Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 июль 2—7 с.
  • Мӗншӗн пирӗн ыттисенчен канаш ыйтмалла?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Мӗншӗн пирӗн ыттисенчен канаш ыйтмалла?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ЛАЙӐХ КАНАША ЙЫШӐНМА МАНА МӖНЛЕ ЛАЙӐХ ЕНСЕМ ПУЛӐШӖҪ?
  • КАМ МАНА ЛАЙӐХ КАНАШ ПАМА ПУЛТАРАТЬ?
  • ЭПӖ КАНАША ЧӐННИПЕХ ЙЫШӐНАСШӐН ПУЛНИНЕ МӖНЛЕ КӐТАРТМА ПУЛТАРАТӐП?
  • МАНӐН ЫТТИСЕНЕ ХАМӐНШӐН ЙЫШӐНУ ТУМА ЫЙТМАЛЛА-И?
  • МАЛАЛЛА ТА КАНАШСЕНЕ ТИМЛӖР
  • Канаш мӗнле памалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Йышӑнусем тунӑ чухне эсӗ Иегова ҫине шанатӑн-и?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
  • Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен юлашки сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 июль 2—7 с.

28-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

88-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана

Мӗншӗн пирӗн ыттисенчен канаш ыйтмалла?

«Канаш панине тимлекен ҫын — ӑслӑ ҫын» (ЫТАР. 12:15).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Хамӑра панӑ канашран усӑ илес тесен пирӗн мӗн тумалла?

1. Пире тӗрӗс йышӑнусем тума тата хамӑр мӗн шутласа хунине ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама мӗн пулӑшӗ? (Ытарӑшсем 12:15; 15:22).

ЭПИР пурте тӗрӗс йышӑнусем тӑвасшӑн тата хамӑр мӗн шутласа хуни ӑнӑҫлӑ пултӑр тетпӗр. Библире каланӑ тӑрӑх, ҫак тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес тесен пирӗн канаш ыйтмалла. (Ытарӑшсем 12:15; 15:22 вуласа парӑр.)

2. Иегова мӗн тума сӑмах парать?

2 Паллах ӗнтӗ, пире чи лайӑх канаш паракан вӑл — пирӗн ҫӳлти Атте, Иегова. Вӑл пире ҫакӑн пек сӑмах парать: «Сана кӑтартса пырӑп [«канаш парӑп», ҪТ], Манӑн куҫӑм сан ҫинче пулӗ» (Пс. 31:8). Ҫак сӑмахсем тӑрӑх, Иегова пире кирлӗ канаш парать кӑна мар, вӑл ҫав канаша тытса тӑма та пулӑшать.

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Ҫак статьяра эпир Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курса тӑватӑ ыйту ҫине хурав парӑпӑр: 1) Лайӑх канаша йышӑнма мана мӗнле лайӑх енсем пулӑшӗҫ? 2) Кам мана лайӑх канаш пама пултарать? 3) Эпӗ канаша чӑннипех йышӑнасшӑн пулнине мӗнле кӑтартма пултаратӑп? 4) Мӗншӗн манӑн ыттисене хамӑншӑн йышӑну тума ыйтмалла мар?

ЛАЙӐХ КАНАША ЙЫШӐНМА МАНА МӖНЛЕ ЛАЙӐХ ЕНСЕМ ПУЛӐШӖҪ?

4. Лайӑх канаш пире усӑ патӑр тесен пирӗн мӗнле лайӑх енсем пулмалла?

