Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • ijwbq 29 статья
  • Святойсене кӗлтумалла-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Святойсене кӗлтумалла-и?
  • Библи: ыйтусем тата хуравсем
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Библире мӗн каланӑ?
  • Кӗлӗ урлӑ Турӑпа мӗнле ҫывӑхланмалла
    Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Кӗлтуса Турӑпа ҫывӑхланӑр
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Турра мӗнле кӗлтумалла?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Иегова пирӗн кӗлӗсене итлет-и?
    Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн
Ытларах пӗлӗр
Библи: ыйтусем тата хуравсем
ijwbq 29 статья

Святойсене кӗлтумалла-и?

Библире мӗн каланӑ?

Ҫук. Библире Турра кӑна Иисус Христос ячӗпе кӗлтумалла тесе каланӑ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Эсир ҫапла кӗлтӑвӑр: Эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр» (Матфей 6:9). Вӑл нихӑҫан та святойсене, ангелсене е Турӑсӑр пуҫне кама та пулин урӑххине кӗлтума вӗрентмен.

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла та каланӑ: «Эпӗ — ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те; Ман урлӑ каймасан Манӑн Аттем патне никам та ҫитеймӗ» (Иоанн 14:6). Турӑ Иисуса кӑна пирӗншӗн хута кӗме суйласа лартнӑ (Еврейсем 7:25).

Эпӗ Турра та, святойсене те кӗлтӑватӑп пулсан, вара мӗн пулать?

Вунӑ заповедьсенчен пӗринче Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ» (Тухни 20:5). Турӑ пирки «кӗвӗҫекен Турӑ» тенине мӗнле ӑнланмалла? Лопухинӑн «Толковая Библия» текен ӗҫӗнче ҫак сӑвӑ йӗркине ӑнлантарса панӑ май, Турӑ ҫынсен «хӑйне ҫеҫ пуҫҫапмалли правӑна» хастаррӑн хӳтӗлет тенӗ. Турӑ хӑйне ҫеҫ пуҫҫапма — апла пулсан, хӑйне ҫеҫ кӗлтума — хушать (Исаия 48:11).

Эпир Турӑсӑр пуҫне кама та пулин урӑххине, калӑпӑр, святойсене е ангелсене, кӗлтӑватпӑр пулсан, Турра хурлантарнӑ пулӑттӑмӑр. Иоанн апостол ангела пуҫҫапасшӑн пулнӑ чухне ангел ӑна чарнӑ та ҫапла каланӑ: «Кун пек ан ту. Эпӗ — сана тата Иисус Христос ҫинчен пӗлтерсе тӑракан тӑванусене пулӑшса тӑраканӗ ҫеҫ. Эсӗ Турра пуҫҫап» (Ӳлӗмхине 19:10).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр