5-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
108-МӖШ ЮРӐ Турӑ чунтан парӑнса юратать
Иегова хамӑра юратнине пула пирӗн мӗнле пиллӗхсем пур?
«Христос Иисус тӗнчене ҫылӑхлӑ ҫынсене ҫӑлма килнӗ» (1 ТИМ. 1:15).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР
Тӳлесе илме панӑ парнене пула пирӗн мӗнле пиллӗхсем пур тата Иеговӑна пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
1. Эпир Иеговӑна мӗнле савӑнтарма пултаратпӑр?
КАЛӐПӐР, эсир ҫывӑх туса хитре те усӑллӑ парне парнелерӗр. Вӑл вара ӑна шкафа пытарса хурса ун ҫинчен манса та каять. Ҫакӑ сире кӳрентерӗ пулӗ. Анчах та эсир тус ҫав парнешӗн пархатарлӑ пулнине тата унпа усӑ курнине курсан, паллах, савӑнатӑр. Ҫак тӗслӗх мӗн кӑтартса парать? Иегова та пире парне парнеленӗ — хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн панӑ. Эпир ҫав парнешӗн тата Иеговӑн юратӑвӗшӗн пархатарлӑ пулни ӑна ҫав тери савӑнтарать (Иоанн 3:16; Рим 5:7, 8).
2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
2 Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпир тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулма пӑрахма пултаратпӑр. Ҫакӑ Турӑ панӑ хаклӑ парнене шкафа пытарса хунӑпа пӗрех. Малтан эпир ҫав парнешӗн питӗ савӑннӑ, кайран вара ун ҫинчен манса та кайнӑ. Пархатарлӑ пулма пӑрахас мар тесен мӗн тумалла? Пирӗн Турӑпа Христос хамӑршӑн мӗн туни ҫинчен хамӑра яланах аса илтерсе тӑмалла. Ҫакна тума пире ҫак статья пулӑшӗ. Эпир Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парнине пула пирӗн халех мӗнле пиллӗхсем пулнине тата пуласлӑхра мӗнле пиллӗхсем пулассине сӳтсе явӑпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир Иеговӑна унӑн юратӑвӗшӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмаллине, ҫавна уйрӑмах Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче мӗнле тумаллине, пӑхса тухӑпӑр.
ПИРӖН ХАЛЕХ МӖНЛЕ ПИЛЛӖХСЕМ ПУР?
3. Тӳлесе илме панӑ парне пире халех мӗнле усӑ парать?
3 Тӳлесе илме панӑ парне пире халех нумай усӑ парать. Сӑмахран, ҫав парнене пула Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарать. Вӑл ҫавна тумасан та пултарать, анчах унӑн пире питӗ каҫарас килет. Пархатарлӑ пулнӑран псалом юрлакан ҫапла юрланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ... ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ [«каҫарма хатӗр», ҪТ]» (Пс. 85:5; 102:3, 10—13).
4. Иегова тӳлесе илме панӑ парнене камшӑн панӑ? (Лука 5:32; 1 Тимофей 1:15).
4 Хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем пирки Иегова каҫарнине тивӗҫлӗ мар тесе шутлаҫҫӗ. Чӑннипе каласан, ҫавна пӗр ҫын та тивӗҫлӗ мар. Павел апостол хӑй «апостол ятне илме... тивӗҫлӗ мар» пулнине ӑнланнӑ. Апла пулин те вӑл: «Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула манӑн халӗ ҫакӑн пек тивӗҫ пур», — тенӗ (1 Кор. 15:9, 10). Хамӑр ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнсен Иегова пире каҫарать. Мӗншӗн? Вӑл ҫакна эпир тивӗҫлӗ пулнӑран мар, пире юратнӑран тӑвать. Эсир хӑвӑра ниме тӑман ҫын пек туятӑр пулсан, ҫакна асра тытӑр: каҫарттаракан парнене Иегова ҫылӑхсӑр ҫынсемшӗн мар, ӳкӗнекен ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн панӑ. (Лука 5:32; 1 Тимофей 1:15 вуласа парӑр.)
5. Иеговӑн пире каҫармаллах-и? Ӑнлантарса парӑр.
5 Пирӗнтен никамӑн та: «Иеговӑн мана каҫармаллах, эпӗ уншӑн нумай ҫул ӗҫлетӗп вӗт», — тесе шутламалла мар. Паллах, Иегова эпир уншӑн мӗн-мӗн тунине веҫех хаклать (Евр. 6:10). Анчах та тӳлесе илме панӑ парне Иегова пире хӑйӗншӗн ӗҫленӗшӗн тӳленӗ хак мар, вӑл — уҫӑ кӑмӑлпа панӑ парне. Ҫавӑнпа та хамӑр Иеговӑшӑн нумай ӗҫленине пула унӑн пире каҫармаллах тени тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Ҫакӑ пире каҫарттаракан парне кирлӗ мар тесе тата Иисус ахалех вилнӗ тесе шутланине кӑтартнӑ пулӗччӗ. (Галати 2:21 танлаштарӑр.)