4 Лайӑх канашран усӑ илес тесен пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла тата сӑпайлӑ пулмалла. Хӑш-пӗр чухне эпир хамӑр унччен пулман лару-тӑрӑва лекме пултаратпӑр, ҫавӑн чухне пире тӗрӗс йышӑну тума ыттисен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулма пултарать. Унсӑр пуҫне, эпир пурне те пӗлместпӗр — пирӗн ҫакна та йышӑнмалла. Эпир хамӑра кӗҫӗне хумастпӑр пулсан тата эпир сӑпайлӑ мар пулсан, Иегова пире пулӑшма пултараймасть. Вара эпир унӑн Сӑмахӗнче мӗн вулани пирӗн пӗр хӑлхине кӗрӗ те тепринчен тухса кайӗ (Мих. 6:8; 1 Пётр 5:5). Анчах та пирӗн ҫав лайӑх енсем пур пулсан, эпир Иегова мӗн каланине итлӗпӗр те ӑна тӳрех тытса тӑма пуҫлӑпӑр.

5. Давид мӗне пула мӑнкӑмӑлланса кайма пултарнӑ?

5 Айтӑр Давид патшан тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар. Давид хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсене пула мӑнкӑмӑлланса кайма пултарнӑ. Патшана лариччен нумай ҫул маларах вӑл паллӑ музыкант пулнӑ — ӑна патша умӗнче те выляма ыйтнӑ (1 Пат. 16:18, 19). Ӑна патша пулма суйласа илсен, Иеговӑн сывлӑшӗ ӑна вӑй парса тӑнӑ (1 Пат. 16:11—13). Халӑх ӑна тӑшмансене ҫӗнтернӗшӗн, ҫав шутрах, филистимсен Голиаф ятлӑ улӑпне вӗлернӗшӗн, мухтанӑ (1 Пат. 17:37, 50; 18:7). Давид вырӑнӗнче ҫавӑн пек ҫитӗнӳсем тунӑ мӑнкӑмӑллӑ ҫын пулнӑ пулсан, мана никамӑн канашӗ те кирлӗ мар тесе шутлама пултарнӑ пулӗччӗ. Анчах Давид хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын пулнӑ.

6. Давид хӑйне панӑ канашсене хакланине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

6 Патшана ларсан, Давид хӑйне канашсем пама пултаракан туссене суйласа илнӗ (1 Ҫул. 27:32—34). Ҫакӑнтан тӗлӗнме кирлӗ мар, мӗншӗн тесен Давид яланах лайӑх канашсене итленӗ. Вӑл арҫынсене кӑна мар, хӗрарӑмсене те, сӑмахран, Авигейӑна, тимленӗ. Авигея Навалӑн — мӑнкӑмӑллӑ, пархатарсӑр тата ыттисене хисеплемен ҫыннӑн — арӑмӗ пулнӑ. Давид вара хӑйне кӗҫӗне хунӑ та Авигея панӑ канаша йышӑннӑ. Ҫакӑ ӑна пысӑк йӑнӑш тӑвасран сыхланса юлма пулӑшнӑ (1 Пат. 25:2, 3, 21—25, 32—34).

Давид патша ҫӗр ҫинче ларакан Авигея йӑлӑнса ыйтнине тимлӗн итлет.

Давид патша хӑйне кӗҫӗне хунӑ та Авигея панӑ канаша итленӗ (6-мӗш абзаца пӑхӑр)


7. Эпир Давидран мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Екклесиаст 4:13). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

7 Эппин, эпир Давидран мӗне вӗренме пултаратпӑр? Сӑмахран, эпир хӑш-пӗр япаласене лайӑх пӗлетпӗр е пирӗн мӗнле те пулин власть пур. Ҫавӑн пек чухне те пирӗн эпир пурне те пӗлетпӗр тата пире никамӑн канашӗ те кирлӗ мар тесе шутламалла мар. Давид пекех, лайӑх канаша пирӗн, ӑна кирек кам парсан та, итлеме хатӗр пулмалла. (Екклесиаст 4:13 вуласа парӑр.) Вара эпир хамӑра е ыттисене сиен кӳме пултаракан пысӑк йӑнӑшсенчен сыхланма пултарӑпӑр.

