Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 27 сыпӑк, 142—146 с.
  • Санӑн Турру кам?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Санӑн Турру кам?
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Вӗсем ним тусан та пуҫҫапмаҫҫӗ
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Вӗсем пуҫҫапман
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Вступление к разделу 10
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Тӑватӑ ҫамрӑк Вавилонра
    Библи калавӗсен кӗнеки
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 27 сыпӑк, 142—146 с.

27-МӖШ СЫПӐК

Санӑн Турру кам?

САНӐН Турру кам? Ҫакӑ мӗншӗн питӗ кирлӗ ыйту? ~ Мӗншӗн тесен ҫынсем нумай турра пуҫҫапаҫҫӗ (1 Коринф 8:5). Пӗррехинче Павел апостол Иегова панӑ вӑйпа усӑ курса нихӑҫан утса курман ҫынна сыватнӑ. Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе курсан ҫынсем савӑнса кӑшкӑрса янӑ: «Турӑсем этем евӗрлӗ пулса пирӗн пата анчӗҫ!» Ҫав ҫынсем Павелпа унӑн Варнава тусне пуҫҫапасшӑн пулнӑ. Вӗсене суя турӑсен ячӗсене панӑ: Павела Гермес, Варнавӑна вара Зевс тенӗ.

Анчах та Павелпа Варнава хӑйсене пуҫҫапма ирӗк паман. Вӗсем халӑх хушшине вирхӗнсе кӗнӗ те хытӑ сасӑпа каланӑ: «Эпир сире ҫак суя турӑсене пӑрахтарса Чӗрӗ Турӑ енне... ҫавӑрасшӑн» (Апостолсен ӗҫӗсем 14:8—15). «Чӗрӗ Турӑ» кам вӑл? Пурне те кам пултарнӑ? ~ Ҫапла, Иегова, пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр Ҫӳлти Турӑ. Иисус Иегова пирки «пӗртен-пӗр чӑн Турӑ» тенӗ. Ҫавӑнпа та пуҫҫапнине пӗртен-пӗр кам тивӗҫлӗ-ха? ~ Иегова кӑна! (Псалом 82:19; Иоанн 17:3; Ӳлӗмхине 4:11.)

Анчах та чылай ҫын «пӗртен-пӗр чӑн Турра» пуҫҫапмасть. Хӑшӗ-пӗрисем йывӑҫран, чулран е металран тунӑ япаласене пуҫҫапаҫҫӗ (Тухни 32:3—7; Левит 26:1; Исаия 44:14—17). Хӑш-пӗр чухне паллӑ ҫынсене турӑ вырӑннех хураҫҫӗ. Анчах та вӗсене чыслани-мухтани тӗрӗс-и? ~

Савл каярахпа Павел апостол пулса тӑнӑ хыҫҫӑн ҫырнӑ: «Вӗсенӗн [ӗненменнисен] ӑсне ҫак тӗнченӗн турри туйми тунӑ» (2 Коринф 4:4). Ку мӗнле турӑ-ши? ~ Ҫапла, Сатана Шуйттан! Сатана нумайӑшне тӗрлӗрен япаласене тата ҫынсене пуҫҫаптарас тӗлӗшрен ӑнӑҫлӑ пулнӑ.

Сатана хӑй умне чӗркуҫленсе ларма тата хӑйне пуҫҫапма сӗнсен, Иисус мӗн каланӑ? ~ Вӑл: «„Ҫӳлхуҫа Турруна ҫеҫ пуҫҫап, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн“ тесе ҫырнӑ»,— тенӗ (Матфей 4:10). Ҫапла вара Иисус Иеговӑна кӑна пуҫҫапмаллине уҫҫӑн кӑтартнӑ. Ӗлӗк-авал пурӑннӑ виҫӗ ҫамрӑк ача та ҫавӑн ҫинчен пӗлнӗ. Вӗсем Седрах, Мисах тата Авденаго ятлӑ пулнӑ. Вӗсемпе мӗн пулса иртнине атя пӗлер.