6. Мӗншӗн Павел Иеговӑшӑн ҫав тери нумай ӗҫленӗ?
6 Павел Турӑшӑн нумай ӗҫленӗ, ҫапах та вӑл Иегова ӑна каҫарасси ҫакӑнтан килменнине ӑнланнӑ. Мӗншӗн-ха вара вӑл Турӑшӑн ҫав тери нумай ӗҫленӗ? Вӑл Иеговӑна хӑй каҫарассине тивӗҫлӗ пулнине кӑтартас тесе мар, хӑй мӗн тери пархатарлӑ пулнине кӑтартас тесе нумай ӗҫленӗ (Эф. 3:7). Эпир те Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлетпӗр тата ҫавна унран мӗн те пулин илессишӗн мар, вӑл пире хӗрхеннӗшӗн пархатарлӑ пулнӑран тӑватпӑр.
7. Тӳлесе илме панӑ парне пире халех тата мӗнле усӑ парать? (Рим 5:1; Иаков 2:23).
7 Тӳлесе илме панӑ парнене пула пирӗн халех Иеговӑпа хамӑр хушӑра ҫывӑх хутшӑнусем пулма пултараҫҫӗa. Унчченхи статьяра каланӑ пек, ҫуралнӑ чухне эпир Туррӑн тусӗсем пулса ҫуралмастпӑр, мӗншӗн тесен эпир ҫылӑхлӑ. Анчах та тӳлесе илме панӑ парне пире «Турӑпа мирлӗ» пулма тата унпа ҫывӑхланса пыма май парать. (Рим 5:1; Иаков 2:23 вуласа парӑр.)
8. Иеговӑна кӗлтума май пуррине мӗншӗн хакламалла?
8 Иеговӑн тусӗсен чаплӑ майсенчен пӗри вӑл — кӗлтуни. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем пӗрле пухӑнса кӗлтунине кӑна мар, кашни уйрӑммӑн кӗлтунине те итлет. Кӗлтусан эпир канӑҫлӑх туйса илме пултаратпӑр. Анчах та эпир ҫавӑншӑн ҫеҫ кӗлтумастпӑр. Турӑпа калаҫнӑ чухне эпир унпа ҫывӑхланатпӑр (Пс. 64:3; Иак. 4:8; 1 Иоанн 5:14). Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне час-часах кӗлтунӑ. Вӑл хӑйне Иегова итленине тата кӗлӗсем хӑйӗнпе ун хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетнине пӗлнӗ (Лука 5:16). Христосӑн каҫарттаракан парнине пула эпир те Иеговӑн тусӗсем пулма тата унпа калаҫма пултаратпӑр. Эпир ҫакна питӗ хаклатпӑр!
ПУЛАСЛӐХРА ПИРӖН МӖНЛЕ ПИЛЛӖХСЕМ ПУЛӖҪ?
9. Хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем валли Иегова мӗнле пуласлӑх хатӗрлесе хунӑ?
9 Хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем валли Иегова мӗнле пуласлӑх хатӗрлесе хунӑ? Вӗсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗҫ. Хӑшӗ-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май ҫук, мӗншӗн тесен ҫынсем яланах вилнӗ. Анчах та Турӑ шутласа хунӑ тӑрӑх, ҫынсен вилмесӗр пурӑнмалла. Адам ҫылӑха кӗмен пулнӑ пулсан никам та ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пирки пулма пултарайман япала тесе калайман пулӗччӗ, кашниех ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑ пулӗччӗ. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пуласса хальлӗхе ӗненме йывӑр пулма пултарать. Ҫапах та эпир ҫавна ӗненме пултаратпӑр, мӗншӗн тесен Иегова питӗ пысӑк хак тӳленӗ — хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне пирӗншӗн парне пек панӑ (Рим 8:32).
10. Святой сывлӑшпа суйласа илнисене тата урӑх сурӑхсене мӗнле пуласлӑх кӗтет?
