Трактатсемпе усӑ курса ырӑ хыпар сарӑр
1. Трактатсемпе унччен мӗнле усӑ курнӑ?
1 Иеговӑн халӑхӗ нумай ҫул ӗнтӗ Библи тӑрӑх ҫырнӑ трактатсемпе усӑ курса ырӑ хыпар пӗлтерет. 1880 ҫулта Чарлз Расселл тата ун пек шухӑшлакансем «Библие Тӗпчекенсен трактачӗсене» кӑларма пуҫланӑ, вӗсене «Хурал башнине» вулакансене, вӗсем ыттисене сӗнме пултарччӑр тесе, ярса панӑ. Трактатсене питӗ пысӑк вырӑна хунӑ, ҫавӑнпа та Чарлз Расселл Турӑ Патшалӑхӗн интересӗсене малалла аталантарса пырас тесе коммерципе ҫыхӑнман корпораци регистрациленӗ чухне унӑн ятне «трактат» сӑмах кӗртнӗ. Ун чухне вӑл «Сион хурал башнин тата трактатсен обществи» ятлӑ пулнӑ, халӗ вара «Хурал башнин, Библисен тата трактатсен обществи (Пенсильвани)» ятлӑ. 1918 ҫул тӗлне Библие Тӗпчекенсем 300 миллион ытла трактат салатнӑ. Паянхи кун та трактатсем ырӑ хыпар сарас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
2. Трактатсем хӑш енчен усӑллӑ?
2 Вӗсем хӑш енчен усӑллӑ. Пирӗн трактатсем тӗрлӗ тӗслӗ тата илемлӗ. Унта информаци сахал, шухӑшӗсем вара интереслӗ тата тарӑн. Вӗсене кӗнеке е брошюра илме иккӗленсе тӑракан ҫынсене пама пулать. Трактатсене ҫӗнӗ хыпарҫӑсем те, ачасем те ҫӑмӑллӑнах сӗнме пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, трактатсене хамӑрпа илсе ҫӳреме ҫӑмӑл.
3. Трактатсем питӗ паха пулнине кӑтартса паракан хӑвӑрӑн тӗслӗхсене е абзацри тӗслӗхе каласа парӑр.
3 Нумайӑшӗ чӑнлӑх ҫинчен пӗрремӗш хут трактат урлӑ пӗлнӗ. Гаитире пӗр хӗрарӑм урамра трактат тупнӑ. Ӑна вуласа тухнӑ хыҫҫӑн вӑл савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса янӑ: «Эпӗ чӑнлӑх тупрӑм!» Кӑшт вӑхӑт иртсен вӑл Турӑ Патшалӑх Залне килнӗ, Библи вӗренме пуҫланӑ тата шыва кӗнӗ — ҫакӑ пӗр трактатра кӑна илсе панӑ Турӑ Сӑмахӗн вӑйне кӑтартса памасть-ши вара!
4. Трактатсене салатмалли уйӑхра эпир вӗсене мӗнле тӗллевпе сӗнӗпӗр?
4 Килрен киле. Трактатсем ырӑ хыпара ӑнӑҫлӑн пӗлтерме пулӑшнӑран ноябрьтен пуҫласа вӑхӑтран вӑхӑта эпир вӗсене сӗнмелли тӗп публикацисем пек сӗнӗпӗр. Пирӗн тӗллев трактатсене илес текенсене парасси кӑна мар, вӗсемпе усӑ курса калаҫӑва пуҫласси. Ҫын патне пӗрремӗш хут е тепӗр хут килнӗ чухне вӑл интересленчӗ пулсан, ӑна Библи вӗренмелли пособипе усӑ курса Библие мӗнле вӗреннине кӑтартма пулать. Килрен киле ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне трактатсене мӗнле сӗнмелле? Вӗсем тӗрлӗрен пулнӑран хамӑр сӗнес тенӗ трактатсенче мӗн ҫырнине лайӑх пӗлмелле.
5. Килрен киле ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне трактатсене мӗнле сӗнмелле?
5 Калаҫӑва мӗнле пуҫламалли пирки шутланӑ май хамӑрӑн территорире мӗнле трактат сӗнни вырӑнлӑрах пулни ҫинчен шухӑшлани тата унӑн содержанине шута илни питӗ кирлӗ. Калаҫӑва ҫынна тӳрех трактат парса пуҫлама пулать. Ӑна трактатӑн илемлӗ хуплашки интереслентерме пултарӗ. Е ӑна темиҫе трактат кӑтартса хӑйне килӗшнине суйласа илме пама пулать. Ҫынсем алӑкӗсене уҫма хӑракан вырӑнсенче ырӑ хыпар сарнӑ чухне трактата унӑн хуплашкийӗ кил хуҫине курӑнмалла тытма пулать е трактатра мӗн ҫырни пирки кил хуҫи мӗн шутланине пӗлес тесе ӑна мӗнле парса хӑварма пулни ҫинчен ыйтма пулать. Трактатӑн ячӗ ыйтуран тӑрать пулсан пӗрле калаҫакана ҫав ыйтӑва пама пулать. Е ҫынна интереслентерме пултаракан тата хӑйӗн шухӑшне калама пулӑшакан ыйтӑва хӑвӑр шухӑшласа тупма пултаратӑр. Ун хыҫҫӑн трактатри пӗр-пӗр вырӑна, текстри ыйтусем ҫинче чарӑнса, вуласа пама пулать, ҫапла пӗрле калаҫакан вӗсем ҫине хуравлама пултарӗ. Тӗп сӑвӑ йӗркисене Библирен вуласа пама пулать. Материалӑн пӗр пайне сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн калаҫӑва вӗҫлӗр те тепӗр хут тӗл пулма калаҫса татӑлӑр. Трактата ҫавӑн пекех килте никам пулман ҫӗрте, сирӗн пухура ҫапла тума йышӑннӑ пулсан тата вӑл иртсе ҫӳрекенсен куҫӗ умне тӳрех лекмест пулсан, хурса хӑварма юрать.
6. Урамра ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне трактатсемпе мӗнле усӑ курма пулать?
6 Урамра ырӑ хыпар пӗлтерни. Урамра ырӑ хыпар сарнӑ чухне эсир трактатсемпе хӑҫан та пулин усӑ курнӑ-и? Хӑшӗ-пӗрисем васкаҫҫӗ тата пирӗнпе калаҫма чарӑнасшӑн мар. Ҫавӑн пек чухне вӗсен интерес пуррипе ҫуккине уйӑрса илме йывӑр. Вӗсене ҫав уйӑхри брошюрӑсене сӗнес вырӑнне, уйрӑмах вӗсем ӑна вуласси пирки иккӗленетпӗр пулсан, трактат пани лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Вӗсен хуплашки илемлӗ пулнӑран тата унта вуламалли нумай пулманран ҫын, тен, ӑна вуласа тухма темиҫе минут тупӗ. Паллах, иртсе ҫӳрекенсем васкамаҫҫӗ пулсан, трактатри хӑш-пӗр шухӑшсене сӳтсе явма пулать.
7. Май килнӗ чухне ырӑ хыпар пӗлтернӗ вӑхӑтра трактатсемпе мӗнле усӑ курмаллине кӑтартакан тӗслӗхсем каласа парӑр.
7 Май килнӗ чухне ырӑ хыпар пӗлтерни. Май килнӗ чухне ырӑ хыпара трактатсемпе сарма йывӑр мар. Сӑмахран, пӗр арҫын тӑван килӗнчен тухнӑ чухне яланах хӑйӗн кӗсйине темиҫе трактат хурать. Кама та пулин, сӑмахран, лавкара сутӑҫа тӗл пулсан, вӑл вӗсене мӗн те пулин вуламалли пама пултаратӑп тесе калать те трактат сӗнет. Тепӗр тӗслӗх: Нью-Йорка, унти паллӑ вырӑнсене пӑхма, каяс тесе пуҫтарӑннӑ чухне пӗр мӑшӑр ют чӗлхепе калаҫакансене тӗл пулма пултарӑпӑр тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа вӗсем хӑйсемпе пӗрле «Благая весть» брошюрӑна тата тӗрлӗрен чӗлхепе темиҫе трактат илнӗ. Вӗсем урамри сутӑҫӑсем умӗнчен иртсе кайнӑ чухне, ресторанра ҫинӗ чухне е паркра каннӑ чухне ют чӗлхепе калаҫнине илтсен вӗсене хӑйсен тӑван чӗлхипе трактат сӗннӗ.
8. Трактатсене хӑш тӗлӗшрен вӑрлӑхпа танлаштарма пулать?
8 «Вӑрлӑхна ак». Трактатсене вӑрлӑхпа танлаштарма пулать. Ҫӗр ӗҫлекен нумай вӑрлӑх акать, мӗншӗн тесен хӑшӗ шӑтса тухасса пӗлмест. Екклесиаст 11:6-мӗшӗнче каланӑ: «Ирхине вӑрлӑхна ак, каҫхине те аллуна канӑҫлӑх ан пар, мӗншӗн тесессӗн эсӗ пӗри е тепӗри ӑнӑҫлӑрах пулассине е иккӗшӗ те пӗр пекех аван пулассине пӗлместӗн». Апла пулсан айтӑр хамӑрӑн паха трактатсемпе усӑ курса пӗлӳ сарар (Ытар. 15:7).
[3-мӗш старницӑри вставка]
Трактатсем ырӑ хыпара ӑнӑҫлӑн пӗлтерме пулӑшнӑран ноябрьтен пуҫласа вӑхӑтран вӑхӑта эпир вӗсене сӗнмелли тӗп публикацисем пек сӗнӗпӗр