29-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
87-МӖШ ЮРӐ Кил те хавхалану ил!
Канаш мӗнле памалла?
«Сана кӑтартса пырӑп [«канаш парӑп», ҪТ], Манӑн куҫӑм сан ҫинче пулӗ» (ПС. 31:8).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Лайӑх канаш мӗнле памалла?
1. Камӑн канаш памалла? Ӑнлантарса парӑр.
СИРЕ канашсем пама килӗшет-и? Хӑш-пӗрисене ҫакна тума килӗшет, теприсене вара ыттисене канаш пама йывӑр. Кирек мӗнле пулсан та, пирӗн пурин те хутран-ситрен ыттисене канаш памалла — ку пирӗн тивӗҫ. Мӗншӗн? Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ тенӗ (Иоанн 13:35). Юрату кӑтартмалли пӗр май вӑл — хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвана вӑхӑтра кирлӗ канаш парасси. Библире каланӑ тӑрӑх, ыттисене «чун-чӗререн канаш» панипе эпир хамӑрпа вӗсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплететпӗр (Ытар. 27:9).
2. Старейшинӑсен мӗн тума пӗлмелле тата мӗншӗн? (Ҫавӑн пекех «Эрне варринче иртекен тӗлпулусенчи канашсем» ятлӑ рамкӑна та пӑхӑр.)
2 Уйрӑмах старейшинӑсен канаш пама пӗлмелле. Иеговӑпа Иисус вӗсене пухушӑн тӑрӑшма суйласа лартнӑ (1 Пётр 5:2, 3). Вӗсем мӗнле тӑрӑшаҫҫӗ? Сӑмах тухса каланӑ чухне вӗсем Библи тӑрӑх вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем пухури тӑвансене уйрӑммӑн канаш параҫҫӗ. Пухӑва ҫӳреме пӑрахнисене вӗсем каялла таврӑнма пулӑшаҫҫӗ. Старейшинӑсене тата пире пурне те лайӑх канашсем пама мӗн пулӑшӗ?
3. a) Эпир лайӑх канашсем пама мӗнле вӗренме пултаратпӑр? (Исаия 9:6; ҫавӑн пекех «Канаш панӑ чухне Иисусран тӗслӗх илӗр» ятлӑ рамкӑна та пӑхӑр). ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
3 Библире эпир лайӑх канашсем панӑ ҫынсем ҫинчен вулама пултаратпӑр. Вӗсенчен канаш мӗнле памаллине вӗренме пулать. Иисус чи лайӑх канашсем панӑ. Ун пирки «Канашҫӑ» тенӗ. (Исаия 9:6 вуласа парӑр.) Ҫак статьяра эпир пирӗнтен канаш ыйтнӑ чухне тата пирӗнтен канаш ыйтман чухне, ҫав вӑхӑтрах канаш памалла чухне, пирӗн мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех эпир мӗншӗн канаша кирлӗ вӑхӑтра тата майне пӗлсе памаллине сӳтсе явӑпӑр.
ПИРӖНТЕН КАНАШ ЫЙТНӐ ЧУХНЕ
4, 5. Пирӗнтен кам та пулин канаш ыйтать пулсан, пирӗн малтан хамӑра мӗнле ыйту памалла? Тӗслӗх илсе парӑр.
4 Пирӗнтен кам та пулин канаш ыйтать пулсан, чи малтан пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Паллах ӗнтӗ, пире хамӑра ыттисем шанни килӗшет тата эпир тӳрех пулӑшасшӑн пулӑпӑр. Анчах малтан пирӗн хамӑра ҫакӑн пек ыйту памалла: «Лайӑх канаш пама манӑн ҫителӗклӗ пӗлӳ пур-и?» Хӑш-пӗр чухне канаш парас вырӑнне ҫынна унӑн ыйтӑвне лайӑх татса пама пӗлекен ҫын патне яни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.