Ҫав ҫамрӑк еврейсем Турӑ халӑхӗнчен, Израиль халӑхӗнчен, пулнӑ. Вӗсене аякри Вавилон ҫӗршывне тыткӑна илсе кайнӑ. Ҫав ҫӗршыв патши Навуходоносор питӗ пысӑк ылтӑн кӗлетке туса лартнӑ. Пӗррехинче патша ҫапла хушнӑ: «Кӗвӗ янӑраса кайнине илтсенех, пурин те ылтӑн йӗрӗхе ӳксе пуҫҫапмалла». Тата вӑл асӑрхаттарнӑ: «Кам та кам ӳксе пуҫҫапмасть, ӑна тӳрех ҫунакан кӑмакана тытса пӑрахӗҫ». Ҫавӑн пек лару-тӑрура эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑн? ~

Седрах, Мисах тата Авденаго ялан тенӗ пекех патша мӗн хушнине веҫех пурнӑҫланӑ. Ку хутӗнче вара вӗсем ӑна итлемен. Пӗлетӗн-и, мӗншӗн? ~ Мӗншӗн тесен Турӑ хӑйӗн саккунӗнче каланӑ: «Манӑн умӑмра санӑн урӑх турӑсем пулмалла мар. Кӗлеткесем ан ту тата вӗсене ан пуҫҫап» (Тухни 20:3—5). Седрах, Мисах тата Авденаго патша хушнине мар, Иеговӑн саккунне пӑхӑннӑ.

Ҫавӑн ҫинчен пӗлсен патша питӗ тарӑхса кайнӑ. Вӑл виҫӗ ҫамрӑк еврее хӑй патне илсе килме хушнӑ. Патша вӗсенчен ыйтнӑ: «Эсир манӑн туррӑмсемшӗн ӗҫлеместӗр тени чӑнах та тӗрӗс-и? Сире юлашки хут калатӑп. Кӗвӗ янӑрама пуҫласанах, эпӗ тунӑ кӗлеткене ӳксе пуҫҫапӑр. Итлемесессӗн вара сире самантрах ҫунакан кӑмакана ывӑтӗҫ. Вара пӑхӑпӑр, сире ун чухне манӑн алӑран мӗнле турӑ ҫӑлса хӑварӗ».

Ҫав ҫамрӑк ачасен мӗн тумалла пулнӑ-ши? Эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑн? ~ Седрах, Мисах тата Авденаго патшана акӑ мӗн хуравланӑ: «Эпир пуҫҫапса пурӑнакан Туррӑмӑр пире ҫӑлса хӑварма пултарать. Анчах та вӑл ҫавна тумасан та, эпир санӑн туррусемшӗн ӗҫлемӗпӗр тата эсӗ лартнӑ ылтӑн йӗрӗхе пуҫҫапмӑпӑр».

Патша урсах кайнӑ. «Кӑмакана унчченхинчен ҫичӗ хут хӗрӳрех хутӑр!»,— хушнӑ вӑл. Унтан вӑл хӑйӗн чи вӑйлӑ ҫыннисене хушнӑ: «Седраха, Мисаха тата Авденагӑна ҫыхса вут-ҫулӑмпах ҫунакан кӑмакана ывӑтӑр». Вут-ҫулӑм калама ҫук вӑйлӑ пулнӑ, патшан ҫар ҫыннисем тӳрех вилнӗ! Виҫӗ еврейпа вара мӗн пулнӑ?

Седрах, Мисах тата Авденаго кӗрлесех ҫунакан кӑмакана кӗрсе ӳкнӗ. Анчах та акӑ тӗлӗнтермӗш: вӗсем тӳрех тӑнӑ! Пурте тӗрӗс-тӗкелех! Вӗсем вут-ҫулӑм ӑшӗнче ҫӳренӗ. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарнӑ-ха? ~ Кӑмакана пӑхсан патша питӗ хӑраса ӳкнӗ. «Эпир вут-ҫулӑма виҫӗ ҫынна пӑрахмарӑмӑр-и вара?»,— ыйтнӑ вӑл. Тарҫисем ӑна хуравланӑ: «Патша, чӑнах та ҫапла!»

