4-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
18-МӖШ ЮРӐ Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ
Тӳлесе илме панӑ парне Иеговӑпа Иисус ҫинчен мӗн пӗлме пулӑшать?
«Турӑ пире юратнине акӑ мӗнле кӑтартнӑ: Турӑ хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне... тӗнчене янӑ» (1 ИОАНН 4:9).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Тӳлесе илме панӑ парнене пула эпир Иеговӑпа Иисусӑн мӗнле лайӑх енӗсем ҫинчен пӗлетпӗр?
1. Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне кашни ҫул паллӑ туни мӗнле усӑ парать?
ИЕГОВА пире питӗ хаклӑ парне — тӳлесе илме панӑ парне — парнеленӗ (2 Кор. 9:15). Иисус хӑйӗн пурнӑҫне ҫынсемшӗн панине пула эпир Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех пирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пур. Ҫав парнене Иегова пире питӗ хытӑ юратнӑран панӑ (Рим 5:8). Иисус хӑйӗн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне кашни ҫул паллӑ тума хушнӑ. Ҫавна пула эпир Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ пирӗншӗн мӗн тунине асра тытатпӑр тата ҫавӑншӑн пархатарлӑ пулма пӑрахмастпӑр (Лука 22:19, 20).
2. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?
2 2025 ҫулта Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ апрелӗн 12-мӗшӗнче, шӑматкун, иртет. Паллах, эпир пурте ҫав тӗлпулура пуласшӑн. Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ мӗн-мӗн туни ҫинчен Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ умӗн те, хыҫҫӑн та темиҫе эрне хушши шухӑшласанa лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Тӳлесе илме панӑ парне пире Иеговӑпа Иисус ҫинчен мӗн пӗлме пулӑшать? Ҫакна эпир ҫак статьяра сӳтсе явӑпӑр. Тепӗр статьяра вара ҫав парнене пула пирӗн мӗнле пиллӗхсем пурри ҫинчен тата ӑна хакланине эпир мӗнле кӑтартма пултарни ҫинчен калаҫӑпӑр.
ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ ПАРНЕ ПИРЕ ИЕГОВА ҪИНЧЕН МӖН ПӖЛМЕ ПУЛӐШАТЬ?
3. Пӗр ҫыннӑн вилӗмӗ миллион-миллион ҫынна ҫылӑхпа вилӗмрен мӗнле хӑтарма пултарать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
3 Тӳлесе илме панӑ парнене пула эпир Иегова тӗрӗслӗхе юратнине пӗлетпӗр (Сак. аст. 32:4). Адам Турра итлеменнине пула ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ, юлашкинчен вилнӗ. Эпир унӑн тӑхӑмӗ пулнӑран пирӗн ҫине унӑн ҫылӑхӗ куҫнӑ, ҫавӑнпа эпир те пурте вилетпӗр (Рим 5:12). Пире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе Иегова Иисуса пирӗншӗн вилме ҫӗр ҫине янӑ. Анчах та пӗр ҫын вилӗмӗ миллион-миллион ҫынна мӗнле ҫӑлма пултарать-ха? Павел апостол ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Пӗр ҫын [Адам] итлеменнине пула нумайӑшӗ ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ пекех, пӗр ҫын [Иисус] итленине пула нумайӑшӗ тӳрӗ пулса тӑрать» (Рим 5:19; 1 Тим. 2:6). Урӑхла каласан, ҫылӑхсӑр пӗр ҫын Турра итлеменнине пула эпир пурте ҫылӑхпа вилӗмӗн чуралӑхне лекнӗ. Апла, пире ҫав чуралӑхран хӑтармашкӑн тепӗр ҫылӑхсӑр ҫыннӑн Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмалла пулнӑ.
Пӗр ҫынна пула эпир ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхне лекнӗ. Тепӗр ҫын пире ҫав чуралӑхран ирӗке кӑларнӑ (3-мӗш абзаца пӑхӑр)
4. Адамӑн тӑхӑмӗнчен кам Турра итлесе пурӑннӑ, ҫавсене Иегова мӗншӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пама пултарайман?