5 Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, сирӗн ҫывӑх тус йывӑр чирпе чирлесе ӳкрӗ. Вӑл темиҫе сипленмелли меслет пирки тӗпчесе пӑхрӑм тесе калать те сирӗнтен хӑшне суйласа илмелле-ши тесе ыйтать. Сире ҫав меслетсенчен пӗри питӗ килӗшет, анчах та эсир ҫав чире сиплеме тухтӑр та мар, сирӗн медицина пӗлӗвӗ те ҫук. Ҫавӑн пек чухне хӑвӑн тусна пулӑшмалли чи лайӑх май вӑл — ӑна унӑн чирне сиплеме пӗлекен тухтӑра тупма пулӑшасси.
6. Канаш парас умӗн мӗн тусан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ?
6 Хӑш-пӗр чухне эпир ыйтӑва мӗнле татса памаллине пӗлетпӗр тесе, ҫавӑнпа та лайӑх канаш пама пултаратпӑр тесе шутлатпӑр. Ҫавӑн пек чухне те пирӗн васкамалла мар. Мӗншӗн? Ытарӑшсем 15:28-мӗшӗнче [ҪТ] ҫапла каланӑ: «Тӳрӗ ҫын чӗри мӗнле хуравламалли ҫинчен тӗплӗн шухӑшлать». Ҫавӑнпа та эпир, мӗн каламаллине пӗлсен те, ҫав-ҫавах тӗпчетпӗр, кӗлтӑватпӑр тата мӗнле канаш памалли пирки тӗплӗн шухӑшлатпӑр пулсан, ҫакӑ пирӗншӗн лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Вара пирӗн канаш Иеговӑн шухӑшӗсемпе ытларах килӗшсе тӑрӗ. Ҫакна Нафан пророкпа пулса иртнӗ пӗр ӗҫ кӑтартса парать.
7. Нафанӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
7 Давид патша Иегова валли храм туса лартасшӑн пулни пирки Нафан пророка каласа панӑ. Нафан тӳрех ӑна «чӗрӳ мӗн шухӑшланине ту» тенӗ. Анчах та ҫакӑ Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑман. Ҫавӑнпа та Нафанӑн канаш парас умӗн Иеговӑн шухӑшне пӗлмелле пулнӑ (1 Ҫул. 17:1—4). Ҫак тӗслӗх ҫакна кӑтартса парать: пирӗнтен ыттисем канаш ыйтнӑ чухне пирӗн «сӑмах калама... васкамалла мар» (Иак. 1:19).
8. Мӗншӗн пирӗн канаш парас умӗн тӗплӗн шухӑшламалла?
8 Канаш парас умӗн тӗплӗн шухӑшлама кирлине кӑтартакан тепӗр сӑлтава пӑхса тухар. Калӑпӑр, ҫын пирӗн канаша итлерӗ те йышӑну турӗ, ҫав йышӑну вара япӑххи патне илсе ҫитерчӗ. Ҫавӑн пек чухне эпир те хӑш-пӗр енчен айӑплӑ пулӑпӑр. Ҫавӑнпа та канаш парас умӗн тӗплӗн шухӑшлани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ.
ПИРӖНТЕН КАНАШ ЫЙТМАН ЧУХНЕ
9. Старейшинӑсен ҫынна канаш парас умӗн мӗн пӗлмелле? (Галати 6:1).
9 Хӑш-пӗр чухне старейшинӑсен «тӗрӗс мар утӑм» тунӑ тӑвана канаш памалла. (Галати 6:1 вуласа парӑр.) Тен, ҫавӑн пек христианин хӑйне тӗрӗс мар тытать, ҫакӑ вара йывӑр ҫылӑх патне илсе ҫитерме пултарать. Старейшинӑсен тӗллевӗ — ӑна ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫул ҫинче тӑрса юлма пулӑшасси (Иак. 5:19, 20). Анчах вӗсен ҫынна канаш парас умӗн вӑл чӑннипех те тӗрӗс мар утӑм тунипе туманнине пӗлмелле. Вӗсен ҫакна асра тытмалла: вӗсем ҫын мӗн тума шутласа хунипе килӗшмесен те, ҫакӑ вӑл Иеговӑна килӗшмен ӗҫсем тӑвать тенине пӗлтермест (Рим 14:1—4). Анчах та пухури тӑван хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене пӑсма пултаракан ӗҫсем тӑвать пулсан, старейшинӑсем ӑна канаш парас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?
10—12. Старейшинӑн хӑйӗнчен канаш ыйтман ҫынна канаш панӑ чухне мӗн тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр. (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
10 Старейшинӑсене хӑйсенчен канаш ыйтман ҫынна канаш пама йывӑр пулма пултарать. Мӗншӗн? Павел апостол каланӑ тӑрӑх, ҫавӑн пек христианин хӑй тӗрӗс мар утӑм тунине ӑнланмасан та пултарать. Ҫавӑнпа та ҫынна канаша йышӑнма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесен старейшинӑсен хӑш-пӗр япаласене тумалла.
11 Ҫынна кӗтмен чухне канаш парасси вӑл хытӑ ҫӗр ҫинче мӗн те пулин пӑхса ӳстерессипе пӗрех. Айтӑр ҫӗр ӗҫченӗ мӗн тунине пӑхса тухар. Ҫӗре вӑрлӑх акма хатӗрлес тесе вӑл малтан ӑна кӑпкалатать. Унтан вӑрлӑх акать. Юлашкинчен вара шӑварать. Старейшинӑн та ҫак утӑмсенех тумалла. Чи малтан вӑл ҫӗре хатӗрлет теме пулать. Сӑмахран, старейшина майлӑ вӑхӑтра арҫын тӑвана манӑн санпа пӗр япала ҫинчен калаҫса илес килет тесе калать. Ҫав вӑхӑтрах вӑл унпа хӑйне ыррӑн тытать. Старейшинӑна тимлӗ те юратакан ҫын пек пӗлеҫҫӗ пулсан, унран канаш йышӑнма ҫӑмӑлтарах пулать.
12 Арҫын тӑванпа тӗл пулсан, старейшина ҫӗре малалла кӑпкалатать. Сӑмахран, вӑл эпир пурте хутран-ситрен йӑнӑшсем тӑватпӑр, ҫавӑнпа пире пурне те канаш кирлӗ теме пултарать (Рим 3:23). Старейшина арҫын тӑванпа лӑпкӑн та хисеплӗн калаҫса Библи тӑрӑх вӑл мӗнле тӗрӗс мар утӑм тунине кӑтартса парать. Арҫын тӑван хӑй йӑнӑш тунине ӑнланса илсен, старейшина «вӑрлӑх акать» — вӑл арҫын тӑвана унӑн мӗнле улшӑнусем тумаллине ӑнлантарса парать. Юлашкинчен старейшина «вӑрлӑха шӑварать» — вӑл арҫын тӑвана чун-чӗререн мухтаса илет те унпа пӗрле кӗлтӑвать (Иак. 5:15).
Старейшинӑсем юрату кӑтартма тата канаш ыйтман ҫынна канаша йышӑнма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ (10—12 абзацсене пӑхӑр)
13. Старейшинӑсем хӑйсем панӑ канаша ҫын тӗрӗс ӑнланнине пӗлес тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?
13 Хӑш-пӗр чухне ҫын хӑйне панӑ канаша тӗрӗс мар ӑнланма пултарать. Старейшинӑсем хӑйсем панӑ канаша ҫын тӗрӗс ӑнланнине пӗлес тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? Вӗсем майне пӗлсе ыйтусем пама пултараҫҫӗ (Еккл. 12:11). Ҫын мӗнле хуравланинчен вӑл канаша ӑнланнипе ӑнланманни тата мӗнле улшӑнусем тумаллине пӗлнипе пӗлменни курӑнӗ.
КАНАША КИРЛӖ ВӐХӐТРА ТАТА МАЙНЕ ПӖЛСЕ ПАМАЛЛА
14. Тарӑхнӑ чухне пирӗн канаш памалла-и? Ӑнлантарса парӑр.