Вара патша кӑшкӑрса янӑ: «Акӑ эпӗ вут-ҫулӑм варринче ҫӳрекен тӑватӑ ара куратӑп, вӗсем тӗрӗс-тӗкелех». Ҫав тӑваттӑмӗшӗ кам пулнине пӗлетӗн-и? ~ Иеговӑн ангелӗ. Вӑл виҫӗ еврее вут-ҫулӑмран хӳтӗленӗ.

Ҫакна курсан патша кӑмака умне пынӑ та кӑшкӑрса каланӑ: «Эй, Седрах, Мисах тата Авденаго, Ҫӳлти Туррӑн чурисем! Унтан тухӑр та килӗр ман пата!» Вара виҫӗ ҫамрӑк еврей тухнӑ. Вӗсен пуҫӗ ҫинчи пӗр ҫӳҫ пӗрчийӗ те ӗнменнине курсан унта тӑракансем тӗлӗнсе кайнӑ. Вӗсенчен ҫунӑк шӑрши те кӗмен. Вара патша савӑнса кӑшкӑрса янӑ: «Седрахӑн, Мисахӑн тата Авденагӑн Турри мухтавлӑ! Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫӑлма хӑйӗн ангелне янӑ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен Туррисӗр пуҫне урӑх никама та пуҫҫапма килӗшмерӗҫ» (Даниил, 3-мӗш сыпӑк).

Ҫак тӗслӗхрен эпир нумай вӗренме пултаратпӑр. Паян та ҫынсем кӗлеткесене, е йӗрӗхсене, пуҫҫапаҫҫӗ. «Америка энциклопедийӗнче» каланӑ: «Ялав, хӗрес пекех, сӑваплӑ япала теҫҫӗ». Турӑшсене час-часах йывӑҫран, чулран, металран е пусмаран тӑваҫҫӗ. Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсем императора пуҫҫапма килӗшмен. Дэниел Манникс историк ҫакна ялава чыслама килӗшменнипе тата мӗнле те пулин ҫӗршыва шанчӑклӑ пулма тупа тума, е сӑмах пама, килӗшменнипе танлаштарнӑ.

Эсӗ мӗнле шутлатӑн, йӗрӗхе пусмаран, йывӑҫран, чулран е металран туни Турӑшӑн пурпӗрех-ши? ~ Иеговӑн ӗҫлекенӗ ҫакӑн пек япаласене пуҫҫапать пулсан, ҫакӑ тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ-и? ~ Седрах, Мисах тата Авденаго ҫакна тума килӗшмен. Иегова вӗсемпе кӑмӑллӑ пулнӑ. Вӗсем пек пулас тесен санӑн мӗн тумалла? ~

Туррӑн ӗҫлекенӗсен Иеговӑсӑр пуҫне никама та, ниме те пуҫҫапмалла мар. Ун ҫинчен ҫак сӑвӑ йӗркисенче вула: Иисус Навин 24:14, 15, 19—22; Исаия 42:8; 1 Иоанн 5:21 тата Ӳлӗмхине 19:10.

[143-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Паян ҫынсем мӗне пуҫҫапаҫҫӗ тата кама турӑ вырӑнне хурса чыслаҫҫӗ?

[144-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Мӗншӗн Павелпа Варнава хӑйсене пуҫҫапма ирӗк паман?

[145-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Мӗншӗн ҫак ҫамрӑк ачасем кӗлеткене ӳксе пуҫҫапмаҫҫӗ?

[146-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]

Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫулӑмпа ҫунакан кӑмакаран мӗнле хӑтарнӑ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр