах пулаҫҫӗ. (Ытарӑшсем 12:15 вуласа парӑр.) Апла, канаша итлекен ҫын хӑйне кӗҫӗне хурать. Урӑхла каласан, вӑл хӑй веҫех пӗлменнине тата хӑйне пулӑшу кирлине ӑнланать. Турӑ хавхалантарнипе Соломон ҫакӑн пек ӑслӑ сӑмахсем ҫырнӑ: «Канашҫӑсем йышлӑ чухне ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулать» (Ытар. 15:22).
Мана хӑш канаша йышӑнма йывӑртарах? (3, 4 абзацсене пӑхӑр)
3. Иегова пире мӗнле майпа канашсем парать?
3 Иегова пире икӗ майпа канашсем парать. Хӑш-пӗр канашсене вӑл хӑйӗн пӗтӗм халӑхне, теприсене вара — кашни христианина уйрӑммӑн парать. Сӑмахран, Иегова хӑйӗн пур ӗҫлекенне те Библипе публикацисем урлӑ канашсем парать. Вӗсене вуласа эпир хамӑрӑн хӑш енчен улшӑнмаллине курма пултаратпӑр (Евр. 4:12). Урӑхла та пулма пултарать. Сӑмахран, старейшина е опытлӑ тӑван пире хӑш енчен лайӑхланмаллине калать. Ҫакӑ вара Иегова шӑпах сире панӑ канаш пулать. Тӑван Библире кирлӗ принципа шыраса тупса пире канаш пачӗ пулсан, апла вӑл пире юратать. Унӑн канашне итлесе пурнӑҫа кӗртсен эпир ӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартӑпӑр.
4. Екклесиаст 7:9-мӗшӗ тӑрӑх, пире канаш парсан мӗн тумалла мар?
4 Тӳррӗн паракан канашсене йышӑнма йывӑр пулма пултарать. Эпир ҫилленсе лартма та пултаратпӑр. Мӗншӗн? Хамӑр ҫылӑхлӑ пулнине ӑнланатпӑр пулин те, кам та пулин пирӗн пӗр-пӗр ҫитменлӗх ҫине тимлеттерсе канаш пачӗ пулсан, ӑна йышӑнма йывӑр пулма пултарать. (Екклесиаст 7:9 вуласа парӑр.) Тен, пирӗн хамӑра тӳрре кӑларас килсе каять. Унтан та ытларах, канаш паракана е вӑл канаша мӗнле панине тиркеме пуҫлама та пултаратпӑр. Пуҫра ҫакӑн пек шухӑшсем те ҫуралма пултараҫҫӗ: «Мана канаш пама унӑн мӗнле право пур? Малтан хӑйӗн ҫине пӑхтӑр-ха». Пирӗн ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл пулсан эпир канаша сирсе ярӑпӑр е кам эпир мӗн илтесшӗн пулнине калӗ, ҫавӑнтан канаш ыйтӑпӑр.
5. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
5 Ҫак статьяра эпир Библире ҫырса панӑ хӑш-пӗр ҫынсен тӗслӗхӗсене пӑхса тухӑпӑр. Пӗрисем хӑйсене панӑ канаша сирсе янӑ, теприсем — йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне, канашсене итлеме мӗн пулӑшнине сӳтсе явӑпӑр.
АСӐРХАТТАРАКАН ТӖСЛӖХСЕМ
6. Ровоама канаш парсан вӑл хӑйне мӗнле тытнӑ тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр?