Ӳкерчӗксем: 1) тӑватӑ старейшина пӗрле пухӑннӑ; вӗсенчен пӗри тӳркессӗн калаҫать; 2) каярахпа ҫав тӗлпулура пулнӑ ҫамрӑк старейшина тӳркессӗн калаҫнӑ тӑванпа калаҫать; вӗсем машинӑра лараҫҫӗ, урӑх никам та ҫук.

Пире лайӑх канаш кирек кам парсан та, пирӗн ӑна итлемелле (7-мӗш абзаца пӑхӑр)c


КАМ МАНА ЛАЙӐХ КАНАШ ПАМА ПУЛТАРАТЬ?

8. Мӗншӗн шӑп Ионафан Давида лайӑх канаш пама пултарнӑ?

8 Давид тӗслӗхӗнчен эпир тата мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар. Вӑл хӑйӗнпе Иегова хушшинче ҫирӗп хутшӑнусем аталантарнӑ тата хӑй тӗл пулнӑ йывӑрлӑхсене лайӑх ӑнланакан ҫынсен канашӗсене итленӗ. Сӑмахран, Давид хӑйӗнпе Саул хушшинчи хутшӑнусене майлаштарасшӑн пулнӑ чухне вӑл унӑн ывӑлӗнчен, Ионафанран, пулӑшу ыйтнӑ. Мӗншӗн шӑп Ионафан ӑна лайӑх канаш пама пултарнӑ? Мӗншӗн тесен Ионафанӑн хӑйӗнпе Иегова хушшинче лайӑх хутшӑнусем пулнӑ тата вӑл Саула лайӑх пӗлнӗ (1 Пат. 20:9—13). Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

9. Пирӗн камран канаш ыйтмалла? Тӗслӗх илсе парӑр. (Ытарӑшсем 13:21).

9 Пире канаш кирлӗ пулсан, Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнӑ тата пирӗнпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса пама пӗлекен ҫынпа калаҫса илни лайӑх пулнӑ пулӗччӗa. (Ытарӑшсем 13:21 вуласа парӑр.) Сӑмахран, ҫамрӑк арҫын тӑван пулас мӑшӑра шырать тейӗпӗр. Кам ӑна лайӑх канаш пама пултарать? Мӑшӑрланман ҫын та ӑна Библи тӑрӑх лайӑх канаш пама пултарать. Анчах арҫын тӑван хӑйне лайӑх пӗлекен тата Иеговӑшӑн пӗр вӑхӑт хушши ӗҫлекен мӑшӑрпа канашласан, вӗсем ӑна тата лайӑхрах канаш пама пултарӗҫ.

10. Малалла эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

10 Эппин, эпир пире мӗнле икӗ лайӑх ен кирлӗ пулнине тата пире кам лайӑх канаш пама пултарнине сӳтсе яврӑмӑр. Халӗ вара эпир пирӗн мӗншӗн канаша чӑннипех йышӑнасшӑн пулнине кӑтартмаллине тата ыттисене хамӑршӑн йышӑну тума ыйтмалла маррине пӑхса тухӑпӑр.

ЭПӖ КАНАША ЧӐННИПЕХ ЙЫШӐНАСШӐН ПУЛНИНЕ МӖНЛЕ КӐТАРТМА ПУЛТАРАТӐП?

11, 12. a) Мӗнрен пирӗн сыхланмалла? ӑ) Ровоам кирлӗ йышӑну тумалла чухне хӑйне мӗнле тытнӑ?

11 Хӑш-пӗр чухне ҫын канаш ыйтать пек, тӗрӗссипе вара вӑл мӗн тумаллине малтанах шутласа хума пултарать, хӑй вара ыттисенчен хӑй тӗрӗс пулнине илтесшӗн ҫеҫ. Чӑннипе каласан, ӑна нимле канаш та кирлӗ мар. Ҫавӑн пек ҫынпа Ровоам патшапа мӗн пулса тухнӑ, ҫавӑн пекки пулса тухма пултарать.