14 Пирӗн пурин те ҫитменлӗхсем пур, ҫавӑнпа эпир хӑш-пӗр чухне ыттисене кӳрентерекен сӑмахсем калама е ӗҫсем тума пултаратпӑр (Кол. 3:13). Библире каланӑ тӑрӑх, эпир хӑш-пӗр чухне пӗрне-пӗрне тарӑхтарма та пултаратпӑр (Эф. 4:26). Анчах та пирӗн тарӑхнӑ чухне канаш памалла мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен «тарӑхнӑ ҫын Турӑ умӗнче мӗн тӳрӗ, ҫавна тӑваймасть» (Иак. 1:20). Тарӑхнӑ чухне панӑ канаш усӑ париччен сиен кӳрӗ. Ҫакӑ пирӗн хамӑра тарӑхтарнӑ ҫынна хамӑр шухӑшсемпе туйӑмсене нихӑҫан та каласа памалла маррине пӗлтерет-и? Ҫук, пӗлтермест. Малтан пирӗн, ҫынна мӗн те пулин каличчен, лӑпланмалла. Ҫак тӗлӗшрен эпир Иова лайӑх канаш панӑ Елиуйран тӗслӗх илме пултаратпӑр.
15. Эпир Елиуйӑн тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренетпӗр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
15 Елиуй темиҫе кун хушши Иов хӑйне айӑплакансене мӗн каланине итленӗ. Вӑл Иова хӗрхеннӗ. Анчах та Иов хӑй айӑпсӑр пулнине кӑтартас тесе Турӑ ҫинчен тӗрӗс маррине каланӑ чухне Елиуй тарӑхса кайнӑ. Ҫав-ҫавах Елиуй калаҫӑва хутшӑнман. Калаҫма черет ҫитсен, вӑл Иовпа лӑпкӑн та хисеплӗн калаҫнӑ. Ҫавна пула вӑл Иова лайӑх канаш пама пултарнӑ (Иов 32:2; 33:1—7). Елиуйӑн тӗслӗхӗ пире пӗр кирлӗ чӑнлӑха вӗрентет: канаша пирӗн кирлӗ вӑхӑтра тата майне пӗлсе — юратса тата хисеплесе — памалла (Еккл. 3:1, 7).
Елиуй тарӑхнӑ чухне Иова канаш паман. Лӑплансан, вӑл Иовпа лӑпкӑн та хисеплӗн калаҫма пултарнӑ (15-мӗш абзаца пӑхӑр)
КАНАШ ПАМА ТАТА КАНАША ЙЫШӐНМА ХАТӖР ПУЛӐР
16. Псалом 31:8-мӗшӗнчи сӑмахсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ?
16 Ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗркинче эпир Иегова мӗн тума сӑмах пани ҫинчен вулатпӑр: «Сана кӑтартса пырӑп [«канаш парӑп», ҪТ], Манӑн куҫӑм сан ҫинче пулӗ». (Псалом 31:8 вуласа парӑр.) Ҫак сӑмахсем Иегова пире яланах вӗрентсе тӑрасси пирки шантараҫҫӗ. Вӑл канашсем парать кӑна мар, вӗсене тытса тӑма та пулӑшать. Ҫакӑ пирӗншӗн чаплӑ тӗслӗх! Ҫынна канаш памалла пулсан, айтӑр Иеговӑран тӗслӗх илсе ӑна хавхалантарса тӑрар тата тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшса тӑрар.
17. Библи тӑрӑх канаш паракан старейшинӑсене мӗнпе танлаштарнӑ тата мӗншӗн? (Исаия 32:1, 2).
17 Хальхи вӑхӑтра нихҫанхинчен те ытларах лайӑх канашсем кирлӗ (2 Тим. 3:1). Библире старейшинӑсем пирки вӗсем «пушхирти ҫӑлкуҫӗ пек» тенӗ. (Исаия 32:1, 2 вуласа парӑр.) Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсем Библи тӑрӑх панӑ канашсем пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӑй параҫҫӗ. Туссем пире хамӑра кирлӗ канашсем пама хӑраманшӑн эпир вӗсене питӗ пархатарлӑ. Вӗсен сӑмахӗсем «кӗмӗл савӑтри ылтӑн улма пек» (Ытар. 25:11). Апла пулсан, айтӑр пурте лайӑх канашсем пама тата лайӑх канашсене йышӑнма вӗренер!
109-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне чунтан юратса пурӑнар