6 Айтӑр Ровоам тӗслӗхне пӑхса тухар. Унӑн ашшӗ Соломон халӑха нумай ӗҫлеттернӗ пулнӑ. Ровоам Израильте патшана ларсан вара халӑх ун патне пырса хӑйсен ӗҫне чакарма ыйтнӑ. Малтанах Ровоам тӗрӗс тунӑ — опытлӑ старейшинӑсенчен канаш ыйтнӑ. Вӗсем Ровоама халӑх ыйтнӑ пек тусан, вӑл сана чун-чӗререн пӑхӑнса тӑрӗ тенӗ (3 Патш. 12:3—7). Канаш Ровоама килӗшмен курӑнать. Вара вӑл хӑйпе пӗрле ӳснӗ туссенчен канаш ыйтнӑ. Вӗсем пӗр 40-сенче пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсен опыт пулман тесе калаймӑн (2 Ҫулс. 12:13). Тусӗсем Ровоама япӑх канаш панӑ, вӗсем халӑха тата хытӑрах ӗҫлеттермелле тенӗ (3 Патш. 12:8—11). Ҫак пӗр-пӗрне хирӗҫлекен канашсене илтсен Ровоам тӗрӗс йышӑну тӑвас тесе Иеговӑран пулӑшу ыйтма пултарнӑ. Анчах та вӑл ҫапла туман. Вӑл хӑйӗн тусӗсене итленӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑй мӗн илтесшӗн пулнине каланӑ. Ҫакӑ вара ним лайӑххи патне те илсе ҫитермен. Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? Хӑш-пӗр канашсем пире килӗшмесен те пултараҫҫӗ, анчах та канаш Библипе килӗшсе тӑрать пулсан, ӑна итлемеллех.
7. Озийӑпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
7 Озия патша канаша сирсе янӑ. Вӑл священниксен кӑна кӗме юранӑ храмӑн пайне кӗрсе фимиам тӗтӗресшӗн пулнӑ. Священниксем ӑна ҫапла каланӑ: «Озия, Ҫӳлхуҫа умӗнче тӗтӗресси санӑн ӗҫ мар; ку вӑл — священниксен, Аарон ывӑлӗсен, ӗҫӗ». Озия хӑй йӑнӑш тунине йышӑнса храмран тухнӑ пулнӑ пулсан, Иегова ӑна каҫарнӑ пулӗччӗ пуль. Анчах та Озия священниксем мӗн каланине итлемен, вӑл вӗсем ҫине тарӑхса кайнӑ. Мӗншӗн вӑл хӑйне ҫапла тытнӑ? Вӑл мӑнкӑмӑлланса кайса: «Эпӗ патша мар-им? Манӑн веҫех тума юрать»,— тесе шутланӑ пулас. Анчах та Иегова ҫапла шутламан, вӑл Озия хӑйӗн тума юраманнине тунӑ тесе шутланӑ. Ҫавӑншӑн вӑл ӑна наказани панӑ та Озия «мӗн виличченех тилҫе чирӗпе асапланнӑ» (2 Ҫулс. 26:16—21). Озийӑпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн пухура кирек мӗнле тивӗҫсем пур пулсан та, пире Библи тӑрӑх канаш пачӗҫ пулсан, ӑна итлемелле. Унсӑрӑн эпир Иеговӑн тусӗсем пулаймӑпӑр.
ЛАЙӐХ ТӖСЛӖХСЕМ
8. Иова тӳрлетсен вӑл хӑйне мӗнле тытнӑ?
8 Библире канаша итленӗ ҫынсен тӗслӗхӗсем те пур. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем канаша йышӑнса тӳрленнине курса питӗ савӑннӑ. Иова аса илер. Вӑл Иеговӑна питӗ юратнӑ тата пурнӑҫ тӑршшӗпех ӑна юрама тӑрӑшнӑ пулин те, йӑнӑшсем те тунӑ. Хӑйӗн ҫине нумай хуйхӑ йӑтӑнса ансан вӑл Иеговӑна айӑплама пуҫланӑ. Елиуйпа Иегова вара ӑна тӳрлетнӗ. Иов хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ та канаша итленӗ. Иов акӑ мӗн каланӑ: «Эпӗ хам ӑнланса илейменни ҫинчен, хам пӗлмен тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен калаҫрӑм. [...] Ҫавӑнпа эпӗ хамӑн сӑмахӑма каялла илетӗп, тусанпа кӗл ҫине ӳксе ӳкӗнетӗп». Иеговӑна Иов хӑйне мӗнле тытни питӗ килӗшнӗ, вара вӑл ӑна нумай пиллӗх панӑ (Иов 42:3—6, 12—17).
