16-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
64-МӖШ ЮРӐ Вырмана савӑнса хутшӑнатпӑр
Ырӑ хыпар сарас ӗҫре ытларах савӑнӑҫ илес тесен мӗн тумалла?
«Ҫӳлхуҫашӑн савӑнса ӗҫлесе тӑрӑр» (ПС. 99:2).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫре ытларах савӑнӑҫ илме пулӑшакан канашсене сӳтсе явӑпӑр.
1. Мӗншӗн хӑш-пӗрисене ырӑ хыпар сарма килӗшсех каймасть? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
ИЕГОВӐН ӗҫлекенӗсем хӑйсен ҫӳлти Ашшӗне юратаҫҫӗ тата ыттисене те ун ҫинчен каласа парасшӑн. Хыпарҫӑсенчен нумайӑшне ырӑ хыпар сарма питӗ килӗшет. Теприсене вара ҫак ӗҫ ытлах савӑнтармасть. Мӗншӗн? Хӑш-пӗрисем питӗ вӑтанчӑк тата ҫынсене лайӑх вӗрентейместпӗр теҫҫӗ. Теприсене ют ҫын патне хӑйсене чӗнмесӗр пыма аван мар. Тата хӑш-пӗрисем хӑйсене итлемесрен тата вӑрҫса пӑрахасран хӑраҫҫӗ. Калаҫнӑ чухне тавлашу сиксе тухма пултарать тесе пӑшӑрханакансем те пур. Ҫак тӑвансем пурте Иеговӑна хытӑ юратаҫҫӗ пулин те, вӗсене палламан ҫынсемпе Библи ҫинчен калаҫу пуҫарса яма йывӑр. Ҫавах та ҫав тӑвансем ҫак ӗҫе туни мӗн тери кирлӗ пулнине ӑнланаҫҫӗ, ҫавӑнпа тӑтӑшах ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Иегова вӗсемпе питӗ мухтанать.
Сире ырӑ хыпар сарма килӗшет-и? (1-мӗш абзаца пӑхӑр)
2. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ хальлӗхе савӑнӑҫ кӳмест пулсан мӗншӗн кулянмалла мар?
2 Ҫак сӑлтавсене пулах, тен, сире те ырӑ хыпар сарни савӑнӑҫ памасть. Ҫапла пулсан, ан кулянӑр. Эсир хӑвӑр лайӑх вӗрентме пултарни пирки иккӗленетӗр пулсан, апла эсир хӑвӑра кӗҫӗне хуракан, тавлашма тата хӑвӑр ҫине ытлашши тимлеттерме юратман ҫын пулӗ. Паллах, вӑрҫни тата итлеменни, уйрӑмах лайӑххи ҫинчен каласшӑн пулнӑ чухне, никама та килӗшмест. Ҫӳлти Аҫӑр эсир мӗнле йывӑрлӑхсем тӳснине курать тата сире пулӑшма сӑмах парать (Ис. 41:13). Ҫак статьяра эпир япӑх туйӑмсене пӗтерме тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе юратма пулӑшакан пилӗк канаша пӑхса тухӑпӑр.
ТУРӐ СӐМАХӖНЧЕН ВӐЙ ИЛӖР
3. Иеремийӑна Иеговӑн хыпарне пӗлтерме мӗн пулӑшнӑ?
3 Ӗлӗк-авал та Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫӑмӑл мар ӗҫсем шанса панӑ. Хӑйсене Турӑ сӑмахӗсем вӑй кӗртнине пула вӗсем ҫав ӗҫсене туса ҫитерме пултарнӑ. Тӗслӗхрен, Иеремия пророка илер. Иегова ӑна хӑйӗн хыпарне пӗлтерме хушсан, вӑл пӑшӑрханса ӳкнӗ. Иеремия: «Эпӗ калаҫма та пӗлейместӗп, эпӗ ҫамрӑк-ха», — тенӗ (Иер. 1:6). Ӑна мӗн хӑюлӑх кӗртнӗ? Туррӑн сӑмахӗ. Иеремия ун пирки ҫапла каланӑ: «Шӑммӑмсем тӑрӑх ҫулӑм чупать пек, чарас тесе тӑрӑшрӑм, халтан кайрӑм» (Иер. 20:8, 9). Иеремийӑн хӑйне хирӗҫ тӑракан, итлесшӗн пулман ҫынсене хыпар калама тивнӗ пулин те, Иегова шанса панӑ хыпар ӑна вӑй кӗртнӗ тата хӑюллӑ тунӑ.