10 Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пуласлӑхра пулать пулсан та, Иегова пире ун пирки халех шухӑшлаттарасшӑн. Святой сывлӑшпа суйласа илнисем Христоспа пӗрле тӳпере ертсе пынӑ чухне нумай питӗ кирлӗ ӗҫ тӑвӗҫ (Ӳлӗм. 20:6). Урӑх сурӑхсем вара ҫӗр ҫинче райра пурӑнӗҫ. Ун чухне хуйхӑ та, йӗни-макӑрни те пулмӗ (Ӳлӗм. 21:3, 4). Эсир урӑх сурӑхсем шутне кӗретӗр пулсан, ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ пирки, ӑна тӳпери пурнӑҫпа танлаштарсан, пӗчӗкрех награда тесе ан шутлӑр. Иегова ҫынна шӑп ҫӗр ҫинче пурӑнма тунӑ та, ҫавӑнпа ҫӗр ҫинчи ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пире чӑннипех те телейлӗ тӑвӗ.
11, 12. Эсир райри мӗнле-мӗнле пиллӗхсене кӗтетӗр? (Ӳкерчӗксем ҫине те пӑхӑр.)
11 Райри пурнӑҫ мӗнлерех пуласси пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха! Чирлесе каясран е вилесрен тек хӑрамалла пулмӗ (Ис. 25:8; 33:24). Иегова сирӗн пур ырӑ шухӑш-кӑмӑла ҫырлахтарӗ. Сирӗн мӗн тӑвас килет? Чӗрчунсем ҫинчен ытларах пӗлес килет-и? Тен, сирӗн ӳкерме е музыка инструменчӗпе калама вӗренес килет? Е эсир физикӑна, химине, математикӑна лайӑхрах пӗлесшӗн? Паллах, райра архитекторсем, строительсем тата ҫӗр ӗҫлекенӗсем питӗ кирлӗ пулӗҫ. Урӑх ӗҫ те нумай пулӗ: апат хатӗрлемелле, ӗҫ хатӗрӗсене тумалла тата садсем лартса вӗсене пӑхса тӑмалла пулӗ (Ис. 35:1; 65:21). Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑ май, сирӗн мӗнле ӑсталӑха аталантарас килет, ҫавна аталантарма ҫителӗклӗ вӑхӑт пулӗ.
12 Чӗрӗлсе тӑракансене кӗтсе илни те мӗн чухлӗ савӑнӑҫ кӳрӗ! (Ап. ӗҫ. 24:15). Иегова тунӑ япаласене тӗпченӗ май ун ҫинчен ытларах пӗлме ҫав тери кӑмӑллӑ пулӗ (Пс. 103:24; Ис. 11:9). Эпир веҫех тӗрӗс тӑвӑпӑр тата пирӗн нимӗншӗн те каҫару ыйтмалла пулмӗ. Ҫакӑнтан лайӑхраххи мӗн пултӑр! Эсир ҫав пиллӗхсене илес вырӑнне «ҫылӑхпа вӑхӑтлӑха савӑнса-киленсе» пурӑнас тейӗр-и? (Евр. 11:25). Ҫук паллах! Ҫав пиллӗхсем эпир ҫак тӗнчерен мӗн илме пултарнинчен чылай ирттереҫҫӗ. Ҫакна та асра тытӑр: райри пурнӑҫ эпир кӗтсе пурӑнакан япала пулма пӑрахӗ. Вӑхӑт ҫитсен вӑл пирӗншӗн кулленхи пурнӑҫ пулса тӑрӗ. Иегова пире ҫав тери хытӑ юратса хӑйӗн Ывӑлне вилме паман пулсан, ҫакӑ веҫех пулайман пулӗччӗ.
Райра сирӗн пуринчен ытла мӗн тӑвас килет? (11, 12 абзацсене пӑхӑр)
ИЕГОВА ХАМӐРА ЮРАТНИНЕ ХАКЛАНИНЕ МӖНЛЕ КӐТАРТМАЛЛА?
13. Иегова хамӑра юратнине хакланине мӗнле кӑтартмалла? (2 Коринф 6:1).
13 Эпир Иеговӑна тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Уншӑн ӗҫлесси пирӗн пурнӑҫра ялан малти вырӑнта пулмалла (Матф. 6:33). Мӗншӗн тесен Иисус «пурӑнакансем тек хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе чӗрӗлсе тӑнӑскершӗн пурӑнччӑр тесе» вилнӗ (2 Кор. 5:15). Паллах, эпир Иегова хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне мӗншӗн кӑтартнине манасшӑн мар. (2 Коринф 6:1 вуласа парӑр.)
14. Иеговӑна шаннине тата ӑна итленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
14 Иегова хамӑра юратнине хакланине эпир тата тепӗр майпа кӑтартма пултаратпӑр. Пирӗн ӑна шанмалла тата итлемелле. Ҫакна мӗнле тума пулать? Сӑмахран, мӗнле пӗлӳ илесси пирки е мӗнле ӗҫе кӗресси пирки шутланӑ чухне пирӗн Иеговӑпа канашламалла (1 Кор. 10:31; 2 Кор. 5:7). Эпир Иегова ыйтнӑ пек тунӑ чухне ӑна шаннине хамӑр ӗҫсемпе кӑтартатпӑр. Ҫапла майпа унпа тата ытларах ҫывӑхланса пыратпӑр. Вара пирӗн шанчӑк та ҫирӗпленсе пырать (Рим 5:3—5; Иак. 2:21, 22).
15. Тӳлесе илме панӑ парнешӗн Иеговӑна пархатарлӑ пулнине Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ умӗн, уяв вӑхӑтӗнче тата ун хыҫҫӑн мӗнле кӑтартма пулать?
15 Тӳлесе илме панӑ парнешӗн Иеговӑна пархатарлӑ пулнине тата мӗнле кӑтартма пулать? Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ умӗн, ҫав уявра тата ун хыҫҫӑн мӗн тунипе. Эпир ҫав уявра хамӑр та пуласшӑн, ыттисене те унта чӗнесшӗн (1 Тим. 2:4). Хӑвӑр чӗнекен ҫынсене ҫав уяв мӗнле иртнине ӑнлантарса парӑр. Сӑмахран, jw.org сайтра «Иисус мӗншӗн вилнӗ?» тата «Иисус вилӗмне аса илмелли уяв» видеосене кӑтартӑр. Старейшинӑсен Каҫхи апат уявне пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ тӑвансене чӗнме тӑрӑшмалла. Иеговӑн ҫухалнӑ сурӑхӗсем пухӑва каялла таврӑнсан, тӳпере те, ҫӗр ҫинче те мӗн чухлӗ савӑнӑҫ пуласси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! (Лука 15:4—7). Каҫхи апат уявне пырсан вара пӗр-пӗрне кӑна мар, унта пӗрремӗш хут килнисене е тахҫантанпах пулманнисене те саламлӑр. Эпир хӑйсене хапӑл туса йышӑннине пурте туйччӑр тетпӗр! (Рим 12:13).
16. Мӗншӗн Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлесси ҫинчен шутласа пӑхмалла?
16 Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче эсир ырӑ хыпар сарас ӗҫе унчченхинчен ытларах хутшӑнма пултаратӑр-и? Ҫапла тунипе эсир Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ хӑвӑршӑн мӗн тунишӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартатӑр. Мӗн чухлӗ ытларах эпир ырӑ хыпар саратпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах хамӑра Иегова пулӑшнине курса тӑратпӑр, вара ӑна хытӑрах шанма пуҫлатпӑр (1 Кор. 3:9). Ҫавӑн пекех Каҫхи апат уявӗ тапхӑрӗнче вуламалли сӑвӑ йӗркисене вулӑр. Вӗсене «Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни» брошюрӑра тата «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрадӗнче тупма пулать. Тен, ҫав сӑвӑ йӗркисенчен хӑшӗ-пӗрисене эсир хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне тарӑнрах тӗпчес тейӗр.
17. Иеговӑна мӗн савӑнтарать? («Иегова хӑвна юратнишӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?» рамкӑна та пӑхӑр.)
17 Эсир ҫак статьяри пур канашпа та усӑ курасшӑн пулӗ. Анчах та хӑвӑр лару-тӑрӑва пула эсир ҫавна, тен, тума пултараймастӑр. Асра тытӑр: эсир мӗн тунине Иегова ыттисем мӗн тунипе танлаштармасть. Вӑл эсир ӑна юратнине пӗлет. Иегова эсир унӑн хаклӑ парнишӗн, тӳлесе илме панӑ парнешӗн, пархатарлӑ пулнине курса питӗ савӑнать (1 Пат. 16:7; Марк 12:41—44).
18. Мӗншӗн эпир Иеговӑпа Иисус Христоса пархатарлӑ?
18 Тӳлесе илме панӑ парнене пула кӑна пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнаҫҫӗ, эпир Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма пултаратпӑр тата пирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк пур. Айтӑр Иеговӑна ҫак пиллӗхсемшӗн тата вӑл хамӑра юратнӑшӑн яланах пархатарлӑ пулар (1 Иоанн 4:19). Унсӑр пуҫне, хамӑра ҫав тери вӑйлӑ юратнӑран хӑйӗн пурнӑҫне панӑ Иисуса та пархатарлӑ пулнине хамӑр ӗҫсемпе кӑтартар! (Иоанн 15:13).
154-МӖШ ЮРӐ Нихӑҫан пӗтми юрату