9. Моисей тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
9 Моисей пысӑк йӑнӑш тусан Иегова ӑна хыттӑн асӑрхаттарнӑ. Пӗррехинче Моисей тарӑхса кайнӑран Иеговӑна мухтава кӑларман. Вара Иегова ӑна Пама пулнӑ ҫӗре кӗме ирӗк паман (Йыша шутл. 20:1—13). Моисей кулянса ӳкнӗ те Иеговӑна хӑйӗн йышӑнӑвне улӑштарма ыйтнӑ. Анчах та Иегова «ҫакӑн ҫинчен Мана урӑх ан кала» тенӗ (Сак. аст. 3:23—27). Ҫакна илтсен Моисей тарӑхса кайман. Пачах урӑхла, вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ. Ҫавӑнпа та Иегова ӑна малалла та Израиль халӑхне ертсе пыма ирӗк панӑ (Сак. аст. 4:1). Иовпа Моисей пире валли лайӑх тӗслӗх хӑварнӑ. Иова тӳрлетсен вӑл хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшман тата кирлӗ улшӑнусем тунӑ. Моисей вара, хӑйне Иегова хыттӑн асӑрхаттарнӑ пулсан та тата хӑйӗн ӗмӗчӗ татӑлнӑ пулсан та, Иеговӑна шанчӑклӑ пулма пӑрахман.
10. а) Ытарӑшсем 4:10—13 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн хамӑра панӑ канаша итлемелле? ӑ) Эммануэль, Меган тата Марко сӑмахӗсенчен эсир мӗне вӗрентӗр?
10 Иовпа Моисейрен вӗренсен эпир нумай усӑ илӗпӗр. (Ытарӑшсем 4:10—13 вуласа парӑр.) Ҫакӑнпа нумай тӑван килӗшет. Конгори Эммануэльb тӑвана старейшинӑсем йӑнӑш тӑвасран асӑрхаттарнӑ. Вӑл акӑ мӗн каласа парать: «Опытлӑ арҫын тӑвансем ман ӗненӳ хавшама пуҫланине курчӗҫ те мана пулӑшрӗҫ. Эпӗ вӗсем панӑ канаша йышӑнтӑм та ҫакӑ мана нумай йывӑрлӑхран хӑтарчӗ». Канадӑри пионер пулса ӗҫлекен Меган тӑван вара ҫапла калать: «Тӳрлетнине йышӑнма йывӑр пулсан та, тӳрлетни кирлех». Хорватири Марко тӑван та хӑйӗн ҫинчен ҫапла калать: «Мана пухури тивӗҫсемсӗр хӑварчӗҫ. Халь эпӗ ҫакӑ тӗрӗс пулнине ӑнланатӑп. Мӗншӗн тесен мана асӑрхаттармасан эпӗ Иеговӑран сивӗннӗ пулӑттӑм».
11. Канаша йышӑнасси ҫинчен Карл Клейн мӗн каланӑ?