4. Турӑ Сӑмахне вулани тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет? (Колоссӑ 1:9, 10).
4 Турӑ Сӑмахӗнчи хыпар пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене те вӑй парса тӑнӑ. Павел апостол Колоссӑри христиансем патне янӑ ҫырура тӑвансем тӗрӗс пӗлӳ илнине пула «Иеговӑн ӗҫлекенӗсен хӑйсене мӗнле тытмалла», хӑйсене ҫавӑн пек тытса ырӑ ӗҫсем тума пултарӗҫ тенӗ. (Колоссӑ 1:9, 10 вуласа парӑр.) Ҫавӑн пек ырӑ ӗҫсем шутне ырӑ хыпар сарни кӗрет. Турӑ Сӑмахне вуланӑ тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир Иеговӑна хытӑрах ӗненетпӗр тата ҫынсене Патшалӑх ҫинчен калани мӗн тери кирлӗ пулнине тата лайӑхрах ӑнланатпӑр.
5. Библи вулани тата тӗпчени туллин усӑ патӑр тесен мӗн тумалла?
5 Турӑ Сӑмахӗнчен туллин усӑ илес тесен ӑна вуламалла, тӗпчемелле тата мӗн вулани ҫинчен васкамасӑр шухӑшламалла. Вуланӑ чухне ӑнланма йывӑр сӑвӑ йӗркине тӗл пултӑр пулсан, малалла вулама ан васкӑр, чарӑнса тӑрӑр. «Индекс публикаций Сторожевой башни» хатӗрпе е «Иегова Свидетелӗсен тӗпчеме пулӑшакан публикацийӗпе» усӑ курса ҫав сӑвӑ йӗркине мӗнле ӑнлантарса панине шырӑр. Ҫавӑн пек васкамасӑр тӗпченине пула Турӑ Сӑмахӗнче мӗн ҫырни веҫех тӗрӗс пулнине эсир хытӑрах ӗненме пуҫлӑр (1 Фес. 5:21). Ҫавна мӗн чухлӗ хытӑрах ӗненетӗр, ҫавӑн чухлӗ ытларах сирӗн ыттисене Библипе паллаштарас килӗ.
ЫРӐ ХЫПАР САРМАШКӐН ЛАЙӐХ ХАТӖРЛЕНӖР
6. Мӗншӗн ырӑ хыпар сармашкӑн лайӑх хатӗрленмелле?
6 Ырӑ хыпар сармашкӑн лайӑх хатӗрленсен эсир сахалрах хумханатӑр тата ҫынсемпе калаҫма та ҫӑмӑлтарах пулать. Вӗренекенӗсене ырӑ хыпар сарма ярас умӗн Иисус мӗн тумаллине каланӑ (Лука 10:1—11). Вӗсем Иисус вӗрентнӗ пек тунӑ, вара хӑйсене шанса панӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулнӑ тата нумай савӑнӑҫ илнӗ (Лука 10:17).
7. Ырӑ хыпар сармашкӑн мӗнле хатӗрленмелле? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
7 Ырӑ хыпар сарма каймашкӑн мӗнле хатӗрленмелле-ха? Мӗн каламалли ҫинчен тата ҫавна хӑвӑрӑн сӑмахсемпе мӗнле каламалли ҫинчен шухӑшлӑр. Калаҫу хӑш енне ҫаврӑнса кайма пултарасси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫын мӗн калӗ-ши? Эсир вара мӗнле хуравлӑр? Ҫавӑн пек хатӗрленнӗ хыҫҫӑн вара ырӑ хыпар сарнӑ чухне лӑпланма, йӑл кулма тата ырӑ кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшӑр.
Лайӑх хатӗрленӗр (7-мӗш абзаца пӑхӑр)
8. Мӗншӗн Павел апостол христиансене тӑм савӑтсемпе танлаштарнӑ?
8 Павел апостол христиансем патне: «Эпир ҫак мула тӑм савӑтсенче илсе ҫӳретпӗр», — тесе ҫырса янӑ (2 Кор. 4:7). Ҫак мул мӗн вӑл? Ку вӑл — ырӑ хыпар сарас ӗҫ (2 Кор. 4:1). Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлать вӗт. Тӑм савӑтсем вара кама пӗлтереҫҫӗ? Туррӑн ӗҫлекенӗсене. Мӗншӗн Павел ҫавӑн пек танлаштару илсе панӑ? Вӑл пурӑннӑ вӑхӑтра суту-илӳ тӑвакансем хаклӑ йышши таварсене, сӑмахран, апат-ҫимӗҫе, хӗрле эрехе е укҫана, тӑм савӑтсенче турттарнӑ. Эпир те ҫынсене темскер хаклине — Иегова хамӑра шанса панӑ ырӑ хыпара — калатпӑр. Иегова вара пирӗн ҫавна тума вӑй пултӑр тесе тӑрӑшать.
КӖЛӖРЕ ХӐЮЛӐХ ЫЙТӐР
9. Ҫынсемпе калаҫса кайма хӑратпӑр пулсан, мӗн тумалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
9 Хӑш-пӗр чухне эпир ҫынсем пире мӗн те пулин каласран е тӑвасран хӑраса вӗсемпе калаҫса кайма хӑратпӑр. Ҫынран хӑранине ҫӗнтерме мӗн пулӑшӗ? Хӑйсене ырӑ хыпар сарма чарсан апостолсем мӗн пирки кӗлтуни ҫинчен аса илӗр-ха. Вӗсем ырӑ хыпар сарма пӑрахмаллах хӑраса ӳкмен. Ун вырӑнне: «Пире, хӑвӑн чурусене, хӑвӑн сӑмахна хӑюллӑн калама пулӑшсам» — тесе Иеговӑна кӗлтунӑ. Турӑ вӗсен кӗлли ҫине тӳрех хуравланӑ (Ап. ӗҫ. 4:18, 29, 31). Ҫынсенчен хӑрани хӑш-пӗр чухне сире те чарать пулсан, Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Вӑл сире ҫынсене хытӑрах юратма пулӑштӑр тесе кӗлтӑвӑр. Вара эсир хӑрамасӑр ҫынсене ырӑ хыпар калама пултарӑр.
Кӗлӗре хӑюлӑх ыйтӑр (9-мӗш абзаца пӑхӑр)
10. Иегова пире хӑйӗн Свидетелӗсем пулма мӗнле пулӑшать? (Исаия 43:10—12).
10 Иегова пире хӑйӗн Свидетелӗсем пулма суйласа илнӗ. Тата вӑл пире хӑюллӑ пулма пулӑшма сӑмах парать. (Исаия 43:10—12 вуласа парӑр.) Вӑл пире тӗрлӗ майпа пулӑшать. Вӗсенчен тӑваттӑшне пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗнчен, эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне пӗччен мар, пирӗнпе пӗрле Иисус (Матф. 28:18—20). Иккӗмӗшӗнчен, пире пулӑшма Иегова ангелсене ярать (Ӳлӗм. 14:6). Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иегова пире святой сывлӑш парать, вӑл вара хамӑр мӗн пӗлнине аса илтерет (Иоанн 14:25, 26). Тӑваттӑмӗшӗнчен, пирӗн шанчӑклӑ пулӑшакансем, пухури тӑвансем, пур. Иеговӑпа юратакан тӑвансем пулӑшнипе эпир пурне те тума пултаратпӑр.