4 Пире ҫӑлас тесе Иисусӑн чӑнах та вилмелле пулнӑ-ши? Адамӑн тӑхӑмӗнчен кам Турра итлесе пурӑннӑ, ҫавсене Иегова ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарма пултарайман-им вара? Эпир, ҫылӑхлӑ ҫынсем, Турӑ ҫапла тунӑ пулсан, лайӑх пулнӑ пулӗччӗ тесе шутлама пултаратпӑр. Анчах та ҫакӑ тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ-и? Ҫапла тусан Адамӑн ҫылӑхӗ ҫине Туррӑн куҫ хупмалла пулнӑ пулӗччӗ. Анчах та тӗрӗслӗхе юратакан Турӑ ҫапла тума пултарайман.
5. Иегова яланах тӗрӗссине тӑвасси пирки эпир мӗншӗн иккӗленместпӗр?
5 Иегова тӳлесе илме панӑ парнене паман пулсан тата хӑйӗн тӗрӗслӗх нормисем ҫине ал сулса Адамӑн ҫылӑхлӑ ачисене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май панӑ пулсан мӗн пулнӑ пулӗччӗ? Ҫынсен ыйту сиксе тухма пултарӗччӗ: Турӑ хӑйӗн тӗрӗслӗх нормисем ҫине каллех куҫ хупмӗ-ши? Тӗслӗхрен, вӑл хӑйӗн сӑмах панисене пурнӑҫлӗ-ши? Пирӗн ҫакӑн пирки пӑшӑрханмалла мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иегова, ҫавна тума йывӑр пулнӑ пулин те, хӑйӗн тӗрӗслӗх нормисемпе килӗшӳллӗн тунӑ — юратнӑ Ывӑлне вилӗме панӑ. Ҫавӑнпа та эпир Турӑ ялан тӗрӗссине тӑвасси пирки иккӗленместпӗр.
6. Тӗрӗслӗхе юратнисӗр пуҫне Иеговӑна тӳлесе илме панӑ парнене пама тата мӗн хавхалантарнӑ? (1 Иоанн 4:9, 10).
6 Апла, тӳлесе илме панӑ парне Иегова тӗрӗслӗхе юратнине курма пулӑшать. Анчах та пуринчен ытла ӑна хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн пама юрату хавхалантарнӑ (Иоанн 3:16; 1 Иоанн 4:9, 10 вуласа парӑр). Иегова пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн кӑна мар, вӑл пире хӑйӗн ҫемйинче пулма чӗнет. Шутласа пӑхӑр-ха, Адам ҫылӑха кӗрсен Иегова ӑна хӑйӗн ҫемйинчен кӑларса янӑ. Ҫавӑнпа ҫынсенчен нихӑшӗ те Туррӑн ҫемйинче ҫуралмасть. Анчах та тӳлесе илме панӑ парнене пула Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарать. Юлашкинчен Турра ӗненекен тата ӑна итлесе пурӑнакан ҫынсем пурте унӑн ывӑлӗсемпе хӗрӗсем пулса тӑрӗҫ. Эпир халех Иеговӑпа та, пухури тӑвансемпе те туслӑ пулма пултаратпӑр. Иегова пире мӗн тери хытӑ юратать! (Рим 5:10, 11).
7. Хӑйӗн пурнӑҫне парне пек памашкӑн Иисусӑн питӗ нумай асапланма тивнӗ. Ҫакӑ пире Иегова юратӑвӗ ҫинчен мӗн уҫса парать?
7 Иеговӑна хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗ асапланнине курса тӑма ҫав тери йывӑр пулнӑ пулӗ. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлани пире вӑл хамӑра мӗн тери хытӑ юратнине ӑнланма пулӑшать. Шуйттан каланӑ тӑрӑх, пӗр ҫын та йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмӗ. Шуйттан мӗн калани тӗрӗс мар пулнине кӑтартас тесе Иегова хӑйӗн Ывӑлне асапланса вилме панӑ (Иов 2:1—5; 1 Пётр 2:21). Иегова Иисуса хирӗҫ тӑракансем унран мӑшкӑлласа кулнине, салтаксем ӑна хӗненине, юпа ҫине пӑталанине тата асапланса вилме хӑварнине курнӑ (Матф. 27:28—31, 39). Вӑл ҫавна кирек хӑш самантра та чарма пултарнӑ. Тӗслӗхрен, ҫынсем: «Турра юрӑхлӑ пулсан, эппин, Турӑ ҫӑлтӑр ӑна», — тенӗ чухне Иегова Иисус хутне кӗме пултарнӑ (Матф. 27:42, 43). Анчах та вӑл ҫапла тунӑ пулсан, Иисус хӑйӗн пурнӑҫне парне пек паман пулӗччӗ тата пирӗн пӗр шанчӑк та пулман пулӗччӗ. Ҫавӑнпа та Иегова хӑйӗн Ывӑлне мӗн виличченех асапланма панӑ.
8. Ывӑлӗ асапланнине курса тӑнӑ чухне Иеговӑн чӗри ҫурӑлса тухасла ыратнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Ӑнлантарса парӑр. (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
8 Турӑ пурне те тума пултаракан пулсан унӑн туйӑмсем ҫук тесе шутламалла мар. Иегова пире хӑй евӗрлӗ тунӑ, туйӑмсене вӑл пире панӑ. Апла унӑн хӑйӗн те туйӑмсем пур. Библире ҫынсем ӑна ҫиллентерни ҫинчен каланӑ (Пс. 77:40, 41). Авраампа тата Исаакпа мӗн пулса иртнине аса илер. Турӑ Авраама хӑйӗн пӗртен-пӗр ывӑлне парнене кӳме хушнӑ (Пулт. 22:9—12; Евр. 11:17—19). Авраам ҫӗҫӗ тытса Исаака вӗлерме тӑрсан, унӑн чӗри ҫурӑлса тухасла ыратнӑ пулӗ. Иеговӑна вара усал ҫынсем хӑйӗн Ывӑлне хаяррӑн вӗлернине курса тӑма чылай йывӑртарах пулнӑ. (jw.org сайтра «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр. Авраам, 2-мӗш пайӗ» видео пӑхӑр.)
Ывӑлӗ асапланнине курса Иеговӑн чунӗ ыратнӑ (8-мӗш абзаца пӑхӑр)
9. Рим 8:32, 38, 39 сӑвӑ йӗркисенчен Иегова пире юратни пирки эпир мӗн пӗлетпӗр?
9 Тӳлесе илме панӑ парне Иегова пире питӗ хытӑ юратнине кӑтартать. Никам та — ҫывӑх туссем те, тӑван-хурӑнташсем те пире ҫавӑн пек хытӑ юратмаҫҫӗ. (Рим 8:32, 38, 39 вуласа парӑр.) Иегова пире хамӑра хамӑр юратнинчен чылай хытӑрах юратать. Сирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас килет-и? Иегова хӑвӑртан ытларах сире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн. Эсир хӑвӑрӑн ҫылӑхсем каҫарӑнасса кӗтетӗр-и? Иегова ҫавна сирӗнтен те хытӑрах кӗтет. Вӑл пире хӑйӗн парнине йышӑнма, хӑйне ӗненме тата итлеме ҫеҫ ыйтать. Каҫарттаракан парнене парса Турӑ пире ҫав тери хытӑ юратнине кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ тӗнчере вара эпир Иегова пире юратнӑран мӗн-мӗн тунине тата ытларах пӗлӗпӗр (Еккл. 3:11).
ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ ПАРНЕ ПИРЕ ИИСУС ҪИНЧЕН МӖН ПӖЛМЕ ПУЛӐШАТЬ?
10. а) Вилес умӗн Иисус мӗн пирки пӑшӑрханнӑ? ӑ) Иисус Иеговӑн ырӑ ятне мӗнле хӳтӗленӗ? («Иисус хӑйӗн пурнӑҫне панипе Иеговӑн ырӑ ятне хӳтӗленӗ» рамкӑна та пӑхӑр.)
10 Иисус Ашшӗн ырӑ ятне хӳтӗлет (Иоанн 14:31). Иисус хӑйне Турра хурлакан тата пӑлхав ҫӗклекен тесе айӑпласа вӗлерессе пӗлнӗ. Вӑл ҫакӑ Ашшӗн ятне яма пултарать тесе пӑшӑрханнӑ. Ҫавӑнпа та: «Аттем, май пулсан, ҫак куркана манран сирсе ярсам», — тесе кӗлтунӑ (Матф. 26:39). Мӗн виличченех Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлса Иисус Ашшӗн ырӑ ятне хӳтӗленӗ.
11. Иисус ҫынсене хытӑ юратни ӑҫтан курӑннӑ? (Иоанн 13:1).
11 Тӳлесе илме панӑ парне ҫакна та ӑнланма пулӑшать: Иисус ҫынсемшӗн тӑрӑшать, уйрӑмах хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн тӑрӑшать (Ытар. 8:31; Иоанн 13:1 вуласа парӑр). Ҫӗр ҫинче тумалли ӗҫӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем шутсӑр йывӑр пуласса Иисус пӗлнӗ. Сӑмахран, унӑн асапланса вилмелле пулнӑ. Апла пулин те, ҫавна веҫех вӑл тумалла пулнӑран ҫеҫ туман. Иисус ҫынсене чун-чӗререн юратнӑран ырӑ хыпар сарнӑ, вӗренекенсене хатӗрленӗ тата ыттисене пулӑшнӑ. Хӑй вилес кун вӑл апостолӗсен урисене ҫуса яма, вӗсене нумай ырӑ сӑмах калама тата вӗрентме вӑхӑт тупнӑ (Иоанн 13:12—15). Юпа ҫинче асапланнӑ чухне те вӑл юнашар ҫакӑнса тӑнӑ вӑрӑ-хураха шанчӑк панӑ тата Иоана Марийӑшӑн тӑрӑшма хушнӑ (Лука 23:42, 43; Иоанн 19:26, 27). Иисус ҫынсене питӗ хытӑ юратнине хӑй вӗсемшӗн вилнипе кӑна мар, хӑйне вӗсемпе мӗнле тытнипе те кӑтартнӑ.
12. Мӗншӗн Иисус пирӗншӗн тӑрӑшас тесе халӗ те хӑйне шеллесе тӑмасть теме пулать?
12 Иисус «пӗрре тата яланлӑхах вилнӗ» пулсан та, пирӗншӗн тӑрӑшас тесе халӗ те хӑйне шеллесе тӑмасть (Рим 6:10). Вӑл мӗн тӑвать-ха? Тӳлесе илме панӑ парне паракан пиллӗхсене ҫынсем илме пултарччӑр тесе Иисус нумай вӑй хурать тата вӑхӑт уйӑрать. Иисус пирӗн Патша, Чи аслӑ священник тата пуху пуҫӗ (1 Кор. 15:25; Эф. 5:23; Евр. 2:17). Вӑл святой сывлӑшпа суйласа илнисене тата темӗн чухлӗ халӑха пуҫтарассишӗн яваплӑ. Ҫак ӗҫ пысӑк хӗн-асап вӗҫленес умӗн вӗҫленӗ (Матф. 25:32; Марк 13:27)b. Унсӑр пуҫне, вӑл Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫак юлашки кунсенче сӑнарлӑ апат илсе тӑччӑр тесе тӑрӑшать (Матф. 24:45). Пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне те вӑл пирӗншӗн тӑрӑшӗ. Иегова чӑнах та хӑйӗн Ывӑлне пире панӑ!
МӖН ТЕ ПУЛИН ҪӖННИНЕ ПӖЛМЕ ТӐРӐШӐР
13. Сире Турӑпа Христос юратӑвӗ ҫинчен ытларах пӗлме мӗн пулӑшӗ?
13 Иеговӑпа Христос Иисус хамӑршӑн мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, эпир вӗсем пире мӗнле юратни ҫинчен ытларах пӗлме пултарӑпӑр. Сӑмахран, мӗншӗн-ха кӑҫал Каҫхи апат уявӗ умӗн тата хыҫҫӑн пӗр е темиҫе Евангелие тимлӗ вуласа тухас мар? Пӗрре ларсах нумай сыпӑк вулама ан тӑрӑшӑр. Ун вырӑнне васкамасӑр вулӑр тата Иеговӑпа Иисуса хытӑрах юратма хавхалантаракан шухӑшсене тупма тӗллев лартӑр. Хӑвӑр мӗн вуласа пӗлнине вара ыттисене каласа парӑр.
14. Тӗпчени пире тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен тата ытти темӑсем ҫинчен ытларах пӗлме мӗнле пулӑшӗ? (Псалом 118:97). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
14 Эсир нумай ҫул каялла шыва кӗнӗ пулсан, Турӑ тӗрӗслӗхе юратни ҫинчен, унӑн юратӑвӗ ҫинчен тата тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлетӗп, ҫӗннине нимӗн те пӗлейместӗп тесе шутлама пултаратӑр. Тӗрӗссипе каласан вара, ҫак тата ытти темӑсене тӗпчесе пӗр вӗҫӗмсӗр ҫӗннине пӗлсе пыма пулать. Апла, эсир мӗн тума пултаратӑр? Пирӗн публикацисене пӑхӑр, унта питӗ нумай усӑллӑ та интереслӗ информаци тупма пулать. Библи вуланӑ чухне ӑнланма йывӑр сӑвӑ йӗркине тӗл пулсан, ӑна тӗпчӗр, кайран вара хӑвӑр мӗн тӗпчесе пӗлни ҫинчен кун тӑршшӗпех шухӑшласа ҫӳрӗр. Унсӑр пуҫне, Иеговӑпа Иисус пирки тата вӗсем сире мӗнле юратни пирки хӑвӑр мӗн пӗлни ҫинчен те шухӑшлӑр. (Псалом 118:97 вуласа парӑр.)
Эпир нумай ҫул каялла шыва кӗнӗ пулсан та тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлетпӗр тесе калама пултараймастпӑр. Ҫак темӑна тӗпчесен эпир Иеговӑпа Иисус пирӗншӗн мӗн тунине тата ытларах хаклама пуҫлӑпӑр (14-мӗш абзаца пӑхӑр)
15. Мӗншӗн пирӗн Библири хаклӑ чӑнлӑхсене шырама пӑрахмалла мар?
15 Библи вуланӑ е тӗпченӗ чухне мӗн те пулин ҫӗннине е интереслине тупмасан ан кулянӑр. Хӑш-пӗр енчен сире ылтӑн шыраканпа танлаштарма пулать. Хӑш чухне вӑл темиҫе сехет е темиҫе кун шырасан та нимӗн те тупма пултараймасть. Анчах та вӑл парӑнмасть. Кайран пӗр пӗрчӗ ылтӑн тупсан та вӑл питӗ савӑнать. Библири чӑнлӑхсем вара ҫав ылтӑнран та хаклӑрах! (Пс. 118:127; Ытар. 8:10). Ҫавӑнпа та тӳсӗмлӗ пулса малалла та Библи вулӑр тата мӗн те пулин ҫӗннине шырама ан пӑрахӑр (Пс. 1:2).
16. Эпир Иеговӑран тата Иисусран тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр?
16 Библи тӗпченӗ чухне мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑма тӑрӑшӑр. Сӑмахран, Иеговӑран тӗслӗх илсе хӑвӑра ыттисемпе тӗрӗс тытӑр, ҫынна камне кура ан уйӑрӑр. Иисусран тӗслӗх илӗр, хӑвӑрӑн ҫӳлти Аҫӑра тата ҫынсене юратӑр. Ҫавӑн пекех Иеговӑн ячӗшӗн йывӑрлӑхсем тӳсме тата ыттисене пулӑшас тесе ҫухатусем тӳсме хатӗр пулӑр. Тата ҫынсем тӳлесе илме панӑ парнене ӗненме пултарччӑр тесе вӗсене Иегова хӑйсемшӗн мӗн тунине каласа парӑр.
17. Тепӗр статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?
17 Тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен эпир мӗн чухлӗ ытларах пӗлетпӗр тата ӑна мӗн чухлӗ ытларах хаклатпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах эпир Иеговӑпа унӑн Ывӑлне юратӑпӑр (Иоанн 14:21; Иак. 4:8). Вара вӗсем те пире ытларах юратӗҫ. Ҫавӑнпа та Библие тата Иеговӑн организацийӗ мӗн парса тӑрать, ҫавна тӗпчесе тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшӑр. Тепӗр статьяра тӳлесе илме панӑ парнене пула пирӗн мӗнле пиллӗхсем пуррине тата Иегова хамӑра юратнишӗн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултарнине сӳтсе явӑпӑр.
107-МӖШ ЮРӐ Турӑран юратма вӗренӗр
a ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. «Шухӑшлани» вӑл — мӗн ҫинче те пулин чарӑнса тӑрса, ҫавна тӗплӗн те тарӑннӑн тишкерни.
b Павел Эфес 1:10-мӗшӗнче «тӳперисене» пуҫтарни тени Иисус Матфей 24:31-мӗшӗнче тата Марк 13:27-мӗшӗнче «суйласа илнисене» пуҫтарни тенинчен уйрӑлса тӑрать. Павел кунта Иисуспа пӗрле ертсе пыракансене Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе суйласа илмелли вӑхӑт пирки ҫырнӑ. Иисус вара ҫӗр ҫинче юлнӑ святой сывлӑшпа суйласа илнисене пысӑк хӗн-асап вӗҫлениччен тӳпене пуҫтарас вӑхӑт ҫинчен каланӑ.