11 Ертсе пыракан советра ӗҫлесе тӑнӑ Карл Клейн тӑванӑн тӗслӗхӗ канаша итлени мӗнле усӑ панине курма пулӑшать. Ҫамрӑк чухне вӑл Джозеф Рутерфорд тӑванпа туслӑ пулнӑ. Лешӗ вара ӑна пӗррехинче хыттӑн асӑрхаттарнӑ. Клейн тӑван каланӑ тӑрӑх, ҫакӑ ӑна питӗ килӗшмен. Хӑйӗн биографинче вӑл акӑ мӗн ҫырнӑ: «Рутерфорд тӑванпа тепӗр хут тӗл пулсан вӑл мана ӑшшӑн: „Салам, Карл!“ — терӗ. Эпӗ вара кӳреннӗрен ӑна аран-аран шӑл витӗр саламларӑм. Вара вӑл: „Карл, сыхӑ тӑр! Шуйттан сана сыхласа тӑрать!“ — терӗ. Эпӗ ним пулман пек: „Веҫех йӗркеллех, Рутерфорд тӑван“,— терӗм. Анчах та вӑл эпӗ ун ҫине кӳреннине ӑнланнӑ, ҫавӑнпа тепӗр хут: „Юрать. Эпӗ сыхӑ тӑр тесе ҫеҫ каласшӑн. Шуйттан сана сӑнасах тӑрать“,— терӗ. Вӑл тӗрӗс каларӗ. Камӑн канаш пама сӑлтав пур, ҫав тӑван ҫине кӳренсен... эпир Шуйттан танатине лекме пултаратпӑр»c (Эф. 4:25—27). Карл Клейн Рутерфорд тӑванӑн канашне йышӑннӑ, вара вӗсен туслӑхӗ арканман.
КАНАШСЕНЕ ЙЫШӐНМА МӖН ПУЛӐШАТЬ?
12. Хамӑра кӗҫӗне хуни канашсене йышӑнма мӗнле пулӑшать? (Псалом 140:5).
12 Канашсене йышӑнма мӗн пулӑшать? Пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла. Тата ҫакна та асра тытмалла: ҫылӑхлӑ пулнӑран эпир хушӑран хамӑра ӑссӑрла тытатпӑр. Иов пирки калас пулсан, вӑл малтан тӗрӗс мар шухӑшланӑ пулин те, кайран хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ. Ҫакӑ вӑл хӑйӗнчен кӗҫӗнрех Елиуй канашне итленинчен курӑннӑ (Иов 32:6, 7). Иов хӑйне кӗҫӗне хунишӗн Иегова ӑна пилленӗ. Пирӗн те хамӑра кӗҫӗне хумалла. Ҫакӑ уйрӑмах канаш паракан пирӗнтен ҫамрӑкрах пулсан е канаш вырӑнлӑ мар пек туйӑнать пулсан питӗ кирлӗ. Канадӑри пӗр старейшина ҫапла калать: «Пире канашсем памасан мӗнле лайӑхланса пымалла-ха?» Чӑнах та, пирӗн пурин те лайӑх енсем аталантармалла тата ӑста хыпарҫӑсем пулма вӗренмелле. (Псалом 140:5 вуласа парӑр.)
13. Канашсем тӗлӗшӗнчен мӗн асра тытмалла?
13 Турӑ пире юратнӑран канаш панине асра тытӑр. Иегова пире ыррине кӑна сунать (Ытар. 4:20—22). Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн Сӑмахӗ, пӗр-пӗр публикаци е чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан тӑван урлӑ пире канаш парать пулсан, ҫакна юратнӑран тӑвать. Еврейсем 12:9, 10 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ пек, Иегова «пире усӑ парасшӑн» тӳрлетет.
14. Хамӑра канаш панӑ чухне пирӗн мӗн ҫинчен шухӑшламалла?
14 Канаша мӗнле пани ҫинчен мар, канаш ҫинчен шухӑшлӑр. Хӑш-пӗр чухне пире канашсене кӑнттаммӑн пама пултараҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, канаш паракан тӑванӑн майне пӗлсе, шутласа каламалла (Гал. 6:1)d. Ҫапах та пире канаша мӗнле пани килӗшмерӗ пулсан та, тӑван мӗн калани ҫинчен шухӑшламалла. Хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Канаша мӗнле пани мана килӗшмерӗ пулин те, вӑл маншӑн хӑш енчен усӑллӑ пулма пултарать? Тӑванӑн япӑх енӗсем ҫинчен шухӑшлас вырӑнне эпӗ унӑн сӑмахӗсенчен мӗне те пулин вӗренме пултаратӑп-и?» Эппин, пире канаш килӗшрӗ-и, килӗшмерӗ-и, пирӗн вӑл мӗнле усӑ панине курма тӑрӑшмалла (Ытар. 15:31).
КАНАШ ПАРАССА АН КӖТӖР — ХӐВӐР ЫЙТӐР
15. Мӗншӗн пирӗн хамӑрӑн ыттисенчен канаш ыйтмалла?
15 Библи пире ыттисенчен канаш ыйтма хавхалантарать. Ытарӑшсем 13:10-мӗшӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Пӗр-пӗринпе канашлакансем хушшинче... ӑслӑлӑх». Мӗнле тӗрӗс каланӑ! Кам та пулин пире канаш парасса кӗтсе лариччен, хӑш енчен лайӑхланмаллине пирӗн хамӑрӑн ыйтса пӑхмалла. Ҫакӑ пире тӗрӗс йышӑнусем тума вӗренме пулӑшӗ. Ҫавӑнпа ыттисенчен канаш ыйтма хӑраса ан тӑрӑр.
Мӗншӗн ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван аслӑрах тӑванран канаш ыйтас тенӗ? (16-мӗш абзаца пӑхӑр)
16. Хӑҫан ыттисенчен канаш ыйтма пулать?
16 Хӑҫан ыттисенчен канаш ыйтма пулать? Айтӑр тӗслӗхшӗн темиҫе лару-тӑрӑва пӑхса тухар. 1) Хыпарҫӑ ҫынпа Библи вӗренме опытлӑ тӑвана чӗнет, кайран вара унран хӑйӗн хӑш енчен лайӑхланмаллине ыйтса пӗлет. 2) Качча кайман хӗрарӑм тӑван ҫӗнӗ тумтир илес умӗн опытлӑрах хӗрарӑм тӑванран вӑл ҫак тумтир пирки мӗн шутланине ыйтса пӗлет. 3) Арҫын тӑванӑн пӗрремӗш хут доклад тумалла. Вӑл опытлӑ арҫын тӑвана хӑйӗн докладне итлесе пӑхма тата мӗн-мӗн лайӑхлатмаллине калама ыйтать. Нумай ҫул хушши доклад тухса калакан арҫын тӑвансем те опытлӑ докладчиксенчен канаш ыйтни чармасть.
17. Мӗншӗн канаша итлемелле?
17 Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иегова хӑйӗн пӗтӗм халӑхне те, кашни христианина уйрӑммӑн та канаш парать. Пулас эрнесенче е уйӑхсенче эпир мӗнле те пулин канаш илтӗпӗрех. Вара айтӑр ҫак статьяра каланӑ пек тума тӑрӑшар: хамӑра кӗҫӗне хурар, канаша мӗнле пани ҫинчен мар, канаш ҫинчен шухӑшлар тата лайӑхланса пыма тӑрӑшар. Пӗр ҫын та тӳрех ӑслӑ-тӑнлӑ пулса тӑмасть, ҫавӑнпа та Иегова пире ҫапла чӗнсе калать: «Ӳлӗмрен ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесессӗн, канаш панине итле, питленине хапӑл пул» (Ытар. 19:20).
124-МӖШ ЮРӐ Чунтан парӑнса пурӑнатпӑр
a Библире нумай усӑллӑ канаш пур. Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫав канашсене тытса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗр чухне канаша йышӑнма йывӑр пулма пултарать. Мӗншӗн-ши? Хамӑра панӑ канашсем ҫине тӗрӗс пӑхма мӗн пулӑшать?
b Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
c 1984 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине» пӑхӑр, 21—28 страницӑсем (акӑлч.).
d Тепӗр статьяран эпир ҫынна канаша итлеме ҫӑмӑл пултӑр тесен мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.