12 Соломон патша вилсен, унӑн ывӑлӗ, Ровоам, ун вырӑнне патшана ларнӑ. Соломон ертсе пынӑ чухне ҫынсем ытлӑ-ҫитлӗ пурӑннӑ, анчах вӗсем патша хӑйсене ытла нумай ӗҫлеттерет тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа вӗсем Ровоам патне пынӑ та унран хӑйсен ӗҫне ҫӑмӑллатма ыйтнӑ. Вӑл вӗсене шухӑшласа пӑхӑп та каярахпа калӑп тенӗ. Малтан вӑл Соломона пулӑшса тӑнӑ аслӑ ҫынсенчен канаш ыйтнӑ. Ку тӗрӗс пулнӑ (3 Пат. 12:2—7). Анчах Ровоам вӗсен канашне сирсе янӑ. Мӗншӗн вӑл ҫапла тунӑ? Тен, вӑл мӗн тумаллине малтанах шутласа хунӑ пулнӑ тата аслӑ ҫынсем хӑйӗнпе килӗшессе шаннӑ пулас. Анчах та вӑл кӗтнӗ пек пулман, вара вӑл хӑйӗнпе пӗр ҫулхи тусӗсенчен канаш ыйтнӑ. Лешӗсем панӑ канаш вара Ровоам мӗн шутланипе килӗшсе тӑнӑ, ҫавӑнпа унӑн кӑмӑлне кайнӑ (3 Пат. 12:8—14). Ровоам хӑйне тусӗсем мӗн сӗннине халӑха каланӑ. Ҫавна пула халӑх пӑлхав ҫӗкленӗ те хӑйсем валли урӑх патшана суйласа лартнӑ. Ҫавӑнтанпа Ровоамӑн пӗр вӗҫӗмсӗр йывӑрлӑхсем пулнӑ (3 Пат. 12:16—19).

13. Эпир ыттисенчен канаш илесшӗн пулнипе пулманнине мӗнле пӗлме пулать?

13 Ровоамӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Ыттисенчен канаш ыйтнӑ чухне пирӗн малтанах мӗн тумаллине шутласа хумалла мар. Пирӗн вӗсен канашӗсене итлеме хатӗр пулмалла. Эпир ыттисенчен канаш илесшӗн пулнипе пулманнине мӗнле пӗлме пулать? Акӑ хамӑра тӗрӗслесе пӑхмалли ыйту: «Эпӗ канаш ыйтнӑ хыҫҫӑн ҫав канаша, вӑл хам кӗтнӗ пек пулманран, тӳрех сирсе ямастӑп-и?»

14. Пире канаш панӑ чухне пирӗн мӗн асра тытмалла? Тӗслӗх илсе парӑр. (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

14 Ҫакӑн пек тӗслӗх пӑхса тухар. Арҫын тӑвана укҫаллӑ ӗҫ сӗнеҫҫӗ. Ҫак ӗҫе кайма килӗшиччен вӑл старейшинӑпа канашласа пӑхать. Арҫын тӑван ҫав ӗҫре нумай вӑхӑт хушши командировкӑсене ҫӳреме тивет тесе калать. Старейшина ӑна Библири принципа аса илтерет, ҫав принцип тӑрӑх, унӑн тӗп тивӗҫӗ — хӑйӗн ҫемйине Библи тӑрӑх вӗрентесси (Эф. 6:4; 1 Тим. 5:8). Арҫын тӑван старейшина панӑ канаша сирсе ярать те пухури ытти тӑвансемпе канашлама пуҫлать. Ҫавна вӑл хӑй мӗн илтес килнине илтиччен тӑвать. Арҫын тӑван чӑнах та канаш илесшӗн-и е вӑл хӑй тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе парасшӑн ҫеҫ? Пирӗн хамӑр чӗре ултавлӑ пулнине асра тытмалла (Иер. 17:9). Хӑш-пӗр чухне пире хамӑра килӗшмен канаш пама пултараҫҫӗ, анчах шӑп ҫак канаш пире пуринчен ытларах кирлӗ пулма пултарать.