ҪЫНСЕН ЛАРУ-ТӐРӐВНЕ ШУТА ИЛӖР ТАТА САВӐНӐҪА АН ҪУХАТӐР
11. Участокра сахал ҫынна тӗл пулатпӑр пулсан, мӗн тума пулать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
11 Ырӑ хыпар сарма кайсан килте никама та тытмасан, эсир мӗн туятӑр? Сирӗн ал усӑнмасть-и? Усӑнать пулсан хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Ҫак ҫынсем халӗ ӑҫта-ши? Тен, вӗсем ӗҫре е лавккасем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ?» (Ап. ӗҫ. 16:13). Апла пулсан, урам тӑрӑх хыпар сармалла. Тен, унта нумайрах ҫынна тӗл пулма пулать. Джо́шуа ятлӑ арҫын тӑван ҫапла калать: «Мана суту-илӳ центрӗсенче тата парковкӑсенче ырӑ хыпар сарма килӗшет». Вӑл тата унӑн арӑмӗ Бри́джит участока каҫхине тата вырсарникун кӑнтӑрла кайма тӑрӑшаҫҫӗ. Ун чухне ытларах ҫынна килте тытма пулать (Эф. 5:15, 16).
Ҫынсен лару-тӑрӑвне шута илӗр: ҫынсем участокра ҫук пулсан, вӗсем йышлӑ ҫӳрекен вырӑна кайӑр (11-мӗш абзаца пӑхӑр)
12. Ҫынсем интересленсех каймаҫҫӗ пулсан, мӗн тума пулать?
12 Ҫынсем интересленсех каймаҫҫӗ пулсан, вӗсем мӗне ӗненнине тата вӗсене мӗн пӑшӑрхантарнине ӑнланма тӑрӑшӑр. Джошуапа Бриджит калаҫу пуҫарса ярас тесе буклетӑн пӗрремӗш страницинчи ыйтупа усӑ кураҫҫӗ. Сӑмахран, «Библи сирӗншӗн мӗнле кӗнеке?» буклетпа усӑ курса вӗсем ҫапла калаҫҫӗ: «Хӑш-пӗрисем Библи Турӑ панӑ кӗнеке тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем вара ҫакӑн пирки иккӗленеҫҫӗ. Эсир вара мӗн шутлатӑр?» Ҫапла тунине пула час-часах лайӑх калаҫусем пулаҫҫӗ.
13. Ҫынсем пире итлемесен те мӗншӗн эпир савӑнӑҫа ҫухатмастпӑр? (Ытарӑшсем 27:11).
13 Ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑнӑҫлӑ пуласси пире итленинчен е итлеменнинчен килмест. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен чи кирли вӑл — эпир Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ хамӑртан мӗн кӗтнине тӑватпӑр: эпир ырӑ хыпар калатпӑр (Ап. ӗҫ. 10:42). Никампа та калаҫма май килмесен те эпир савӑнӑҫа ҫухатмастпӑр, мӗншӗн тесен пирӗн ҫӳлти Аттемӗр хамӑра ырланине пӗлсе тӑратпӑр. (Ытарӑшсем 27:11 вуласа парӑр.)
14. Чӑнлӑхпа интересленекен ҫынна хамӑр мар, урӑххи тупать пулсан, мӗншӗн пирӗн савӑнмалла?
14 Чӑнлӑхпа интересленекен ҫынна хамӑр мар, урӑх ҫын тупать пулсан, мӗншӗн пирӗн ун чухне те савӑнмалла? Пӗр «Хурал башнинче» пирӗн ӗҫе ҫухалнӑ ачана шыранипе танлаштарнӑччӗ. Ачана нумай ҫын шырать, вӗсем пӗр район хыҫҫӑн тепӗр района тӗрӗслесе тухаҫҫӗ. Юлашкинчен, ачана пӗр ҫын кӑна тупсан та, пурте савӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, вӗренекене хатӗрлесси те — ушкӑнпа тумалли ӗҫ. Пухури кашни хыпарҫӑ вӑй хуни кирлӗ. Пухури хыпарҫӑсем пурте ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Кайран вара, пухӑва ҫӗнӗ ҫын килсен, пурте савӑнаҫҫӗ.
ИЕГОВӐНА ТАТА ҪЫНСЕНЕ ЮРАТӐР
15. Матфей 22:37—39 сӑвӑ йӗркисенчи принцип ырӑ хыпар сарас ӗҫре ытларах савӑнӑҫ тупма мӗнле пулӑшать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
15 Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынсене юрататпӑр пулсан, ырӑ хыпар сарас ӗҫ пире ытларах савӑнӑҫ парӗ. (Матфей 22:37—39 вуласа парӑр.) Эпир ырӑ хыпар сарнине курсан Иегова мӗн тери хытӑ савӑннине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха! Ҫынсем Библи вӗренме пуҫласан мӗн чухлӗ савӑнӑҫ илме пултарни ҫинчен те шутласа пӑхӑр. Тата пире итлекен ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарни ҫинчен те хӑвӑра аса илтерсе тӑрӑр (Иоанн 6:40; 1 Тим. 4:16).
Иеговӑна тата ҫынсене юратсан ырӑ хыпар сарас ӗҫ пире ытларах савӑнӑҫ парӗ (15-мӗш абзаца пӑхӑр)
16. Килтен тухаймасан та, ырӑ хыпар сарас ӗҫ савӑнӑҫ патӑр тесен мӗн тумалла? Тӗслӗхсем илсе парӑр.
16 Тен, мӗнле те пулин сӑлтава пула эсир халӗ килтен тухаймастӑр. Ҫапла пулсан, эсир ҫав-ҫавах Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынсене юратнине кӑтартма пултаратӑр. COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче Самвелпа Данийӑн килте ларма тивнӗ. Ҫав йывӑр вӑхӑтра вӗсем тӑтӑшах телефонпа, ҫыру ҫырса хыпар каланӑ тата зум урлӑ ҫынсемпе Библи вӗреннӗ. Самве́л хӑй рак чирӗпе сипленнӗ больницӑра тӗл пулакан ҫынсемпе пуринпе те калаҫнӑ. Вӑл калать: «Йывӑрлӑхсем пире ытлашши ан пӑшӑрхантарччӑр тесен, халран ан яччӑр тесен тата пирӗн ӗненӗве ан хавшатчӑр тесен, пирӗн Иеговӑн ӗҫӗнче савӑнӑҫ тупмалла». Вӗсем ҫине тепӗр йывӑрлӑх йӑтӑнса аннӑ. Да́ния ӳкнӗ те виҫӗ уйӑх вырӑнпах выртнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн ҫур ҫул хушши инвалид креслипе куҫса ҫӳреме тивнӗ. Дания калать: «Хам лару-тӑрура мӗн тума пултарнине тума шут тытрӑм. Эпӗ хамӑра килсе пӑхакан медсестрана тата лавккара туяннӑ япаласене киле килсе паракан ҫынсене ырӑ хыпар калаттӑм. Тата медицина фирминче ӗҫлекен пӗр хӗрарӑмпа телефонпа лайӑх калаҫусем пулчӗҫ». Самвелпа Дания Иеговӑшӑн унччен тунӑ чухлӗ тӑвайман. Ҫавӑнпа вӗсем хӑйсенчен мӗн килнине тунӑ, ҫакӑ вара вӗсене савӑнӑҫ панӑ.
17. Ҫак статьяри канашсем ытларах усӑ паччӑр тесен мӗн тумалла?
17 Ҫак статьяра асӑннӑ канашсене пурне те итлесен эпир туллин усӑ илӗпӗр. Ҫакна рецепт тӑрӑх апат пӗҫернипе танлаштарма пулать. Тутлӑ апат хатӗрлес тесен пур ингредиента та ямалла. Ҫак статьяри пур канашпа та усӑ курсан пире япӑх туйӑмсемпе кӗрешме ҫӑмӑлтарах пулӗ тата эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫре те ытларах савӑнӑҫ илӗпӗр.
ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪРЕ ЫТЛАРАХ САВӐНӐҪ ИЛЕС ТЕСЕН МӖНШӖН...
лайӑх хатӗрленмелле?
кӗлӗре хӑюлӑх ыйтмалла?
Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынсене юратмалла?
80-МӖШ ЮРӐ Тутанса пӑхӑр, Иегова епле ыррине курӑр!