Хӗрарӑм тӑван тӗрлӗ тӑванран канаш ыйтать. Ӑна пӗр канаш та килӗшмест, ҫавӑнпа вӑл пӗр тӑван хыҫҫӑн тепри патне пырать.

Эпир чӑннипех лайӑх канаш илесшӗн-и е хамӑра мӗн кирлине илтесшӗн-и? (14-мӗш абзаца пӑхӑр)


МАНӐН ЫТТИСЕНЕ ХАМӐНШӐН ЙЫШӐНУ ТУМА ЫЙТМАЛЛА-И?

15. Пирӗн мӗн тумалла мар тата мӗншӗн?

15 Иегова пирӗнтен кашнинчен хамӑр тӗллӗн йышӑну тӑвасса кӗтет. Ҫакӑ кашнин яваплӑхӗ (Гал. 6:4, 5). Пӗр-пӗр ыйту сиксе тухсан, пирӗн ҫавӑн пирки Библире мӗн каланине тӗпчемелле тата Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан христиансемпе канашламалла. Анчах та пирӗн ыттисене хамӑршӑн йышӑну тума ыйтмалла мар. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарать? Хӑш-пӗрисем тӑвансенчен: «Эсӗ ман вырӑнта пулнӑ пулсан, мӗн тунӑ пулӑттӑн?» — тесе тӳррӗн ыйтаҫҫӗ. Теприсем вара урӑх мая суйласа илеҫҫӗ: вӗсем ним шутламасӑрах ыттисем тунӑ пек тӑваҫҫӗ.

16. Коринфри христиансен йӗрӗхсене парнене кӳнӗ аш пирки мӗнле йышӑну тумалла пулнӑ? (1 Коринф 8:7; 10:25, 26).

16 Айтӑр пӗрремӗш ӗмӗрте Коринфри пухура мӗнле лару-тӑру пулнине пӑхса тухар. Ҫав хулари кашни христианинӑн йӗрӗхсене парнене кӳнӗ аша ҫимеллипе ҫимелле марри пирки йышӑну тумалла пулнӑ. Павел ҫав христиансем патне ҫапла ҫырнӑ: «Эпир ҫакна пӗлетпӗр: йӗрӗх нимӗн те мар, пӗр Турӑ кӑна пур» (1 Кор. 8:4). Павел каланӑ сӑмахсене асра тытса хӑш-пӗр христиансем ҫавӑн пек аша пасарта туяннӑ та ҫинӗ. Теприсене вара совеҫӗ ҫавна тума ирӗк паман. (1 Коринф 8:7; 10:25, 26 вуласа парӑр.) Мӗн тумаллине кашни христианинӑн хӑйӗн шутласа хумалла пулнӑ. Павел нихӑҫан та Коринфри тӑвансене ыттисемшӗн йышӑну тума е ыттисем тунӑ пек тума сӗнмен. Вӗсенчен кашнин «харпӑр хӑйшӗн Турӑ умӗнче явап» тытмалла пулнӑ (Рим 14:10—12).

17. Эпир ним шутламасӑр ыттисем тунӑ пек тӑватпӑр пулсан, мӗн пулса тухма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр. (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

17 Хальхи вӑхӑтра ҫавӑн пекки пулма пултарать-и? Пултарать. Хӑш-пӗр сипленмелли меслетсенче юн фракцийӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Кашни христианинӑн ҫавӑн пек меслетсемпе сипленмелле-и, сипленмелле мар-и тесе шутланӑ чухне хӑйӗн йышӑну тумаллаb. Ҫак тема ҫӑмӑлах мар пулсан та, ӑна пурпӗр ӑнланма тӑрӑшмалла, мӗншӗн тесен мӗнле сипленмелли пирки пирӗн хамӑрӑн йышӑну тумалла вӗт (Рим 14:4). Эпир ним шутламасӑр ыттисем тунӑ пек тӑватпӑр пулсан, нихӑҫан та ӑслӑ-тӑнлӑ пулаймӑпӑр. Тепӗр енчен вара, эпир хамӑр тӗллӗн тата Библи тӑрӑх йышӑнусем тӑватпӑр пулсан, хамӑр ӑс-тӑна хӑнӑхтарса ҫитеретпӗр тата ӑслӑ-тӑнлӑ пулса пыратпӑр (Евр. 5:14). Христианин тӗплӗн тӗпченӗ хыҫҫӑн Библири принципсене хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗнле тытса тӑмаллине пурпӗр ӑнланмасть пулсан, унӑн мӗн тумалла? Вара унӑн чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христианинран канаш ыйтмалла.

Ӳкерчӗксем: 1) арҫын тӑван «Волеизъявление» текен бланка ҫырса тултарас тесе тӗпчет; ун умӗнче Библи, 39-мӗш урок ҫине уҫса хунӑ «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнеке тата «Медицина процедурисенче юнпа усӑ кураҫҫӗ пулсан мӗн тумалла?» ятлӑ видео; 2) каярахпа вӑл чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан арҫын тӑвана итлет, лешӗ вара унпа Библири сӑвӑ йӗркине сӳтсе явать.

Пирӗн тӗплӗн тӗпченӗ хыҫҫӑн ҫеҫ канаш ыйтмалла (17-мӗш абзаца пӑхӑр)


МАЛАЛЛА ТА КАНАШСЕНЕ ТИМЛӖР

18. Иегова пирӗншӗн мӗнле тӑрӑшать?

18 Иегова пире кашнине хамӑр тӗллӗн йышӑну тума ирӗк парать. Ҫапла вӑл пире шаннине кӑтартать. Вӑл пире хӑйӗн Сӑмахне, Библие, парнеленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл пире Библири принципсене мӗнле тытса тӑмаллине ӑнланма пулӑшакан ӑслӑ-тӑнлӑ туссем панӑ. Ҫакӑ Иегова, пирӗн Атте, пире юратнине тата пирӗншӗн тӑрӑшнине кӑтартса парать (Ытар. 3:21—23). Эпир ӑна ҫакӑншӑн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

19. Эпир Иеговӑна мӗнпе савӑнтарма пултаратпӑр?

19 Ҫакӑн пек тӗслӗх ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисем мӗнле ҫитӗнсе пынине кура тата вӗсем Иеговӑн ӑслӑ та ыттисене пулӑшма юратакан ӗҫлекенӗсем пулса пынине кура питӗ савӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Иегова та эпир лайӑх христиансем пулса пынине, ӑслӑ канашсене тимлесе хӑйне чыслакан йышӑнусем тунине кура питӗ савӑнать.

ЛАЙӐХ КАНАШ ПИРЕ УСӐ ПАТӐР ТЕСЕН МӖНШӖН ПИРӖН...

  • хамӑра кӗҫӗне хумалла тата сӑпайлӑ пулмалла?

  • канаша чӑннипех йышӑнасшӑн пулнине кӑтартмалла?

  • ыттисене хамӑршӑн йышӑну тума ыйтмалла мар?

127-МӖШ ЮРӐ Манӑн мӗнле ҫын пулмалла?

a Хӑш-пӗр чухне укҫа-тенкӗпе, сипленмеллипе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки е ытти ыйтусем пирки Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынпа канашлани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ.

b «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекери 39-мӗш урокри 5-мӗш пункта тата «Тӗпчемелли» текен рамкӑна пӑхӑр.

c ӲКЕРЧӖК. Пӗр старейшина теприне эсӗ старейшинӑсен юлашки тӗлпулӑвӗнче хӑвна тӗрӗс мар тытрӑн тесе калать тата ӑна канаш парать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр